Комментари хушас

23 Авăн, 2014

Садиксем, çулсем...

Ĕнер Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, федерацин ĕç тăвакан влаç органĕсен, хула округĕсен ертÿçисемпе канашлу ирттернĕ.

Малтанах Михаил Васильевич ял тăрăхĕсен тин суйланнă пуçлăхĕсене саламланă, ĕç тăвакан влаç органĕсен, информаци ушкăнĕсен ертÿçисене вĕсене ĕçре методика енĕпе пулăшса пыма сĕннĕ.

Вĕренÿ министрĕ Владимир Иванов шкулчченхи вĕрентÿ объекчĕсен строительствипе паллаштарнă. 2011-2013 çулсенче Чăваш Енре 23 ача сачĕ тунă е реконструкциленĕ - пĕтĕмпе 3870 ачана йышăнмалăх. Çак тĕллевпе 1,6 млрд тенкĕ ытла уйăрнă. Авăн уйăхĕн 17-мĕшĕ тĕлне ача садне йышăнмалли черетре çулталăк çурăран аслăрах 13,7 пин ача пулнă, 570 ача - 3 çултан аслăраххисем. Шупашкар, Канаш хулисенче, Шупашкар, Вăрнар, Красноармейски, Муркаш, Улатăр, Вăрмар, Комсомольски тата Куславкка районĕсенче кулленхи черетсем пур-ха.

Кăçал шкулчченхи вĕрентĕвĕн 2616 вырăнлăх 14 учрежденине хута яма палăртнă. Çĕрпÿ районĕнче 240 ачана йышăнакан садик алăкĕсене уçнă. Çĕнĕ Шупашкар, Улатăр, Вăрмар, Етĕрне тата Тăвай районĕсенче садиксен строительстви графикпа килĕшÿллĕн пырать. Шупашкар хулинче, Канаш районĕнчи Шăхасанта, Улатăр районĕнчи Чуварлейре графикран юлнă. Вăрнарта та ача садне каярах юлса хута ярĕç, Кÿкеçре тата Муркашра çакнашкал объектсен строительстви тĕлĕшпе çивĕчлĕх пур.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ ача сачĕсен строительствипе реконструкцийĕн проект документацине кирлĕ пек хатĕрлемен организацисен ĕçне çивĕч критикленĕ. Унашкал подряд организацийĕсене лицензисĕр хăварма пĕрре кăна мар сĕннине аса илтернĕ.

Ача прависем енĕпе ĕçлекен уполномоченнăй Вячеслав Рафинов тата Владимир Иванов министр Комсомольскинчи 1-мĕш шкулти пăтăрмах тĕлĕшпе йышăннă мерăсем çинчен пĕлтернĕ. Унта пуçламăш классен вĕрентекенĕ тĕлĕшпе уголовлă ĕç пуçарнă. Республика Пуçлăхĕ çак пăтăрмах сăлтавĕсене педагогсен тата попечительсен канашĕсенче ашшĕ-амăшне явăçтарса тишкерме чĕнсе каланă.

Автомобиль çулĕсене юсасси, картишсене тирпейлесси мĕнле пыни çинчен транспорт министрĕ Владимир Филиппов каласа панă. Кăçал çул-йĕрпе çыхăннă ĕç-хĕл валли 2461,6 млн тенкĕ уйăрма палăртнă, çав шутра 2090,1 млн - ЧР Çул-йĕр фондĕнчен. Муниципалитетсен бюджечĕсен тÿпи - 15%. Сакăр уйăхра 99,34 км автомобиль çулĕсене, 130 картиш территорийĕсене, унта пыракан çулсене юсанă - пĕтĕмпе 60,6 пин тăваткал метр ытла. Вăрмар районĕнче, Етĕрне хулин урамĕсенче çулсене хута янă. Регион тата муниципалитет пĕлтерĕшлĕ 38 км ытла çула юсанă, çак ĕçсене чÿк уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне туллин вĕçлемелле.

«Пĕтĕм ĕçе пысăк пахалăхпа пурнăçламалла. Çитменлĕхсене строительсен, подрядчиксен хăйсен шучĕпе пĕтермелле. Материалсен пахалăхне тĕрĕслĕр - пĕтĕмпех проектпа смета документацине тивĕçтермелле», - асăрхаттарнă Михаил Игнатьев.

 

К.АНДРЕЕВ

Автор: 
Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.