Комментари хушас

18 Çурла, 2022

Чăваш тумĕллĕ пукане космоса вĕçме хатĕрленет

Тунтикун Мускаври космонавтика музейĕнче тĕнче уçлăхне çĕкленнĕ Андриян Николаевпа Павел Попович летчик космонавтсене аса илнĕ. 60 çул каялла, 1962 çулхи çурла уйăхĕн 11-15-мĕшĕсенче, ентĕшĕмĕрĕн «Восток-3» карапĕ Çĕр чăмăрĕ тавра 64 хут çаврăннă. «Восток-4» карапăн пилочĕ Павел Попович 48 çаврăм тунă.

Андриян Николаевăн пĕрремĕш вĕçевĕ кăсăклă самантсемпе пуян. Вăл пиçиххисене салтса карапра вĕçсе çÿренĕ, тĕрлĕ сăнав пурнăçланă. 60 çул каялла космоса пĕрремĕш тетте те çĕкленнĕ. Вăл Андриян Григорьевич скафандр кĕсйинче выртнă. Ăна Леонид Корнеев инженерăн пĕчĕк хĕрĕ Марьяна парса янă иккен. Космосран таврăннă пуканене хуçине тавăрса панă.

Унтанпа çĕр-çĕр тетте космосра пулнă. Пĕлтĕрхи раштав уйăхĕнче Мускаври космонавтика музейĕнче «Пукане — тетте мар» курав та уçăлнă. Тĕнче уçлăхне çĕкленекенсем теттепе выляма кăмăллаççĕ-ши? Космос карапĕ орбитăна 9 минутра çĕкленет иккен. Пиçиххисемпе çыхăннă космонавтсем йывăрăшсăрлăха /невесомость/ туймаççĕ. Çакăн чухне пукане пулăшать те. Вăл йывăрăшсăрлăхăн индикаторĕ пулса тăрать. Çак курав умĕн космосра пулнă пĕрремĕш пуканен копине тума шут тытнă. Ăна Андриян Николаев хĕрне хисеплесе Аленка тесе чĕннĕ. Теттене ÿнерçĕсен пултарулăх союзĕн автор пуканин секцин маçтăрĕ Нина Радзиховская хатĕрленĕ.

«Вăл сенкер кăвак куçлă, тĕксĕм вăрăм çÿçлĕ. Пуканене вĕтĕ шăрçапа илемлетнĕ чăваш тумĕ тăхăнтартрăм. Пĕчĕкскер Антон Шкаплеров космнавт испытательпе тĕнче уçлăхне вĕçсе хăпарчĕ те Александр Мисуркин космонавт испытательпе таврăнчĕ.

Нумаях пулмасть ман пата Шуршăлти А.Г.Николаев ячĕллĕ мемориал комплекс ертÿçи Александр Тукмаков çырчĕ. Вăл Аленкăн тепĕр копине хатĕрлеме ыйтрĕ. Ку ĕç маншăн яваплă та кăсăклă пулчĕ. Çурла уйăхĕн 15-мĕшĕнче ăна Александр Николаевича парнелерĕм. Анчах Шуршăлти космонавтика музейне çитиччен унăн космоса кайса килмелле», — терĕ Нина Петровна.

«Халĕ пукане валли ят шыратпăр. Ăна Андриян Григорьевич амăшне хисеплесе Анна, Аннушка тесе чĕнмелле-ши? Пуканене курупкана чĕркесе хутăмăр. Çывăх вăхăтра вăл МКС-68 экипаж космонавчĕсемпе тĕнче уçлăхне вĕçсе хăпарĕ.

Роскосмоспа тачă çыхăну йĕркелерĕмĕр. Çурла уйăхĕн 11-мĕшĕнче Шуршăлти А.Г.Николаев ячĕллĕ вăтам шкулăн çамрăк космонавтсен «Восток» отряд хастарĕсем Мускав космос станцийĕ урлă Роскосмос космонавчĕсемпе çыхăнчĕç, ыйтусем пачĕç. Ку — кăткăс пулăм», — терĕ Александр Николаевич. Космонавтика музейĕн директорĕ Мускавран таврăнсанах Чулхулана çул тытнă. Унта çак кунсенче «Раççейри музей маршручĕсем» проект сÿтсе яваççĕ. Вăл çĕршыври музейсен сумне ÿстерме тивĕç.

www.hypar.ru