Навигаци: географи — анлăрах, маршрут — нумайрах
Чĕр чунсен тĕнчине хӳтĕлесси, юхан шыв навигацийĕ вĕçленни — çак тата ытти ыйту туникун ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертӳçисемпе ирттернĕ канашлу кун йĕркинче пулчĕ.
Çут çанталăк ресурсĕсен министрĕ Эмир Бедертдинов палăртнă тăрăх, тискер чĕр чунсене хӳтĕлессипе çыхăннă полномочисене пурнăçлама кăçал федераци бюджетĕнчен региона 9,4 миллион тенкĕ панă, регион бюджетĕнчен тата 6 миллион тенкĕ уйăрнă. Çак укçапа усă курса пурнăçламалли ĕç пайтах — чĕр чунсене тăрантарассинчен тытăнса браконьерсенчен сыхланасси таранах. Чĕр чунсене шута илесси те — пысăк ĕç. Министр çак ĕç республикăн Хĕрлĕ кĕнекине кăларма та пулăшассине çирĕплетрĕ — ăна хатĕрлеççĕ ĕнтĕ.
Сунар лаптăкĕ Чăваш Енре пысăк — 1,5 миллион гектар. 23 пин ытла сунарçă. Авăн уйăхĕн 15-мĕшĕнче пăши тытмалли сунар тапхăрĕ уçăлать, вăл кăрлачăн 10-мĕшĕччен пырĕ. 60 пăши тытма ирĕк памашкăн палăртнă. Юпа уйăхĕн 1-мĕшĕнчен вара Çĕпĕр хир качакисене тытма та май пулĕ. Çак тапхăр та виçĕ уйăх ытла тăсăлĕ. Вырăн-вырăнпа тилĕ нумайланнă. Вĕсем чир-чĕр сарма пултарнине шута илсе çак чĕр чун шутне чакарма тĕв тунă. Хальлĕхе 30 тилĕ тытнă. Кашкăрсен шучĕ пирки ытлашши теме çук. Хир сыснисем хунаса кайнине пула вĕсен шутне чакарас енĕпе те маларах йышăнусем пулнăччĕ, халь çак чĕр чунсен йышĕ пин гектар пуçне 0,25-рен иртмест.
Сунар инспекторĕсем çине-çинех рейдсем йĕркелени браконьерсене иртĕхме памасть. Анчах сунар йĕркине пăснă тĕслĕхсем çав-çавах пур — кăçал 59 тĕслĕхе тăрă шыв çине кăларнă. Çав шутран пĕр тĕслĕхпе уголовлă ĕç пуçарнă. Ыттисемпе — административлă правăна пăсни çинчен калакан ĕçсем. Айăплисене штрафланă. Тискер чĕр чунсем çул çине тухса машина айне пулнă тĕслĕх, шел те, çине-çинех. Çакнашкал кашни тĕслĕхпех водительсенчен çут çанталăка кӳнĕ сиене шыраса илес енĕпе суда тавăçсем тăратаççĕ.
Юхан шыв навигацине транспорт министрĕ Владимир Осипов пĕтĕмлетрĕ. Навигаци кăçал çу уйăхĕн 1-мĕшĕнче пуçланнă, авăн уйăхĕн 11-мĕшĕнче вĕçленнĕ. Юхан шыв тăрăх пассажирсене илсе çӳрес енĕпе Чăваш Енре Шупашкар юхан шыв порчĕ ĕçлет. Кăçал вăл 1572 рейс пурнăçланă, пассажирсен пĕтĕмĕшле шучĕ 102,4 пин çынпа танлашнă. Çак кăтарту çуллен ӳссе пынине палăртма кăмăллă. Пĕлтĕр — 85,5 пин, виçĕм çул 54,7 пин пассажир пулнă. Унсăр пуçне порт туристсен 442 теплоходне — тата пин-пин пассажира — йышăннă. Шупашкартан Атăл леш енне кăçал карапсемпе 50 пин ытла пассажира илсе каçнă. Вĕсенчен 44 пинĕшĕ унти пляжа кайнă.
