Комментари хушас

6 Юпа, 2022

«Чăваш хĕрарăмĕ» 39 (1267) № 06.10.2022

Пĕрле вĕреннĕ тантăшсем

Вăхăт ытла та хăвăрт иртет. Тин кăна ачаччĕ, халĕ акă сакăр вунă çул урлă каçрăмăр. Вăрçă ачисем эпир. Аттесем вăрçă хирĕнчен килессе кĕтсех ватăлтăмăр. Асран каймасть иртнĕ кун-çул.

1959 çул. Ăçтан манса кайăн-ха çав вăхăта? Шупашкара килтĕмĕр. И.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче вĕренес килет. Республикăн тĕп хулинче ун чухне икĕ аслă шкул кăна: ял хуçалăх тата педагогика институчĕсем. Вĕренме кĕрес текен йышлă. Конкурс пысăк: пĕр вырăна — 12 çын. Пирĕнтен чи вăйлисене суйларĕç. Вĕренме кĕнисем савăнатпăр, пĕрпĕринпе паллашатпăр. Аслă курссенче пĕлÿ илекенсем пире канашпа пулăшаççĕ. Студентсемшĕн Аркадий Айдак уйрăмах тăрăшать. Пирĕн, вăрçă ачисен, килтен пулăшу кĕтмелли çук. Лайăх вĕренекенсене стипенди параççĕ. Лайăх вĕренме тăрăшатпăр. Аттесен ятне ярас килмест. Пире ăс паракансем те вăрçă ветеранĕсем: Михаил Сироткин, Владимир Канюков, Матвей Михайлов, Евстафий Владимиров... Хĕрхенетчĕç вĕсем пире. Ушкăнра вĕренекенсемпе туслăччĕ. Çапла сисмесĕрех пилĕк çул иртрĕ. Тĕрлĕ шкулта ĕçлеме пуçласан та пĕр-пĕринпе çыхăну тытма пăрахмарăмăр. Эпĕ Вăрмар районĕнчи Çĕнĕ Кинчер шкулĕнче вырăс чĕлхипе литературине чылай çул вĕрентрĕм. Студент çулĕсенчи тусăмпа Роза Ахтимировăпа канашлаттăмăр. Тантăшăм мăшăрĕпе Геннадий Петровпа пĕрле Арапуç шкулĕнче вун пĕр çул вĕрентрĕ. Ачисем те унтах çитĕнчĕç. Манăн аслă тĕпренчĕкпе Светланăпа вĕсен хĕрĕ Валентина И.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн медицина факультетĕнче пĕрле пĕлÿ пухрĕç. Геннадий Гурьевичпа Роза Николаевна тăрăшса ĕçленĕшĕн Владимир Ленин çуралнăранпа 100 çул çитнĕ тĕле кăларнă медале тивĕçрĕç. Ун чухне иккĕшĕ те 30 çултаччĕ. Пĕрле вĕреннĕ тантăшсем хисепе тивĕçнĕшĕн шутсăр савăнтăмăр. Роза Ахтимирова Мускавра РСФСР Наци шкулĕсен тĕпчев институтĕнче аспиратурăра пĕлĕвне тарăнлатрĕ. Диссертаци хÿтĕлерĕ. Паллах, пирĕншĕн пысăк савăнăç пулчĕ ку. Кайран хамăр вĕреннĕ аслă шкула таврăнчĕ. 15 çул студентсене шкулта ачасене вĕрентмелли меслетсемпе паллаштарчĕ. Кайран И.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн чăваш филологийĕпе культура факультетĕнче 16 çул, тивĕçлĕ канăва тухиччен, вăй хучĕ. Студентсене вĕрентрĕ, тĕпчев ĕçĕсем çырчĕ, халăх сăмахлăхне пухрĕ. Шкулсем валли вĕренÿпе кăтарту пособийĕсем хатĕрлесе кăларчĕ. Çав вăхăтрах халапсемпе калавсем пичетлерĕ. Удмурт, мари çыравçисен антологийĕсене чăвашла куçарса кун çути кăтартрĕ. Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче Роза Николаевна удмурт çыравçин Михаил Петровăн «Кивĕ Мултон» историпе документ романне чăвашла куçарчĕ. Ку ĕç 19-мĕш ĕмĕр вĕçĕнчи удмуртсен кун-çулĕ çинчен каласа кăтартать. Кивĕ Мултон ялĕнчи халăх хăйĕн тĕнĕпе пурăннă. Çавна май тĕрлĕ кăткăслăх сиксе тухнă. «Эпĕ хам та тĕне кĕмен чăвашсен йăхĕнчен. Çавăнпах ку роман ман чĕрене ытла та çывăх. 6 çул куçартăм. Ку роман Финляндире Уралпа Атăлçи тăрăхĕнче пурăнакансен чĕлхипе пичетленнĕ литературăпа паллаштаракан уйрăмра упранать», — каласа кăтартать куçару ĕçне кÿлĕннĕ хĕрарăм. Ĕçне кура хисепĕ теççĕ. Пĕр медаль çумне тепри хушăнчĕ унăн. Удмурт Республикинчи чăваш ялĕсене çитсе шкул çуртне тума пулăшрĕç унта кайса çÿренĕ ентешсем. Алтай тăрăхне те çитсе килчĕ Роза Николаевна. Василий Шукшин çуралса ÿснĕ ялта пулчĕ. Ижевскра Михаил Калашниковпа тĕл пулса калаçрĕ вăл. Паллă ăсчах шăпах Алтайра çуралса çитĕннĕ. Чăваш хĕрĕпе тăван тăрăхĕ тавра калаçу йĕркеленĕ вăл. Роза Николаевна удмурт литература классикĕн Кузебай Гердăн премине тивĕçрĕ. «Удмурт Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» ятпа чысларĕç ăна. И.Яковлев, Эмине ячĕллĕ премисен лауреачĕ пулчĕ вăл. Хĕрарăма çавнашкалах тĕрлĕ ведомствăн Хисеп хучĕпе наградăларĕç. <...>

