Комментари хушас

3 Çурла, 2022

Çул çӳрев хăтлă та чăрмавсăр пултăр

Общество транспортне каллех çĕнĕлĕхсем кĕтеççĕ. Ытларикун Правительство çуртĕнче Чăваш Республикин тата Шупашкар хулин агломерацийĕн транспорт тытăмне планласси тавра тĕплĕ калаçу пулчĕ.

ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев палăртнă тăрăх, татса памалли ыйту нумай, сăмах пассажирсене илсе çӳрекен транспорт çĕнĕ йĕркепе ĕçлеме пуçласси пирки пырать. Ăна комплекслă майпа аталантарасси çинче никĕслемелле, транспорт çынсемшĕн меллĕ пулмалла, хăрушсăрлăха тивĕçтермелле — çак самантсене тĕпе хумалла.

Тивĕçлĕ документа хатĕрлессине ку енĕпе çĕршывĕпех ĕçлесе пысăк опыт пухнă Экономика тата инфратытăм центрне шаннă. Документ проекчĕпе унăн представителĕ Евгений Алексеев паллаштарчĕ. Мĕн тумаллине палăртас енĕпе ĕçленĕ май центр специалисчĕсем мĕн пуррине те тĕплĕ тишкернĕ. Евгений Алексеев шучĕпе, 5 баллă шкалапа палăртас тăк — Шупашкар агломерацийĕнчи общество транспорчĕн йĕркелĕвне 3,8-па хаклама пулать — япăх мар кăтарту. Анчах çакă çивĕч ыйтусем çуккине пĕлтермест. Çынсем транспорт ытла тулли пулнипе, автобус-троллейбуса вăрах кĕтме тивнипе, ялсене çӳрекен автобуссем çителĕксĕррипе, ыттипе кăмăлсăр. Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкар хушшинчи маршрутсемшĕн ку пушшех кăтартуллă. Çакăнта, экспертсен шухăшĕпе, «пĕр хуçа» çуккин витĕмĕ те курăмлă. Шупашкар администрацийĕ хăйĕн территорийĕшĕн кулянать, Çĕнĕ Шупашкарăн — хăйĕн транспорчĕ, муниципалитетсен хушшинчи транспортшăн вара Транспорт министерстви яваплă. Функцисене пĕрлештерсе яваплăха пĕр чăмăра пухни вырăнлă пулмалла.

Тĕпчев пассажирсенчен пухакан укçа тĕлĕшпе уçăмлăх çуккине палăртнă. Унăн 25% ниçта та курăнмасть — ăна автобуссен хуçисем тӳрех кĕсьене чикеççĕ, уншăн налук тӳлемеççĕ. Çак укçан çулталăкри пĕтĕмĕшле виçи 973 миллион тенкĕпе танлашать. Шупашкарти «вăрттăн» укçа калăпăшĕ пысăк мар-ха — 8% кăна. Çĕнĕ Шупашкарта вара ку виçе 40% та çитет, районсенче — тата та пысăкрах, унта пассажирсен тӳлевĕсене электрон мел çине куçарман.

Çак лару-тăрăва упраса хăварни, паллах, вырăнсăр. Общество транспорчĕн ĕçĕ тивĕçтерменни халăха ытларах автомобиль туянма хистет. Ку вара тепĕр ыйту çуратать: машина йышланни çулсем тума хистет — каллех бюджетăн нумай тăкакланма тивет. Тĕнче практики вара, Евгений Алексеев каланă тăрăх, урăхларах — çынсем общество транспорчĕпе ытларах усă курма тăрăшаççĕ. Енчен те автобуспа çӳреме меллĕ тĕк — мĕншĕн машина туянмалла? — чикĕ леш енче çынсем çапларах шухăшлаççĕ. Çавăнпа та Чăваш Енре те пассажирсене илсе çӳрекен транспорт илĕртӳлĕхне ӳстермелле.

Хальлĕхе вара ĕç-пуç урăхларах. 6-7 çул усă курмалли автобуссем 10-12 çул е тата ытларах çӳреççĕ, хăтлă пысăк автобуссен вырăнне пĕчĕк те хĕсĕк маршруткăсенче нушаланма тивет. Патшалăх, муниципалитет транспорчĕпе тата уйрăм çынсен автобусĕсемпе усă курнин хушшинчи уйрăмлăх пирки сăмах пуçарнă май центр представителĕ патшалăх транспортне йывăртарах килнине те пытармарĕ. Вăл уççăн ĕçлет те — пĕтĕм налука, ытти тӳлеве хывать, конкуренчĕсем вара, уйрăм перевозчиксем, чееленеççĕ, тупăша пытараççĕ — вĕсене ĕçлеме çăмăлрах. Çавăнпа вăл вĕсемпе контракт тумалли йĕркене улăштарма сĕнет. Хальччен нетто-контрактсемпе усă курнă — перевозчиксем пассажирсенчен хăйсем укçа пухнă, çавна май тупăшсăр маршрутсенче ĕçлесшĕн пулман. Брутто-контракт мелĕ çине куçмалла — укçана патшалăх тытăмĕ пухĕ, вăл рейссене пурнăçланăшăн перевозчиксене укçа тӳлĕ. Çапла тусан тупăшсăр маршрутсем пулмĕç. Тепĕр енчен, хайхи перевозчиксене витĕм кӳресси те ансатланать: рейса тухмарĕç тĕк — укçа илеймеççĕ, тăкак тӳсеççĕ. Çак мелпе чылай хулара, çав шутра Мускавра усă кураççĕ ĕнтĕ.

Ку бюджет тăкакĕсене пысăклатма пултарать. Анчах çакăнпа çырлахма тивет-тĕр. Танлаштару та пулчĕ: калăпăр, халăх йышĕпе Чăваш Енпе пĕрешкел Тверь облаçĕ транспорт валли бюджетăн 4,8% тăкаклать. Чăваш Ен — 0,4%... Чăн та, Тверьсен бюджечĕ те пирĕннинчен самай пысăкрах, çавна май бюджет тăкакĕсен пĕтĕмĕшле тăкакĕ те нумайрах — 100 миллиард тенкĕ патнеллех. Пирĕн республикăн — 77 миллиард.
Апла-и, капла-и — ĕç-пуçа хальхи пек хăварма юраманни куçкĕрет.

www.hypar.ru