Комментари хушас

25 Юпа, 2022

Хыпар 121 (28000) № 25.10.2022

«Хамăр ял. Юрататпăр, кĕтетпĕр»,

е Хĕрарăм пулăшсан арçынна çăмăлрах

«Газета.ru» кăларăмăн çар тишкерÿçи Михаил Ходаренок палăртнă тăрăх, хĕрарăмсем, паллах, çарта та кирлĕ. Анчах, экспертăн шухăшĕпе, хĕрÿ çапăçу пынă вырăн этемлĕхĕн черчен çурри валли мар. «Хĕрарăмсене пăшалтан пенĕ çĕре ямалла мар. Тылра тата медицина учрежденийĕсенче хĕрарăмсен пулăшăвĕ вара питĕ кирлĕ», — тенĕ вăл интервьюра. Çапла, çар çитĕнĕвĕсем тылран, хĕрарăмсен пулăшăвĕнчен питĕ нумай килеççĕ. Хĕрарăмăн ятарлă çар операцийĕнчи пĕлтерĕшĕ. Мĕнлерех вăл? Паян шăпах çакăн пирки сăмах пуçарăпăр.

Пахча çимĕç те парса янă Тылра юлакан хĕр-хĕрарăм çар операцине каякансене мĕнпе пулăшма, хавхалантарма пултарать-ха? Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕнчи ал ăстисемпе çĕвĕçсем мобилизациленнисем валли нуски, шарф çыхаççĕ, ал шăлли, ăшă çи-пуç çĕлеççĕ. Питĕрте, сăмахран, çыхма вĕрентекен шкул уçнă Лина Поповăн пуçарăвĕпе «Фронт валли çыхатпăр» акци йĕркеленĕ. Вĕсем çĕршыв хÿтĕлевçисем валли ăшă япаласем çыхаççĕ. Томск хулинчи Александр Невский ячĕпе лартнă храмри мастерскойра волонтер хĕрсем боецсем валли наçилккасем хатĕрлеççĕ. Вĕсем чиркÿре те, килте те хамăрăннисемшĕн кĕлĕ вулани çинчен пĕлтереççĕ. Чулхула облаçĕнчи хĕрарăмсем вара «Эпир пĕрле» акципе килĕшÿллĕн çар операцийĕнче аманнă салтаксем валли сурана çыхма 400-е яхăн повязка хатĕрленĕ. Чăваш хĕрарăмĕсем те айккинче юлмаççĕ — пĕри те тепри хастарлăх кăтартаççĕ. Акă Чăваш наци музейĕпе ЧР Хĕрарăмсен союзĕ «Салтака тутăр парнеле» акци пуçарчĕç. Чăваш тĕрриллĕ сăмса тутрисем тĕрлерĕç. Вĕсене ятарлă çар операцине каякансене парнелерĕç. «Пĕчĕк çак тутăра юратса тата чун-чĕре ăшшине парса тĕрленĕ. Вăл сире упрасса, йывăр вăхăтра пулăшасса чунтан ĕненетпĕр. Эсир киле чĕрĕсывă таврăнасса шанатпăр. Пĕлĕр: эпир сире кĕтетпĕр, хăвăра упрăр», — терĕç чăваш хĕрарăмĕсем мăшăрĕсене, ывăлĕсене инçе çула ăсатнă май. Трак тăрăхĕнчи Мăн Шетмĕ чиркĕвĕнче те хĕрсемпе хĕрарăмсем чăваш тĕрриллĕ сăмса тутрисем тĕрленĕ. Çак кунсенче вĕсене мобилизациленнĕ çамрăксене парнеленĕ. Сăмах май, Красноармейски районĕнчи «Чесла» пĕрлĕх ятарлă çар операцине каякансене ăшă атăпа тивĕçтернĕ. Çĕмĕрле районĕнчи Анат Макарин ялĕнчи хĕрарăмсем те çар операцине каякансем валли нуски çыхнă. Вăрнар районĕнчи хĕрарăмсем те салтаксем валли гуманитари пулăшăвĕ хатĕрленĕ. Çав шутра — тĕрлĕ пахча çимĕç, гигиена хатĕрĕсем, çи-пуç… «Çăмăл мар вăхăтра пĕрле тата туслă пулни кирлĕ», — теççĕ Вăрнарсем. <...>

Роза ВЛАСОВА.