Рена ОСИПОВА, педагогика ĕçĕн ветеранĕ.

♦   ♦   ♦


Хамăр чĕлхе — хамăрăнах

Юпа уйăхĕн 5-мĕшĕнче, йăлана кĕнĕ тăрăх, Вĕрентекен кунне паллă тăватпăр. Самана çаврăмĕнче, пурнăçран юлас мар тесен, мĕнле пулмалла паянхи учителĕн? Вĕрентекенсенчен, ашшĕ-амăшĕнчен мĕн кĕтет вăл?

МАРИЯ, 54 çулта:

— Пĕрремĕш вĕрентекен нихăçан та асран тухас çук… Пире вăл хăйĕн ачисем пекех пăхатчĕ. Шкула кÿршĕ яла çÿреттĕмĕр те киле кайнă чух кашни ачана пăхса тĕрĕслесе кăларса яратчĕ: тумтирне чиперех тăхăннă-и, тутăрне çыхнă-и?.. Килти лару-тăрупа кăсăкланатчĕ. Кирлĕ пулсан пирĕн атте-анне патне туххăмрах кайса килетчĕ. Лăпкăччĕ, тĕплĕ ăнлантаратчĕ, сассине хăпартнине ас тумастăп та. Киле панă ĕçсене пурнăçламаншăн вăрçмастчĕ. Сăлтавне ыйтатчĕ. Кирлĕ пулсан уроксем хыççăн хăварса ăнлантаратчĕ. Чăн та, эпир çакăншăн питĕ намăсланаттăмăр. Уроксем хыççăн начар вĕренекенсене кăна тытса юлатчĕç-ха та. Пĕрремĕш вĕрентекен урокĕсем паян та пурнăçра пулăшса пыраççĕ. Телее, хальхи вĕрентекенсен хушшинче те пур-ха çак шая çитекеннисем.

