Комментари хушас

2 Авăн, 2022

Хыпар 98-99 (27977-27978) 02.09.2022

Сусăрсем ĕçе вырнаçма пултарĕç

«Ирсерен чӳречерен пăхса ларма кăмăллатăп. Урамра çынсем унталла та, кунталла та утаççĕ. Пĕри ĕçе каять, тепри каçхи сменăран таврăнать. Манăн та вĕсен хушшинче пулас килет», — терĕ Алина салхуллăн ури çине пăхса…

Шел те, 29 çулти хĕр çăмăллăн утса-чупса çӳреймест. Темиçе çул каялла аварире йывăр суранланнăскер чĕрĕ юласси питĕ иккĕленӳллĕ пулнă. Çапах çирĕп чун-чĕреллĕскер çут тĕнчерен уйрăлма васкаман. Вăраххăн пулин те Алинăн сывлăхĕ самайланса пынă. «Халĕ хам тĕллĕн сывлатăп, апат çиетĕп. Анчах утса çӳреме кансĕртерех. Хăвăрт ывăнатăп», — сăмаха сыпăнтарчĕ вăл.

Алина И.Я.Яковлев ячĕллĕ ЧППУ физика-математика факультетĕнче вĕреннĕ. Диплом илнĕ хыççăн тĕп хулари пĕр шкула вырнаçнă. Ачасемпе те, ĕçтешĕсемпе те часах пĕр чĕлхе тупнă. Çав вăхăта аса илсен хĕрĕн куçĕ йăлтăр çутăпа ялкăшма пуçлать. «Урок ирттерме мана питĕ килĕшет. Халь тесен халь шкула кайма хатĕр. Анчах… Ĕçе питĕ вырнаçас килет. Пĕчĕкрен çын хушшинче пулма хăнăхнăран хваттерте ларма питĕ кичем», — терĕ хĕр.

Кичем тет пулин те унăн тунсăхласа ларма пачах вăхăт çук. Сипленнĕ хушăрах вăл психолога куçăн мар майпа вĕреннĕ. Куллен тенĕ пекех шкул ачисем ун патне физикăпа, математикăпа пĕлĕве тарăнлатма çӳреççĕ. Интернетра та унăн вĕренекенĕсем пур. Пĕри, сăмахран, Магадан хулинчен унпа çыхăнăва тухать. Алли тата еплерех «ылтăн»! Хутран, пусма татăкĕнчен, çăмран, кăларса пăрахмалла кăна тесе шутлакан ытти япаларан темĕн те ăсталама пултарать. «Ачасем валли кружок йĕркеленĕ пулăттăм. Мана шалу та кирлĕ мар. Çынпа юнашар кăна пуласчĕ», — çутă ĕмĕтсемпе хавасланса пĕлтерчĕ Алина хăйĕн пуканисене, упа çурисемпе шăшисене кăтартнă май.

Алинăна килтен тухса çӳреме амăшĕ пулăшать. Çумра тĕрев пур чухне хĕр хăйне хăюллăрах туять. Çавăнпа пĕр-пĕр вырăна ĕçе çӳреме пултарасси пирки вăл иккĕленмест…

Алина пек ĕмĕт-шухăшпа хавхаланса пурăнакан сахал мар. Вĕсене авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнчен вăя кĕрекен çĕнĕ йĕрке пулăшма пултарасса питĕ шанас килет. Инвалидсене ĕçе илмелли квотăна пурнăçламалли правилăри çĕнĕлĕхсенчен пĕри, Чăваш Республикин ĕçлев тата социаллă хӳтлĕх министрĕ Алена Елизарова пĕлтернĕ тăрăх, пĕр организаци тепринче сусăр валли ĕç вырăнĕ тара илме, çапла майпа квотăна тултарма пултарни.

Федераци саккунĕпе килĕшӳллĕн маларахри çулсенче предприятире сусăр гражданин валли ĕç вырăнĕ йĕркелени те квотăна пурнăçлани шутланнă. Кăçалхи пуш уйăхĕн 1-мĕшĕнчен вара саккуна улшăнусем кĕртнĕ: халĕ сусăра ĕçе илни кăна квотăна тултарнине çирĕплетет. 100 ытла çын ĕçлекен предприятире çак йышăн — 3 проценчĕ, 35-100 ĕçченлĕ организацире 2 проценчĕ чухлĕ квота палăртнă. Министр пĕлтернĕ тăрăх, çурла уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне 100 ытла çын ĕçлекен предприятисенче квотăна 82,9 процент тултарнă, 35-100 çынлă организацисенче — 89,8 процент.

