Комментари хушас

24 Çурла, 2022

«Хресчен сасси» 33 (2921) № 24.08.2022

Хуçине кура хуçалăхӗ

Кăçалхи сентябрĕн 4-мĕшĕнче Вăрмар район нчи Мичурин ячĕпе хисепленекен колхоза çирĕм çул ытла ăнăçлă ертсе пынă Сергей Лукин çуралнăранпа 100 çул çитет.

Ял хуçалăхне наука тĕлĕшĕнчен çĕнĕ технологипе усă курса ертсе пынипе, çынсен ĕç, кану условийĕсене, çав шутра шалу тÿлессине çултан-çул лайăхлатнипе, кадрсен ыйтăвне татса панипе кая юлса пыракан колхоз кĕске хушăрах районта кăна мар, республикăра та малта пыракан хуçалăхсен шутне кĕме пултарнă.

Выльăх-чĕрлĕх продукцине тата тĕш-тырă туса илессипе пысăк çитĕнÿсем кăтартнăшăн Мичурин ячĕпе хисепленекен колхоз çĕршывăн тата республикăн тĕрлĕ премийĕсене илнĕ. Хуçалăхра ĕçлекен вун-вун колхозникпа специалиста патшалăхăн орденĕсемпе медалĕсене парса чысланă. Сергей Лукин 1976 çулта Ленин орденне тата «Çурлапа Мăлатук» ылтăн медале илме тивĕçнĕ. Ăна Социализмла Ĕç Геройĕ хисеплĕ ятне панă.

Сергей Лукичăн хуçалăхри ертÿçĕн ĕçĕ ансат вăхăтра пуçланман. 1966 çулхи сентябрь уйăхĕн варринче ăна колхоз председателĕ пулма суйланă. Вырма хĕрсе пынă вăхăтра ертÿçе улăштарнин сăлтавне пурте ăнланнă: юлашки çулсенче хуçалăхра лару-тăру йывăр ланнă, тĕш-тырăн тухăçлăхĕ пĕчĕк пулнă, аш-какайпа сĕт те сахал туса илнĕ, ĕç дисциплинине пăсакансен йышĕ чакман. Çавăнпах-тăр тĕш тырă пуçтарса илесси районти ытти хуçалăхпа танлаштарсан палăрмаллах япăх пынă. Çаксене тĕпе хурса район пуçлăхĕсем колхоз ертÿçине улăштарма йышăннă. Анчах кама шанса памалла çак кăткăс та яваплă ĕçе?

Сергей Лукич районшăн çĕнĕ çын мар, вăл кунтах, Мичурин ячĕпе хисепленекен колхоза кĕрекен Кивĕ Шулхан ялĕнче, çуралса ÿснĕ. Мĕн пĕчĕкренех ял пурнăçĕпе, çĕр ĕçĕпе пиçĕхнĕ. Канаш хулинчи финанс техникумĕнче пĕлÿ илнĕ, 6 çул /1941-1947 çулсенче/ çарта хĕсметре тăнă, Инçет Тухăçри вăрçă çапăçăвĕсене хутшăннă. Çартан таврăнсан районти финанс пайĕнче тата ял хуçалăх управленийĕнче вăй хунă. Хыççăн, 1962-1965 çулсенче, Кавалти крахмал заводне ертсе пынă. Колхоз председателĕ пулма суйличчен пĕр çула яхăн райĕçтăвкомĕн план комиссийĕн ертÿçи пулса тăрăшнă. Сергей Лукинăн колхоза ертсе пыма ĕçпе пурнăç опычĕ те, ял хуçалăх енĕпе квалификаци шайĕ те çителĕклех пулнă. Район пуçлăхĕсем те, колхоз ĕçченĕсем те ăна шаннă, çĕршыври паллă тĕпчевçĕ Иван Мичурин ятне панă хуçалăх ăнăçлă ĕçлесе каясса ĕненнĕ.

Колхоз председателĕн ĕçĕ кăткăс пулнине Сергей Лукич аван пĕлнĕ. Колхоза 1928 çулхи декабрьте йĕр келенĕ пулнă. Унăн малтанхи ячĕ — «ВКП/б/ XV-мĕш съезчĕ». 1951 çулта ăна «ВКП/б/ XVI-мĕш съезчĕ», 1959-мĕш çулта «Тăван çĕршыв» /Родина/ колхозсемпе пĕрлештернĕ. Çапла майпа хуçалăха 4 ял кĕнĕ: Кĕтеснер /424 кил хуçалăхĕ/, Кивĕ Шулхан /155/, Ĕçпепе /143/, Çĕнĕ Шулхан /60/. Тĕрлĕ тапхăрсенче колхоза пурĕ вун икĕ председатель ертсе пынă. Вĕсенчен чылайăшĕ тĕрлĕ сăлтава пула вăрах вăхăт ĕçлемен. Паллăрах ертÿçĕсенчен Виктор Ефимович Ефимова /1931-1932, 1939-1945, 1946 çулсенчи колхоз председателĕ/, Виктор Кондратьевич Кондратьева /1933-1938, 1946-1954 çулсем/ тата Вячеслав Петрович Малинина /1956-1963 çулсем/ палăртмалла. Вĕсем ĕçленĕ вăхăтра колхоз ура çинче çирĕп тăнă, аталаннă. <...>

Михаил КРАСНОВ, Шупашкарти Вăрмарсен ентешлĕхĕн вице-президенчĕ

♦   ♦   ♦


Паллă ентешсен ентешсен çулталăкне халалланă

«Ял халăхне пĕрле пухăнма, пĕрле савăнма май туса пани çав тери лайăх», — теççĕ Патăрьел районĕнчи Çĕньялта пурăнакансем. Сăмах кунта Ял кунĕ пирки пырать. Юлашки çулсенче ăна республикăри кашни ялтах уявлама тăрăшаççĕ.

Çĕньялсем Ял уявне 2018 çултанпа палăртаççĕ. Çурла уйăхĕн 20-мĕшĕнче вĕсем «Хавал» кану паркне пухăнчĕç. Кăçалхи праçнике паллă ентешсен çулталăкне халалланă. Сăмах май, çурла уйăхĕн 21-мĕшĕнче вĕсен ентешĕн, тĕнчипе паллă Чăваш халăх поэчĕн Геннадий Айхин çуралнă кунĕ пулнă. Пурăннă пулсан кăçал вăл 88 çул тултармаллаччĕ. Çĕньялсем мухтавлă поэта манмаççĕ, унпа мăнаçланаççĕ.

Уяв концерчĕ Çĕньялти «Илем» фольклор ушкăнĕ Геннадий Айхин «Вĕç-вĕç, куккук» юрра шăрантарнипе пуçланнă. Ял çыннисемпе хăнасене Патăрьел районĕн администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов ăшшăн саламланă. Вăл Çĕньялсене пĕр шухăшлă пулнăшăн, çĕнĕ пуçарусемпе çитĕнÿсем тунăшăн ырланă. Чи хастаррисене наградăсем панă. Патăрьел районне йĕркеленĕренпе 95 çул çитнине халалланă медале «Знамя» колхоз председателĕнче ĕçленĕ Алексей Петров, Çĕньялти хисеплĕ ватă Петр Митрофанов тивĕçнĕ. Рудольф Васильевич Вушнаевсене çемье юбилейĕпе саламларĕ. <...>

Роза ВЛАСОВА

Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...

www.hypar.ru

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.