Хыпар 116-117 (27995-27996) №№ 14.10.2022
Элĕк районĕнчи лару-тăру – чи пăшăрхантараканни
Республикăра çул çитмен 29 наркомана шута илнĕ. Çакăн çинчен наркотиксемпе кĕрешес енĕпе ĕçлекен комиссин ытларикун ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев ертсе пынипе иртнĕ ларăвĕнче сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов пĕлтерчĕ.
Пĕтĕмĕшле илсен те, регионта наркотиксемпе усă куракансен шучĕ ÿсни палăрать — наркомансен Чăваш Енре пурăнакан кашни 100 пин çын пуçне тивекен йышĕ 48 çынпа танлашать. Ахальтен мар ĕнтĕ çул çитменнисем тĕлĕшпе тимлĕх пысăк. Вĕрентÿ министрĕ Дмитрий Захаров шкулсенче, ытти вĕренÿ заведенийĕнче пĕлÿ илекен ачасемпе çамрăксене профилактика тĕллевĕпе тест ыйтăвĕсене хуравлаттарса хатĕрленĕ пĕтĕмлетÿпе паллаштарчĕ. Шкулсенче ашшĕ-амăшĕнчен ирĕк илсе 13 çултан аслăрах 43 пин ытла ачана тĕрĕсленĕ. Çак йышăн 6,77% наркотикпе, психотроплă хутăшсемпе усă курас тĕлĕшпе хăрушлăх зонинче пулнине палăртнă. Министр асăннă кăтарту Хĕрлĕ Чутай, Шупашкар, Вăрмар, Етĕрне, Комсомольски районĕсенче, Шупашкарта, Çĕмĕрлере пысăк. Уйрăмах пăшăрхантаракан лару-тăру — Элĕк районĕнче. Вăтам професси заведенийĕсенчи кăтарту 3,8% яхăн — экономикăпа технологи колледжĕ, Çĕрпÿри аграри техникумĕ, ытти хăш-пĕр организаци тĕлĕшпе тимлĕх кирлĕ. Вузсен «хура списокĕнче» — тĕп хулари политех, коопераци институчĕ, Самарти çул-йĕр институчĕн Улатăрти филиалĕ. <...>
Николай КОНОВАЛОВ.
♦ ♦ ♦
Çеçпĕл ятне пĕрех çунтараймĕç...
«Усал вăйсем каллех тапранчĕç, Хуçа пуласшăн тĕнчере. Тăхланлă пĕлĕт евĕр анчĕç, Тăвасшăн халь чура пире. Сан палăкна çапса аркатрĕç, Тĕп турĕç сан вил тăприне. Черчен чечексене таптарĕç, Юнпа хĕретрĕç Çĕр питне…» — çак сăвă йĕркисене Альбина Юрату поэт Украинăран усал хыпар çитсен хайланă.
Украинăра вырăс культурине хирĕçле пуçарнă кĕрешÿ этем ăсĕ ăнланма пултаракан чикĕрен чăннипех те каçса кайрĕ. Чунсăрлăх палăрăмĕсенчен пĕри кăвар чĕреллĕ чăваш поэчĕн Çеçпĕл Мишшин Чернигов облаçĕнчи Старогородка ялĕнчи палăкне аркатни, астăвăм вырăнне çĕрпе танлаштарни пулса тăчĕ. Ирсĕрсем киревсĕр çак ĕçе мухтавлă ентешĕмĕр çĕре кĕнĕренпе 100 çул çитнĕ çул туни пушшех те чыссăр. Гранит стелăна сăвăç сарăмсăр вилнĕ тата унăн пĕрремĕш вил тăпри пулнă вырăнта юман юпапа юнашар 2013 çулта лартнă… Ăна уçма Чăваш Енрен пысăк делегаци — Чăваш наци конгресĕн, Канаш хулин тата районĕн администрацийĕсен, «Канашсем» ентешлĕхĕн, культура учрежденийĕсен представителĕсем — кайнă. Çак ятпа йĕркеленĕ савăнăçлă уявра Остер хулин администрацийĕн ун чухнехи пуçлăхĕ Василий Западня Çеçпĕл Мишши Украинăпа Чăваш Енĕн культура çыхăнăвĕсене çирĕплетни, тăванла халăхсен туслăхне вăйлатни çинчен пĕлтернĕ, Пĕтĕм Украинăри чăвашсен «Çеçпĕл» пĕрлĕхĕ çĕршывăн культура аталанăвне пысăк тÿпе хывнине палăртнă. Хула çыннисем вара астăвăм вырăнĕпе мăнаçланассине, çак çĕр çинчен хăнасемпе туристсене хавхаланса каласа кăтартассине пĕлтернĕ. Унтанпа нумаях та вăхăт иртмерĕ — самана ав еплерех çаврăнса кайрĕ. <...>
Валентина БАГАДЕРОВА.