«Организацин инвалида ĕçе илме май çук пулсан вăл ăна тепринпе килĕшӳ туса унта вырнаçтарма пултарать», — терĕ Алена Елизарова. Ĕçлев центрĕсем инвалидăн шалăвне саплаштарма е хăйсем патне ĕçе илме хатĕр предприятисен реестрне хатĕрленĕ. Çичĕ организаци, çак шутра Пĕтĕм Раççейри хăлха илтменнисен /20 çын/, Куç курманнисен /10 çын/, Инвалидсен пĕрлĕхĕсем /30 çын/, Шупашкарти «Энергия» УПП /7 çын/ — 70 ытла сусăра ĕçпе тивĕçтерме пултарассине пĕлтернĕ.

«Пирĕн районсенче 12 уйрăм ĕçлет, — терĕ Чăваш Республикинчи Куç курманнисен пĕрлĕхĕн ертӳçи Эдуард Егоров. — Эпир хамăр пата техника хатĕрĕсен реабилитацийĕн специалистне, психолога, спорт инструкторне, реабилитолога, социокультура ĕçченне илме пултаратпăр. Коммерци сĕнĕвĕсем хатĕрлерĕмĕр. Пирĕнпе килĕшӳ çирĕплетме хатĕр предприятисем пур. Вĕсем куç курманнисен пĕрлĕхĕнче ĕç вырăнĕсем тара илĕç, унта ĕçлекенсен шалу тăкакĕсене саплаштарĕç». <...>

Валентина БАГАДЕРОВА.

♦   ♦   


Аслă ÿсĕмрисем те ÿкерме вĕренеççĕ

Юлашки çулсенче ӳнер шкулĕсен пурлăхпа техника базине çĕнетмешкĕн чылай укçа-тенкĕ уйăраççĕ. «Культура» наци проекчĕ пулăшнипе Кăçал Шупашкарти, Çĕнĕ Шупашкарти, Улатăрти, Канашри 4 шкула музыка инструменчĕсемпе, вĕренӳ материалĕсемпе тата ятарлă оборудованипе 21,4 миллион тенкĕлĕх тивĕçтернĕ. Шупашкарти Э.Юрьев ячĕллĕ ӳнер шкулĕнче пысăк юсав пырать. Çак ĕçе тума бюджетра 11,6 миллион тенкĕ пăхса хунă. «Цифра культури» проектпа килĕшӳллĕн кăçал Çĕнĕ Шупашкарти музыка шкулĕнче виртуаллă концерт залне хута янă.

Акцыновсен ĕçне тăсакансем

Шупашкарти Акцыновсем ячĕллĕ ӳнер шкулне пĕлтĕр юсанă. Анна Колесникова директор каланă тăрăх, малтанхи çулсенче шкулăн иккĕмĕш корпусне тĕпрен çĕнетнĕ. 2021 çулта тĕп корпусăн тăррине, коридорсемпе фойене, алăксемпе чӳречесене, светильниксене тата ыттине улăштарнă. Çак ĕçе тумашкăн «Культура» наци проекчĕпе килĕшӳллĕн 2,3 миллион тенкĕ уйăрнă. Çывăх çулсенче мастерскойсемпе пӳлĕмсене юсамалла. Шкул ертӳлĕхĕн ĕмĕт-шухăшĕ пысăк: ача-пăча галерейи /хушма çурт/ тăвасшăн, Акцыновсен садне хăтлăлатасшăн — вĕсен проекчĕсене хатĕрленĕ. Сăмах май, вĕренӳ учрежденийĕнче Акцыновсен музейĕ ĕçлет, унта художниксен картинисем упранаççĕ.

