Комментари хушас

27 Юпа, 2022

Тантăш 42 (4811) № 27.10.2022

«Эпĕ вĕçне çитиех каятăп...»

«Эпĕ вырăс. Эпĕ вĕçне çитиех каятăп…» — Раççей авторĕн, юрăçин Ярослав Дроновăн, Shaman ятпа палăрнăскерĕн, çак юрă сăмахĕсем чĕрене çураççĕ. Нумаях пулмасть вара çак юрра Шупашкар хĕрачи Милана Кузьмина шăрантарнине илтрĕмĕр. Чуна çÿçентермелле, куççуль пăчăртанса тухмалла… Вăл — çÿллех мар сăрт çинче, Раççей ялавне аса илтерекен виçĕ тĕслĕ — чăлт шурă, кăн-кăвак, йăм хĕрлĕ — тумпа, вичкĕн çил хĕрачан кăлкан евĕр çÿçне енчен енне сапалать. Унăн чуна тыткăнлакан юрри сăртсем çийĕн аякка-аякка кайса саланса пире çĕр çывăрмасăр, пĕтĕм вăйран хÿтĕлекен Раççей салтакĕсем патне çитнĕнех туйăнать.

Пĕр хатĕрленмесĕр, пĕрре ÿкернипе Асăннă юрра Милана çурла уйăхĕнче илтнĕ те тÿрех хăйĕн ертÿçи Татьяна Шереметьева патне пынă. Паллах, Татьяна Владимировнăна та питĕ килĕшнĕ. «Раççей салтакĕсене хавхалантарас тесе вăхăта тăсса ямасăрах Миланăпа çак юрра çыртарма тĕв турăмăр. Хама та пĕрре итленипех тыткăна илчĕ. Авăн уйăхĕнче пĕр кĕтмен çĕртен пирĕн юрă хатĕр пулчĕ. Пурте пĕрле Етĕрне районĕнчи Ильина Горана кайрăмăр. Çумăр çумастчĕ, анчах çанталăкĕ сивĕччĕ, вичкĕн çил вĕретчĕ. Эпĕ, Миланăн амăшĕ, хамăр çине икшер куртка çакса ятăмăр, шăннипе чĕтрене ертĕмĕр. Милана вара çÿхе тумпа çеç. Клипа çур сехетре ÿкертĕмĕр. «Сирĕн шухăшсем мĕнле? Мĕнлерех ÿкерĕпĕр?» — çул çинче Игорь Острошапкин видеоператор çавнашкал ыйту пачĕ. «Пĕлместпĕр, вырăна çитсен калаçăпăр-и тен?» — терĕмĕр ăна. Эпир чăн та хатĕрленмен-çке малтан, пирĕн вăхăчĕ те пулман. Тĕлĕнмелле, çур сехетре начар мар клип пулса тухрĕ. Пĕр хатĕрленмесĕр тата пĕрре ÿкернипех. Милана питĕ маттур çав, видеооператора нушалантармарĕ, хăй те ывăнмарĕ. Пĕр ыйту кăна канăç памарĕ, пирĕн хĕрача чирлет-и, сассăр юлать-и-ха кун хыççăн тесе пăшăрхантăмăр. Çук, йĕркеллех пулчĕ. Вăл шăнман та. Милана çут çанталăк ытамĕнче юрра тата урăхла, тата вăйлăрах шăрантарнăн туйăнчĕ. Çак сăваплă вырăн вăй пачĕ-и? Вăл юрланă вăхăтра пирĕн куççуль пит çăмарти тăрăх шăпăртатса юхрĕ. Мĕн калăн, Турă панă сасă, шалтан тухаканни. Ăна вăйлатас тесе хăй питĕ тăрăшать», — Миланăна ырласа, ун пултарулăхĕнчен тĕлĕнсе калаçрĕ студи ертÿçи Татьяна Шереметьева. Сăмах май, Татьяна Владимировна хăй те çамрăк, 34 çулта çеç. Чăваш патшалăх культурăпа искусствăсен институтĕнчен вĕренсе тухнă, 2017 çулта Шупашкарта «5 октав» студие уçнă. <...>

Елена АТАМАНОВА.

