Комментари хушас

23 Çурла, 2022

Хыпар 94 (27973) 23.08.2022

Çӗнӗ вулавăшра… футболла выляççӗ

Тамара Иванова Шупашкарти Трубина Мархви ячĕллĕ библиотекăра хĕрĕх çула яхăн тăрăшать. Хăйĕн профессине чунпа парăннăскершĕн вулавăш иккĕмĕш кил пулса тăнă. Тамара Константиновнăшăн çурла уйăхĕн 19-мĕшĕ пысăк уява çаврăнчĕ: юсав хыççăн библиотека тепĕр хут ĕçлеме пуçларĕ.

Çĕнетнĕ вулавăшпа ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев паллашрĕ. Вăл каланă тăрăх, кунта ăс-хакăлпа пултарулăха аталантармалли, çĕнĕ хăнăхусем илмелли майсем пысăк. «Культура» наци проекчĕ пулăшнипе республикăра икĕ çулта 12 вулавăша çĕнетнине, ыттисене те модернизацилессине палăртрĕ. Ку библиотекăна çĕнетме федераци бюджетĕнчен — 5 миллион, хула бюджетĕнчен 10 миллион тенкĕ уйăрнă.

— Пирĕн вулавăш çĕнĕрен чĕрĕлсе тăчĕ. Çĕнĕ кĕнекесемпе, компьютерсемпе пуянланчĕ. Пур çын та кунта кĕнеке вуланисĕр пуçне компьютерпа ĕçлеме, ытти пулăшупа усă курма пултарать. Хăйсен планшечĕпе ноутбукне те илсе килме ирĕк пур. Вĕсем валли коворкинг пÿлĕмĕ ĕçлет. Çĕнĕ мероприятисем ирттерĕпĕр, кăсăклă клубсем йĕркелĕпĕр. Ватă çынсем уйрăмах нумаййăн çÿреççĕ. Вĕсем тĕрлĕ ыйту тавра калаçнисĕр пуçне çыравçăсемпе, артистсемпе, тĕрлĕ професси çыннисемпе тĕл пулаççĕ. Компьютерпа усă курма вĕрентĕпĕр, — терĕ Тамара Иванова.

Библиотекăна ачасемпе çамрăксем те, çитĕннисемпе аслă ÿсĕмрисем те /пĕтĕмпе — 4500 çын/ пыраççĕ. Людмила Крежевских ку библиотекăна тахçантанпах çÿрет. «Тивĕçлĕ канăва тухсан ытларах килме тытăнтăм. Мăнук та манпа пĕрле пырать. Историпе çыхăннă кĕнекесене вулама уйрăмах юрататăп. Шел те, юлашки çулсенче вулавăш хупă тăчĕ. Пирĕн микрорайонта урăх библиотека çук. Ку культура çурчĕ пирĕншĕн кану центрĕ пулса тăчĕ. Телее, ăна упраса хăварчĕç. Халĕ кунта илемлĕ те хăтлă, кăсăкли темĕн те пур. Çĕнĕ кĕнеке нумай. Пурне те алла тытас килет», — çĕнĕ библиотека хута кайнăшăн савăннине пытармарĕ 66-ри хĕрарăм. Аса илтеретпĕр: икĕ çул каялла ку библиотекăна хупма йышăннă. Ăна хуптарас мар тесе вулакансемпе библиотекарьсем ЧР Пуçлăхĕ патне çыру янă.  <...>

Андрей МИХАЙЛОВ

 ♦   ♦   ♦


«Çăкăр татăкне вӗри шыв сыпса çиеттӗмӗр»

Феоктиста Пронюхина вăрçă пуçланнă çул 15-ре пулнă. Вăл ялти ытти çамрăкпа пĕрле хÿтĕлев чикки тума хутшăннă. «Ялтан икĕ çухрăмра окоп чаврăмăр. Çĕрĕ тарăн шăннăччĕ. Пирĕн алăра — лумпа кĕреçеччĕ. Тăприне вăрман еннелле йăтаттăмăр. Окопĕ тарăн та сарлакаччĕ. Ĕç кунĕ ултă сехетре пуçланатчĕ те каçхи улттăра вĕçленетчĕ. Пĕр кун та сиктермен», — калаçăва пуçларĕ тыл ĕçченĕ

