Комментари хушас

30 Ака, 2022

Тăван Атăл, 4 №, ака, 2022 çул

Пăшал

Калав

Çулла пуçламăшĕ хура кĕркуннерен пĕртте уйрăлса тăмарĕ çак çулхине. Тӳпене вĕçĕ-хĕррисĕр тĕксĕм пĕлĕтсем карса илсе темиçе кун сивĕ çумăр йăскарĕ. Кăнтăрла та сĕврĕнкĕ тăракан çанталăк çĕрлесерен самай сулхăнлатать. Сӳренкĕ кунсем пĕр-пĕрне ылмаштарса çеç тăчĕç. Çулталăкри чи вăрăм кунсемпе чи кĕске çĕрсем çитсе пычĕç те темĕн.

ГАЗ-52 грузовик кузовне вырнаçса ларнă дояркăсем ирхи сăвăм хыççăн лагерьтен яла таврăнма тухрĕç. Кăмăлĕсем пурин те çĕкленӳллĕ паян. Ĕнер каçа хирĕç уяртса янăччĕ те шевкен сӳнме ĕлкĕреймесĕрех шурăмпуç килчĕ. Çумăр пĕлĕчĕсенчен тасалса çитнĕ кăвак тӳпере алчăра хĕвел хуçаланать. Ирхине анчах пулнине пăхмасăр самай ăшă. Уйпа пынă чухне, машина моторĕ вăрăлтатнă сасă самантлăха чаксассăнах, таçта çӳлте уяр кунпа савăннă тăри тĕрлени хăлхана кĕрет. Хĕвел курнă ӳсен-тăрансем куç умĕнчех тенĕ пек ашкăрса кайрĕç.

— Ĕнер çĕнĕ уйăх тухрĕ. Куртăр-и? — катана каякан вирлĕ сассипе калаçу хускатрĕ типшĕнкĕ Ира. — Тен, çанталăк майлашăнса кайĕ.

— Тем пекехчĕ те.

— Уярттăр ĕнтĕ. Анкартисене çум сырса илнĕ. Халех çумлама тухмалла, — хутшăнчĕç калаçăва ытти дояркăсем.

— Сирĕн çав хуйхă анчах. Манăн вара çĕнĕрен çумăра кайиччен пăлтăр тăррине çĕнеттересчĕ, — хăйĕн кулянăвне ĕçтешĕсенчен пытармарĕ Зина. — Хĕлтен вара нуша куратпăр-çке пăлтăра шыв кайнипе.

Упăшки çут тĕнчерен сасартăк уйрăлса кайнă хыççăн кил хуçалăхĕнчи арçын ĕçĕсем пĕтĕмпех ун çине тиенчĕç. Аслă ывăлĕ салтакра. Çитес çуркунне анчах таврăнать. Кĕçĕнни вара нумаях пулмасть вун иккĕ çеç тултарчĕ. Тем пулăшаяс çук ăна. Тăрă юсасси вара вăл васкаварлă ĕç. Çийĕнсе пĕтнĕ шăвăç шăтнипе шыв пăлтăра хĕллех, çанталăк пăртак ăшăтсассăнах тумла пуçларĕ. Çавăнтан вара маччасăр тунă пăлтăрăн урайĕ типсе те курмарĕ-тĕр.

— Шыв анать-и, элле? — ыйтрĕ Ира.

— Вара Алешăпа Сергее чарма çукчĕ вĕт, — ятласа илчĕ ывăлĕсене Зина. Телевизор япăх кăтартма тытăнсассăнах пӳрт тăррине антенна пăрма улăхатчĕç. Çавсем чупса çӳренипех çĕтĕлчĕ пулас пăлтăр тăрри.

Грузовик ял çăви çумĕпе иртсе пĕрлешӳллĕ хуçалăх фермисем енне çул тытрĕ. Кĕçех правлени çурчĕ те курăнса кайрĕ. Шофер дояркăсене килĕсем умнех çитерсе хăвараканччĕ, çавăнпа хĕрарăмсем ăшталанмарĕç — тавралăха сăнаса лăпкăн калаçса пычĕç. Çак самантра курчĕ те Зина ял урамĕпе утакан Виталие.

Вăл — аллăран иртнĕскер. Вăтам пӳллĕ, типшĕнкĕ арçын. Çи-пуçне хура тĕслĕ, ланчăркка, çӳхе пиншак тăхăннă. Пуçĕнче кăсăруклă, шуралнă çӳçĕ тĕслех çутă кăвак карттус. Сылтăм аллипе темле тӳрĕ патак йăтса пырать. Резина атăпа пулин те Витали пылчăклă тĕлсенчен, хĕвел çинче çуталса выртакан лупашкасенчен аякран пăрăнса симĕс курăкпа утма тăрăшрĕ. Акă вăл дояркăсем нумаях пулмасть иртсе кайнă çул урлă асăрханса каçса правлени енне пăрăнчĕ.