НИНА, 60 çулта:

— Пурнăçран юлмалла мар, паянхи ачасемпе пĕр чĕлхе тупас тесессĕн хăйĕн те çивĕч пулмалла. Вĕрентекенĕн, паллах, шăпăрлансемпе туслă пулмалла, ачасене юратмалла. Вĕрентÿ ĕçĕнче, чи кирли, хăвна пысăка, мăнна хумалла мар, вĕренекенсемпе пĕр тан тытмалла. Унсăр пуçне ачана кÿрентерсе мĕскĕнлетмелле мар. Тата, паллах, вăхăтран юлмасăр аталанма тăрăшмалла.

АЛИНА, 49 çулта:

— Нумай вăхăт шкул çулне çитмен ачасемпе ĕçлетĕп те маншăн çак ыйту питĕ çивĕч пек туйăнать. Пуçламăш утăмсене тумашкăн шăпах эпир пулăшатпăр вĕт-ха. Паян пурнăçа çĕнĕлĕхсем хăвăрт тата нумай кĕрсе пыраççĕ. Çавăнпа та çак меслетсене вĕренсе пымалла, çĕнĕ технологисене алла илмелле, вĕсемпе ĕçре усă курмалла. Çавăн чухне кăна паянхи çамрăксемпе пĕр хум çинче ишме пулĕ. Чи кирли вара, паллах, харпăр хăйĕн ĕçне юратса, чунтан пурнăçламалла. Ун чухне ăнăçу пулатех. <...>

М.МИХАЙЛОВА ыйтса пĕлнĕ.

♦   ♦   ♦


Телейлĕ ачалăх тени — мĕн тени?

Юпа уйăхĕн 4-мĕшĕнче республика Пуçлăхĕ Олег Николаев тÿрĕ лини ирттерчĕ. Уçă калаçăва ачасем пуçларĕç. Çакă ăнсăртран мар — çитес çулталăка Чăваш Енре Телейлĕ ачалăха халалланă. Шăпах çакăнпа çыхăннă ыйтусем янăрарĕç те тÿрĕ линире: пепкемĕрсене телейлĕ те хăрушсăр ачалăхпа тивĕçтересси, шăпăрлансене пур енлĕ аталанмашкăн пĕр тан май туса парасси.