♦ ♦ ♦
Йĕпе-сапара та çулсене тасатаççĕ
Çул-йĕр ĕçченĕсемшĕн чи йывăр тапхăр — хĕл — çывхарать. Шупашкарти «Дорэкс» предприяти ăна кĕтсе илмешкĕн маларах хатĕрленет. Кун пирки организаци директорĕпе Владимир Доброхотовпа калаçрăмăр.
— Владимир Анатольевич, эсир хулари çулсене çулталăкĕпех пăхса тăрас, хăтлăлатас тĕлĕшпе комплекслă ĕçлекен Шупашкарти пĕртен-пĕр ятарлă предприятие ертсе пыратăр. Сирĕн паркри техника хĕле кĕтсе илме хатĕр-и?
— Хĕле автотранспорта, ятарлă техникăна юсамалли вăхăт теме йышăннă. Анчах «Дорэксăн» коммуналлă машинисен пысăк пайĕ чи сивĕ вăхăтра та — стройра. Вăл мĕнле ĕçлесси, паллах, сезона тĕплĕ хатĕрленнинчен килет. Юсав мастерскойĕсенче çулларанпа ĕç чарăнмасть: саппас пайсене улăштараççĕ, сваркăпа токарь ĕçĕсем пыраççĕ, машинăсене сăрлаççĕ... Хăш-пĕр машинăна çуллахинчен хĕллехи çине куçаратпăр. Тĕслĕхрен, комбинациллĕ çул-йĕр машини /КДМ/ çумне хăйăр сапакан, тăкакан хатĕр вырнаçтараççĕ. Хĕллехи ĕçсем валли ятарлă 81 техника пур пирĕн. Вĕсене пурне те спутник урлă йĕрлекен датчиксемпе тивĕçтернĕ. Ку ĕç пахалăхне, топливо епле тăкакланнине сăнама май парать. Иртнĕ эрнере пирĕн базăри техникăсене планпа килĕшÿллĕн тĕрĕслекен комисси пулчĕ. Предприятин механизациленĕ паркĕнчи ятарлă техникăна, вăл шутра — тракторсене, роторсене, тĕрлĕ йышши погрузчике, автогрейдерсене, экскаватора, бульдозерсене, тĕрĕслерĕç. Гостехнадзор специалисчĕсем вĕсене хĕлле ĕçлемешкĕн тивĕçлĕ шайра хатĕрленине палăртрĕç.
— Ку — питĕ аван. Çулсем пăрлакланассипе кĕрешме материал çителĕклĕ-и?
—Предприяти базине çуллах хăйăрпа тăвар турттарса хунă. Халĕ çак компонентсенчен ятарлă хутăш хатĕрлеççĕ. Пурĕ 45 пин тонна кирлĕ пулĕ вăл. Ку пире хĕл каçмашкăн çитĕ. Çавăн пекех 100 тонна вĕтĕ чул, тĕп урамсене сапма 1 пин тонна «Бионорд» реагент туяннă. Хăш-пĕр инвентарьпе хĕллехи тума кăшт илсе çитересси çеç юлнă.
