Комментари хушас

26 Çурла, 2022

«Асамат» кăмăллăн канма йыхравлать

Юлашки çулсенче Чăваш Енре, çĕршыври ытти регионти пекех, шалти туризма çине тăрсах аталантараççĕ. Тем тесен те, кăмăллăн канас текенсене йышăнма юрăхлă вырăн хамăр патрах чылай. Вĕсенче вăхăта кăсăклă та усăллă ирттерме май пур. Çут çанталăк ытамĕнче вăрман сывлăшĕпе, шыв çийĕн вылякан хумсен сассипе киленме ĕмĕтленетĕр-и? Пулă тытма, мунча кĕме юрататăр-и? Апла пулсан сирĕн кăмăла Çĕрпӳ районĕнчи Туçи ялĕ çывăхĕнчи «Асамат» турбаза тивĕçтерме пултарĕ. Шупашкартан инçе мар (30 çухрăм кăна) вырнаçнă кану базине уçнă Вячеслав Миронов туризм тытăмĕнче 30 çул ĕнтĕ вăй хурать. Паян вăл — предприниматель те, «Чувашия Турист» тулли мар яваплă пĕрлĕхĕн директорĕ те.

Мунча кĕме юратакансен уявне те йĕркелĕç

Çуллахи шăрăхра вĕри асфальтран тата хулари пăчăхтаракан сывлăшран хăпса сулхăнрах кĕтесре уçăлас килет. Чăрăш, хыр, хурăн ӳсекен вăрман ӳпкешĕн уйрăмах сиплĕ кун пек чухне. Шыва кĕрсе, кимĕпе ярăнса уçăлма май пурри вара — чăн-чăн ырлăх. 18 гектар йышăнакан пĕве, 4 гектар вăрман — «Асамат» кану кĕтесĕн тĕп пуянлăхĕ. Килти пек хăтлă йывăç çуртсем, мунчасемпе беседкăсем пушă вăхăта ушкăнпа та, уйрăммăн та киленсе ирттерме май параççĕ. Спорта юратакансем волейболла, футболла выляма, теннис мечĕкĕ сиктерме пултараççĕ. Ашшĕамăшĕпе пĕрле килекен ачасем уçланкăри ярăнчăксене тӳрех асăрхĕç.

— «Асамата» 2010 çулта йĕркелерĕмĕр. Кашни çул мĕн те пулин çĕнни хушма тăрăшатпăр. Пилĕк авмасăр халăха туллин канма майсем туса параймăн. Çавна май клиентсене ытларах мĕн илĕртнине сăнатпăр, ыйтса пĕлетпĕр. Нумайăшне шывра ларакан мунча, ун çумĕнчи шыв сикки илĕртет. Хĕллехи вăхăтра вĕри çĕртен тухса вакка сикесси — хăйне майлă экстрим. Çĕньялти тара илнĕ пĕве тĕпĕнчен темиçе çăл куç тапать, çавна май шывĕ яланах уçă, вăл симĕсленсе шăршланмасть те. Çуллахи шăрăхра ача-пăчаллă çемьесене кăсăклăрах пултăр тесе шыврах «сăрт» турăмăр. Унăн тăршшĕ — 12, çӳллĕшĕ 7 метр. Аквапаркри пек кăмăл-туйăм çуратать вăл.

Хăшĕ-пĕри вара шăплăхра лăпкăн канма юратать. Ун пеккисен кăмăлне ишекен «Баркас» каюта тивĕçтерет. Шыв çинчи «пӳртре» 8 çын вырнаçаять. Унта канакансем каютăран тухнă-тухманах шыва вăлта ывăтма пултараççĕ. Çуйăн, шурă амур, карп, уланкă, карас, хура карас… Юхан шывăн тĕрлĕ пуллине ĕрчететпĕр. Кăçал та акă çулталăкрисене 2000-е яхăнах ятăмăр. Сăмах май, пирĕн пата хĕлле пулă тытма юратакансем уйрăмах йышлăн çӳреççĕ, — палăртрĕ Вячеслав Георгиевич.

Хутăш вăрман сулхăнĕнче çăка шăршипе илĕртекен пураран купаланă мунча ырлăхĕ çинчен нумай калама кирлех-и тата? М-7 трассăпа çула тухнă, канма вырăн шыраса «Асамата» пырса лекнисем кунти техĕмлĕ пăспа рехетленни, кăмăллă юлни çинчен тĕрлĕ сайтра пĕлтереççĕ. «Çĕнĕ çул каникулĕ вăхăтĕнче эпир туссен çемйисемпе автомобиле ларса çул çӳреве тухатпăр. Хусанпа Чулхула хушшинче ăçта та пулин чарăнса канма шухăш тытнăччĕ. Навигатор пире Чăваш Енри Çĕрпӳ тăрăхĕнче вырнаçнă «Асамата» кĕме сĕнчĕ. Парковка валли вырăн çителĕклиех кăмăла çĕклерĕ. Ĕçлекенсем пире кăмăллăн кĕтсе илчĕç. Мунча кĕни, пăрлă шыва чăмса тухни ырă туйăм парнелерĕ, вăй кĕртрĕ. Экологи тĕлĕшĕнчен таса вырăнта çĕр каçса аван кантăмăр. Эпир çав тери кăмăллă!» — паллашрăм Петр çырнă постпа. «Асаматра» ĕç ушкăнĕсен уявĕсем, туй е юбилей, сывпуллашу каçĕ ирттересси йăлана кĕнĕ. Канакансен кăмăлне çĕклеме кунта фестивальсемпе спорт ăмăртăвĕсем те ирттереççĕ. «Пулăç — пулăçа» турнир, тĕслĕхрен, хаваслă праçникех çаврăнать. «Асаматра» тăрăшакансем çывăх вăхăтра, çĕнĕ мунча çĕклесен, «Мунча фестивалĕ» йĕркелеме кăмăл пуррине палăртрĕç. Ăна йĕркелеме республикăри тĕп мунчаçă Вячеслав Спиридонов пулăшасса шанаççĕ. Халăх сăмахлăхне асра тытма, йăла-йĕркене упрама, сывă пурнăç йăлине тытса пыма хистекен уявсем туристсене яланах илĕртнĕ. Çакна пуçра тытать те Вячеслав Миронов.