♦   ♦   ♦


Большие успехи маленькой пианистки

Талантливый ребенок – это словно маленький росточек, едва проклюнувшийся из земли и требующий к себе огромного внимания. Необходимо его холить и лелеять, ухаживать за ним, чтобы он вырос, добился успеха и стал примером для подражания. Эта метафора применима и к ученице 1-ой школы города Чебоксары Еве Егоровой.

Большие успехи маленькой пианистки

Она не только делает первые шаги по миру школьных знаний, но и осваивает такой великолепный музыкальный инструмент, как пианино. Азы высокого исполнительского искусства девочка постигает в 5-ой чебоксарской детской музыкальной школе имени Филиппа Лукина с шестилетнего возраста. Также занимается дома сама. Лишь стоит ей прикоснуться к клавишам пианино кончиками пальчиков, как жизнь замирает не только в ее квартире. Все кто живет рядом на некоторое время откладывают свои дела и слушают, как по всему многоэтажному дому разливается прекрасная и трогающая душу волшебная мелодия. Особенно хорошо у нее получается исполнить произведения Жанны Металлиди «Мой конь», «Этюд» Александра Гедике и «Волынка» Иоганна Баха. «Они мне даются легко, потому что в этих музыкальных композициях одинаковое построение нот. И даже если ты случайно собьешься в процессе игры, то можно быстро среагировать, найти и продолжить с того места, где ты остановилась», – улыбаясь рассказывает маленькая пианистка. Недавно она лауреатом I степени в III Всероссийском конкурсе вокального, хореографического, инструментального, театрального и декоративно-прикладного творчества «Творческая Карусель» в номинации «Фортепиано». А еще ей вручили диплом за участие в IV школьном фестивале ансамблевого музицирования «Созвучие» вместе с инструментальным ансамблем «Звездочки». Оттачивает свое мастерство и побеждает Также первокласснице нравится рисовать пейзажи и лепить из пластилина. Как говорит сама Ева, в основном на ее картинах изображены лето, солнышко, звезды и она сама. А любовь к лепке она обĕясняет тем, что ей приятно видеть, как в процессе работы пластилин изящно застывает и получаются изумительные фигурки. Обычно Ева лепит свою маму и цветы. Кроме этого, школьница с четырех лет занимается балетом в чебоксарской хореографической студии «Этуаль». В этом году со своей танцевальной группой она сĕездила в Казань на международный фестиваль-конкурс детского и юношеского творчества «Казанская радуга», где они стали лауреатами I степени за народный стилизованный танец «Танцуют все!». В том числе их народному самодеятельному коллективу присудили Гран-при в III Всероссийском творческом конкурс-фестивале «Эпицентр21» за самый лучший номер. А еще Ева Егорова завоевала 1 место в IV Межрегиональном детском конкурс-фестивале «Танцы на планете» за исполнение хореографического номера «Феи весны» и ее наградили кубком. Девочка очень инициативна и самостоятельно совершенствует свое танцевальное мастерство. Например, она научилась балансировать на пуантах. «Когда я впервые стала пробовать вставать цыпочки было больно. Но я упорно продолжила упражнение. Теперь я полноценно могу выполнять этот достаточно сложный элемент и находится в таком положении долгое время», – поясняет юное дарование. Стоит отметить, что в таком возрасте балерины еще не изучают выполнение подĕема на пуантах, так как это достаточно сложно для детских лет. <...>

Ирина ЧЕРНОВА.

♦   ♦   ♦


Шăллĕ унран юласшăн мар

Елчĕк районĕнчи Елчĕк вăтам шкулĕн 11-мĕш класĕнче вĕренекен Виталий Кузьмин пиллĕкмĕш класранах кадетсен ретне тăнă. Хăюллă та хастар, çĕршыв историне аван пĕлекен, çивĕч ăс-тăнлă, спортпа туслăскер тата хушнă ĕçĕн яваплăхне ăнланаканскер. Çак сăмахсем пурте ун çинчен.

