Комментари хушас

18 Юпа, 2022

Олег Кортунова асăнса бокс ăмăртăвĕ пуçланчĕ

Чăваш Ен тĕп хулинче Шупашкар хула пуçлăхĕнче ĕçленĕ Олег Кортунова асăнса бокс ăмăртăвĕ иртет. Çĕршывăн 20 регионĕнчи 2005-2006 тата 2000-2003 çулсенче çуралнă спортсменсем вăй виçеççĕ.

«Олег Игоревич ачасемпе çамрăксен спортне пысăк тимлĕх уйăратчĕ. Ăмăртусем ирттермешкĕн пулăшатчĕ. Ахальтен мар унăн ячĕпе йĕркелекен турнира çав ÿсĕмрисем хутшăнаççĕ», — палăртрĕ ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Леонид Черкесов.

Йĕркелÿçĕсене тав тунă май çамрăк спортсменсене пĕр-пĕрне хисеплесе ăмăртма тата турнира суранланмасăр ирттерме сунчĕ вăл.

Малтанах Красноярск тăрăхĕнчи Денис Карасевпа Мари Республикинчи Матвей Акелдов ринга тухрĕç. Çĕпĕртен килнĕ атлет вăйлăрах пулчĕ.

Бокса юратакансем ăмăртусене маунтинбайк центрĕнче курма пултараççĕ. Турнир юпа уйăхĕн 21-мĕшĕччен тăсăлать.

www.hypar.ru

cap.ru сăн ÿкерчĕкĕсем.