♦   ♦   ♦


Кунта начар кăмăл сирĕлет

Хулара пурăнакан кукамай-асаннен те килте ĕç нумай: мăнуксемпе урок тумалла, дачăна каймалла, алсиш-нуски çыхмалла… Ватлăха парăнманскерсем çинче пĕтĕм хуçалăх тытăнса тăрать. Вĕсем йăлтах ĕлкĕреççĕ. Чун киленĕçĕ валли те вăхăт тупаççĕ.

Ватăсем усă кÿресшĕн Шупашкарти Светлана Александрова социаллă пулăшу паракан комплекслă центрăн кăнтăрлахи уйрăмне чылайранпа çÿрет. К.Иванов урамĕнче вырнаçнă центр пĕлтĕр юсав хыççăн çĕнĕрен уçăлнă. Халĕ кунта тата хăтлăрах, чаплăрах. «Пĕтĕмпех килĕшет. Эпир хамăрăн туслă йышпа тĕрлĕ çул çÿреве тухатпăр. Кăçал Хусана та кайса килтĕмĕр, Çĕрпÿри хĕрарăмсен мăнастирне, Куславкка районĕнчи паллă вырăнсене çитрĕмĕр. Килте тăватă стена хушшинче ларас килмест. 3 кун — физкультурăна, 2 кун çыхма çÿретĕп. Кашни самантпа киленме тăрăшатăп», — терĕ Светлана Ильинична. Ал ăстисен «Хозяюшка» клубне унпа пĕрле 30-а яхăн çын çырăннă. Куллен çÿрекеннисем — 17-ĕн. Ку клуб 2016 çултанпа ĕçлет. «Аслă ăрурисенчен чылайăшĕ ал ĕçне кăмăллать. Мĕн кăна тумаççĕ-ши? Хăюпа, вĕтĕ шăрçапа, хĕресле тĕрлеççĕ… Вĕсемпе Ирина Ковеза инструктор ĕçлет. Хĕрарăмсем пĕр-пĕр алă ĕçĕпе кăсăкланаççĕ те пурте çавна вĕренессишĕн çунаççĕ. Пĕр вăхăт «авоська» çетка çыхрĕç, кайран «шопер» /вăрăм çакăллă пир сумка/ илемлетме тытăнчĕç», — каласа кăтартрĕ кăнтăрлахи уйрăмăн заведующийĕ Наталия Семенова. Нумаях пулмасть кинемейсем Донбасс ачисем валли нуски, пинетка çыхнă. 3 пысăк курупка тултарса ăна нуша куракансем патне ăсатнă. Халĕ мобилизациленисем валли нускисем çыхаççĕ. Ал ĕçĕпе аппаланакансенчен чи асли — кĕçех 91 çул тултаракан Тамара Гетманова. Клуба пĕрисем — кăнтăрлаччен, теприсем каярахпа килеççĕ. Физкультура тăваççĕ, хорта юрлаççĕ, сĕтел çи вăййисем выляççĕ... Çулла çын сахалрах имĕш — кинемейсемпе мучисем ун чухне дачăра тăрмашаççĕ. Нина Степановна социаллă центра Лапсартан килет. «Çамрăк чухне алă ĕçĕпе кăсăкланман эпĕ. Пенсие тухсан тин пуçăнтăм. Интернетра хăюран ăсталанă хитре япаласем куртăм та хамăн та туса пăхас килчĕ. Хĕрачасен çÿçне тыттармалли кăпăшка бантсем тума пуçларăм. Кайран ку ĕç мана туртса кĕрсе кайрĕ. Вĕтĕ шăрçапа аппаланма пикентĕм. Мăй çыххи, алка, сулă, шăрçа… ăсталарăм», — чун туртăмĕпе паллаштарчĕ Нина Борисовна. Малтан вăл центрти хора çÿренĕ. Кайран «Хозяюшка» клуба çырăннă. Пĕччен мар… Çемье, мăшăр кашнинех çук. Пĕччен пурăнакан ватă çыншăн ыттисемпе курса калаçни те тем пекех паха. Чунра япăх чухне психолог канашĕ пулăшатех. Релакс пÿлĕмĕнчи массаж кресли çине хăпарса выртсан начар кăмăл туххăмрах çухалать-мĕн. «Манăн социаллă центра» камсене йышăнаççĕ-ха? «Хăйсем килсе çÿреме пултаракан ватăсемпе инвалидсене. Терапевтран справка илсе килмелле çеç», — ăнлантарчĕ Наталия Сергеевна. Ватăсемпе сусăрсен пурнăçне кăсăклăрах тăвас тесе тăрăшаççĕ кунта. Центрта тĕрлĕ клуб ĕçлет, нумай мероприяти иртет, кăсăклă проектсем хута каяççĕ. Хăшне-пĕрне асăнас килет. ЧР тава тивĕçлĕ художникĕ Вячеслав Сивов «АРТЧе» изостуди йĕркеленĕ. Вăл — «кĕмĕл» волонтер, пенсионерсене ÿкерме вĕрентет, куравсем йĕркелет. «Кану кунĕсенче — пĕччен мар» проект пĕччен ватăсене пулăшма кирлĕ. Центра çÿрекенсем кану кунĕсенче пĕччен пурăнакан ватăсем патне килне каяççĕ. Пĕрле урамра уçăлса çÿреççĕ, хваттерĕнче тирпейлеме пулăшаççĕ, аптекăна тухса кĕреççĕ. «Кĕмĕл» волонтер вара çемьесене пулăшать, ачана шкултан кайса илет, унпа урок тăвать. Ашшĕ-амăшĕ ĕçрен киличчен пĕрле ларать. <...>