«Паллă ӳнерçĕсен ĕçĕсенчен ачасем тĕслĕх илеççĕ, вĕсем пек ӳкерме тăрăшаççĕ. Аркадий Всеволодовичпа Людмила Михайловнăн пĕрлехи ĕçĕсем çамрăксене çĕнĕ хайлавсем çырма хавхалантараççĕ», — терĕ Анна Викторовна. Акцыновсен картинисем шкулти коридорсенче те çакăнса тăраççĕ.

Ӳнер шкулĕ Шупашкар хулин кунне халалласа кашни çул пленэр ирттерет. Унта ачасем кăна мар, тĕрлĕ ӳсĕмри художниксем хутшăнаççĕ. Çамрăк ӳнерçĕсем ытти регионта /Санкт-Петербург, Хусан…/ иртекен пленэрсенчен те юлмаççĕ. Вĕсем ăсталăха аталантарма пулăшаççĕ, çĕнĕ картинăсем тума çунатлантараççĕ. Ачасен ĕçĕсен куравĕсене йĕркелесси йăлана кĕнĕ. Акă кăçал куракансем Сăр хӳтĕлев чиккисене тума хутшăннисен çулталăкне халалланă выставкăпа киленнĕ. Шкулти коридорсенче те пултаруллă ачасен ĕçĕсемпе паллашма пулать. Авăн уйăхĕнче çамрăк художникăн Мария Даниловăн картинисене куракан патне çитересшĕн.

Учреждени паянхи пурнăçпа тан пыма тăрăшать. Вĕрентекенсем ачасене компьютер графикине алла илме пулăшаççĕ. Пĕлтĕр Культура пуçарăвĕсен фончĕ «Digital art» проекта пурнăçа кĕртме укçа уйăрнă. Унпа ноутбуксемпе планшетсем туяннă, мультимедиа класĕ уçнă. 2021 çулта анимаципе мультипликаци енĕпе 100 ача пĕлӳ илнĕ, кăçал 200 çамрăк компьютер графикине вĕренĕ. Ку çĕнĕлĕхе чылай ача /уйрăмах — яшсем/ кăмăллать, çавăнпа цифра ӳнерĕн уйрăмне йĕркелеме палăртаççĕ. <...>

Андрей МИХАЙЛОВ.

♦   ♦   ♦


Классиксен хайлавĕсене çĕнетсе сцена çине кăлараççĕ

«Театра мĕн ачаран юрататăп. Пушă вăхăт тупăнсанах анне е аппа мана çавăтатчĕ те театра каяттăмăр. Сцена çинче мĕн пулса иртнине çăвар карса пăхаттăм. Çитĕнсе çитсен те театртан уйрăлмарăм. Халĕ хамăн тĕпренчĕкĕмсемпе пĕрле спектакльсем курма час-часах çӳретпĕр. Артистсен ăсталăхĕ уйрăмах тĕлĕнтерет, вĕсем куракана тыткăнлама пултараççĕ. Спектакльсем тарăн шухăшлă, туйăм хĕлĕхĕсене вăратаççĕ», — пысăк хак панă социаллă сетьре Чăваш патшалăх вырăс драма театрне. Ӳнер учрежденийĕ йĕркеленнĕренпе кăçал 100 çул çитрĕ.

Чăвашсенне те лартнă

Вырăс драма театрĕн кун-çулĕ 1922 çулта çырăнма пуçланă. Раштавăн 14-мĕшĕнче «Василиса Мелентьева» спектакльпе пĕрремĕш сезон уçăлнă. Театрăн пĕрремĕш режиссерĕ Питĕртен килнĕ Иван Слободской пулнă.

Театрăн чĕрĕлӳ тапхăрĕ Евгений Токмаков ячĕпе çыхăннă. 1937 çулта ĕçлеме килнĕскер театрăн илемлĕх ертӳçин тивĕçне 20 çул пурнăçланă. Çак тапхăрта вăл вун-вун спектакль лартнă. Островскин, Грибоедовăн, Толстойăн, Гоголĕн, Горькин тата ытти классикĕн паллă хайлавĕсене куракан патне çитернĕ. Унăн «Враги», «Бешеные деньги», «Смерть Пазухина», «Памятные встречи», «Дворянское гнездо» спектаклĕсене çынсем уйрăмах кăмăллăн йышăннă. Евгений Александрович пултарулăх коллективне чăмăртанă. Вăл тăрăшнипе Иван Пустовойтов, Мария Каширская, Александр Дуняк, Анна Григорьева, Лазарь Козоровицкий сцена ăстисем пулса тăнă. Вĕсем халăхра «Токмаков гвардийĕ» ят илнĕ. Иртнĕ ĕмĕрĕн 40-60-мĕш çулĕсене «вырăс театрĕн ылтăн тапхăрĕ» тенĕ. ЧАССР тава тивĕçлĕ артисчĕ Михаил Бурмистров тĕп режиссер та куракана интереслĕ чылай спектакльпе савăнтарнă. «Горе от ума», «Простые сердца», «Тартюф», «Павел Греков» спектакльсене халăх йышлăн курма çӳренĕ.

