Комментари хушас

11 Çурла, 2022

Çамрăксен хаçачĕ 31 (6430) № 11.08.2022

Ректор аэропортра… медальпе чысланă

И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн чăваш тата вырăс филологийĕпе журналистика факультечĕн студенткишĕн Ксения Илюхин ăшăн 2022 çул тухăçлă иртет: çĕртме  йăхĕнче Пĕтĕм Раççейри çамрăксен проекчĕсен «ШУМ» форумне хутшăнса 200 пин тенкĕ грант çĕнсе илнĕ.

Çитĕнӳсен çулталăкĕ

Калининградра иртнĕ форумран таврăниччен Ксенийăна тепĕр çитĕнӳ çинчен хыпарланă: хĕр аслă шкулти тусĕсемпе ЧР Çамрăксен патшалăх премине тивĕçнĕ! Ку награда — тата урăх проектшăн. Çуллан юлашки уйăхĕнче тинех канма вăхăт тупнă Ксюша. Тӳрех тăван тăрăхне, Тутарстанри Аксу районĕнчи Çирĕклĕ ялне, вĕçтернĕ вăл.

— Тĕрĕссипе, çапла ăннине халĕ те ĕненейместĕп. Эпĕ питĕ хăюсăр çын, çавăнпа çĕнтерӳ харсăррисене кăна тивĕçет тесе шухăшлаттăм. Студентсем пуçарнă проекта обществăшăн чăннипех те кирлĕ, усăллă ĕç пек хаклани хавхалантарчĕ, — Ксения хăйĕн шухăшне палăртнинчен пуçланчĕ пирĕн калаçу.

ЧР Çамрăксен премийĕн лауреачĕ пулнине çирĕплетекен медале Ксения ыттисем пек савăнăçлă ларутăрура илеймен. Йăлана кĕнĕ тăрăх, ăна çĕртме уйăхĕн 27-мĕшĕнче, Çамрăксен кунĕнче, Правительство çуртĕнче параççĕ. Ун чухне Ксения «Росмолодежь» йĕркеленĕ форумран килсе ĕлкĕреймен. Самолетпа Калининградран — Мускава, çĕршывăн тĕп хулинчен Шупашкара вĕçнĕ. Аэропортра ăна проекта пĕрле хатĕрленĕ тусĕсем кĕтсе илессине пĕлтернĕ.

— Манпа пĕр самолетра ЧПУ ректорĕ Андрей Александров вĕçессе кам шухăшланă-ха? Аэропортра юлташсем мана сырса илчĕç . Ыталантăмăр. Унччен те пулмарĕ — Андрей Юрьевич утнине асăрхарăмăр.

«Эсир мĕн тăватăр кунта?» — кăсăкланчĕ ректор. Ăнлантартăмăр. Вăл çухалса каймарĕ. Хĕрсем хăйсемпе илсе пынă медале аэропортрах çакса ячĕ, лауреат ятне илнĕ ятпа саламласа ырă сунчĕ, — кăмăллă саманта куç умне кăларчĕ Ксюша. Чăваш патшалăх университечĕн ушкăнне — 5 студента — премие «PROнаставничество» проектшăн панă. Çак йышра — университетри студентсен канашĕн хастарĕсем: Максим Хабаров, Александра Михайлова, Анна Кузьмина, Софья Абросимова тата Ксения Илюхина. Ку проект тин вĕренме кĕнисене, пĕрремĕш курс студенчĕсене, университетри пурнăçа хăвăртрах хăнăхма пулăшать. Наставниксен йышĕнче — аслă курссенчи студентсем. Тухса çӳрекен шкул та ĕçленĕ, унта федераци шайĕнчи спикерсем хутшăннă. Проекта виçĕ аслă шкулта — ЧПУра, ЧППУра, ЧПАУра — хута янă. Ăсталăх класĕсене психологсене те явăçтарнă. <...>

Ирина ИВАНОВА.

♦   ♦   ♦


«Володя, санăн уру во! Атя, малалла вĕрен»

Çапла мухтанă хореограф Владимир Милютина салтакра чухне

«Ташăра та чăваш халăхĕн йывăр пурнăçне курма пулать», — палăртать паллă режиссерпостановщик, балетмейстер, этнохореограф Владимир Милютин. Вăл — чăваш ташшине пуçласа тĕпчекенĕ, унăн сумне çĕклекенĕ. Владимир Аркадьевичăн шухăшĕпе, кашни хусканăвăн пĕлтерĕшĕ пур.

