Комментари хушас

15 Авăн, 2022

Тантӑш № 36 (4805) 15.09.2022

Фестиваль пĕр чăмăра пуçтарчĕ

Чăваш Республикин Цифра министерствин тата Раççейри çамрăксен массăллă информаци хатĕрĕсен тата киностудисен «Атăлçи тĕлпулăвĕсем» фестиваль кăçалхи авăн уйăхĕн 8-12-мĕшĕсенче иртрĕ. Интереслĕ хаçатсем калăплама тата кăсăклă блогсем ертсе пыма кăмăллакансем, видеороликсем ÿкерме юратакансем, сенкер экран умĕнче хăйсене ирĕклĕ тытакансем Атăл леш енчи «Росинка» физкультурăпа сывлăх центрне пухăнчĕç.

Асăннă фестиваль кăçалхипе 32-мĕш хут иртрĕ. Унта пирĕн çĕршывăн 32 регионĕнчен 250 ытла ача хутшăнчĕ. Çавăн пекех хăйсен пултарулăхне куçăмсăр майпа Беларуçри, Казахстанри тата Эстонири ачасем те кăтартрĕç. Вĕсем ăсталăх класĕсене, кăсăклă занятисене, çавра сĕтелсене, кино ÿкерес ĕçе хутшăнчĕç, Чăваш Енри хуласенче тата Шупашкарти предприятисенче командировкăсенче пулса курчĕç, паллă çынсемпе курса калаçрĕç.

Авăн уйăхĕн 9-мĕшĕнче хастар çамрăк журналистсемпе ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев, çавăн пекех ЧР Цифра министрĕ Кристина Майнина тĕл пулчĕç. <...>

Татьяна ИШМУРАТОВА.

♦   ♦   ♦


Тăватă станокпа ĕçлет

«Хăвăн ăсталăхна ӳстеретĕн те кайран пирĕн патра çĕнĕрен килнисене вĕрентме пуçлатăн», — терĕ цех мастерĕ эпĕ ĕçе вырнаçсан. Темшĕн хама ĕненмерĕм, анчах шăпах вăл каланă пек пулса тухрĕ», — терĕ кабель тунă çĕрте тăрăшакан Анастасия Федотова.

Вăл икĕ çул хушшинчех ĕçтешĕсен умĕнче маттурлăхĕпе палăрма ĕлкĕрнĕ. Çĕнĕ ĕçе кĕске вăхăтрах хăнăхнă. Виçĕ уйăх ĕçленĕ хыççăн ăна тăватă çын шанса панă. Вĕсене ăсталăха вĕрентнĕ. «Виççĕшĕ çăмăллăнах ăнкарса илчĕç, пĕри майĕпен хăнăхрĕ. Каярах хама вĕрентекене тĕл пултăм. Вăл мана ырларĕ», — хушса хучĕ Настя.

Шкултан вĕренсе тухсан педиатр пулма ĕмĕтленнĕ вăл, анчах та ĕмĕчĕ пурнăçланайман. Çавăн хыççăн Настя пачах урăх професси суйласа илнĕ – автомеханика вĕреннĕ. Алла илнĕ специальноçпа пĕр кун та ĕçлемен, кабель заводне вырнаçнă. Малтанах кирек ăçта та йывăр. Нумай çул тăрăшакан ăста çумĕнче Настя эрне хушшинче станокпа ĕçлеме вĕренсе çитнĕ.

Анастасия – изолировщик. Кабель шăнăрне изоляци тăвакан специалист станокпа ĕçлет. Пăхăртан тунă пăралука слюда хăйăвĕпе станок çинче çавăрттарса чĕркет. Çакă пушартан сыхланма кирлĕ: çулăм хыпса илсен кун пек пăралук çунмасть, йăсăрланать çеç. Кабель шăнăрĕ тата чĕркемелли хăю ан татăлтăр, тăсăлса ан кайтăр тесе пăхса, тĕрĕслесе тăрать. Станок 300 метр тăршшĕ кабеле пĕр çĕре пуçтарать. Ун хыççăн ытти цехра ĕçлекенсем ăна сăрлаççĕ. Вĕсен патне тĕрĕс-тĕкел çитермелле, çавăнпа тимлĕ пулма тăрăшать. Тăватă станок ĕçне йĕркелесе тăрать вăл.

