Комментари хушас

4 Çурла, 2022

Çамрăксен хаçачĕ 30 (6429) № 04.08.2022

«Театра юратмасан сасă операторĕ пулаймăн»

Театра килекенсем вĕсене курмаççĕ, анчах спектакльшĕн пĕлтерĕшлĕ те пысăк ĕç тунине хаклама пултараççĕ. Сăмахăм — пульт умĕнче ларакан Ирина Корнеева пирки. Вăл К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче сасă операторĕнче ĕçлет. Ирина театра ăнсăртран лекнĕ. Малтанах унта унăн мăшăрне Сергея йыхравланă.

«Театра юратнипех Сергейпа пĕрле каяс терĕм. Анчах вăл хăйĕн яланхи ĕç вырăнне улăштарма шухăшламарĕ, паянхи кун та Вырăс драма театрĕнче вăй хурать. Эпĕ вара интересленсе кайрăм.

«Мана Чăваш патшалăх академи драма театрне йышăнмаççĕ-ши?» — мĕлтлетрĕ пуçра шухăш. Халĕ мăшăрпа иксĕмĕр те театрта тăрăшатпăр, — калаçăва çапла пуçларĕ çамрăк хĕрарăм. — Эпĕ унччен сасă операторĕнче ĕçлемен, аппаратура умне ларса курман. Хальхи вăхăтра кашни çыннах кĕсье телефонĕпе, ноутбукпа усă курать. Ку çамрăксемшĕн йывăрах та мар. Çавăнпа аппаратурăпа ĕçлеме мана çăмăл пулчĕ».

Паллах, сасă режиссерĕн ĕçĕ питĕ яваплă. Ирина палăртнă тăрăх, уншăн ку кăсăклă та. Кашни пускăчĕ мĕншĕн яваплине, мĕне пĕлтернине, микрофона мĕнле çутмаллине ăса хывмалла. Ирина ĕçе вырнаçсанах çакна çине тăрса вĕреннĕ. Пĕр эрнеренех ăна Раççейри театр искусствин институтне квалификацие ӳстерме янă. Вăл унта пĕлĕвне тарăнлатнă, ĕç вăрттăнлăхĕсемпе паллашнă. Ирина шухăшланă тăрăх, пурнăç ăна театра хăех илсе килнĕ. Вăл ăна ачаранпах юратса çитĕннĕ. Г.С.Лебедев ячĕллĕ Чăваш наци лицейĕнче вĕреннĕ вăхăтра спектакльсенче вылянă. РФ тата ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Нина Панина лицейре ку енĕпе кружок ертсе пынă. Вăл ачасене театр ĕçне явăçтарнă. Ирина ку кружока хаваспах çӳренĕ. <...>

Алена АЛТУХОВА.

♦   ♦   


Районти хоккей аталанăвĕнче унăн тӳпи пысăк

Ăна ВЛКСМ Елчĕк райкомĕн пĕрремĕш секретарĕнче ĕçленĕ çулсенченпех паллатăп. Вăхăт таппи çӳçне кĕмĕллетни палăрать пулин те унăн çынна хисеплесе калаçасси, вăр-вар утасси унчченхи пекех: районти çамрăксене ертсе пынă чухнехиех. Сăмахăм — Елчĕк районĕнчи Лаш Таяпа ялĕнче çуралса ӳснĕ паллă журналист, писатель, спорт ветеранĕ, «Çамрăксен хаçачĕн» çывăх тусĕ Петр Сидоров пирки.

Елчĕк районĕнчи шкул ачисем Чăваш Республикин Пуçлăхĕн парнисене çĕнсе илессишĕн иртекен спартакиадăра малти вырăнсене тăтăшах йышăнаççĕ. Уйрăмах виçĕ ӳсĕм хушшинче иртекен хоккей турнирĕнче çитĕнӳсем пысăк. Районти ачасемпе çамрăксем кашни çулах республика чемпионĕсем пулса тăраççĕ, призерсен йышне кĕреççĕ. Ку енĕпе Пĕтĕм Раççейри турнирсенче те палăраççĕ. Юлашки вăхăтри уйрăмах чи пысăк çитĕнӳ пирки каласа хăварам. 2020 çулта Елчĕксем ялти шкулсенче вĕренекенсен хушшинче иртнĕ Пĕтĕм Раççейри ăмăртура пĕрремĕш вырăн йышăнчĕç.

