Çар ялавне упранă Костя Кравчук
1943 çул. Сталинград тата Курск пĕккинчи çапăçусенче çĕнтертĕмĕр, Украинăна ирĕке кăларма тытăнтăмăр. Унăн пайне те пулин тытса юлас тесе тăшмансем Нарва, Сож, Днепр тата Сĕтлĕ шывĕсен хĕрринче хÿтĕ-ленÿ вырăнĕ тума палăртнă. Тухăç валĕнче Днепр тĕп вырăн йышăннă. «Вырăссем Днепра иличчен çак юхан шыв тепĕр май юхма тытăнĕ», – тенĕ Гитлер канашлусенчен пĕринче.
Днепршăн çапăçни
Сталин вара çапла хушу панă: нимĕçсен «пулăшăвĕ-пе» усă курса Днепр урлă хăвăртрах каçмалла. Çапла тунă та. Çак юхан шывшăн мĕн чухлĕ çапăçнине сахал мар çырса кăтартнă, чылай фильм ÿкернĕ. Анчах каласа çитерменни те пур-ха. Çухатусем тата харсăрлăх çинчен. Сăмах май, çак çапăçăва хутшăннисенчен икĕ пин çурă вырăс салтакĕ Совет Союзĕн Геройĕ ятне илнĕ. Вĕсен шутĕнче – çитмĕл ытла Киев салтакĕ. Украина тĕп хулине хÿтĕлеме хутшăннă пин çынна орденпа тата медальпе чысланă.
Чÿк уйăхĕн йĕпе-сапаллă кунĕсенче Днепр плацдармĕсенче хаяр çапăçусем пынă. Нимĕçсем парăнма шухăшламан, тылра вара хулана тĕп тума палăрт-нă. Украинăн Пĕрремĕш фрончĕн командующийĕ Н.Ф.Ватутин пĕрлешÿсен командирĕсене тата вăйлăрах тапăнма хушнă.
Пуçланнă вара. Чÿк уйăхĕн тăваттăмĕшĕ. Каçхине пирĕн танксем çапăçăва тухнă. Çутисем куçа çиеççĕ, сирена сасси хăлхана çурать, тупăран тата пулеметран çулăм шатăртатать. Гитлеровецсем нимĕн тума пĕлменнипе тарма тытăннă. Чÿк уйăхĕн пиллĕк-мĕшĕнче, ир-ирех танксем Киев патне çитнĕ... Совет чаçĕсемпе подразделенийĕсем хулана кĕме тытăннă. Çав шутра – пирĕн полк та.
«Пичче, пичче! Малалла ан кайăр!»
Ас тăватăп-ха, манăн танк пĕчĕк урама кĕрсенех пирĕн умра тăшман снарячĕ çурăлнипе икĕ тусан купи çĕкленчĕ. Виççĕмĕшĕ таçта хыçалта сасă пачĕ. Водитель-механик каялла чакса танка икĕ ватă акаци хыçне пытарчĕ.
Йĕпе-сапаллă çанталăк. Пăхмалли хушăкран та, тупă прицелĕнчен те тавралăх питĕ япăх курăнать. Эпĕ хупкăча асăрханса уçрăм та бинокльтен инçете пăхма тытăнтăм. Нимĕçсем ăçтан пенине куртăм. Сасартăк танк çумĕнчех ача сасси илтĕнчĕ:
– Пичче, пичче! Малалла ан кайăр! Урăх çул кăтартăп...
Пуçа çавăртăм та йывăç хыçĕн-че вун икĕ çулсенчи арçын ачана куртăм. Вăл танк трансмиссийĕ çине питĕ çăмăллăн сиксе хăпарчĕ, хыттăн каларĕ:
– Атьăр пирĕн картишсемпе кайăпăр...
Йĕри-тавра пăхса çаврăнсан арçын ача мĕн сĕннине тавçăрса илтĕм, водителе кунта пурăнакансен çул хĕрринчи çурчĕсем енне кайма хушрăм. Пахчасем урлă эпир сасартăк фрицсен тылне тухрăмăр, вĕсен икĕ туппине таптарăмăр, хăй тĕллĕн çÿрекен машинине çунтартăмăр, урама хуплакан капланчăкне аркатрăмăр, чылай гитлеровеца çапса тăкрăмăр... Пирĕн çуран çар килсе çитрĕ те эпир малалла кайрăмăр.