Тÿрĕ лини вăхăтĕнче ертÿçĕсем ялхуларан видео- тата телефонпа шăнкăравсем йышăнчĕç. Çавăн пекех колл-центрпа çыхăну тытрĕç. Маларах пынă ыйтусене тата республика Пуçлăхĕ хуравласа ĕлкĕрейменнисене тивĕçлĕ ведомствăсене çитерĕç. Ячĕсене палăртса янă ыйтусен хуравĕсене адресатсем каярахпа кĕтсе илĕç. Тÿрĕ лини ачалăхпа çыхăннине кура унта республика Пуçлăхĕпе пĕрле вĕрентÿ министрĕ Дмитрий Захаров тата ШĔМ-ĕн çул çитменнисемпе ĕçлекен пай пуçлăхĕ Наталья Чапурина хутшăнчĕç. Маларах панă ыйту-çăхава шута илсен, пурĕ 2000 яхăн çынна кăсăклантарнă тÿрĕ лини. Чăн та, вĕсем, яланхи пекех, тĕп ыйтупа кăна çыхăнман, çул-йĕрпе, ЖКХ, сывлăх сыхлавĕ тата ытти тытăмпа, социаллă тÿлевсемпе, инфратытăм аталанăвĕпе кăмăлсăр пулнине палăртнă. Эфир вăхăтĕнче тĕрлĕ çăл куçран 300 яхăн ыйту йышăннă. Вĕсенчен 30 ытларахăшне хуравласа ĕлкĕрнĕ. Чи малтан çитес çулталăка мĕншĕн шăпах Телейлĕ ачалăхпа çыхăнтарнипе кăсăкланнă. Олег Николаев çакă маларахри çулталăксемпе çыхăннине палăртнă. 2020 çула ас тăвăма халалланă. Иртнинче Сăр тата Хусан хÿтĕлев чиккисен паттăрĕсене чысланă. Кăçал тĕп вырăнта — мухтавлă ентешсем. Ку — пĕрремĕш сăлтав. Иккĕмĕш сăлтава Олег Николаев 2017- 2027 çулсем Раççейре, Президент указĕпе килĕшÿллĕн, ачалăх вунă çуллăхĕ иртнипе çыхăнтарнă. Виççĕмĕш сăлтавĕ те пур. Ку — Президент пĕлтернĕ Педагог тата наставник çулталăкĕн хушăмĕ. Интернетра тата официаллă тĕрлĕ çăл куçра тÿрĕ лини тĕп шухăшне чылай маларахах пĕлтернине кура ыйтусем те ачалăхпа, вĕрентÿпе çыхăннисем ытларах пулчĕç. Куславккасене вĕрентÿ учрежденийĕсем тавра тирпейсĕрлĕх хуçаланни пăшăрхантарать. Çакăн евĕр ыйтăвах Шупашкарăн кăнтăр-хĕвел анăç районĕнче тĕпленнĕ хĕрарăм çĕклет. Ача-пăча лапамĕнче йĕркесĕрлĕх хуçаланнине видео ÿкерсех кăтартать вăл. Олег Николаев хулари çуртсен картишĕпе стандарт шайĕнче ĕçлеме пуçланине пĕлтерет. Хальлĕхе 30 проекта хута ярас тĕлĕшпе вăй хураççĕ. Кунта кашни вактĕвеке шута илеççĕ, аллерги паман ÿсентăран таранах. Ял тăрăхĕсенче тĕпленнисемшĕн те ырă хыпар янăрарĕ тÿрĕ линире — стандарт шайĕнчи лапамсем уçас тĕлĕшпе Шупашкарта кăна мар, кашни районтах ĕçлеме пуçлĕç. <...>

М.МИХАЙЛОВА хатĕрленĕ.

♦   ♦   ♦


Килте те — Ташкент…

Паян çак йĕркесене çырнă майăн чун ĕненмест — нивушлĕ пирĕн тăрăхра та Ташкентри пек шăрăх пулма пултарать? Ара, тахçанах куртка-пушмак таврашĕ тăхăнма пуçларăмăр та… Эпир Узбекистанран таврăннă чухне вара кунта та 30 градуспа танлашатчĕ шăрăх. Унта вара, Ташкентра, эпир таврăннă хыççăн 32 градусчĕ. Кам шухăшлама пултарнă?