Районта хоккей аталаннинче Петр Сидоровăн тӳпи питĕ пысăк пулнине аслăрах ӳсĕмри çынсем çирĕплетме пултараççĕ. Астăватăп-ха: 1969-1970 çулсенчи хĕлле районта пуçласа ВЛКСМăн Тĕп Комитечĕн «Ылтăн шайба» клубĕн парнисене çĕнсе илессишĕн Пĕтĕм Союзри турнирăн район шайĕнчи ăмăртăвĕсем иртрĕç. Ăна йĕркелекенĕ тата ертсе пыраканĕ ВЛКСМ райкомĕ, тĕрĕсрех каласан — комсомол райкомĕн секретарĕ Петр Сидоров, пулчĕ. Пĕрремĕш ăмăртăва Лаш Таяпа, Патреккел, Яманчӳрел, Шăмалак, Тĕмер шкулĕсенче вĕренекенсем лайăх хатĕрленнĕччĕ. Пĕрремĕш çулхине ăмăртусем пĕвесенчи пăр çинче иртрĕç. Иккĕмĕш çулхине комсомол райкомĕн пуçарăвĕпе ялсенче хăмаран хоккей лапамĕсем тума тытăнчĕç. 1971 çултанпа вара финал вăййисене ятарлă лапамсенче ирттерме пуçларĕç. Часах Елчĕксем Чăваш АССРĕнчи, Пĕтĕм Раççейри чи вăйлă командăсемпе кĕрешме ирĕк çĕнсе илчĕç. Петр Сидоровăн çур ĕмĕр каяллахи ырă ĕçĕсем паянхи кун та ырă çимĕç параççĕ.

1972 çулта Елчĕкре историпе тăван тавралăх музейĕ уçăлчĕ. Пысăк пĕлтерĕшлĕ çак ĕçĕн хатĕрленӳ тапхăрĕ икĕ çула пычĕ. Петр Петрович ертсе пынă ушкăн ялсем тăрăх çӳресе экспонатсем, документсем пуçтарнă, район, республика тулашĕнчи паллă ентешсемпе çыхăнусем йĕркеленĕ, пысăк ĕçе нумай çынна явăçтарнă. Историпе тăван тавралăх музейĕ малтанах районти культура çуртĕнче вырнаçрĕ, иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсенче Беляев купсан ĕлĕкхи çуртне куçрĕ. Халĕ вăл Елчĕк районĕнче халăх чи нумай çӳрекен культура учрежденийĕ шутланать. <...>

Николай АЛЕКСЕЕВ.

♦   ♦   ♦


«Иван, чăх пус-ха, ывăлсене хăна туса ярар»

Çапла каланă карчăк старике чăваш салтакĕсене курсан

Фонтанра шыва кĕреççĕ, арпус çиеççĕ, машина çине ялав çирĕплетеççĕ те вĕлкĕштерсе çӳреççĕ… Камсем хăйсен уявне чаплă паллă туни каламасăрах паллă: десантниксем! Çак кун кăвак берета хăйсем кăна мар, мăшăрĕпе ачисем те тăхăнаççĕ. Патăрьел районĕнче сывлăш десанчĕн çарĕсенче службăра тăнă салтаксен общество пĕрлĕхĕн ертӳçи Виталий Яковлев та хăй вăхăтĕнче десантник пулнă. Виталий çамрăк чухнехине аса илчĕ.