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин çулĕсенче репертуара çĕнетме тивнĕ, патриотлăхпа çыхăннă пьесăсене кĕртнĕ. Вырăс драма театрĕн артисчĕсем çак тапхăрта госпитальсемпе çар чаçĕсенче 300 спектакльпе концерт кăтартнă. Вăрçă хыççăн труппа çамрăк артистсемпе пуянланнă. Свердловскри, Ленинградри театр училищисенчен вĕренсе тухнă яшсемпе хĕрсем ĕçлеме килнĕ. Режиссерсем вăл вăхăтри авторсен хайлавĕсемпе ĕçлеме тытăннă. Театрта Л.Леоновăн «Обыкновенный человек», К.Тренăвăн «Любовь Яровая», Н.Погодинăн «Аристократы» пьесисене лартнă.

Вырăс театрĕнче чăваш драмисене те куракан патне çитернĕ. Петр Осиповăн «Айтарне», Василий Ржановăн «Энтипне», Ухсай Яккăвĕн «Тутимĕрне» тата ыттине лартнă. Чăваш халăх писателĕн Николай Терентьевăн тăватă пьесине сцена çине кăларнă. ЧАССР искусствăсен тава тивĕçлĕ деятелĕ Виктор Романов тĕп режиссер та наци литературин хайлавĕсемпе нумай ĕçленĕ, репертуара çĕнĕ спектакльсемпе пуянлатнă. Коллектива çĕнĕ артистсем килнĕ. Шăпах çав тапхăрта Антонина Баулинăн, Алексейпе Тамара Красотинсен, Татьяна Яфановăн ячĕсем халăхра палăрнă.

70-80-мĕш çулсенче театр гастрольсене нумай тухса çӳренĕ. Артистсем Архангельскра, Петрозаводскра, Калининградра, Тамбовра, Ижевскра тата ытти хулара пулнă. 1982 çулта пултарулăх коллективĕн историне лайăх пулăмсем çырăннă: учреждение «Хисеп Палли» орденпа наградăланă тата театр урăх çурта куçнă. 90-мĕш çулсенче театр çĕнĕлле ĕçлеме пуçланă, режиссерсем урăх стиль шыранă. Çак вăхăта «модерн театрĕ» тенĕ. «Черная роза — эмблема печали…» спектакле Мускавра иртнĕ «Федерация-90» фестивальте пысăк хак панă. Владимир Сергеев илемлĕх ертӳçинче тăрăшнă чухне театрăн пурлăхпа техника базине çĕнетнĕ. Репертуарта классика произведенийĕ йышлă пулнă. <...>

Андрей МИХАЙЛОВ.

♦   ♦   ♦


Ĕмĕтре те пулман,

анчах кайран чĕререн килĕштернĕ Иран

Раççейре ку çĕршывпа кăсăкланакан нумай мар. Унта туристсем çул такăрлатмаççĕ. Хăшĕ-пĕриншĕн вăл хăрушă, чухăн çĕршыв пек туйăнать. Тĕрĕссипе вара, ку çĕршывра пĕр-пĕринпе килĕшме пултарайман япаласем асăрхатăн. Иран пирки шухăшласанах куç умне хура тĕслĕ çи-пуç тăхăннă хĕрарăмсем тухаççĕ. Чăнах та çавăн пекех-ши унта? Чăваш çыртса пăхмасăр ĕненмест теççĕ. Шупашкарта пурăнакан Ольга Павлова Иранра кăçал икĕ хутчен пулнă. Май килсен унта тата кайма хатĕррине пĕлтерчĕ вăл. Мĕнпе илĕртнĕ-ха ăна çак çĕршыв? Кун пирки Оля хаваспах каласа кăтартрĕ.