Виталий вĕренÿре «4» тата «5» паллăсемпе кăна ĕлкĕрсе пырать. Пĕчĕкрен яваплăха хăнăхнăскерĕн ни хăçан та шкула урок тумасăр кайманни пулман. Çавăн пекех спортра та маттур. Уйрăмах баскетболла, волейболла аван вылять. Шкулта, районта командăпа миçе хутчен çĕнтермен-ши? Уроксем хыççăн тÿрех районти «Улăп» физкультурăпа спорт комплексне васкать вăл. Кадетсен ретне тăрсанах ишме вĕреннĕ Виталий. Тантăшĕсем те хăйĕн пекех маттур. Çĕмĕрлере иртекен çарпа патриотизм конкурсĕнчен темиçе те çĕнтерÿпе таврăннă кадетсем. Республикăри çамрăк армеецсен юхăмĕн «Зарница» тата «Орленок» вăййисене виçĕ çул таранах хутшăннă, пысăк çитĕнÿсем тунă Виталий. «Çак ăмăртусем пысăк пĕлтерĕшлĕ, вĕсем тăван çĕршыва юратма, чăн-чăн патриот пулма тата хамăрăн несĕлĕмĕрсен паттăрлăхĕпе мăнаçланма вĕрентеççĕ. Çамрăк армеецсен юхăмĕн вăййисенчен нихăш çул та юлмалла мар», — хăпартланса каларĕ хастар кадет. Виталий Кузьминăн пухмачĕнче Хисеп хучĕсемпе дипломĕсем туллиех. Спорт мероприятийĕсенчен çĕнтерÿсĕр таврăнса курман вăл. Маттур вĕренекене ахальтен «Çамрăк армеец хăюлăхĕ» медальпе чысламан ĕнтĕ. Виталие ачаранах парад, стройпа пĕр çын пек утакан салтаксем, çар техники илĕртнĕ. Ашшĕ-амăшĕ хистенипе мар, акă мĕншĕн кадетсен ретне тăма тĕв тунă арçын ача. «Çĕнтерÿ кунĕнчи парад мăнаçлăх туйăмĕ çурататчĕ. Эпĕ ăна пĕр сиктерми пăхаттăм. Халь ав, мана кура та пуль, шăллăм Саша та кăçалтан — кадетсен йышĕнче. Çирĕп кăмăллă та ĕçчен вăл. Вăл манран юлас теменни тата спорта юратни савăнтарать», — палăртрĕ маттур кадет. <...>

Лена АТАМАНОВА.

♦   ♦   


Вĕсенче – çершыв пуласлăхĕ

Комсомольски районĕнчи Комсомольскинчи 2-мĕш вăтам шкулта кадет класĕ темиçе те: 5-мĕшĕнчен тытăнса 9-мĕш таранах. Вĕсене пĕр-пĕринчен уйăрма çук. Кадет класĕсенче ăс пухакансем вĕренÿре, спортра тăрăшулăх кăтартаççĕ, республика, хула шайĕнчи ăмăртусене, патриот конкурсĕсене хутшăнса малти вырăнсене тивĕçеççĕ.

— Кадет класне лекес текен çулсеренех йышлă. Тăваттăмĕш класс хыççăн ачасем ятарласа тăватă предметпа экзамен тытаççĕ. Ашшĕ-амăшĕ те ывăл-хĕрне çав класра вĕрентессишĕн çунни юлашки вăхăтра уйрăмах палăрать. Пĕрремĕшне килсенех кадетсенчен ырă тĕслĕх илеççĕ ачасем. Вĕсене кура çирĕп кăмăллă, чăтăмлă, спортра та, вĕренÿре те малтисен ретĕнче пулас килет пуль çав», — палăртрĕ шкул директорĕн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ Людмила Абрамова. Уроксем хыççăн кадетсем килĕсене васкамаççĕ. Вĕсен кун йĕрки ыттисенчен уйрăлса тăрать. Шкулта тытăнса юлса хусканусем тумалла, сывлăха çирĕплетмелле, стройпа утас ăсталăха аталантармалла, конкурссене, акцисене хутшăнмалла. Унсăр пуçне кадетсем пăшалтан пеме, Калашников автоматне салатса пуçтарма, унăн магазинне патронсемпе тултарма хăнăхаççĕ. Противогазпа хÿтĕлев костюмне тăхăнасси, карттăпа тата компаспа усă курса палăртнă вырăна тупма вĕренесси, ташлас ăсталăха аталантарасси — кун йĕркинче. Çĕршыв историне те тăрăшса вĕрентеççĕ шкулта. Çĕнтерес тесен тăрăшулăх кăтартмаллине кашниех ăнланать. Пĕр-пĕр конкурса е ăмăртăва хатĕрленмелле чухне каçсăр та килĕсене таврăнайманни час-часах пулать. <...>

Лена АТАМАНОВА.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.