Питĕ шыв ĕçес килсен

«1979 çулхи кĕркунне Совет çарне лекрĕм. Тĕрĕссипе, мĕнле тата ăçта каяссине пĕлмен те эпĕ. Пуйăса ларсан тин пирĕн çул Инçет Хĕвел тухăçнелле выртассине пĕлтĕмĕр. Пĕр эрне кайнă хыççăн Уссурийск хулине çитрĕмĕр, унта пире çар тивĕçне сывлăш десанчĕн çарĕсенче пурнăçлассине пĕлтерчĕç. Малтанах шиклентĕм паллах. «Пултарайăп-ши?» — тесе шухăшларăм. Çур çул вĕрентнĕ хыççăн хăнăхса çитрĕмĕр, парашютпа сикме пуçларăмăр. Икĕ çулта çар вĕренĕвĕнче темиçе хутчен пултăмăр. Вĕренӳ ирттермелли ятарлă вырăн пурччĕ. Ăна Сергеевка тетчĕç.

Çапла пĕррехинче юлташпа иксĕмĕр вĕренӳрен таврăнатпăр. Вăл та чăвашчĕ. Пирĕн питĕ шыв ĕçес килетчĕ. Пĕр ялта кил умĕнчи пусă патĕнче чарăнтăмăр. Унччен те пулмарĕ — карчăк сиксе тухрĕ. Шыва тăка-тăка ĕçнĕшĕн пире аллипе сулкалашсах вăрçрĕ. «Ку чăваш карчăкки пекех вăрçать», — терĕм. «Эсир чăвашсем-им?» — тесе кăшкăрса ячĕ хайхискер. Эпир Чăваш Енрен иккенне пĕлсен: «Иван, тух-ха, кунта ывăлсем килнĕ!» — тесе чĕнчĕ старике. «Чăвашра 40 çул пулман. Эпир кунта Йĕпреç районĕнчен куçса килтĕмĕр. Иван, чăх пус-ха, ывăлсене хăна туса ярар», — терĕ карчăк савăннипе. Анчах çав вăхăтра командир пире шыраса пычĕ. Чăваш карчăкĕпе старикĕ пире хăна тăваймарĕç. Йĕрсе, алă сулса ăсатса ячĕç. Çарта чухне парашютпа 26 хут сикме тиврĕ. Салтакри каччăсен хул-çурăмĕ тĕрекленет. Унта сывлăх енчен те çирĕпленетĕн.

Тĕлĕке килекен юлташ

Çулталăкран отпуска ячĕç. Киле çитсен япăх хыпар пĕлтерчĕç. Манăн чи çывăх юлташ, тăван Валерий Яковлев салтакра йывăр аманнă иккен. Эпир унпа Канашри ПТУра пĕрле вĕрентĕмĕр. Эпĕ — сварщике, вăл — столяра. Ун хыççăн пире водителе вĕренме ячĕç. Салтака та пĕр вăхăтра кайрăмăр. Вăл та десантникчĕ. Тульккăш Валерий Байкал çывăхĕнчи Магоча хулинче службăра тăратчĕ. Отпускран кайсанах вăл вилни пирки хыпар илтĕм. Ăна яла илсе килсе пытарнă. Шел, эпĕ унта пулаймарăм.

Валерие тĕлĕкре час-часах кураттăм. Тĕлĕке миçе çул килчĕ-ши? Яланах йывăр лару-тăру пулас умĕн тĕлленетчĕ. Валери мана упранă пекех туйăнатчĕ. Тĕлĕкре тĕлленсе çав лару-тăруран мĕнле тухмаллине систеретчĕ. Вăл каланă пек тăваттăм та, йăлтах лайăх пулса пыратчĕ. Ман урлă ашшĕ-амăшне асăрхаттарни те пулнă. «Мĕншĕн хăйсене каламастăн?» — тесе ыйтаттăм тĕлĕкре. «Вĕсем мана палламаççĕ», — тетчĕ. Ватлăхра ашшĕпе амăшĕ венчете тăчĕç. Çавăн хыççăн Валери тĕлĕкре ашшĕ-амăшĕ пирки калама пăрахрĕ. <...>

Валентина ЯКОВЛЕВА.

