Шупашкар хула кунне рекордпа паллă тăвасшăн
Çулсем çинчи хăрушсăрлăха тивĕçтересси ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе тунтикунсерен ирттерекен канашлура тĕп ыйту пулчĕ.
Транспорт министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Юрий Арлашкин пĕлтернĕ тăрăх, кăçалхи çичĕ уйăхра республикăри çулсем çинче 520 авари пулнă, вĕсенче 59 çын вилнĕ. «Хăрушлăхсăр паха çулсем» наци проектне пурнăçланă май тивĕçтермелли кăтартусем пур. Çав шутра — аварисенче çынсем вилессине чакарас енĕпе те. Çак кăтартăва регионăн çуллен чакарса пымалла. 2018 çулта Чăваш Енре çулсем çинчи инкексенче 162 çын пурнăçĕ татăлнă. 2019 çулта — 130, 2020 çулта 123 çын вилнĕ. Пĕлтĕр, шел, цифра пысăкланнă — 125-ĕн вилнĕ. Кăçалхи кăрлач-утă уйăхĕсенче 59 çын пурнăçĕ татăлнă. Çурла уйăхĕн варрине çитнĕ май хурлăхлă кăтарту татах ÿсме ĕлкĕрнĕ — çулталăк пуçланнăранпа Чăваш Ен çулсем çинче 64 çынна çухатнă.
Республикăра кăçал аварисенче вилнисен шутне 108 çын таран чакармалла - çапла тăваяс тĕлĕшпе иккĕленÿ çуралать.Çынсен вилĕмĕпе çыхăннă тĕслĕхсем çулсем хĕресленекен вырăнсенче уйрăмах нумайланнă. Автобуссемпе çыхăннă авари шучĕ те пысăкланнă. Çавăн пекех çуран çынсене таптанă тĕслĕх чылай хушăннă. Апла тăк çул çÿрев хăрушсăрлăхне тивĕçтерес енĕпе ĕçленĕ май шăпах çак самантсене тĕпе хумалла. Водительсем правилăсене çирĕп пăхăнас, уйрăмах хăвăртлăха юранинчен ирттересрен сыхланас тĕлĕшпе видеокамерăсен витĕмĕ пысăк — вĕсемпе тухăçлă усă курни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Паллах, çулсен пахалăхĕ, вĕсене хăрушсăрлăха тивĕçтермелле йĕркелесси те — куллен ĕçлемелли ыйтусем.
Вĕрентÿ министрĕн пĕрремшш заместителĕ Алексей Лукшин шкул пĕтернĕ çамрăксене тĕрлĕ вĕренÿ заведенине вĕренме илмелли кампани кăтартăвĕсемпе паллаштарчĕ. Республикăра 12 вуз тата ятарлă 24 вăтам професси вĕренÿ заведенийĕ. Вĕсенчи бюджет вырăнĕсен пĕтĕмĕшле шучĕ 10,6 пинрен те иртет. Аслă вĕренÿ заведенийĕсенче кăçал конкурс иртнĕ çулхинчен пысăкланнă — пĕр вырăна вăтамран 7 çын заявлени панă. Уйрăм специальноçсемпе конкурс пушшех пысăк пулнă. Калăпăр, Чăваш патшалăх университетĕнче «информаци хăрушсăрлăхĕ» специальноçпа вĕренес текенсенчен пĕр вырăна 26 заявлени йышăннă. Çавăн пекех кадастрпа çĕр виçевĕ, хăш-пĕр ытти професси енĕпе пĕлÿ илес текен йышлă.
Вузсем 4121 çынна вĕренме йышăннă ĕнтĕ. Çав шутра 2,5 пин ытларах студент бюджет шучĕпе вĕренĕ, 1588 яшпа хĕр хăйсен шучĕпе вĕренме килĕшÿ тунă. Йышăну кампанийĕ вĕçленмен-ха — малалла пырать.
Вăтам професси вĕрентĕвне илес тĕк, Алексей Лукшин Шупашкарти электромеханика, экономикăпа технологи, Никольский ячĕллĕ професси колледжĕсенче конкурс пысăк пулнине çирĕплетрĕ. Çамрăксем пушар хăрушсăрлăхĕпе, электротехникăпа çыхăннă специальноçсене, психолог педагог профессине килĕштереççĕ-мĕн.
Патшалăх Канашĕн спикерĕ Леонид Черкесов шкул пĕтерекен яш-кĕрĕмпе хĕр-упраç пысăк хуласенчи аслă вĕренÿ заведенийĕсенче вĕренме ăнтăлнине палăртнă май вĕсене кунтах хăварас енĕпе мĕн тунипе кăсăкланчĕ. Тен, калăпăр, хамăрăн çамрăксем валли пысăклатнă стипендисем туса хумалла, çавнашкал ытти мерăпа усă хумалла? Ку енĕпе тĕплĕ прграмма кирлипе пĕрремĕш вице-премьер — финанс министрĕ Михаил Ноздряков та, республика Пуçлăхĕ Мускавра пулнине кура канашлăва ертсе пынăскер, килĕшрĕ, çамрăксене кунтах лайăх професси илмелли условисем туса памаллине палăртрĕ.
Юлашкинчен Шупашкар администрацийĕн пуçлăхĕ Денис Спирин хула кунне хатĕрленни çинче каласа пачĕ. Уява халалланă мероприятисем темиçе\ куна тăсăлĕç — çурла уйăхĕн 19-мĕшĕнче пуçланса 21-мĕшĕне вĕçленĕç. Мероприятисен списокĕ анлă: конкурссем, фестивальсем, концертсем... Денис Майданов юрăç килмелле. Уявăн ĕçлĕ программине Раççейри икĕ теçетке хула представителĕсем хутшăнĕç. Хула кунне Шупашкар рекордпа историе те кĕртсе хăварасшăн. Вырсарникун залив тавра вăйă карти йĕркелесшĕн — унта 8 пин çын хутшăнмалла.
Çакăнпа Денис Вадимович хăйĕн сăмахне вĕçлерĕ те — Михаил Ноздряков вăл чи кирлине калама маннине аса илтерчĕ: «Эсир пире уява чĕнетĕр-и вара?» Сити-менеджер «йăнăшне» тÿрлетрĕ — пурне те праçнике йыхравларĕ. Çийĕнчен пĕрремĕш вице-премьер Шупашкар заливĕ тавра юсав пынине кура хупă вырăнсем пулни пирки ыйтрĕ: вăйă картине пухăнсан юрласа залив тавра утнă май шăтăксем урлă сиксе каçма тивмĕ-и, урасене хуçса пĕтермĕпĕр-и? Спирин çирĕплетрĕ: халь унта çавнашкал вырăнсем юлман, пур çĕрте те асфальт сарса тикĕсленĕ, юсаса йĕркене кĕртнĕ.