Комментари хушас

29 Утă, 2022

Хыпар 83-84 (27962-27963) 29.07.2022

Чăваш Ен тата Донбасс, туслăх çирĕпленет

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев ку эрнере Донбасра ĕçлĕ визитпа пулчĕ.

Ура çине тăрас шанăç пысăк

Олег Николаев Донецк халăх республикин пуçлăхĕпе Денис Пушилинпа тĕл пулсан Донбасс экономикине тата арканнă инфратытăма çĕклеме пулăшассипе çыхăннă ыйтусене сӳтсе явнă.

Чăваш Ен ертӳçи кĕске вăхăтра Донецкри тата Торезри электротехника завочĕсене ĕçлеттерсе яма пĕтĕмпех хатĕррине пĕлтернĕ. «Çак предприятисенче 100 ытла ĕç вырăнĕ йĕркелеме пулать, — тенĕ вăл. — Чи пĕлтерĕшли кунта — республика питĕ кирлĕ продукциллĕ, çĕнĕ йышши технологисемпе туса кăларакан подстанциллĕ, тата ку территорире вырнаçнă производствăллă пулни». Олег Николаев пĕлтернĕ тăрăх, электротехника производствине ĕçе кĕртнисĕр пуçне çавăн пекех алăксемпе чӳречесем тăвассине те йĕркелесе яма пулать.

Денис Пушилин тăшман сиен калăпăшне ӳстерессишĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ объектсене аркатни, çавна май çине тăрсах республикăн энергетика тытăмне йĕркене кĕртмелли çинчен каланă. «Пĕтĕм Раççей çак ĕçе хутшăнни пире Донбасс ура çине тăрасса шанма вăй- хăват парать», — тенĕ вăл. Денис Пушилин Донбасс халăхĕ гуманитари пулăшăвĕ кăна кĕтсе ларасшăн пулманнине, ĕçлеме хатĕррине пĕлтернĕ. Çавăнпа экономика çыхăнăвĕсене йĕркелени, производствăна чĕртсе тăратни çĕршыва ура çине хăвăртрах çĕклеме май панине палăртнă.

Олег Николаев Донецкри Ленин Комсомолĕн паркĕнчи Мухтав аллейинче Донецк халăх республикин пĕрремĕш пуçлăхĕн Александр Захарченкăн палăкĕ умне чĕрĕ чечексем хунă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Александр Захарченко мухтавлă командир тата пултаруллă ертӳçĕ пулнине, тăван халăхĕн ирĕклĕхĕшĕн тата çутă пуласлăхĕшĕн паттăррăн кĕрешнине палăртнă. Аса илтерер: Александр Захарченко 2018 çулхи çурла уйăхĕн 31-мĕшĕнче хула варринчи взрыв вăхăтĕнче вилнĕ. Мухтав аллейинчи палăка республика ертӳçи пуç хунăранпа çулталăк çитнĕ тĕле лартнă.

Ĕçтешлĕх килĕшĕвĕсене çирĕплетнĕ

Чăваш Ен тата Донецк халăх республикин правительствисем ĕçтешлĕх килĕшĕвĕсене çирĕплетнĕ.

Донецк халăх республикин правительствин председателĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Евгений Солнцев пĕлтернĕ тăрăх, паянхи тĕллевсен шутĕнче ĕç вырăнĕсем тăвасси тĕп вырăнта тăрать. «Ĕç пулсан пурнăç йĕркеленет», — тенĕ вăл чӳк уйăхĕн 1-мĕшĕнчен трансформаторсемпе подстанцисен производствине уçма хатĕрленни çинчен пĕлтернĕ май. ЧР промышленноçпа энергетика министрĕ Александр Кондратьев икĕ республика маларах çирĕплетнĕ килĕшӳпе ĕçлеме пуçлани, предприятисене кирлĕ оборудованин пĕр пайĕ пурри, çавна май производствăна хăвăртах ĕçе кĕртме май килесси çинчен каланă. Чăваш Енри машиностроени, электротехника, хими тата çăмăл промышленноç предприятийĕсем те Донбасс промышленноçне ура çине тăрат-машкăн хутшăнма хатĕррине пĕлтернĕ министр. Çавăн пекех Александр Кондратьев ял хуçалăхне пестицидсемпе тивĕçтерме пултарнине палăртнă.