Тăрăшуллăскер ĕçленĕ вăхăтрах экзамен тытса 4-мĕш разрядлă специалист пулса тăнă. «Йывăр самантсем, кăткăс саккассем пулаççĕ. Ĕçе юратни йывăрлăха çĕнтерме пулăшать. Ан ӳркен кăна», – палăртрĕ Анастасия Александровна.

Алена Никитина менеджер ĕçтешĕ çинчен ырăпа асăнчĕ. «Анастасия Фадеева тăрăшса ĕçлет, хастарскер. Пĕлĕвĕпе ăсталăх шайне ӳстерме ăнтăлать. Ыттисене те вĕрентме хатĕр. Вăл ĕçрен хăрамасть. Халăха кирлĕ продукци туса кăларнине, пĕр тĕллеве ушкăнпа пурнăçланине аван чухлать. <...>

Надежда КОЛЕСНИКОВА.

♦   ♦   


Илемлĕрех курăнма пулăшать

«Стилист – лайăх професси. Ĕçсĕр юласран пĕрре те шикленмелле мар. Çынсем çӳç кастармасăр пурăнмаççĕ. Хĕр-хĕрарăм яланах илемлĕ курăнма тăрăшать. Апла пулсан эпир тата пирĕн ĕç халăха кирлĕ», — терĕ Сĕнтĕрвăрринче пурăнакан Надежда Базарова.

Надежда Анатольевна 15 çул этемлĕхĕн черчен çуррине илем кӳрет. Сĕнтĕрвăрринче парихмахер салонне уçни кăçал вунă çул çитнĕ. Шупашкарта тепĕр салон та пур, вăл пиллĕкмĕш çул ĕçлет. Надежда икĕ аслă пĕлӳ илнĕ: педагог-психолог, менеджер. Апла пулин те яланах хăйне аталанмалли мĕн те пулин çĕнни шырать. Халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр урлă вăл парикмахера вĕреннĕ. Пухнă пĕлӳпе кăна çырлахмасть, çулсерен Шупашкарта, Мускавра е Питĕрте иртекен пĕр-пĕр курава, ăсталăх класне, семинара хутшăнать. Пĕлӳпе ăсталăха ӳстернине çирĕплетекен сертификат тунă. Ахальтен мар тĕрлĕ мелпе, чи йывăррисемпе те, усă курать. Юратнă ĕçĕ çинчен хавхалансах пĕлтерчĕ:

– Эпĕ — стилист. Унччен макияж та тăваттăм. Юлашки вăхăтра çӳç касатăп, сăрлатăп, куç харши тикĕслетĕп, чĕрне сăрлатăп. Халăх нумай çӳрет, уйăх е уйăх çурă маларах çырăнаççĕ. Ĕçĕн кăсăклă енĕ — тĕрлĕ çынпа тĕл пулни. Тĕлĕнмелли самант та пулать. Пĕррехинче пĕр хĕрарăм çӳç кăтралатма килчĕ. Халăх малтанах çырăннăран çав кун пĕр пушă вăхăт та çукчĕ. Нумайччен кĕтсе ларчĕ, каласан та каймарĕ. Пĕр-пĕр куна çырăнма ыйтрăм — хирĕçлерĕ. Тепĕр кун та уншăн усăсăр пулчĕ. Эпĕ каланине темшĕн ăнланасшăн пулмарĕ. Виççĕмĕш кун кăмăлсăрланчĕ. «Эпĕ сирĕн пата тек нихăçан та килместĕп», – тесе ура тапса тухса кайрĕ. Аптăрарăм: кулмалла-и е йĕмелле-и? <...>

Надежда КОЛЕСНИКОВА.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.