«Чăваш хĕрарăмĕ» 31 (1259) № 11.08.2022
Çемье вучахне упракана хисеплеççĕ
Францири чăвашсен «Авангард» культура пĕрлешĕвĕн ертӳçин çумĕ Галина Таймасова-Гюртнер Шупашкар хула кунне паллă тумашкăн Чăваш Ене çитнĕ ĕнтĕ. Ытти çул уявра хăй те юрланă. Кăçал ыттисен пултарулăхĕпе киленесшĕн.
Хĕрарăм чăвашла та, вырăсла та, французла та юрлать. Сăвă сăмахĕсене хăех çырать. Юрă кĕвви те çыпăçуллă пулса тухать. Мăшăрне чи малтан итлеттерет вăл. Арçын юрă чун хĕлĕхĕсене хускатнине палăртса куççуль те кăларать.
«Вăрманта пĕчченех чăвашла калаçса çӳретĕп. Кайăксен сассипе киленсе утнă май юрă çуралать. Йывăçсен хушшинче хама тăван тăрăха лекнĕнех туятăп», — вăрттăнлăха уçать Галина Михайловна. Унăн артист ăсталăхне кӳршисем те асăрханă. Ахальтен мар çĕнĕ юрăпа паллаштарма ыйтаççĕ вĕсем.
Хĕрне пĕччен хăварман
Амăшĕ тĕпренчĕкне пулăшас тесе хăйĕн пурнăçне тĕпрен улăштарма та хатĕр. Çакна çирĕплетет те Галина Таймасовăн тĕслĕхĕ. Унăн аслă хĕрĕ коопераци институтĕнчен вĕренсе тухсан Мускаври организацие ĕçе вырнаçнă. Юлташĕпе пĕрле Люксембурга хăнана кайнине çывăх çыннисене те пĕлтермен. Унта пулас упăшкипе паллашнă. Юрату хăвачĕпе çунатланнăскер ют çĕршывра юлма шухăш тытнă. «Ун чухне упăшкапа иксĕмĕр Люксембург ăçта вырнаçнине те пĕлмен», — пытармасть Галина Михайловна. Ашшĕ-амăшĕ хĕрĕн кăмăлне хирĕç пулĕ-и вара? Ирина мăшăрланса ывăл çуратнă. Анчах ют çĕршыв çыннипе çемье пурнăçĕ ăнман унăн. Ачаллă хĕрарăм упăшкинчен уйрăлса отеле вырнаçнă. Мĕн тумалла? Амăшĕпе пепкин мĕнле пурăнмалла? Раççее таврăнас — тĕпренчĕкне чикĕ урлă каçарма ирĕк памаççĕ. Галина Михайловна хĕрне тĕрев парас тесе çула тухнă.
«Ун чухне мăшăрăм çĕре кĕнĕччĕ. Кĕçĕн хĕрĕм Вероника Шупашкарта аслă шкулта пĕлӳ илетчĕ. Анат Камăри чăваш гимназийĕнче укçа сахал тӳленĕрен Мускавра ĕçе вырнаçма лекрĕ. Пурнăç йĕркеленме пуçланăччĕ ĕнтĕ. Манăн вара Люксембурга тухса кайма тиврĕ», — аса илӳ çăмхине сӳтет çаврăнăçуллă хĕрарăм.
Амăшĕ ача пăхма пулăшнине кура Ирина ĕç тупнă. Унăн малтанхи шалăвĕпе хваттер тара илнĕ. Арçын ачана садике вырнаçтарнă.
Мускава таврăнма хатĕрленекен Галина Таймасовăна пĕр француз куç хывнă. Ăна качча тухма ыйтнă. Шăпах çакăнтан пурнăç историйĕн çĕнĕ страници çырăнма пуçланă тесен те юрать. «Клавдио маттур, ырă чунлă арçын пек курăнчĕ мана. Кашни утăмра юратни çинчен каларĕ. Малтанхи упăшкапа 24 çул пĕрле пурăнтăмăр. Вăл чунран савнине уççăн пĕлтермен. «Эпĕ сана юрататăп», — тени юлашкинчен пуш сăмах пек илтĕнме пуçларĕ», — каласа кăтартать чăваш хĕрарăмĕ. 4 çултан упăшкинчен уйрăлса отеле вăхăтлăх вырнаçма тивнĕ унăн. Сăмах май, Галина Михайловна кукамăшне аса илтерекен хунямăшĕпе çаплипех çыхăнăва татман.