Хăпарма çăмăлрах Отпуск вĕçлениччен вăхăт пурччĕ, чун малалла вĕçеве чĕнет. Кану тапхăрĕнче килте мĕн туса ларас? Тытрăмăр та республикăри паллă вырăнсене курма тухса вĕçтертĕмĕр. Чи малтан Канаш районĕнчи Мăкăр кĕперне çитсе курас килчĕ. Нумаях пулмасть кăнаха ун çинчен пит калаçаканах та çукчĕ. Халĕ вара республикăра пурăнакансем кăна мар, инçе çĕртен те талпăнаççĕ çакăнта туристсем. Эпир çитнĕ вăхăтра унта Мускав, Питĕр номерĕллĕ машинăсем тăратчĕç. Анчах та çĕршывĕпех кĕрлекен кĕпер патĕнче хăтлăх курма ĕмĕтленни кăлăхах пулчĕ. Историрен. Çак кĕперĕн чăн историйĕ сыхланса юлман. Унăн капашĕ пирки те информаци — тĕрлĕрен. Калăн, алă айĕнчи япалана тĕп-тĕрĕс виçме май çук. Ăна 1913- 1914 çулсенче тума пуçланă. Ĕç вĕçленнĕ тĕле Мăкăр кĕперĕ калăпăшне кура Европăра иккĕмĕш пулнă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче кĕпер стратеги тĕллевне çаврăннă. Ун тăрăх çар хатĕрĕсем, производство оборудованийĕ тиенĕ эшелонсем иртнĕ. Тыткăна лекнĕ нимĕçсем вăрçă çулĕсенче кĕпере юсама хутшăннă. Те çак сăлтавпа тăшман бомбисем аркатайман ăна? Тепĕр легенда тăрăх, фашист çак кĕпере пысăк хуласенче шыранă-мĕн. Кĕперпе 1986 çулччен усă курнă. Тÿрĕ çул хывас тĕллевпе çак вăхăтра пĕр çухрăм çурçĕрелле çĕнĕ кĕпер уçнă. Халĕ Мăкăр кĕперĕ, виадук майлă йĕркеленĕскер, каларăм ĕнтĕ, туристсене кăна илĕртет. Ятарласа килнĕскерсен пирĕн те кĕпер çине хăпарса пăхас килчĕ. Тусан çăра-çăра унăн пĕр хĕррине çитетпĕр. Унта вара… чăхсене кашта çине хăпармалли пусма евĕр япала çакăнса тăрать. Вун çиччĕре мар, упăте пек йăпăр-япăр хăпарса каяймăн. Анчах темĕн те курас килни çÿлеллех туртать. Ача чух аслăк çине улăхни аса килет. Шăпах çакăн евĕр пусмапа усă кураттăмăр типĕ утă патне хăпарнă чух. Ачалăх вăй кÿрет çав. Çапах та кĕпер çине чакаланса хăпартăмăрах. …Çакăнта истори çырăннă. Чунра, пушшех те тăватă метра яхăн çÿлте тăнине кура, темĕнле хăватлă туйăм çуралать. Чăваш çĕрĕ те Аслă Çĕнтерĕве туптама пулăшнă-çке. Арçынсем фронтра çапăçнă, хĕрарăмсемпе ватти-вĕтти тылра лăш курмасăр тăрăшнă кăна мар, çĕр-аннемĕр хăй те, пичĕ çинче йĕр хывса, тăшмана хирĕç тăнă… Хăпарма çăмăлрах иккен… Кĕпер тепĕр енчен пире хирĕç çемье çывхарать. Пĕчĕк ачапа. Леш енче анма ансатрах пулнине каларĕç те, анчах та хĕвел çунтарнине кура пĕрре те утас килмест. Хăнасемпе пĕрле пусмана черетпе тытса тăрса çапах та çĕре чиперех антăмăр. <...>

Рита АРТИ.

♦   ♦   


Салтак ан шăнтăр…

Муркаш районĕнчи Шуркассире пурăнакан сакăр вун улттăри Зинаида Шурнова ятарлă çар операцине хутшăнакансем валли 33 мăшăр нуски çыхнă. «Эпир, аслă ăру çыннисем, нушаллă пурнăç тутине ас тивсе çитĕнтĕмĕр. Çак çула çитессе тĕлленмен те. Хальхи ăрăва тăнăç пурнăç сунас килет. Пулăшу кÿни хама та хавхалантарать», — чунне уçать чăваш хĕрарăмĕ.