Икĕ ачана пĕччен ӳстернĕ

«Эпĕ Куславкка районĕнчи Мушар ялĕнче çуралнă. Шăллăм манран 2 çул кĕçĕнрех. Вăл кун çути курсан атте еркĕнĕ патне тухса кайнă. Анне пире пĕчченех ура çине тăратнă, пулăшакан пулман. Пĕчĕк пӳртре пурăнаттăмăр. Анне ир-ирех тăрса кăмака хутатчĕ те апат пĕçеретчĕ. Пĕчĕкрех чӳлмек пурччĕ. «Хырăм выçсан çĕтĕк тыт та ăна кăмакаран туртса кăлар», — тесе хăваратчĕ анне. Кунĕпе иксĕмĕр çеç лараттăмăр. Эпĕ 4 çултаччĕ. Хырăм хыр тăррине хăпарсан кăмакана кĕрсе кайма тиветчĕ. Яшка чӳлмекне аран-аран туртса кăлараттăм. Пит-куç, çан-çурăм хăрăмланса пĕтетчĕ. Пĕррехинче колхоз председателĕ Феофан Петров эпир анне курăнми пуличченех чӳречерен тинкернине асăрханă. Арçын пире шелленĕ те çывăх çыннăмăра культура çурчĕн ертӳçи пулма сĕннĕ. Колхоз правленийĕ икĕ пӳлĕмлĕччĕ. Пĕринче сцена пекки пурччĕ. Трактористсемпе механизаторсем, шоферсем ĕç хыççăн клуба кĕретчĕç. Эпĕ унăн алăкне уçаканĕччĕ. Çапла 3-мĕш класранпах культура тытăмĕнче ĕçлеме пуçларăм.

Анне пире çирĕп алăра тытатчĕ. 99 çул та 9 уйăхра пурнăçран уйрăлчĕ. Ачаранпах сусăр ӳснĕскерĕн тума пултарайман ĕç çукчĕ. Аннен алли-ури кукăрччĕ. Шкулта лайăх вĕрентĕм тесе мухтанаймастăп. Вырăс чĕлхипе математика предмечĕсене парăнтарма йывăрччĕ. Анне ăс панипех «пурнăç шкулне» вĕрентĕм. Çулла пахча çимĕçпе улма-çырла пухаттăмăр та пăрахутпа Хусана, Зеленодольска, Звениговăна çул тытаттăмăр. Аннерен мороженăй валли укçа йăлăнса ыйтаттăм. Хам вара пылак çимĕç мар, грампластинка туянаттăм. Клубра канакансене юрă-кĕвĕ итлеттермеллеçке. Каçхине ял çамрăкĕсем пухăнса ташă каçĕ ирттеретчĕç. Электричество çукчĕ. Анчах яшсемпе хĕрсене çакă кулянтарнă-и? Купăс тăсса яратчĕç те ташша çаптаратчĕç. Эпĕ куç сиктермесĕр пăхса лараттăм, хусканусене астуса юлма тăрăшаттăм. Çав вăхăтра рэп стилĕпе хуçкаланакан та пурччĕ. Юнашар ял каччи Ваня Чечеков купарча çине ларса çаврăнатчĕ, алли-урине хуçлатса ташлатчĕ.

Хĕсметрен таврăннă салтаксен ташшине курсан чунра темĕскер йăшăл! тăватчĕ. Моряксене ташă хусканăвĕсене вĕрентме йăлăнаттăм. 1961 çулта электричество кĕртрĕç, клуб валли купăс туянчĕç. Концерт кăтартса проигрыватель валли укçа пухрăмăр. Хамăн грампластинкăсене çавăрттарма пуçларăм.

7-мĕш класра вальс ташлама вĕрентĕм. Хĕрсем манпа ташлассишĕн черет тăратчĕç вĕт! Çав çултах пĕрле вĕренекенпе туслашрăм. Эпĕ йăвашрахчĕ, вăл пуçтахчĕ. Вĕренӳ çулĕ вĕçленсен тус Карагандана тухса кайрĕ. Эпĕ те ун хыççăн училищĕне вĕренме кĕрес терĕм. Юлташăма тĕл пулаймарăм. Яла таврăнма намăсчĕ. Укçа-тенкĕ те юлмарĕ. Каменщикпе монтажнике вĕренме кĕтĕмех. Училищĕре ташă кружокĕ пурччĕ. Пĕр шухăшламасăрах унтах çырăнтăм. Пултарулăх конкурсĕнче 3-мĕш вырăн йышăнсан хавхалантăм — манăн вĕренмеллех. Каçхи 10 сехетре çутă сӳнтеретчĕç. Утиял айĕнче хунар çутипе кĕнекесем шĕкĕлчеттĕм, уроксене хатĕрленеттĕм. Сăмах мĕн çинчен пынине ăнланмасăрах пăхмасăр калама вĕренеттĕм. Нимĕç чĕлхин преподавателĕ мухтатчĕ вара. <...>

Ольга КАЛИТОВА.