Пĕччен пурăнма пуçласан ташă керменĕнче чун канăçне тупнă вăл. Шăпах унта Аланпа паллашма шăпа пӳрнĕ. Француз арçынĕ чунне уçса калаçнă май мăшăрĕ çут тĕнчерен уйрăлнине пытарман. «Ăна шеллесех пĕрле ташлама килĕшрĕм», — тет Галина Таймасова. Анчах Алан ирĕккĕн хускалма пĕлменни тĕлĕнтернĕ ăна. «Манăн ташлама вăхăт пулман. Халĕ вара асамлă кĕвĕ тыткăнне лексе вĕçĕ-хĕррисĕр çаврăнас килчĕ», — палăртнă арçын. Вăл пекарня уçнине, продукцие больницăна та, ресторана та леçнине каласа хăвармалла.
Тепĕр кунхине ирех чăваш хĕрарăмĕ патне чечекпе çитнĕ вăл. Çĕрĕпех ыйхă килменнине, ун çинчен шухăшланине пытарман. Ресторана чĕннĕ. Качча тухма ыйтса çĕрĕ парнеленĕ. Унăн кăмăлне хăварас темен Галина Таймасова. Тепĕр хут мăшăрланма палăртман пулин те унпа çемье çавăрма килĕшнĕ. Иккĕшĕ çичĕ çул пĕрле пурăнаççĕ.
«Пĕчĕк чухне артист пулма ĕмĕтленеттĕм. Шкулта вĕреннĕ вăхăтра сăвă конкурсĕсене кăмăлтан хутшăнаттăм. Халĕ вара мăнукăм ĕмĕтĕме пурнăçласса шанатăп. Вăл Парижри театр институтĕнче пĕлĕвне тарăнлатать. Сахал юрă-ташă вĕреннĕ-и унпа? Ĕнесем çӳрекен уйрăм вырăнта концерт лартаттăмăр. Тимлĕ итлекен выльăх пире, вырăнти артистсене, хавхалантарса пуçне суллатчĕ. Данила çав самантсене тăтăш аса илет», — чунне уçать Галина Михайловна.
Люксембургра пурăнакан Ирина тепĕр пепке — хĕрача — çуратнă. Арианăна кукамăшĕ хытă юратни калаçуранах паллă. Галина Михайловнăн тепĕр хĕрĕ Вероника та ют çĕршывра хăтлăх тупнă. <...>
Марина ТУМАЛАНОВА.
♦ ♦ ♦
Тăван киле пăрахмаççĕ
Шăмат кун каçхине ял-йыш ĕне кĕтĕвĕ кĕтме хатĕрленет. Пирĕн вара Йĕпреç районĕнчи Çăкалăхран Улатăр районĕнчи Полукире поселокне çитмелле. Çав тăрăха тахçантанпах кайса курас килет. Сĕм вăрман витĕр çуран утас — инçе. Шиклентерет те. Çăмăл машинăпа вара шурлăхлă вырăнтан иртесси иккĕленӳллĕ. Юрать, УАЗпа вырăна çитме май килчĕ.
Кунта пурăнакансем çырла, кăмпа татмашкăн вăрмана çӳреме юратаççĕ. Çавăнпах вĕсемпе каçхине, киле таврăнсан, тĕл пулма палăртрăмăр.
Историе тишкерес тĕк — Полукирене хăй вăхăтĕнче Савăт Ялĕ, Кленче Савăчĕ тенĕ. Ăна XIX ĕмĕрĕн пĕрремĕш çурринче Пенза облаçĕнчи А.Бахметьев улпут никĕсленĕ. Таврари хăйăр пахалăхне шута илсе çакăнта кантăк завочĕ уçнă. Унта тарçăсене ĕçлеттернĕ. Ĕлĕк поселокра пурнăç хăйĕн еккипе чупнă. Шкул та, лавкка та, клуб та хута янă. Вăрман тирпейлекен завод та ĕçленĕ. Халĕ вара кунта сакăр çын кăна юлнă. Нумайăшĕ урăх яла куçнине палăртса хăварас килет. Хăшĕ-пĕришĕн тăван кил дачăна çаврăннă.
Палламан çын хăратать
Полукирене çитнĕ тĕле йĕри-тавра çăра тĕтре сырăнма пуçларĕ. Çакă — шурлăхлă вырăн хăйне евĕрлĕхĕ. Ял çывăхĕнче шурă машина лартса хăварнă. Унăн хуçи те çийĕнчех тупăнчĕ: Шупашкарта пурăнакан Светлана Ильина амăшне пулăшмашкăн килнĕ. Станиславпа иккĕшĕ урам хĕррине хăйăр илме тухнă. Вĕсем килте тротуар сарма пуçланă-мĕн.
