Комментари хушас

26 Çурла, 2022

Çамрăксен хаçачĕ 33 (6432) № 25.08.2022

«Сăн ÿкерчĕксене пăхсан анне çумра пекех туйăнать»

Илшатпа Миляуша Сыраевсем пĕр-пĕрне мĕн пĕчĕкрен палланă. Пĕве кĕрсен хĕрпе каччăлла çÿренĕ, унтан çемье çавăрнă, ачасем пирки ĕмĕтленнĕ. Пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн вĕсен ĕмĕчĕсем пурнăçланса пынă. Анчах шăпа вĕсене ĕмĕр вĕçлениччен пĕрле пурăнма пÿрмен. Илшат юратнă мăшăрне пытарсан малалла пурăнма, ывăлĕсене ÿстерме вăй-хăват тупнă.

Ытармалла мар мăшăр

Патăрьел районĕнчи Тутар Тимеш ялне, пĕчĕк пулсан та, хă вăртах шыраса тупма пулать. Илшат Сыраев çак ялта çуралса ÿснĕ. 1972 çулта çуралнăскер 8 класс пĕтерсен Патăрьелти ПТУра слесарь специальноçне алла илнĕ. Унтан «Гвардеец» колхозра ĕçленĕ. Сыраевсем пиллĕкĕн пĕртăван ÿснĕ. Икĕ пиччĕшĕ Пĕкĕлмене куçса кайнă. Илшатпа шăллĕ ялтах тĕпленнĕ. Илшатăн кунта юлма сăлтавĕ те пулнă. Пикшик хĕрĕ Миляуша Хасянова ача чухнех çак ялта пурăнакан асла мăшĕ патне хăнана çÿренĕ. Хĕрпе каччă пĕр-пĕрне мĕн пĕчĕкрен палласа ÿснĕ. Илшат салтакран таврăнсан вĕсем туслă çÿреме тытăннă. Юнашар савнă çын пур чухне инçете тухса кайăн-и вара?

Миляушăпа Илшат 1996 çулта пĕрлешнĕ. Ытармалла мар мăшăр пулнă вĕсем. Тĕп килĕнче шăллĕ пулнăран уйрăлса тухнă, пĕчĕкрех çурт туянса унта пурăнма куçнă.

«Халь аса илмелли кăна юлчĕ ĕнтĕ. Мăшăрпа пахчара тĕрлĕ çимĕç туса илеттĕмĕр. Иккĕн ĕçлеттĕмĕр. Хамăрăн çурт, пахча-çаран пулсанмĕн тери савăнтăмăр эпир. Хăяр-помидорне хĕлле валли иксĕмĕр пĕрле тăварлаттăмăр. Çур çĕрччен ĕçлени те пулнă. Ирхине кÿршĕсем ĕне сумалла тесе алăкран шаккаса вăрататчĕç.

Паллах, пирĕн те, ытти çын пекех, ача-пăчаллă пулас килетчĕ. 1997 çулта арăмăн çие юлчĕ. Анчах ача амалăхра мар, умĕнче аталаннă иккен. Операци турĕç. Пурпĕрех пепке пирки ĕмĕтленме пăрахмарăмăр. Ачасăр епле пурăнăн? Эпĕ те, мăшăр та йышлă çемьере ÿснĕ-çке-ха. 2004 çулта тинех тахçантанпа кĕтнĕ ывăл çуралчĕ. Миляуша пысăк хырăмпа çÿренĕ чухнех юн пусăмĕ ÿснипе нушаланатчĕ. Çавăнпа ăна кесарево мелĕпе çураттарчĕç. Ывăла Нур ят хутăмăр. Мĕн тери телей пулчĕ пирĕншĕн! Çумра мăшăрпа ывăл пурришĕн савăнтăм. Паллах, пĕр ачапа кăна çырлахма шутламан эпир. Тепре çие юлсан та Миляуша юн пусăмĕ ÿснипе нушаланчĕ. <...>

Валентина ЯКОВЛЕВА

♦   ♦   ♦


Кичем пурнăçа улăштармалли мел

Наталья Ивановна çуралнă кунĕччен пĕр кун маларах ирхине сÿрĕк кăмăлпа вăранчĕ. Ыран вăл аллă тултарать. Тепĕр тесен, пит çинче савăк кулă палăрманшăн ăна тиркемелле мар-ха.

Наталья Ивановна, куçне хупса выртаканскер, хăйĕнпе хăй мăкăртатрĕ: «Ыран эпĕ аллă тултаратăп! Ай-уй, епле нумай-çке! Çак çула çитсе темĕн пур-хаманăн? Шкулта аван вĕрентĕм. Çамрăклах качча кайрăм. Упăшкана нихăçан та улталаман. Хĕрĕме йĕркеллĕ çитĕнтертĕм, вăл та ир çемьеленчĕ.

Пĕр вырăнта 18 çул ĕçлетĕп — ачасене географи вĕрентетĕп. Вĕсене хам нихăçан та пулман /пулмăп та/ вырăнсем пирки каласа кăтартатăп. Ну, темĕнле асамлă çил Китай стенине е океана ман кил умне вĕçтерсе килмесен ĕнтĕ… Уй, кирлĕ мар! Океана наччасра вараласа тăкĕç, стена çине усал сăмахсем çырса тултарĕç.

Манăн пÿлĕмри стенаран кĕпĕрнаттăр панă виçĕ Хисеп хучĕ çакăнса тăрать. Тата мĕн-ха? Вĕренекенсенчен нумайăшĕ ман предмета кураймасть. Мĕн тума кирлĕ вĕсене географи? Вĕсен шучĕпе, ку вăхăта усăсăр ирттерни çеç, çакна уççăнах палăртаççĕ.

Эпĕ хама май илемлĕ. Ман пек хĕрарăмсем пирки «ырă чунлă» тата «лайăх кил хуçи» теççĕ.

Эпĕ — кĕрен помидор пекех, хĕвелпе хĕртĕнсен вара – хĕрлĕскер. Çÿç сăрă тĕслĕ. Кун сăр пуçне манăн упăшка пур. Паян вăл амăшĕ патĕнче хăнара — аякри ялта. Унта пуйăс та эрнере пĕрре çеç çитет. Паянхи рейса ман упăшка кая юлнă… Тăмана. Пиçсе çитмен çырла çинĕ те вар-хырăмĕ пăсăлнă тет. Çавна май пуйăса ĕлкĕреймен. Сăмах çитмест.

Хĕрĕмпе кĕрÿ Турцире канаççĕ. Мĕншĕн тесен: «Анне, эс пĕрех çуралнă кунна паллă тумастăн, кунта вара путевка çур хакпа». Вăт, çавна май эпĕ юбилея пĕчченех уявлатăп. Никам та мана хисеплемест, юратмасть. Ни упăшка, ни хĕр. Вĕсемшĕн пулсан — апат пĕçер те, «тăваттă» лартса пар».

Çавнашкал сÿрĕк шухăшсемпе Наталья Ивановна кравать çинчен тăчĕ те çемçе тапочкă тăхăнса кухньăна кăштăртатрĕ. Ун хыççăн Гуччи ятлă мăнтăркка анчăк хÿре евĕр лĕпĕстетрĕ. Ăна Наталья Ивановнăна хĕрĕ парнеленĕччĕ. Вăл унăн килĕнче — Гуччи ятлă пĕртен-пĕр япала. <...>

Ксения ПОЛЕЖАЕВА

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.