Алина ИЛЬИНА.

♦   ♦   ♦


Çынна юратса асăрхаттарнă

Николай Ыдарай — чăваш литературинче паллă ят. Уйрăмах ачасем валли çырса чапа тухнă вăл. Чăн-чăн чăваш ача-пăча çыравçи тесе ăна Раççейĕпех сума сăваççĕ: хайлавĕсем «Современная литература народов России. Детская литература. Антология» кĕнекере Мускавра 2017 çулта пичетленнĕ.

Çыравçă кăмăлĕпе йăлтах амăшне хывнă. Мĕн пĕчĕкрен хăй пек вĕт-шакăра питĕ хĕрхеннĕ. Кÿрентерекенсенчен хÿтĕленнĕ. Касри ачасене хăй тавра пухса пĕр-пĕриншĕн çирĕп тăма хавхалантарнă. Ачапча бригадирĕ /ачасен старости/ – çапла чĕнме пуçланă ăна. Хăй те çавнах каланă, хăй пирки «ачасен хÿтĕлевçи» тенĕ. Ахаль сăмах мар ку, ачасене чунтан юратнăран ятарласа тĕплĕн шухăшласа тупнă пурнăç тĕллевĕ. Хÿтĕлевçĕн ачасене пур енлĕн пулăшмалла. Ăс парасси те — унăн тивĕçех. Хут çинчине нумаййăн вулаççĕ, мĕн вулани манăçмасть. Николай Ыдарай хăш кĕнеке хыççăн хăшне кăларассине маларах палăртса хунă. Вĕсем пур ÿсĕмри ача валлиех пулччăр. Чи кĕçĕннисенчен пуçласах. Çыравçă тĕрлĕ çĕрте ĕçленĕ. Çав хушăрах Хусанти педагогика институтĕнчен вĕренсе тухнă. Çемйипе Хусанта тĕпленсе пурăнаканскер кĕнеке кăларнă чухне унтан Шупашкара час-часах çÿренĕ. Ку ĕçе хăвăртлатас ĕмĕтпе 1983 çулта мăшăрĕпе Çĕнĕ Шупашкара куçса килнĕ. Пурнăç тĕллевĕ малаллах талпăнма хистенĕ, йывăрлăхсене сирме пулăшса пынă. Ыдарай ÿкерес ăсталăха та аталантарнă. Хăш-пĕр кĕнекине хăех ÿкерчĕксемпе илемлетнĕ. Кулăшла та сатирăллă ÿкерчĕк чылай унăн. Вĕсене ÿкерме çивĕч ăс кирлĕ, тема шыраса тупма та çамăлах мар. Çынна хăртса питлемест, юратса асăрхаттарать. Çакă кăмăла каять те ĕнтĕ, ÿкерчĕкĕсене хавхалансах, чунран савăнсах пăхатăн. Николай Васильевич — ачалăхри туйăмсене, тавра курăма упраса хăварма пултарнă сăмах ăсти. Ача чунĕ – таса чун. Улталамасть вăл. Автор ытарлă калама, сăнлама пĕлет, çилĕ хăваламасть. Паха çак енсем ача кăмăлне чăннипех те тивĕçтерекен кĕнекесем кăларма май панă. Темĕн тума та ĕлкĕрнĕ çыравçă: тин çуралнисем валли «Сăпка юррисем» пухса хатĕрленĕ. Чăваш тĕррипе илемлетнĕ хÿхĕм кĕнеке 1989 çулта тухнă. Унта ыттисемпе пĕрлех хăйĕн хайлавĕсене те кĕртнĕ: автор çырнисем — тăваттă, пухса йĕркеленисем — çирĕм улттă. Куçарас ĕçрен те пăрăнман. Агния Бартон «Игрушки» кĕнекине ăста куçарнă. Халăх сăмахлăхне пухнă. Вĕсем пĕтĕмпех архивсенче упранаççĕ. Ыдарайăн кĕнекисем чăвашлăха, чăваш чĕлхине юратмашкăн вĕрентме питĕ меллĕ. «Кайăксем. Птицы», «Чĕр чунсем. Животные», «Чечексем. Цветы», «Мои любимые игрушки. Юратнă теттесем» сăвăллă, сăрласа илемлетмелли кĕнекисемшĕн ачасем каçăхса каяççĕ. Музейре иртекен уроксенче вĕсемпе анлăн усă куратпăр. «Савăк вăхăт» кĕнекине шкул çулне çитменнисен кăна мар, хамăн та пĕр тытсан алăран ярас килмест. 1993 çулта 12 пин экземплярпа тухнăскер тахçанах саланса пĕтнĕ. Музейре пур вăл – хаклă çав парне. Автор унчченхи заведующие 1996 çулхи ака уйăхĕн 2-мĕшĕнче ырă сăмах каласа парнеленĕ: «Колесниченко Ольга Ивановнăна: Чăваш музейĕн хуçине чун-чĕререн çак парне», — çырнă унта. Николай Васильевичăн ăсталăхĕнчен чăваш çыравçисем тĕлĕнме пăрахмаççĕ. Василий Сипет прозаик аса илнинчен: «Ача-пăча валли çырма йывăр. Кашниех пултараймĕ. Николай Ыдарай ку ĕçе питĕ ăнăçтарнă. Ачан психологине аван пĕлнĕ вăл. Пĕррехинче унран писательсен съездĕнче ыйтрĕç: «Мĕнле çапла килĕшÿллĕ çырма вăйхал çитеретĕн-ха?» «Сĕтел хушшине ларса алла калем тытсанах ачалăха аса илетĕп. Ачалăха таврăннă пекех туятăп хама», – хуравларĕ Николай Васильевич». <...>

Галина ЕЛИВАНОВА, К.В.Иванов ячĕллĕ Литература музейĕн ĕçченĕ.

♦   ♦   


Кăкăр ĕмĕртсе хăварнă та окоп чавма тухса кайнă

Комсомольски районĕнчи Янкассинче çуралса ÿснĕ Лидия Соловьевăна шăпа ăçта кăна илсе çитермен. Йывăр пурнăç вăрçă ачине пайтах нушалантарнă. 86 çулти Лидия Николаевна кашни саманта — амăшне окоп чавма илсе тухса кайнине те, çулталăк та тултарман йăмăкне пăхнине те — йăлтах астăвать. Мĕнле манăн? Фашистла Германи кÿнĕ асап унăн чĕринче ĕмĕрлĕх суран хăварнă.