— Паллă ĕнтĕ: çулталăкăн кирек хăш вăхăтĕнче те сирĕн ĕç пур. Акă кĕркунне çумăр лÿшкесен те пурпĕр чарăнса лармасть вăл.
— Йĕпе-сапа çанталăк хуçаланать пулин те хула урамĕсемпе çулĕсене тирпейлĕх кĕртес тесе ĕçлетпĕр. Тăкăннă çулçă пылчăкпа, шывпа хутăшса çуран утакансене, машинăпа çÿрекенсене чăрмантарать. Кунсăр пуçне вăл канализаци решеткине хупласа хума пултарать. Çавăнпа рабочисем тротуарсемпе магистраль çумĕнчи ÿкнĕ çулçа пуçтараççĕ. Асăрхарăр пулĕ: пĕлтерÿ хăмисем, чарăну павильонĕсем тĕрлĕ рекламăран, тем те пĕр çырса тултарнинчен тасалчĕç. Шăпах çавсем хула сăн-сăпатне пăсатчĕç те. <...>
Алина ИЛЬИНА.
♦ ♦ ♦
Ашшĕн халалне пурнăçланă
– Атте: «Çуралнă вырăнтан хакли урăх çук. Ялта тĕпленсе пурăннине нимĕн те çитмест. Çакна шута ил. Вĕренсен те çуралнă вырăнах таврăн», – тетчĕ. Хаклă çыннăн сăмахĕсене пуçран кăлармарăм, — калаçу пуçарнă-пуçарман палăртрĕ Красноармейски округне кĕрекен пысăках мар Тури Кушарта пурăнакан Юрий Васильев.
Шупашкарта вĕреннĕ
— Аттепе Александр Васильевичпа анне Любовь Михайловна ялта ята яман, пире те мĕн пĕчĕкрен ĕçе юратма, туслăха, çынсене хисеплеме вĕрентнĕ. Атте кун-çулĕн пысăк пайне çынсене сыватас ĕçе пачĕ, чылай вăхăт Упири фельдшерпа акушер пункчĕн заведующийĕнче тăрăшрĕ. Анне шут ĕçĕнче тимлерĕ. Çемьере виççĕн çитĕнтĕмĕр. Йăмăкăмсем Альăпа Альбина хăйсен çемйисемпе тату пурăнаççĕ, — каласа кăтартрĕ Юрий Александрович. — Аттен халалне пурнăçларăм, тăван ялта çурт-йĕр çĕклерĕмĕр, мăшăрăмпа унта тĕпленсе пурăнатпăр.
Кил хуçи 1960 çулта çуралнă. Анат Кушарти пуçламăш, Упи шкулĕсенче вĕреннĕ. Математикăпа физика урокĕсене уйрăмах кăмăлланă. Унтан Чăваш патшалăх ял хуçалăх институчĕн /халĕ аграри университечĕ/ механизаци факультетне çул тытнă, инженер-механика вĕренсе тухнă. Çĕршыв умĕнчи таса тивĕçе Ленинград облаçĕнчи Гатчино хулинчи çыхăну чаçĕнче пурнăçланă. Салтак тумне хывсан аслă пĕлÿллĕ инженер тăван ялĕнче тĕпленсе пурăнма тĕв тунă. Ленин ячĕллĕ хуçалăхра трактористсен бригадин бригадирĕнче, профком председателĕнче тăрăшнă, пĕр тапхăр хуçалăх тилхепине те тытса пынă, Трак тăрăхĕнче «сенкер çулăм» кĕртес тĕлĕшпе йĕркеленĕ «ГАЗ-ЛТД» пĕрлĕхре тимленĕ. Тивĕçлĕ канăва каяс умĕн çурçĕрте газ кăларакан тытăмра тар тăкнă.