♦   ♦   ♦


Ăшă çĕршывра хĕл каçса çуркунне яла таврăнаççĕ

Андреевсен чун киленĕçĕ — çул çӳревсем. Çемье ăшă çĕршывра хĕл каçать те çуркунне тăван тăрăха таврăнать. «Хăть те ăçта пулсан та чĕре çуралнă ялах туртать», — терĕ Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Хуракасси ялĕнче пурăнакан Григорий Иванович.

Питĕрти çанталăк йăлăхтарсан

Кил хуçи И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн информатикăпа шутлав техникин факультетĕнчен вĕренсе тухнă. Арçын интернет урлă тупăш тăвать, тĕрлĕ сайт ĕçне йĕркелет. 2000 çулта вăл мăшăрĕпе Дина Константиновнăпа Санкт-Петербурга куçса кайнă. Унта пурăннă чухне çемье ют çĕршыва пирвайхи хут çул тытнă — Андреевсем Финляндипе Швецие çитнĕ.

«Темиçе кунлăха çеç кайрăмăр. Малтанах Хельсинкине çитрĕмĕр. Унтан Балти тинĕсĕ урлă Стокгольма çул тытрăмăр. 28 çултаччĕ эпир. Иксĕмĕр те чикĕ урлă пĕрремĕш хут каçрăмăр. Европăра пурăнакан халăхăн хăйне евĕрлĕхне куртăмăр. Чăн та, вĕсем хăйсене ирĕклĕрех тытаççĕ. Культура шайĕ те тĕлĕнтерчĕ», — пĕлтерчĕ Григорий Андреев. Тепĕртакран мăшăр тур туяннă. Туристсем 2 уйăхра 5 çĕршывра пулнă. Вĕсенчи чи паллă вырăнсене çитсе курнă. Мăшăр çул çӳревпе кăмăллă юлнă.

Андреевсем Санкт-Петербургра 12 çул пурăннă. Кил хуçи пысăк предприятире система администраторĕнче ĕçленĕ, Дина Константиновна издательствăра вăй хунă. Çак тапхăрта вĕсене пысăк хула шавĕ ывăнтарнă. Çанталăк хăйне евĕрлĕхĕ те витĕм кӳнĕ. Пĕр вĕçĕмсĕр лӳшкекен çумăр, йĕпе-сапа, витĕр вĕрекен çил хавхалану кӳмен. Çавăнпах çемье яла куçма шут тытнă. Андреевсем Хуракасси ялĕнче çурт туяннă та ăна хăтлăлатнă. Çуркунне мăшăр пахчара ĕçлет: йăрансем тăваççĕ, пахча çимĕç акса ӳстереççĕ. Выльăх-чĕрлĕх тытмаççĕ, анчах хурт-хăмăр ĕрчетеççĕ.

«Кашни хĕл ăшă çĕршыва çул тытаттăмăр. Таиландра темиçе хут пултăмăр, Филиппин утравĕсене çитсе куртăмăр. Пуринчен те ытларах Индире килĕшрĕ. Çул çӳревре кăсăклă, анчах хăрушсăрлăх йĕрки пирки манма юрамасть. Хĕрарăмсене Филиппин Республикине кайма сĕнместĕп. Унта ĕçсĕрлĕх аталаннă. Вырăнти халăх çут çанталăк илемне упраманни кулянтарчĕ. Çӳп-çап куписем куç тĕлне пулчĕç, юхан шывсем таса маррине куртăм», — терĕ Григорий Андреев.

Кашни çул çӳрев мĕнпе те пулин асра юлать. Чикĕ леш енче ют чĕлхесене пĕлни пулăшать. Григорий Иванович акăлчанла лайăх калаçать. Андреевсем темиçе хĕл Индире пурăннă. Ку çĕршыв халăх шучĕпе — иккĕмĕш вырăнта. Инди — хăйне евĕр çĕршыв. Унта çитнĕ туристăн шок та пулаять: чаплă та илемлĕ паркран тухсанах урамра кун кунлакан чухăнсен кварталне лекме пулать. Хулара тĕпленнĕ çамрăксем харпăр хăй тĕллĕн ĕçлесе пурăнма тăрăшаççĕ. Çапах Инди çыннисем йăла-йĕркене пăхăнаççĕ, аслă ăрури тăванĕсемпе пĕр çуртра кун кунлаççĕ. <...>

Ольга КАЛИТОВА.