«Таçта та пулса куртăм. Чун тăван тăрăхах туртăнать. Вăрман ытамне лекес килет. «Çĕленрен хăрамастăр-и?» — кăсăкланаççĕ хулари пĕлĕшĕмсем. Эпĕ çĕленрен кăна мар, тискер ытти чĕр чунран та хăрамастăп. Вăрманта палламан çынна тĕл пулни вара шиклĕх туйăмĕ çуратать», — пытармасть хĕрарăм. Ахальтен мар пĕр тĕслĕхе аса илчĕ вăл. Тахçан, пĕр 20 çул каялла, вăрман урлă выртакан çул çинче Киререн таврăнакан почтальонкăна вĕлернĕ. Укçа вăрлас тенĕ-ши? Йĕрке хуралçисем усал шухăшлă çыннăн йĕрĕ çине ӳкеймен.
«Сăнатăп та, ача чухне вăрманта кăмпа çав тери нумайччĕ. Ăна витри-витрипе тататтăмăр. Халĕ вăрман çимĕçĕ сахал шăтать. Малтан çырмасенче шыв шăнкăртатса юхатчĕ. Унта пулă ишнине сăнаттăмăр. Хальхи шăрăхра çырма тĕпĕнчи шыв та типет», — тавралăх улшăнни тавра сăмах пуçарнă май палăртать Светлана Ильина.
Унăн амăшĕ Елена Васильева пахчана кăтартса çаврăнчĕ. Çĕр улмин тухăçĕ аван пуласси халех паллă. Кишĕр, хĕрлĕ кăшман, сухан... йăранĕсене те çум курăкран тасатнă. Авă хăмла ши! кайнă, пи! кайнă. Ăна хĕрарăм сăра вĕретмешкĕн типĕтет.
«Хĕр чухне Улатăрти «Электроприбор» заводра ĕçлерĕм. Тантăшсемпе пĕрле тара тытнă хваттерте пурăнтăм. Кайран тăван тăрăха таврăнса пекарьнăра çăкăр пĕçертĕм. Унтан медпунктра санитаркăра тăрăшрăм. Кирери вăрман комбинатĕнче те вăй хутăм», — хăйĕнпе паллаштарать Елена Николаевна. Сăмах май, вăл 8 ачаллă çемьере çуралса çитĕннĕ. Тивĕçлĕ канури хĕрарăм хĕл каçмашкăн хĕрĕ патне каять. Мăнукĕсене пăхма пулăшать: иккĕшне шкула ăсатать, виççĕмĕшне садике леçет.
Тутă упа çынна тапăнмĕ
«Кăçал вăрманта икĕ хутчен çул çухатрăм. Темиçе сехет аташса çӳрерĕм. Çавăнпах çырла татма каясах килмест», — тет пĕччен пурăнакан 71 çулти Виталий Изосимов. Унăн картишĕнче юр çӳрен те, мотоцикл та пур. Арçын, çулсем иртнине тата сывлăхĕ хавшанине кура, техникăна тапратса тухаймасть. Ун патне ывăлĕсем пырса çӳреççĕ. Канашра тĕпленнĕ арăмĕ çынсенчен апат- çимĕç парса ярать. «Хамах çăкăр пĕçерме вĕрентĕм. Картишĕнчи пусă шывĕ пăтранчĕ. Çавăнпах хуçасăр пĕр киле шыв ăсма çӳретĕп», — ăнлантарать вăл.
Арçынна ял-йыш ылтăн алăллă пулнишĕн хисеплет. Маларах хăй пуçтарнă тракторпа çӳренĕ вăл. Ыттисене сахал мар пулăшнă. Ял халăхĕ каланă тăрăх, арăмĕ тахçанах хăйĕн патне чĕнет ăна. Виталий Изосимов вара ялти пӳрте пăрахасшăн мар.
Ĕлĕк пысăк поселок пулнă Полукирере тĕрлĕ вырăнта темиçе çурт кăна юлнă. Хуçисемпе курнăçас тесессĕн çырмасем урлă каçма тивет.
Ял хĕрринчи урамри Ефремовсен килĕ умĕнче пире Тĕтре ятлă йытă кĕтсе илчĕ. Çур çулти çура аякранах сасă пачĕ, çапла майпа хуçисен шанчăклă тусĕ пулнине çирĕплетрĕ. Тыткаларăшĕпе хăнасене хапăл тунине палăртрĕ.
«Малтанхи йытта çĕрле кашкăрсем тапăннă. Ăна кĕпер патнех астарса кайнă. Пĕлтĕр кофе ĕçнĕ вăхăтра яла кашкăр килнине чӳречерен куртăм. Нумаях пулмасть хир качаки пирĕн çурт патĕнчен чупса иртрĕ», — каласа кăтартать кил хуçипе пĕрле пурăнакан хĕрарăм. <...>
Марина ТУМАЛАНОВА.
Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...