1986 çулта Юра ял хĕрĕпе, сатур Галинăпа, çемье çавăрнă. Пĕр-пĕрне килĕштернĕ вĕсем. Шавлă туй туса пĕрлешнĕ. Тепĕр виçĕ çултан çĕр илсе пÿрт, хуралтăсем çĕклесе лартнă. Паян Васильевсем Анат Кушарпа Тури Кушара çыхăнтаракан Богдан Хмельницкий урамĕнче пурăнаççĕ. <...>
Юрий БОРИСОВ.
♦ ♦ ♦
Алексей МУРЫГИН: Нумайăшĕ ачана воспитани пама пĕлмест
Чылай çемьере ачи-пăчине воспитани парас енĕпе ытларах амăшĕ тăрăшать. Ĕмĕртен çапла пырать: ашшĕ çемьене тăрантаракан, укçа ĕçлесе илекен. Ача валли унăн вăхăт сахал юлать. Çапах телейлĕ арçынсем те пур, вĕсем пĕтĕмпех ĕлкĕреççĕ, çав шутра — тĕпренчĕкĕсене тимлĕх уйăрма та. Ашшĕсем — тĕлĕнмелле çынсем, ачапа кирек мĕн чухлĕ вăхăт ирттерсен те ку яланах сахал пек туйăнать. Çав хушăрах вĕсем ывăлĕ-хĕрне пурнăçра кирлĕ урок пама ĕлкĕреççĕ. Юпа уйăхĕн 16-мĕшĕнче Ашшĕн кунне паллă тунă май республикăри Ашшĕсен канашĕн ертÿçипе, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕпе Алексей Мурыгинпа, тĕл пултăмăр.
— Алексей Валентинович, эсир Ашшĕсен канашне епле лекрĕр?
— Ашшĕсен канашĕ 2013 çулта Республикăри хĕрарăмсен канашĕ çумĕнче йĕркеленчĕ. Ун чухне ăна ертсе пыма Владимир Викторова шанчĕç. Эпĕ те канаш ĕçне хастар хутшăнма тытăнтăм. 2017 çулта ертÿçĕ лавне туртма мана кÿлчĕç. Кăштах вăхăт иртсен Республикăри ашшĕсен канашне уйрăм общество организацийĕ евĕр регистраци тума йышăнтăмăр. «Канаш мĕн тума кирлĕ?» — тесе ыйтакан чылай пулчĕ. Манăн тавра чунран çунакан ашшĕсем пухăнма тытăнчĕç. Эпĕ вĕсене пирĕн канаша кĕме чĕнсе реклама та паман. Педагогсем, психологсем пулни уйрăмах савăнтарчĕ. Апла тăк вĕсем ачасемпе епле ĕçлемеллине тĕшмĕртеççĕ.
— Ĕçлеме мĕнрен тытăнтăр? Уйрăмах кăсăклă проектсемпе паллаштарăр-ха.
— Садиксенче, шкулсенче ашшĕсемпе тĕлпулусем ирттерме пуçларăмăр. Ачисене воспитани парас тĕлĕшпе татса памалли, сÿтсе явмалли ыйтусем çемьесенче пурах — пулăшма шухăшларăмăр. Профессионалсене итленĕ май пĕтĕмлетÿ турăм: харпăр хăй ачине воспитани парасси те — наука. Чылай ашшĕ-амăшĕ ачине тĕрĕс воспитани пама пĕлмест. Патриот, культурăллă, сăпайлă, ĕçчен çын пулса ÿстерни те лайăх-ха... 2 çул каялла канаш хастарĕсем «Ашшĕ-амăшĕн шкулĕ» проектпа грант çĕнсе илчĕç. Эпир районсенчи нумай шкула çитрĕмĕр, 10 пине яхăн çын итлерĕ пире. Психологсем ачасемпе мĕнле хутшăну йĕркелемеллине пĕр-пĕр тĕслĕх çинче кăтартрĕç. Ашшĕсем нумай калаçма юратмаççĕ. Уйрăм тĕл пулсан çеç чуна уçаççĕ. Çапах специалистсем илсе кăтартнă тĕслĕхсем вĕсемшĕн питĕ çывăх пулнине, вĕсен чунне кĕнине ăнлантăмăр. <...>
Алина ИЛЬИНА.