Хусана сутма çÿренĕ

— Пирĕн бригадир сусăр арçынччĕ, кашни ир пире пуçтарса ертсе каятчĕ. Бригадăра 38 çынччĕ, пурте пĕр ялтанччĕ, чылайăшĕ — ача. Анчах çав йыш чакрĕ: пĕри чирлесе вилчĕ, те при ÿксе аманчĕ… Анне крахмалтан пашалу пĕçерсе паратчĕ. Уйра шыв вĕрететчĕç. Пĕр татăк çăкăр паратчĕç. Ăна вĕри шыв сыпса çиеттĕмĕр. Шыва Энĕш хĕрринчи çăлтан анса илеттĕмĕр, вутне вăрмана кайса пуçтараттăмăр. Тумтир енчен те хĕсĕкчĕ. Фуфайка уртса янă, пуçа тутăр çыхнă, урана çăм нуски е чăлха тăхăннă, çăпата сырнă. 40-41 градус сивĕ тăратчĕ. Ĕçленипе кăна ăшăнаттăмăр. Ларсан шăнаттă мăр. Кăштах канаттăмăр та малалла ĕçлеттĕмĕр, — куççульне шăлчĕ Феоктиста Григорьевна. — Окоп чавса пĕтернĕ хыççăн шкулта вĕренме пуçланăччĕ кăна — колхоз председателĕ килчĕ, Шупашкар çывăхĕнчи чукун çула тума каймалла мĕн. Унта пĕр уйăх ĕçлерĕмĕр. Икĕ эрнерен «Мускав — Свердловск» автоçула тума илсе кайрĕç. Икĕ уйăх тапаçлантăмăр. Чул пуçтарма та кайнăччĕ. Колхоз çĕрĕ çинче нумай тăрăшнă. Çĕр улми лартмалла, анасене çум курăкран тасатмалла. Тырă выраттăмăр, йĕтем çинче ĕçлеттĕмĕр. Хĕлле тырă аллаттăмăр. Салтаксем валли алсиш нуски çыхаттăмăр, анне çăм арлатчĕ. Ахаль ларма вăхăт пулман. Килте сурăх, ĕне тытнă. Анчах сĕт-çăвне тăраниччен çиеймен — патшалăха панă. Килти пахчара çĕр улми ÿстереттĕмĕр. Тухăçăн пысăк пайне сутаттăмăр. Анне Хусан пасарне пĕрмай каятчĕ. Хамăр та çÿреттĕмĕр. Пурăнма укçа-тенкĕ кирлĕ вĕт. Унтанах тĕрлĕ япала илсе килеттĕмĕр. Вăрçă пĕтнине радио пĕлтерчĕ. Пĕрисем макăраççĕ, те присем кăшкăраççĕ, виççĕмĕшсем савăнаççĕ, ташлаççĕ… Çав тери лайăх кунччĕ. Вăрçă хыççăн пурнăç лайăхланма тытăнчĕ: тырă пама пуçларĕç, сĕтел çинчен çăкăр татăлмарĕ, — аса илчĕ кинемей.

Феоктиста Пронюхина Куславкка районĕнчи Куснар пуç ялĕнче çуралнă. Вĕсем çемьере иккĕн ÿснĕ. Ывăлсем пĕчĕк чухнех вилнĕ.

— Анне Анна Петровна шкултан лайăх паллăсемпе вĕренсе тухнă. Ашшĕ-амăшĕ ăна Чĕмпĕр чăваш шкулне учителе вĕренме ярасшăн пулнă. Вĕсем ашшĕпе çула тухнă. Тĕрлемес станцийĕнче вырăнти пачăшкă тĕл пулнă та каялла илсе килнĕ. Вĕренме тÿр килменнишĕн анне пĕрмай йĕретчĕ. Ĕмĕрĕпе колхозра тар тăкрĕ. Вăрçă çулĕсенче ăна бригадира çирĕплетнĕччĕ. Ĕçе йĕркелеме, çынсене ертсе пыма пĕлетчĕ. Анчах халăха ĕçе явăçтарма çăмăл марри пирки калатчĕ. Шкулта ултă çул кăна вĕреннĕ пулин те анлă тавра курăмлăччĕ. Анне 96 çулччен пурăнчĕ, кукамай 100 çула çитнĕ. Вĕсене хывнă пулĕ эпĕ, — терĕ 97-ри хĕрарăм.  <...>

Андрей МИХАЙЛОВ

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.