Илемлĕ çынсем

— Ку таранччен тĕрлĕ çĕршывра пулса курма тӳр килчĕ, анчах Иран пирки нихăçан та шухăшламан, — терĕ вăл пĕр пытармасăр. — Кăçал вара ĕçпе шăпах çав çĕршыва, унăн тĕп хулине Тегерана каймалла пулчĕ, курав уçмаллаччĕ. Хăрушăччĕ — пачах урăх культура-çке. Тегерана кайсан унта хĕрсен пурин те хиджаб /мăсăльман хĕрарăмĕсен тумĕ/ тăхăнмалла тесе шухăшлаттăм, ăна туянма та палăртса хунăччĕ. Ку çул çӳреве питĕ тĕплĕ хатĕрлентĕм: темиçе уйăх маларах Иранра çӳреме куçаруçă та, водитель те тупса хутăм. Вĕсем мана вырăнти лару- тăрупа паллаштарчĕç, унти хĕрсем мĕн тăхăнса çӳренине кăтартса сăн ӳкерчĕксем ярса пачĕç. Чи кирли, пуçа тутăр çыхмалла иккен, вăл вăрăм пулмасан та юрать. Çи-пуç /туника, кĕпе/ чĕр куççирен аяларах пулмалла, шăлавар та ура тĕпне çитмелле.

Çак сĕнӳсене йăлтах шута илнĕ Оля палăртнă кун çула тухнă. Тегеран аэропортĕнчех вăл вырăнти халăх илемлĕ пулнинчен тĕлĕннĕ, çыннисенчен куç илеймен. Анчах… Ольăна аэропортра кĕтсе илнĕ куçаруçă ăн-лантарнă тăрăх, çак илемĕн 90 проценчĕ — пластика. Вĕсен хушшинче сăмсана пĕчĕклетесси, тутана тата пит шăммине улăштарасси анлă сарăлнă. Операци тума ĕлкĕрейменнисем сăмсана пластырь çыпăçтарса çӳреме юратаççĕ — ку вĕсен пуянлăхĕ çинчен калать имĕш.

— Пĕрремĕш хутчен Ирана çитсен хăна çуртне кайнă чухне çав тери пысăк пăкка çакланнăччĕ. 20 минут вырăнне 2 сехет кайма тивет. Çав вăхăтра ачаллă чухăн хĕрарăмсем пыраççĕ те мĕн те пулин сутма хăтланаççĕ: чăмлак, тетте е ытти вак-тĕвек. Чухăн каччăсем чечек сĕнсе çӳреççĕ. Вĕсене шеллесе сăнатăн. 1-2 сехете тăсăлакан пăкăра машинăрах апат çиекенсене те куратăн. Тӳрех асăнса хăварам: рисран пĕçернĕ апат-çимĕçе унта питĕ тутлă хатĕрлеççĕ, — аса илчĕ Оля.

Тĕлĕнтерекен тепĕр самант. Ирана унчченех SWIFT тытăмĕнчен /пĕтĕм тĕнчери банксен тӳлев тытăмĕ/ кăларнă. Çавăнпа унта каякансен енчĕкре хут укçа пулмалла. Тепĕр кĕтменлĕх — долларсене çеç йышăнаççĕ. Кулянма кирлĕ мар — укçа улăштарма пулăшакан çынсем çавăнтах çӳреççĕ. Хăна çуртĕнче те çавнашкал май пур. <...>

Лариса ПЕТРОВА.

♦   ♦   ♦


«Хĕрĕх çулта 50 ытла кĕпере тума хутшăнтăм»

Пулса курнă-и эсир Трак енри Упи тăрăхĕнче? Мăн Çавал хĕрринчи Чиркӳллĕ Упи илемленсех пырать. Çакна сип-симĕс тумлă, чечеклĕ урамсем тăрăх утнă май аван туйса илетĕн. Юлашки çулсенче хулара пурăнакансем те ялта çĕр илсе, çурт-йĕр хăпартса хăйсен хӳтлĕхĕпе савăнăçне кунта тупрĕç. Вĕсенчен пĕри — Юрий Петров.