♦ ♦ ♦
Хуçалăхсемпе фермерсене компетенцисен центрĕ пулăшать
ЧР Ял хуçалăх министерствин хушăвĕпе 2019 çулта «АгроИнновацисем» унитари предприятийĕнче фермерсене пулăшу кÿрекен тата ял хуçалăх кооперативĕсене аталантаракан компетенцисен центрĕ йĕркеленĕ. Унăн тĕллевĕ — ĕçе тытăнакан фермерсене, çавăн пекех ура çинче çирĕп тăракан хуçалăхсене те бизнеса аталантарма тата ял хуçалăх отрасльне вăйлатма пулăшасси. Центра «АгроИнновацисем» предприяти директорĕ Николай Васильев ертсе пырать.
Специалистсен тÿпи пысăк
Республикăри АПК аталанăвне пĕчĕк агробизнес та пысăк витĕм кÿрет. Ял хуçалăх таварне туса илекенсен 60 яхăн проценчĕ — хресчен-фермер тата хушма хуçалăхсем. Вĕсене патшалăх аталанма майсем туса парать, курăмлă пулăшу кÿрет. Юлашки 5 çулта унăн виçи те, ăна тивĕçекенсен йышĕ те чылай ÿсрĕ. Патшалăхăн ял хуçалăх ĕçченĕсене паракан тĕрлĕ енлĕ пулăшăвĕ пирки информацие çынсем патне çитерес, тĕплĕн каласа парас, ыйтусене уçăмлатас тĕллевпе шăпах компетенцисен центрĕн специалисчĕсем тăрăшаççĕ. Вĕсен пулăшăвĕпе ĕçе тытăнас текенсем те, ура çинче çирĕп тăракан предпринимательсем те, инвесторсемпе инвестпроектсем пуçарма хатĕр çынсем те, кооператив членĕсем те усă кураççĕ.
Ял хуçалăха аталантарас текенсене патшалăх грант евĕр пулăшу 2012 çулта пама тытăнчĕ. Ун чухнех «Агро-Инновацисем» предприяти специалисчĕсем хăйсем çине çакăн пек яваплăх илнĕ: конкурса хутшăнакансене ыйтусене уçăмлатма, бизнес-план тата тивĕçлĕ документсем хатĕрлеме пулăшнă. Компетенцисен центрне туса хунăранпа çак ĕçе унти специалистсем малалла тăсаççĕ. «Агро-Инновацисем» предприятин сайтĕнче тата социаллă сетьсенчи страницисенче те центр ĕçĕ-хĕлĕпе, специалистсем ирттерекен семинарсемпе, патшалăхăн тĕрлĕ пулăшăвĕпе паллашма май пур. Республикăри фермерсем субсидисемпе грантсене тивĕçнинче, паллах, предприяти ĕçченĕсен тÿпи пысăк. 2022 çулăн пĕрремĕш çурринче кăна компетенцисен центрĕн специалисчĕсем конкурса хутшăнакансене 100 ытла бизнес-план хатĕрлесе панă. 2012 çултанпа — 807. <...>
Вера ШУМИЛОВА.
♦ ♦ ♦
Ĕне кÿлсе фронт валли тырă турттарнă
Пурнăç ыраш маррине, унран çăнăх тухманнине лайăх пĕлет вăл. Хурашурне пайтах курнă. Апла пулин те пĕтĕм йывăрлăха пĕччен парăнтарма вĕреннĕ. Паянхи кунчченех хăйне кăна шанать. Вăл вăйлă характерлă, çирĕп хĕрарăм пулнине ял çыннисем хăнăхнă. Сăмахăм Шăмăршă районĕнчи Карапай Шăмăршăра пурăнакан, Пукравра 95 çул тултаракан Федосия Медведева çинчен. Федосия Михайловнăна ялта ватти те, вĕтти те Чĕкеç аппа тесе хисеплет.