♦   ♦    


«Эпĕ пули-пулми çынпа паллашмастăп»

Анчах Станислава Турцире Шупашкар каччине электрон почта адреснепарса хăварнă, кайран ăна качча тухнă «Манăн пурнăçра пĕтĕмпех урăхла, ыттисенни пек мар. Мĕншĕн тесен эпĕ хамăн шалти сасса итлетĕп, ăна шанатăп, вăл систернĕ пек тăватăп. Паянхи кунччен ку мана пĕрре те ура хуман-ха», — терĕ Шупашкарта пурăнакан Станислава Ронжина.

Вăйлă çумăр çунă чухне

Станислава Хĕвел анăç Çĕпĕрте вырнаçнă Томск хулинче çуралса ӳснĕ. Аслă пĕлӳ илсе пысăк хулара пурăнма ĕмĕтленнĕ вăл. Экономист-математика вĕренсе тухсан Питĕр хулине çул тытнă, унтах ĕмĕре ĕмĕрлессе шаннă. Раççейĕн культура центрĕнчен тек ниçта та каяс килмелле мар пек, мĕн кирли пĕтĕмпех пур-çке унта. Анчах… Пĕррехинче хайхискер отпуска кайма пуçтарăннă. Пĕр шухăшламан çĕртен Вăта çĕр тинĕсĕн хĕррине — Турцири Кемер хулине — вĕçнĕ. Ку 2008 çулта пулнă.

— Эпĕ хăна çуртне вырнаçнă кунхине унтан пĕр каччă тухатчĕ /кайран пĕлтĕм: унăн кĕтмен çĕртен килсе тухнă отпускĕ çав кун вĕçленнĕ/. Вăл мана асăрхарĕ те калаçма тытăнчĕ, хăй не питĕ сăпайлă тытрĕ. Эпир паллашнă каçхине хупахра çын çукпа пĕрехчĕ, мĕншĕн тесен питĕ пăчăччĕ. Утă уйăхĕччĕ, сывлăш температури 46 градусран чакмарĕ. Эпир темĕн пирки те калаçса лартăмăр. Сасартăк вăйлă çумăр çуса ячĕ. Пĕр-пĕринпе малашне те çыхăну тытасси пирки шухăшламанччĕ эпĕ, анчах илемлĕ фильмри пек пуçланнă вăйлă çумăр витĕм кӳчĕ пулĕ, çавăнпа ăна хамăн электрон почтăн адресне çырса патăм, — Турă çырнипе мĕнле паллашнине аса илчĕ Станислава.

Çакна та палăртмалла: çав çулсенче социаллă сетьсем хальхи пек аталанайман-ха, пĕр-пĕрне интернетра тупасси пирки шухăшлама та май пулман. Пĕрре курсах килĕштернĕ хĕрĕн электрон адресне пĕлнĕ каччă, савăннăскер, хăйĕн тăван енне — Шупашкара — вĕçтернĕ. Станислава Турцирен Питĕре таврăнсан Антон ун патне çыру хыççăн çыру вĕçтернĕ, хĕре килĕштернине пытарман.

— Эпĕ питĕ асăрхануллăскер, пули-пулми çынпа паллашса çӳреместĕп, — терĕ Станислава. — Ун пек паллашусенчен пачах пăрăнатăп тесен те юрать. Анчах ку хутĕнче хамăн пурнăç йĕркине пăсрăм пулмалла — Турцире паллашнă каччăпа çыру çӳретрĕм. Виçĕ уйăхран вăл ман пата Питĕре килчĕ. Хальхинче Турцие пĕрле кайрăмăр, анчах Кемера мар, Мармариса. Чӳк уйăхĕн 1-мĕшĕнче вăл мана Шупашкара илсе килчĕ. Чи кăсăкли, Питĕртен кайнă кун каллех вăйлă çумăр çурĕ. 2009 çулхи çĕртме уйăхĕнче вара /паллашнăранпа çулталăк та çитменччĕ/ эпир туй кĕрлеттертĕмĕр. Çемье çавăрнăранпа 13 çул иртрĕ халĕ. Пирĕн ывăл — Лев — кĕçех иккĕмĕш класа каять. <...>

Лариса ПЕТРОВА.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.