Такама та курнă, темĕн те пĕлет

Хам ку ялсем пулнăран — нумайăшне пĕлетĕп, паллатăп. Упи ялĕнче тата ку тăрăхра Петров хушаматлă çемье сахал мар. Вĕсенчен кашниех хăйсен ят-хушаматне ямасть, ĕçĕнче ырăпа палăрать.

Эпĕ Юрий Николаевич патĕнче çурла уйăхĕн варринче пултăм. Упи шкулĕнче эпир пĕр вăхăталлах вĕрентĕмĕр. Пĕр-пĕрне чылайранпа пĕлнĕрен пирĕн калаçу вăраха тăсăлчĕ. Юрий Николаевич — уçă кăмăллă, сăмах ваклама юратакан арçын. Раççей тăрăх чылай тапхăр ĕçлесе çӳренĕрен такама та курнă, темĕн те пĕлет. Çавăнпа пирĕн калаçу сыпăнсах пычĕ. Ăна ялта юлташĕсемпе, хурăнташĕсемпе, çынсемпе тарават пулнишĕн хисеплеççĕ. Калаçса ларнă май вăл хăйĕн юратнă ĕçĕнче чăн-чăн ăраскалне тупнине туйса илтĕм.

Мĕнрен пуçланнă-ха çул-йĕр? Юрий Петров Упи ялĕнче 1962 çулта çуралнă. Ашшĕ Николай Петров хамăр ялсемех. Чылай хушă культура тытăмĕнче вăй хунă. Именкассинчи культура çурчĕн пуçлăхĕнче тăрăшнă, ун хыççăн районти тĕп культура çуртĕнче вăй хунă. Амăшĕ Анастасия Яковлева Услантăр шывĕ хĕрринче ларакан Кĕрекаç хĕрĕ пулнă. Çемье тĕвĕленсен кил хуçи хĕрарăмĕ Ленин ячĕллĕ колхозра уй-хир бригадинче, фермăра ĕçленĕ. Паян вĕсем иккĕшĕ те пирĕн хушăра çук ĕнтĕ.

Ытти тантăшĕ пекех, сакăр çул тултарсан Юрий Петров Упи шкулĕн сукмакне такăрлатма пуçланă. 1979 çулта вăтам шкул пĕтерни çинчен калакан аттестата алла илнĕ.

— Çав çулсем асран тухмаççĕ, — тет вăл паян. — Пуçламăш классен учительницине Елена Николаевăна, класс ертӳçи пулнă Мария Кирилловăна, ытти педагога ăçтан манăн? Шăпах вĕсем пире дисциплинăна пăхăнма, аслисене хисеплеме, ырра усалтан уйăрма вĕрентнĕçке. Упи шкулне вĕренсе пĕтернĕренпе кĕçех ав 45 çул çитет.

Шкул хыççăн нумай та вăхăт иртмен — каччăн салтак ячĕ тухнă. Упи каччи икĕ çул çарта пулнă, Инçет Хĕвел тухăçри ракета çарĕсенче çĕршыв умĕнчи тивĕçе пурнăçланă. Салтак шинельне хывсан чунĕ хулана туртман унăн, вăл ялтах юлнă. <...>

Юрий БОРИСОВ.

♦   ♦   ♦


Надежда САРАНДАЕВА: Яла пурăнмах куçас килет

Пирĕн хушăра тĕлĕнмелле интереслĕ çынсем пулаççĕ. Ахах-мерчен пек вĕсем. Темĕнпе те интересленеççĕ. Ырă кăмăлĕпе, ăшă кăмăллă пулнипе хăйсем патне туртаççĕ. Вĕсенчен пĕри — Шупашкар хулин клиника центрĕн терапи уйрăмĕнче аслă медсестрара ĕçлекен Надежда Сарандаева.