Халь республикăн виçĕ «Валдай» катер та пур. Вĕсемпе усă курнă пассажирсенчен 16,9 пинĕшĕ Шупашкар-Хусан маршрутпа çула тухнă. Çавăн пекех нумай çын Свияжска, Юринăна, Козьмодемьянска кайнă. Шупашкар — Чулхула маршрута вара республикăра пурăнакансем темшĕн кăмăлламан: 4 рейс пулнă — пĕтĕмпе те 98 пассажир кăна пухăннă. Çул çӳрев йӳнĕ мар — 1,5 пин тенкĕ, çакă урă хунă-ши? Билетсем сутăнманнине кура çак рейса пăрахăçлама тивнĕ.
Хусана кайма вара 600 тенкĕ кăна та — билетсене халăх икĕ эрне маларахах туянса пĕтернĕ-мĕн. Çавăнпа рейссене мăшăрлă тума, харăсах икĕ катер ăсатма, тивни те пулнă. Юхан шыв тăрăх çул çӳрессине республика субсидиленин витĕмĕ те пурах ĕнтĕ — çакăн валли 27,5 миллион тенкĕ уйăрнă.
Патшалăх Канашĕн Председателĕ Леонид Черкесов Чулхула хутне кĕчĕ: ун патне кӳршĕ облаçăн саккун кăларакан органĕн спикерĕ шăнкăравланă-мĕн, Шупашкарпа Чулхулана Атăл тăрăх маршрутпа çыхăнтарасшăн, çакна бюджетран субсидилеме те хирĕç мар — министра ку енĕпе ĕçлеме сĕнчĕ. Владимир Оипов маршрутпа çул çӳрекен сахалли çинчен тепĕр хут каларĕ, анчах Чулхуласем субсиди уйăрсан, тен, ăнтарма та пулĕ. Çак эрнере вăл шăпах Чулхулана кайма, кӳршĕсен транспорт министрĕпе курнăçма палăртнă — юхан шыв маршручĕ çинчен те калаçма пулĕ. Владимир Михайлович палăртнă тăрăх, çитес çул навигаци географине анлăлатас тĕллев пур. Сăмахран, Шупашкар — Ульяновск маршрут интереслĕ пулма пултарать. Маршрутсен шутне ӳстересси пирки те шухăшласа пăхмаллла. Пысăкрах карапсем кирлĕ, ун шучĕпе, «Метеор» туянни те вырăнлă.
Макарьевкăна маршрут уçасшăн пулнă та — унта туристсен теплохочĕсем тăни чăрмантарать. Хамăрăн Сĕнтĕрвăрри те Шупашкарсемшĕн интереслĕ пулмалла, анчах унта тивĕçлĕ причал çук. Михаил Ноздряков юхан шыв туризмне аталантарас енĕпе федераци майĕсемпе усă курни вырăнлине палăртрĕ. Çак ĕçе Патшалăх Думин депутачĕсене те, Чăваш Енрен суйланнăскерсене, явăçтармалла. Вĕсенчен пĕри парламентăн аялти палатин шăпах туризм енĕпе ĕçлекен комитетĕнче ĕçлет - çакăнпа та усă курмаллах.
Канашлу цифра министрĕ Кристина Майнина авăн уйăхĕн 8-11-мĕшĕсенче иртнĕ Пĕтĕм тĕнчери çамрăксен массăллă информаци хатĕрĕсемпе киностудийĕсен «Атăл çинчи тĕл пулусем» фестивалĕ çинчен каласа панипе вĕçленчĕ. 32-мĕш хут йĕркеленĕ тĕл пулăва Чăваш Ене çĕршывăн виçĕ теçетке ытла регионĕнче 300 ачапа çамрăк килнĕ. Пĕр-пĕрин опычĕпе паллашни, мастер-классем, интереслĕ çынсемпе, çав шутра ЧР Пуçлăхĕпе Олег Николаевпа хутшăнни — çакă, паллах, çитĕнекен ăрăва малалла ăнтăлма, пултарулăха туптама пулăшать.