Комментари хушас

19 Çурла, 2022

Чăваш Енре Адвокатура йĕркеленнĕренпе — 100 çул

Паян Чăваш Енри адвокатсем К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче Чăваш Республикинче Адвокатура йĕркеленнĕренпе 100 çул тата Адвокат палатине туса хунăранпа 20 çул çитнине паллă турĕç.

Хальхи вăхăтра Адвокат палатин тытăмĕнче адвокатсен 32 коллегийĕ, 1 бюро, 73 кабинет ĕçлет. Республика халăхне социаллă пĕлтерĕшлĕ пулăшу парас тĕлĕшпе 106 адвокат тăрăшать. Вĕсем паташлăхăн тÿлевсĕр юридици пулăшăвĕн программине хутшăнаççĕ. Республикăри нумай функциллĕ 10 центрта, социаллă хÿтлĕх пайĕсенче çынсене йышăнаççĕ.

Чăваш Енри адовкатсене паллă çак пулăмпа Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев, РФ Патшалăх Думин депутачĕ Анатолий Аксаков, Николай Владимиров сенатор, ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕн заместителĕ Виктор Горбунов, ыттисем саламларĕç.