♦   ♦   ♦


«Вăрманта çухалса кайсан хăрама пĕлмерĕм»

Унта çĕр каçнă Юлия Андреевăна тĕрĕс-тĕкел çаврăнса тухма çакă пулăшнă-ши? Улатăр районĕнчи Кивĕ Эйпеçре пурăнакан 72-ри хĕрарăм вăрмана çырлана кайсан çухални пирки хыпар çиçĕмле хăвăртлăхпа сарăлчĕ. Утă уйăхĕн 22-мĕшĕнче ирхине хăйĕнчен чылай çамрăкрах, хĕрĕхрен иртнĕ тăванĕпе çула тухнă вăл. Тахăш самантра вĕсем пĕр-пĕрне çухатнă. Иккĕшĕ те сасă панă, чĕннĕ — кăлăхах. Вăхăт каç енне сулăнсан Юлия Андреева хăй çултан аякка пăрăннине, пысăк вăрманта çухалса кайнине ăнланнă. Ĕмĕрне вăрманлă тăрăхра ирттерекенскер çак тарана çитсе те çавнашкал лару-тăрăва лексе курман. Çулташĕ Галина яла çитнĕ-çитмен Юлия Витальевна çухалса кайнине пĕлтернĕ.

Кăшкăрсан та сасă илтĕнмен

«Тăван лекекен Галина Мефодьевнăпа кашни çулах утă уйăхĕн ăшă кунĕсенче çырлана каяканччĕ. Хальхинче те канмалли кунсенче Шупашкартан амăшĕ патне килнĕскерпе хура çырлана кайăпăр тесе калаçса татăлтăмăр. Ирех çула тухрăмăр. Пирĕн тăрăхра «Кире çулĕ» текен вырăн пур, яланхи пекех çавăнта кайрăмăр, — çапла калаçăва пуçларĕ ялти сумлă, ăшă чунлă хĕрарăм. — Эпĕ 3 литр кĕрекен икĕ витре илтĕм. Пĕрне тултарсан çул пуçламăшне тухса лартрăм. Юнашарах çӳреттĕмĕр. Хăш хушăра пĕр-пĕринчен уйрăлса кайрăмăр? Çакна халĕ те чухласа илейместĕп. Галя мана кăшкăрнă-кăшкăрнă — эпĕ хирĕç сасă паман. Аяккарах та аяккарах кайса пынă пуль çав. Эпĕ те çулташа сахал мар чĕнтĕм — хирĕç сасă пулмарĕ. Эпир пĕр-пĕрне илтмелле марах инçе уйрăлса кайнă иккен. Вăхăт каç еннелле сулăнчĕ. Çултан чăнах та аташса кайнине ăнлантăм. Пĕр тарăн çырма тĕлне пырса тухсан /унта прачак пулни паллăччĕ/ ун урлă каçса чарăнтăм. Кайран çӳлелле мĕнле хăпарнинчен хамран хам тĕлĕнтĕм. Çырма хĕрринче сасă вăйлăрах ян кайма пултарассине пĕлсе эх! кăшкăртăм кăна. Çук, пĕр сас-чӳ те илтĕнмерĕ. Кăштахран машина сасси хăлхана кĕчĕ. Мана шырама килчĕç пуль тесе шухăшларăм. «Эпĕ кунта! Эпĕ кунта!» — тесе кăшкăртăм. Анчах мана никам та илтмерĕ. Ытлашши аякра та мар çыннисем, анчах хăйсем калаçаççĕ те манăн сасса илтмеççĕ. Ун хыççăн каллех шăплăх хуçаланчĕ. Пĕр кайăк, чĕр чун сасси те илтĕнмерĕ. Пĕр енчен, ку аван та пулнă-ха. Пĕр чĕптĕм те хăрама пĕлмерĕм. Хальхи вăхăтра вăрманта çын сахал çӳрет. Чăтлăхланчĕ, йывăçсем ватăлса кайрĕç. Тирпейлекенсем вара çук.

