Комментари хушас

31 Юпа, 2022

Тăлăхсене хваттерсемпе тивĕçтерес енĕпе пĕтĕмпех тумалла

Республикăн адреслă инвестици программинче кăçал — 166 объект. Вĕсем валли пĕтĕмпе 4,2 миллиард тенкĕ уйăрнă. Виçĕ теçетке объектри ĕçсене вĕçленĕ, анчах укçапа усă курасси «уксахлать» – çак кăтарту хальлĕхе 57% шайĕнче кăна.

ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитесен ертӳçисемпе тунтикун ирттернĕ канашлура экономика аталанăвĕн министрĕн пĕрремĕш çумĕ Надежда Столярова тата 54 объект строительствине кăçал вĕçлемелли çинчен каларĕ. Чылайăшĕнче çивĕчлĕх пур: Çĕрпӳ районĕнчи ачасен «Звездный» лагерĕнче укçана ĕçе хывнин кăтартăвĕ пĕчĕк, Шупашкарти Сад микрорайонĕнчи шкул строительствинче пурнăçланă ĕçсем çав-çавах 45% шайĕнче кăна, Çĕмĕрлери судмедэкспертиза çурчĕн строительстви тăсăлса пырать, Шупашкар районĕн больницин котельнăйĕ тĕлĕшпе хайхи кăтарту 23,4% çеç.

Çулталăк вара вĕçленсе пырать. Çакăн çинчен аса илтернĕ май Олег Николаев ĕçсене хăвăртлатмалли çинчен асăрхаттарчĕ. «Такăннин» сăлтавĕ тĕрлĕрен пулма пултарать — проектпа смета докуменчĕсем «чĕрĕ» пулнинчен тытăнса подрядчиксен мăранлăхĕ таран. Анчах ку никама та тӳрре кăлармасть. Çав вăхăтрах çитес çулхи ĕçсем çинчен те халех шухăшламалла. Çав шутра тӳрĕ кăмăллă мар подрядчиксене ĕçрен пăрассине те шута илмелле. Кăçал шанăçа тӳрре кăларманнисене тепĕр çул та патшалăх контракчĕсене пани вырăнсăр.

Граждансене пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтерес ыйтупа строительство министрĕ Павел Данилов сăмах илчĕ. Вăл пĕлтернĕ тăрăх, республикăра паян хваттер черетĕнче 61 пин ытла çын тăрать. 2022 çулта 1160 çынна пурăнмалли кĕтеспе тивĕçтерме 1,7 миллиард тенкĕ уйăрнă. Çулталăк пуçланнăранпа 991 çемье пурăнмалли условисене лайăхлатнă: çамрăк çемьесем, нумай ачаллисем, юхăннă çуртсенче пурăннисем, тăлăх ачасем...

Тăлăхсем тенĕрен, кăçал 304 ача валли тăваткал метрсем туянмалла. Вĕсенчен 64-шне çурт-йĕр сертификачĕсем панă. Шупашкар районĕнче икĕ тăлăх валли хваттер туянас тĕлĕшпе чăрмавсем тухса тăнă-мĕн. Райадминстраци пуçлăхĕ Николай Хорасев тивĕçлĕ хваттерсем çукки çинчен каланă май иккĕленсе «тупатпăр пуль» терĕ те — Олег Николаев çакна илтмĕш тумарĕ, тăлăхсене хваттерсемпе тивĕçтерес енĕпе пĕтĕмпех тумалли çинчен асăрхаттарчĕ. Николай Евгеньевичăн ирĕксĕрех çирĕплетме тиврĕ: «Тупатпăр!»

www.hypar.ru