Комментари хушас

25 Авăн, 2014

Чĕмпĕрте - Литература музейĕсен форумĕ

Çак кунсенче Чĕмпĕрти И.А.Гон­­чаровăн историпе асăну музей-центрĕнче Раççейри литература музейĕсен II форумĕ иртнĕ. Унта Чăваш Енрен К.В.Иванов ячĕллĕ Литература музейĕн ертÿçи Ирина Оленкина хутшăннă.

Чĕмпĕр облаçĕн Ÿнерпе культура политикин министерствин Департаменчĕн директорĕн çумĕ Елена Сидорова тата облаçри И.А.Гончаров ячĕллĕ тавра пĕлÿ музейĕн директорĕ Юлия Володина асăннă форума уçнă май вăл хальхинче Иван Гончаровăн 200 çулхи юбилейне халалласа иртессе пĕлтернĕ. Тĕрлĕ регионти литература музейĕсен паянхи ĕç-хĕлĕпе паллашасси, çакнашкал музейсем çĕр-шывăн культура талккишĕнче мĕнлерех вырăн йышăннине палăртасси - çак тĕллевсемпе калаçнă та музей ĕçченĕсем. Ирина Оленкина хăйĕн докладĕнче Чăваш Енри Литература музейĕн шкул ачисемпе тата педагогсемпе ĕçлес опыт çинчен каласа кăтартнă.

Форума хутшăннисен "Культура тата инвестицисем: регион аспекчĕ" пĕтĕм тĕнчери культура IV форумне çитсе курма май килнĕ. Унта вĕсемпе Чĕмпĕр облаçĕн кĕпĕрнаттăрĕ Сергей Морозов курса калаçнă.

 

Влада МИРСКАЯ

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.