Кайран ăнсăртран мотоцикл сасси илтĕнме пуçларĕ. Çулпа хăпарать те анать пек туйăнчĕ. Тул çутăласпа тин сасси илтĕнме пăрахрĕ. Мотоцикл кĕрлеттернĕ еннелле тухас терĕм, анчах хăрарăм. Усал çынсем çӳреççĕ тесе мар, çулсăр-сукмаксăр тухма хăтланса тата вăйлăрах аташса каясран шиклентĕм. Мотоциклпа мăнук мана шыранине чухламан çав эпĕ ун чухне. Пĕр самантра хамăр ял çынни, вăрмана лайăх пĕлекен Валерий Никитин мар-ши тесе шухăшласа илтĕм-ха. Вăл пулман иккен». <...>

Ирина ИВАНОВА.

♦   ♦   ♦


Шăнас мар тесе такмак каласа ташланă

Хут çинче манăн анне Лидия Григорьевна Кадкина пулнă, 1922 çулта çуралнă. Ялта ăна Лидя аппа тесе чĕннĕ. Хура-шурне нумай курнă вăл. Çамрăк чухне вăрçă нуши унăн хулпуççийĕ çине те самай тиеннĕ. Анне вăрçă çулĕсене аса илме юратмастчĕ. «Эпĕ кăна мар, тĕнчипех çав нушана курнă», — тетчĕ. «Йывăр пулсан та аса ил-ха, çырса юлмалла», — тесен çеç иртнĕ кун-çулĕ пирки йĕре-йĕре каласа кăтартатчĕ.

Хура ăйăр килсе чарăнсан

«Вăрçă пуçланнă çул пире, ялти çамрăксене, «Канаш — Чĕмпĕр» аслă çула тума илсе кайнăччĕ. Кунĕпе кĕреçепе е лумпа çĕр чаваттăмăр. Каç енне ураран ура иртми пулатчĕ. Çапах пит-куçа çунă хыççăн ывăнни таçта кайса кĕретчĕ. Пуçлаттăмăр вара выляма-айкашма. Хваттер хуçине Мариç аппа тесе чĕнеттĕмĕр. Вăл вăрçатчĕ те пире, шеллетчĕ те. «Кунĕпе арçын ĕçне тăватăр, канăр-ха пĕрех хут», — тетчĕ. Пĕр кунхине, ирхи 10 сехет тĕлнелле, ĕçленĕ çĕре хура ăйăр кӳлнĕ тăрантас çитсе чарăнчĕ. Çитнĕ-çитмен ун çинчен пĕр арçын сиксе анчĕ те: «Вăрçă пуçланнă! Вăрçă! Германи пире хирĕç килнĕ!» — терĕ. Пурте хваттере чупрăмăр: пурин те киле çитмелле, васкамалла. Эпĕ те хĕр тантăшсемпе çула тухрăм. Каç пулсан çеç киле çитрĕмĕр. Атте шăпах пире хирĕç пыма тесе лаша кӳлсе тăратчĕ.

Тепĕр кунхинех ялти арçынсене фронта илсе кайма тытăнчĕç. Ялта тăватă бригадăччĕ. Унти çынсем тĕрлĕ çĕрте ĕçлетчĕç. Пире, çул тунă çĕртен килнисене, тӳрех тырă вырма ячĕç. Пĕр кунхине аллине хут тытнă Мартын Петюк тетен арăмĕ кăшкăрса килчĕ. Ку вăрçа каймалли хут пулнине тӳрех ăнлантăмăр. Пĕрин каймалла, теприн, виççĕмĕшĕн…