Федосия Ершова /хĕр чухнехи хушамачĕ/ 1927 çулта Патăрьел районĕнчи Сăкăт ялĕнче çуралнă. Йышлă ачаллă çемьери Чĕкеç /ашшĕ-амăшĕ ăна çапла чĕннĕ/ пĕчĕклех ĕç çумне çыпăçнă. Ăна шкулта 5 класран ытла вĕренме май килмен. 14-ри хĕр Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансан тантăшĕсемпе пĕрле утă çулнă, çурлапа тырă вырнă, ăна тăпачăпа çапса тĕшĕлесе сăвăрнă, ĕне кÿлсе хĕрĕх çухрăмри Пăвана фронт валли тырă турттарнă. Улатăр районĕнчи Кивĕ Эйпеç çывăхĕнче вăрман каснă. «Красное Знамя» колхоз ĕçченĕсем выçăллă-тутăллă ĕçлесе Çĕнтерĕве çывхартма хăйсен тÿпине хывнă. <...>
Роза ВЛАСОВА.
♦ ♦ ♦
Кĕве ернĕ çăнăхшăн та савăннă
«Эпĕ яланах çын хушшинче пулма тăрăшатăп. Килти ĕçсене те хамăнах пурнăçлас килет. Тухса çÿрени, çынпа калаçни, савăк кăмăл кун-çула вăрăмлатаççĕ», — палăртрĕ çитес уйăхра 91 çул тултаракан Тамара Гетманова.
Çыхни — терапи вырăнне
Юлашки эрнере интернетра, хаçат-журналта ун çинчен нумай çыраççĕ, пĕлтереççĕ. Халĕ пĕтĕм çĕршыв хамăрăн салтаксене пулăшма тăрăшнă чухне кинемей те çак ĕçрен аякра юлмасть. Вăл çăм нускисем çыхса усă кÿме тăрăшать. Акă канмалли кунсенче кăна виçĕ мăшăр çыхнă.
Çавăн пек çын вăл — ĕçсĕр лараймасть. Унсăрăн чире каять имĕш. «Артрит, артроз аптăратаççĕ, пÿрнесем кукăрмакăр ав. Çыхни — терапи вырăнне. Çыхнă чухне ыратнине туймастăп. Юн лайăх чупать», — чунне уçрĕ ÿсĕмне кура мар вăр-варскер. Нумаях пулмасть ури ыратнипе больницăра выртнă хушăра ал ĕçĕ тумашкăн хатĕр-хĕтĕр илсе кайнă вăл. Донбасс ачисем валли те сахал мар нуски, пинетка çыхнă.
Тамара Степановна хăйĕн пурнăçĕнче вăрçă курнă ĕнтĕ. Фашистсем пирĕн çĕршыва тапăнса кĕнĕ чухне вăл 9 çулти ача пулнă. Тамара Гетманова /Федорова/ — Тутарстанри Теччĕ районĕнчи Чикилдымри чăвашсен çемйинче çуралса ÿснĕ. «Ялĕ пирĕн пĕчĕк кăначчĕ. Пĕр урамра 37 кил — тутарсем, тепринче 60 ытларах кил чăвашсем пурăнатчĕç. Çапах икĕ колхозчĕ — чăвашсемпе тутарсем харпăр хăйсен уйĕнче ĕçлетчĕç. Кайран хуçалăха пĕрлештерчĕç. Аттене вăрçă тухнă çулах повестка пачĕç. Аннепе асаннепе юлтăмăр. 4 ача пулнă пирĕн. Пичче Витали питĕ ĕçченччĕ. 13-рискере колхоз лашине шанса панăччĕ. Çулла вăл уйра ĕçлекенсем патне шыв турттаратчĕ. Витали вар-хырăм тифĕпе чирлесе вилчĕ», — аса илчĕ вăрçă ачи. <...>
Алина ИЛЬИНА.
Материалсемпе туллин паллашас тесен...