— Витали тете таçта васкать ирех? — ăна асăрхаса сăмах хушрĕ Ира. — Зина, пăлтăрун тăррине çĕнетме, тен, çавна каласа пăхăн? Колхоз платникĕсен бригадирĕ-çке вăл.

— Чăнах! — савăнса кайрĕ Зина. Сак çинчен хăвăрттăн сиксе тăрса кăшкăрчĕ:

— Витали тете, ан васкăр ха!

— Чар машинуна! — грузовик кабинин тăррине чăмăрĕсемпе кĕмсĕртеттерме тытăнчĕç дояркăсем. — Анса юлакан пур!

Машина чарăннă-чарăнман Зина хыçалти бортран çакнă тимĕр пусмапа вăр-варрăн анса хăйне кĕтме чарăннă арçын патне чупрĕ.

— Мĕн пулчĕ, Зина? — кăвак куçĕсемпе ыйтуллăн пăхрĕ арçын.

— Эсир ĕçе васкатăр пулĕ-ха?

— Васкани мĕнĕ… Фермăсене юсама тытăнман-ха. Стройматериалсем çук.

Ахаль тăрасран çĕнетес тенĕ карта тăршшĕне виçсе хурас терĕм? — аллине тытнă патака выляткаласа илчĕ платник. Чусран касса тунă «метр» иккен вăл.

— Ĕç пурччĕ-и, элле?

— Çапла çав. Пĕр виç-тăватă куна пушанаймăр-ши?.. <...>

Николай АНДРЕЕВ.


Çулпуçсем тавра

[Кулăпа йĕрӳ хушшинче]

Шăрттан

Ленин Бонч-Бруевич патне унăн хула тулашĕнчи дачине канма тесе килнĕ те апатланса лараççĕ, ак, ачисемпе пĕрле.

Ачасем çиесшĕн мар. Яшкана сӳрĕккĕн пăтраткаларĕç çеç, пăтă çине те йӳççĕн пăхаççĕ.

— Пĕркун эсир «Таса турилккесен обществине» çырăнтăр-и? Çырăнтăмăр, — тет вĕсене Ленин кăмăлсăрланам пек туса. — Кăларма тивет сире обществăран. Паллах, общество медалĕсене те каялла илмелле пулать.

Хĕрлĕ армеец кĕрсе тăрать те пĕлтерет:

— Владимир Ильич, сирĕнпе Чĕмпĕр енчи чăваш калаçасшăн. Çакăнта çити килнĕ сире шыраса.

— Чăваш? Кĕтĕр. Çакăнта çитиех килчĕ пулсассăн – ан чарăр, эппин, кĕтĕр. Хамăр енчи çын çитменнине.

Кĕрет чăваш. Сĕтел çине шăрттан кăларса хурать.

— Сире валли, хаклă Владимир Ильич. Пĕтĕм ял-йыш кучченеçĕ. Эсир – пирĕн шанчăк, хӳтĕлевçĕ...

Ленина телефон патне чĕнеççĕ те, чăваш, Бонч-Бруевич куçĕнчен пăхса, каласа çитерет:

— Юлашки сурăх такине пусса пĕçертĕмĕр ку шăрттана. Ильич патне кучченеçсĕр каяс мар, вĕсем унта, хулара, пирĕнтен те йывăртарах пурăнаççĕ, терĕмĕр.
Бонч-Бруевич ăна сĕтел хушшине лартать, ялти пурнăç çинчен хыпарлама ыйтать.

— Начар пурăнатпăр, — тет чăваш. — Кун пеккине нихăçан та курман. Комбед урнă пек хĕсни çитмерĕ, тата продотряд йăтăнса килчĕ. Вăрлăх таран шăлса тухса кайрĕç. Мĕн акăпăр çуркунне — ахăртнех, çӳлти Турă хăй те пĕлмест.
Вăл шăпланать те /Ленинсăр пуçлас килмест-ха унăн евитлĕ ку сăмаха/, юнашар пӳлĕмре çулпуç телефонпа хĕрсе калаçнине итленĕ май, хуллен çиме тытăнать.

— Хĕрхенӳ туйăмĕн мĕлки те пулмалла мар! — тарăхать Ильич. — Вĕсем шелсĕр – эс çĕр хут шелсĕртерех пул! Да, да! Çĕр хут! Унтан кая мар!.. Эсĕ шăрттан мĕнне пĕлетĕн-и? <...>

Лаврентий ТАЛЛЕРОВ.

www.hypar.ru

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.