Çынсене пулăшасшăн

Вăл Шупашкарта çуралса ӳснĕ. Амăшĕ вырăс хĕрарăмĕ пулнă. Ашшĕ — чăваш. «Эпĕ тĕп хулари медицина училищинче пĕлӳ илнĕ. Тĕрĕссипе, мĕн ачаран тухтăра вĕренме ĕмĕтленнĕ. Çав вăхăтрах ветеринар та пулас килетчĕ. Анчах мединститута кĕме питĕ йывăрччĕ, çавăнпа училищĕне кайрăм. Каярахпа вуза кĕме ĕмĕтленеттĕм. Ĕçлеме пуçларăм та — каясси пулмарĕ. 2001 çулта Шупашкарти Çурçĕр клиникинче медсестрара ĕçлеме тытăнтăм. Халĕ васкавлă медицина пулăшăвĕн больницин шутланать вăл. Хулан клиника центрĕнче 2013 çултанпа ĕçлетĕп», — каласа кăтартрĕ маттур ентешĕмĕр.

Надежда Сарандаевăна кăçалхи нарăс уйăхĕнче терапи уйрăмĕн аслă медсестри пулма шаннă. Маларах вăл йышăну уйрăмĕн медсестринче тăрăшнă. Çамрăк хĕрарăм хăйĕн ĕçне çав тери юратать. Пациентсем унăн ĕçĕпе кăмăллă пулни, тав сăмахĕ калани ăна тата ытларах ĕçлеме хавхалантарать. «Çынсене питĕ пулăшас килет», — тет вăл.

«Хам туни 100 проценчĕпех таса»

«Эпĕ пысăк кăмака пирки ĕмĕтленеттĕм. Ялти çуртра çуллахи кухня турăмăр. Унта кăмака лартрăмăр. Кăмакара мĕн пур апат çав тери тутлă пулать. Унта кулач, кукăль, пицца пĕçеретĕп. Кăмакана чӳлмекпе шаркку, чукунпа яшка лартатăп. Манăн анне Муркаш районĕнче Пĕрремĕш Май Выççăлккинче çурт туяннăччĕ. Анчах вăл, питĕ шел те, темиçе çул каялла пирĕнтен яланлăхах уйрăлса кайрĕ. Халĕ эпĕ унта хамăн çемьепе кайса çӳретĕп», — калаçăва сыпăнтарчĕ Надежда Алексеевна.

Мăшăрĕпе Димăпа вĕсем ывăл çитĕнтереççĕ. Артем — 13 çулта. Упăшки «Элара» пĕрлĕхре операторта вăй хурать. Надежда апат-çимĕç хатĕрлеме амăшĕнчен вĕреннĕ. Вăл калама çук тутлă пĕçернĕ-мĕн. «Эпĕ таса апат-çимĕç юрататăп. Лавккаран туянни тутлă мар. Вĕсенче хими нумай. Вĕсем сывлăхшăн та усăллă тееймĕн. Халĕ кирек мĕнле апат-çимĕçе те тĕрлĕ консервант, тĕрлĕ хутăш яраççĕ. Анчах таса апата ăçтан тупмалла? Хăш лавккара туянмалла? Шухăшларăм та — таса апат-çимĕçе хам хатĕрлес терĕм. Хам туни 100 проценчĕпех таса. Çитменнине, килте янтăлани икĕ хут тутлăрах. Хамăрăн кухньăрах кăлпасси тума тытăннăранпа лавккаран туяннине çăвара хыпас та килмест. Каçарăр та, химиллĕ апат çинĕ пекех туйăнать. Тĕрĕссипе, кăлпасси тума мана никам та вĕрентмен. Мĕнле тумаллине интернетра пăхрăм та пĕчĕккĕн хăнăхрăм. Кăлпасси тумалли шприц туянтăмăр. Унта çур килограмм аш кĕрет. Пĕчĕк шприцпа ĕçлеме меллех марччĕ те пысăкраххине илтĕмĕр. Кăлпассие, сарделькăна уйăхлăхах туса хуратпăр. Ăна шăнтса хума та пулать. Сивĕтмĕшре лайăх упранаççĕ вĕсем. Кăлпасси тума какайне пасартан туянатăп. Тавар пахалăхне тĕрĕсленĕ вырăнтан шанчăклă сутуçăсенчен илетĕп. Кăлпассие сысна, ĕне ашĕсене яратăп. Чăх какайĕнчен те кăлпасси хатĕрлетĕп», — хавхаланса калаçрĕ Надежда Алексеевна. <...>

Роза ВЛАСОВА.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.