Питĕ пĕлтерĕшлĕ япала
Салтак ретне кĕресшĕн çунакан арçын ачапа сыв пуллашнă чухне эпĕ ăна хĕрлĕ çăлтăр тата блокнотпа çар сумкине парнелесе хăвартăм.
– Малашне санăн çулу шкулалла выртĕ, – терĕм харсăрскере.
– Пичче, эсир çав тери пысăк командир-и? – ыйтрĕ вăл сасартăк. Эпĕ кулса ятăм, танкри çулташăм Иван Фесенко вара шÿтлесе илчĕ:
– Çапла, арçын ача. Пирĕн взвод командирĕ рядовойсемшĕн палăрмаллах пысăк пуçлăх.
Маттур ача ман çумра тăракан салтаксене питĕ тимлĕн пăхрĕ те:
– Халех пĕр япала илсе килетĕп, питĕ пĕлтерĕш- лĕскер вăл, – терĕ. – Кăштах тăхтăр-ха.
Тем вăхăтран хайхискер таврăнчĕ. Унăн аллинче – пысăках мар тĕвĕ. Ман пата пырсан арçын ача ăна салтрĕ те хĕрлĕ пусма кăларчĕ. Ку – çар ялавĕ.
– Эпĕ ăна упраса хăвартăм. Илĕр те кирлĕ çĕре парăр, – терĕ маттурскер. Çак ялав пирки вăл тĕплĕн-рех каласа пачĕ.
Красноармеец хушăвĕ
...1941 çулхи кĕркунне Киева гитлеровецсем вир- хĕнсе кĕрсен арçын ача пурăнакан пÿрт умне йывăр аманнă красноармеец шуса çитнĕ. Ачана курсан ăна хăй патне чĕнсе илнĕ:
– Эсĕ пионер-и?
– Çапла.
– Апла ил те упра, – тесе салтак ачана пысăках мар тĕрке тыттарнă. – Манăн полк ялавĕ ку. Унăн салтакĕ-сем пурте пĕтрĕç. Эпĕ çеç юлтăм. Туятăп, нумаях пурăнаймăп. Пирĕн çарсем таврăнсан вĕсене пар...
Çывăхра снарядсем, минăсем сирпĕнме тытăннă. Вилме çитнĕ красноармеец арçын ачана пытанма хушнă, хăй вара ишĕлчĕксем хыçне шуса кайнă. Тек курман ăна. Анчах хушнине пурнăçланă. Çар ялавне шанчăклă вырăна пытарнă. Киева Совет çарĕсем ирĕке кăларнă вăхăтра вăл ăна пире пачĕ. Çак ялав çĕнĕ салтаксене хавхалантарса тăчĕ вара.
Пионер ячĕ – Костя Кравчук. Совет правительстви ăна Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе чысларĕ.
Эпир тĕл пулнă кунхине пирĕн тата ытти подразделенисем хула варрине çитсе пыратчĕç. Çав çапăçусенче нумай харсăр салтак паттăрлăхĕпе палăрчĕ.
Чÿк уйăхĕн улттăмĕшĕнче ирхине Киеври гитлеровецсене пĕтĕмпех çапса аркатрăмăр. Хула фашистран тасалчĕ.
Унтанпа çитмĕл çул иртсен эпĕ тавра пĕлÿ музейĕн- че курса çÿрерĕм. Ăнсăртран... çав харсăр арçын ачана парнеленĕ япаласене асăрхарăм. Экспоната кунта кам панине паянхи вĕрентекенсенчен никам та пĕлмест. Вĕренекенĕ халĕ ăçта иккенне те ăнкармаççĕ. Унтанпа кунти педагогсем те тăтăшах улшăнчĕç-çке. Историри нумай япалана пĕлмесĕр юлатпăр.
Çапах та çĕнтерÿ – пирĕнпех: салтаксемпе, çар çыннисемпе, Совет Союзĕн çĕрĕсемпе. Ячĕ те, ÿсĕмĕ те, халăхĕ те тĕрлĕрен. Анчах мухтавĕ вилĕмсĕр!
Адам СЛАВКО.