Çул çӳрекеншĕн — çăмăллăх

«Чувашия Турист» тулли мар яваплă обществăна чылай çул тытса пыракан маттур ертӳçĕ саманан мĕн тĕрлĕ кăна улшăнăвне астумасть-ши? Йăлтах чăтса ирттернĕ, пĕрре пикеннĕ лава туртма нихăçан та хирĕçлемен. Яланах ыррине шанни йывăр самантра та вăй кӳнĕ.

— Çĕршыври туроператорсем килĕшӳ çырнăран Чăваш Енре пурăнакансене тĕрлĕ тăрăха çул çӳреве тухма сĕнетпĕр. Чикĕ леш енне каймалли турсемпе ĕçлеместпĕр. Тĕнчере коронавирус чирĕ сарăлма тытăннăранпа ларутăру лăпкă мар. Кирек хăш самантра та çынсене ют çĕре кĕртме чармашкăн пултараççĕ. Ку ĕçре чăрмавсемпе пăтăрмахсем кăларса тăратасси куçкĕрет.

Раççейре хитре, курса çӳремелли кăсăклă вырăн чылай. Çуллахи тапхăрта Хура тинĕс хĕррине каякан йышлă. Сочи, Анапа, Абхази… Кăмăл туртнă çĕре самолетпа вĕçме е пуйăспа çитме май пур. Авăн, юпа уйăхĕсенче тинĕс хĕрринчи пляжсем кăштах ирĕкленеççĕ: шкул ачисем парта хушшине лараççĕ-çке. Çавăнпа çитес вăхăтра отпуска каякансем канăва усăллă та киленсе ирттерме пултараççĕ. Кэшбек илме май пурри пушшех илĕртмелле пек. Вăл — самай курăмлă пулăшу, — ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ Вячеслав Георгиевич.

2022 çулхи çурла уйăхĕн 25-мĕшĕнче Ростуризм кэшбек программине çĕнĕрен вăя кĕртет. Раççей турĕсене, круизĕсене тухма хатĕрленекенсем унпа палăртнă кунран пуçласа авăн уйăхĕн 10-мĕшĕччен усă курма пултарĕç. Шыв тăрăх çул çӳрекенсен тăкакĕсене авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса навигаци хупăниччен иртекен круизсемшĕн саплаштарĕç. Ытти мелпе йĕркелекен турсем тĕлĕшпе те йăлтах уçăмлă: кэшбек юпа уйăхĕн 1-мĕшĕнчен раштавăн 25-мĕшĕччен çула тухмалли путевкăсене пырса тивет.

— Çак мел укçа перекетлеме май парать. Тĕслĕхрен, пирĕн фирма урлă кăçал çуркунне Çĕнĕ Шупашкар шкул вĕренекенĕсем Санкт-Петербурга кайрĕç. Пуян программăллă тур суйларĕç вĕсем. 17 пин тенке ларнă çул çӳревшĕн кэшбек самай таврăнчĕ. Çийĕнчен шкул ачисем çул çӳревсенче «Пушкин карттипе» усă курса укçа перекетленĕ. Акă вĕренӳ çулĕ пуçлансанах пĕр кунлăх маршрутсемпе ĕçлеме пуçлăпăр. Шереметев замокĕнче, Чикме /Козьмодемьянск/, Болдино музейĕсенче асăннă программăпа усă кураççĕ, — палăртрĕ туризмпа чылай çул каяллах çывăхланнăскер.

Шкул ачисен ушкăнĕсем те, çитĕннисен коллективĕсем те Хусан, Сĕве хулисене пуринчен ытла тухса çӳренине палăртрĕ Вячеслав Георгиевич. Тăтăш ыйтнăран кун пек çул çӳреве кашни эрне вĕçĕнче йĕркелеççĕ. Хăйне евĕр çул çӳревсем те пулаççĕ-мĕн. Çывăх вăхăтра, авăн уйăхĕн 4-мĕшĕнче, илемлĕ, историйĕпе пуян утрав çинче «Сĕве хулин пулă шӳрпи» фестиваль иртĕ. Кунĕпе тăсăлакан уявра ватти те, вĕтти те савăнма пултарĕ, хăйĕн валли интереслине тупĕ.

— Теплоходпа тата автобуспа иртекен тур вăл. Пĕр ушкăн шыв тăрăх каять, тепри — автоçулпа. Каялла килнĕ чухне улшăнаççĕ. Çапла майпа кашни çул çӳревçĕ икĕ мулкача тытать. Автобуспа каякан туристсем Куславкка хулинчи «Кайăк вĕçевĕ» текен илемлĕ вырăна чарăнаççĕ, Аслă Куснар çывăхĕнчи Сăр тата Хусан чиккисене тунă ĕç паттăрĕсене халалласа лартнă палăкпа паллашаççĕ, — турфирма пурнăçпа тан утнине черетлĕ хут çирĕплетрĕ ертӳçĕ сăмахĕ.

www.hypar.ru

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.