Сĕт хушсан тутлăрах Зинаида Григорьевна выçăллă-тутăллă ачалăхне куççуль витĕр аса илет. Аппăшĕн те, шăллĕн те кун-çулĕ ытла кĕске пулнă. Вăталăх ачана хăйне те чир-чĕр çыпăçнă. Ара, ун чухне тăхăнма çи-пуç, пушмак пулманран йĕпе-сапара, шартлама сивĕре сахал шăннă-и? Çавăнпах хĕрачан ÿпки шыçнă. Чирленине пула çулталăк шкула çÿреймен вăл. Хĕрарăм Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинчен таврăнайман ашшĕн сăнне ас тумасть. Мăшăрĕ юлашки унăн çырăвне сунтăхра вăрах упранă. Ахăртнех, çав йĕркесене темиçе хут вуланăран пăхмасăр вĕреннĕ. Çывăх çыннисем салтакăн кун-çулĕ çинчен нимех те пĕлмеççĕ. Шупашкар районĕнчи Праньккара амăшĕпе хĕрĕ иккĕшех пурăннă. «Апат та, тумтир те, вутă-шанкă та çителĕклĕ пулман. Пÿрте çĕр улми авăрне çунтарса ăшăтаттăмăр», — ниме пăхмасăр ырă малашлăха шаннине палăртать Зинаида Григорьевна. Сăмах май, унăн ашшĕпе амăшĕ уйрăлса тухнă. Çамрăк мăшăр хăйне ятăн пурлăх пухма та ĕлкĕреймен. 9 çула çитсен колхозра мăн çынсемпе пĕрле ĕçе пуçăннă вăл. Утă пуçтарнă, çĕр улми çумланă, тырă вырнă... «Килте шăнса крахмалланнă çĕр улми пĕçерсе çиеттĕмĕр. Ытти çын хатĕрлекен ку апат темшĕн тутлăрах пек туйăнатчĕ. Сăлтавне кайран тин пĕлтĕм. Вĕсем апата сĕт хушнă-мĕн. Пирĕн вара ĕне пулман», — тăсăлать калаçу. Унăн амăшне, пĕччен хĕрарăма, налук тÿлеме те çăмăлах пулман. Нушаллă пурнăçа пăхмасăр какай та, çăмарта та, çу та... патшалăха пама тивнĕ.

Çула тухсан паллашнă

7-мĕш класран вĕренсе тухсан хĕр Ишлейри тĕрлĕ организацире тирпейлÿçĕре тăрăшнă. Шалу илме пуçласан пылак чейпе, çăкăр татăкĕпе хырăмне улталанине манман вăл. Ĕçе вырнаçнăскер 20 çухрăма ним мар парăнтарнă. Çул çинче пулас мăшăрĕпе паллашмашкăн тÿр килнĕ. Руль умĕнчи каччă машинăна чарса хĕре час-часах юнашар лартнă. Кирлĕ вырăна çитерсен камăн чунĕ хăпартланмĕ? Юрату авăрне лекнĕ çамрăксем мăшăрланма шухăш тытнă. Çĕнĕ çемьен малтанхи вăхăтра нимех те пулман. «Вутă турттарса килсен эрех ĕçтерме пăхаççĕ. Хырăм выçнине никам та ăнланасшăн мар», — водительте ĕçлекен упăшки каланине асран кăлармасть хĕрарăм. Апла пулин те хăйсен вăйне шанакан мăшăр кивĕ пÿрт туянмашкăн май тупнă. Ăна юсаса çĕнетнĕ. Анчах пĕр çулхине Шурновсене «хĕрлĕ автан» ташласа шар кăтартнă. Леонид Петровичпа Зинаида Григорьевнăн каллех хăйсене ятăн йăва çавăрма тивнĕ. Колхоз укçа вăхăтра паманнине кура килти выльăха сутса тупăш илнĕ. Çапла майпа кулленхи пурнăçа майлаштарма тăрăшнă. «Ĕлĕк вучах чĕртме пĕр килтен теприне кăвар йăтса утаттăмăр. Пĕр курупкă шăрпăк та пурлăх вырăнĕнче пулнă. Çурт хăпартнă чухне мăшăрпа иккĕнех ĕçлерĕмĕр. Пĕрле пĕрене йăтаттăмăр, мăк хураттăмăр», — сăмах çумне сăмах сыпăнать. <...>

Марина ТУМАЛАНОВА.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.