Фронт валли тырă авăртнă — Анне Евдокия Прокопьевна 11 ачаллă çемьере çуралса ÿснĕ. Вăл — чи кĕçĕнни — пĕртен-пĕр хĕр пулнă. Кукамай 50 çултах çĕре кĕнĕ. Кукаçие 10 ывăлшăн çĕр пайĕ тивнĕшĕн ялта кĕвĕçнĕ. Вĕсен кил-çуртне виçĕ хут вут тивертсе çунтарнă. Кукаçи вара пÿрт умне шăналăк сарса панă та ачисене çавăнта выляма хушнă. Çывăрма юраман, тăрук каллех тивертĕç — сыхламалла пулнă. Ашшĕ хăй çав вăхăтра кăштах куç хупса илнĕ хыççăн ачисене çывăрма кĕртсе ылмашăннă. Çапла майпа çăлăнса юлнă. Анне хĕр пĕвне çитсен ăна ялти улпут ывăлĕ вăрласа кĕрсе арăм тунă. Пĕрле нумай пурăнайман вĕсем, упăшкине 25 çуллăха тĕрмене хупнă. Çав вăхăтра анне ачапа, Санюкпа, тепĕр хут качча тухнă. Эпĕ тата йăмăк Анисса çуралнă. Манăн атте Николай Константинович çил арманĕн хуçин ывăлĕ пулнă. Ашшĕ 6 çулти ачана уя ĕçлеме илсе кайма хатĕрленнĕ. Пĕчĕкскерĕн вара çывăрас килнĕ, вăл тарнă. Тарăхнă асатте аттене çурлапа пенĕ те вăл хăлхине тăрăннă. Çапла атте ачаранах айăпланса хăлхасăр пулса юлнă. Шкула та каяйман. Ашшĕ ăна арман ĕçне хăнăхтарнă. Питĕ япăх илтетчĕ вăл. Çавăнпа аттене вăрçа та илмен. Асаттене кулак тесе айăпланă хыççăн арманĕ колхозăн пулса тăнă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче атте çавăнта ĕçленĕ. Фронт валли тырă авăртнă. Киле те килейместчĕ, çавăнтах çĕр каçатчĕ, — аса илчĕ вăрçă ачи. Лидия Николаевна каласа кăтартнă тăрăх, тырра авăртса вăхăтра ăсатмалла пулнă. Çил çук чухне мĕнле авăртăн? Çавăнпа ашшĕ çил тухасса çĕрле те сыхланă, кирек хăш вăхăтра та ĕçлеме тивнĕ. Çитменнине, армана вăрăсем те пынă. Литюк аппăшĕпе Санюкпа пĕрле ашшĕне апат илсе кайса çитернĕ. Тăватă çул аслăрах аппăшĕ апата хăех хатĕрленĕ. Мĕншĕн тесен амăшĕ окоп чавма кайнă. Армана çитсен ачасем апатне ашшĕпе пĕрле хăйсем те çисех таврăннă. — Анне пулман чухне апата вучахра пĕçереттĕмĕр. Аппа улăм çунтаратчĕ. Пĕррехинче кăмака патне ăшăнма упаленсе пынă йăмăк çине улăм ÿкрĕ те хыпса илчĕ. Чутах çунтарса яраттăмăр, аран сÿнтертĕмĕр. Юрать, çавăн чухне атте киле таврăннă. Аниссан кĕпине хăвăрттăн тытса çурчĕ. Пиртен çĕленĕскер хулăнччĕ. Атте валли Санюк çăмах яшки пĕçеретчĕ. Çăкăр пулман. Яшкана тăмран тунă чÿлмек савăта ярса каяттăмăр. Унăн хупăлчи те çукчĕ, армана çитнĕ çĕре апат тăкăнатчĕ. Вăрçă вăхăтĕнче çырма хĕрринче пирĕн мунча пурччĕ. Атте çĕре чавнă та курпăль хăмасем тăратса тăпра юхмалла мар тунă. Унта пĕр чÿрече кăначчĕ. Ялти çынсем те пĕр-икĕ пуленке йăтса пырса мунча хутса кĕретчĕç, — каласа кăтартрĕ кĕмĕл çÿçлĕ хĕрарăм. <...>

Елена ЛУКИНА.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.