Пур çĕрте те йĕнĕ сасă илтĕнсе тăчĕ. Яла пур енчен те — хиртен, садран... — çынсем ушкăнĕ-ушкăнĕпе анчĕç. Тăванĕсем вăрçа каяççĕ-çке. Çапла пĕр кунра 22 çынна фронта ăсатрăмăр. Пирĕн аттене ватă тесе илмерĕç. Икĕ вăрçăра пулнă вăл: Пĕрремĕш тĕнче вăрçинче тата Граждан вăрçинче. Аннепе иккĕшĕ 9 ача çуратнă, анчах эпĕ тата Антя аппа çеç ӳсейнĕ. Аппа вăрçă пуçланиччен кӳршĕ яла качча тухнăччĕ, унăн упăшкине салтака илсе кайнăччĕ. Хăрушă кунсене вăл çавăнта кĕтсе илнĕ. Вăрçă пуçлансан атте килтен ир-ирех тухса каятчĕ те сĕм тĕттĕм пулсан çеç килетчĕ.

Пире вара, çул тунă çĕртен килнисене, ялта нумай пурăнтармарĕç, Улатăра вăрман касма илсе кайрĕç. Хура кĕркуннечченех çавăнта ĕçлерĕмĕр. Юлашкинчен киле ячĕç. Уй-хир ĕçĕсем вĕçленменччĕ-ха ун чухне. «Нимĕçсем кунталлах килеççĕ. Самолечĕсем Шупашкар патне те çитнĕ», — тесе калаçма тытăнчĕç ялта. Сас-хура кăна пулнă-тăр-ха вăл. Анчах вăрçă кунта çитесрен питĕ хăраттăмăр. Нимĕçсенчен хӳтĕленме окоп чавмалла терĕç. Килте пĕр каç кăна выртрăмăр пуль. Окоп чавма ячĕç. Малтан питĕ пылчăклăччĕ, раштав уйăхĕнче çанталăк сивĕтрĕ, çĕр шак! шăнчĕ. Çăпатасене типĕтсе ĕлкĕрейместĕмĕр. Тимĕр кăмака çумне кам маларах хурса ĕлкĕрет — унăн типетчĕ. Хăшĕ-пĕрин çунса та каятчĕ. Вăрçă пуçланнă çул лумпа кĕреçе манăн алăран кайман. Ман кăна мар, пĕрле ĕçленĕ хĕр-упраçăн та. Ытла та йывăр нуша тиенчĕ пирĕн çине. Кашни кун окоп чаврăмăр. Яла вăхăтлăха çеç килеттĕмĕр, кăштах та пурăнаймастăмăр — каллех окоп чавма каймалла. Çав çул çанталăк ытла сивĕ пулчĕ. Çĕр 1 метр ытла тарăнăш шăннăччĕ. Çавна лумпа таккаса чавмалла вĕт. Пĕрре те ахаль тăман. Тăрса пăх-ха унта! Пăрланса ларатăн. Кăштах канма ирĕк паратчĕç. Ун чухне те такмак каласа, саккăрла çаптарса ташлаттăмăр. Манпа пĕр тантăш Укахви ятлă хĕр пурччĕ. Питĕ вăйлăччĕ вăл, икĕ çыншăн ĕçлетчĕ. Ташлаттараканни те вăлахчĕ. Канас тесе лум е кĕреçе çине таянса тăраканнисем те пурччĕ. Çавсенчен чылайăшĕ кайран чире кайса вилчĕ. Тăхăнмалли нимех те пулман. Икĕ аркăллă кĕпесене хутлă-хутлă тăхăнаттăмăр. Пĕрремĕшне йĕм ăшне çавăрса чикеттĕмĕр, иккĕмĕшне пĕçĕ йĕри-тавра çыхаттăмăр, виççĕмĕшĕ — çиелтен. Кунне икĕ хутчен çитеретчĕç. Пĕррехинче икерчĕ пĕçерсе пачĕç. Мĕн ячĕпе — астумастăп. <...>

Валентина ЯКОВЛЕВА.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.