Донецк халăх республикин правительствин председателĕн çумĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Владимир Ежиков Чăваш Республикин делегацийĕн ĕç-хĕлне пысăк хак панă, производительсем пĕр-пĕрин опычĕпе паллашни тавар туса кăларассине, çĕршыв экономикине ырă витĕм кӳрессине палăртнă: «Пирĕн патра халĕ ĕç нумай. Ĕçе тĕрĕс йĕркелесен предприятисене нумай çуллăх саккассемпе тивĕçтерме, республикăна çĕклеме пултарăпăр». <...>

Валентина БАГАДЕРОВА.

♦   ♦   


Çĕнĕ тырра йышăнма хатĕр

Республика çыннисем Апат-çимĕç фондне вырăнти ял хуçалăх таварне туса илекенсене, пысăках мар фермер хуçалăхĕсене лайăх ĕçлемешкĕн тивĕçлĕ условисем туса пама йĕркеленĕ предприяти пек пĕлеççĕ.

Çак тивĕçе туллин пурнăçласа пырать вăл. Çавăншăнах аграрисем ăна шанчăклă партнер пек хаклаççĕ. Ахальтен мар юлашки çулсенче фондпа тачă çыхăну ты-такан ял хуçалăх организацийĕсемпе фермер хуçалăхĕсен шучĕ ӳснĕ. Республикăри чи вăйлă хуçалăхсем те — тĕслĕхрен, Хĕрлĕ Чутай районĕнчи «Коминтерн», Елчĕк районĕнчи «Комбайн», унпа ĕçлеççĕ. Хăш-пĕр районти аграрисен 100 проценчĕ фондпа çыхăну тытать. Предприяти аграрисене хăйсем туса илнĕ продукцие вырнаçтарма пулăшнисĕр пуçне аукционсене хутшăнса бюджет учрежденийĕсене /ача сачĕсене, шкулсене, больницăсене/ йӳнĕрех хакпа паха продукципе тивĕçтерет, патшалăх политикине пурнăçа кĕртсе аграрисем туса илекен пахча çимĕçĕн конкурентлăхне ӳстерет, кĕрпепе выльăх апачĕлĕх хутăш производствине аталантарать. Апат-çимĕç фончĕ хушма хуçалăх тытакансемпе те ĕçлет. Çавăн валли тивĕçлĕ документсем кăна кирлĕ. Предприяти ял хуçалăх продукцине тӳррĕн туянать, кирлĕ пулсан машина та уйăрать, тырра типĕтсе парать, упрама та майсем пур. Складсене 12 пин тонна тыр-пул, 500 тонна çĕр улмипе ытти пахча çимĕç вырнаçать.

Апат-çимĕç фончĕ аграрисене ака-суха ĕçĕсене ирттермешкĕн кирлĕ минерал удобренийĕсемпе, сĕрмелли-çунтармалли материалсемпе тивĕçтерет. Çав шутра — аванс мелĕпе те. Минерал удобренийĕсен ассортиментне çулсерен ӳстерсе пырать. Виçĕ çул каялла 5 тĕрли кăна пулнă, кăçал çĕр ĕçченĕсене 17 йышшине сĕнеççĕ.

Предприяти Раççей шайĕнчи тĕрлĕ конкурсра награда сахал мар çĕнсе илнĕ. 2021 çулта тӳрĕ кăмăллă поставщиксен реестрне, Шанчăклă предприятисен рейтингне, Раççейри чи лайăх 100 предприятипе организаци йышне кĕртни, Пĕтĕм Раççейри «Раççейри чи лайăх 100 тавар» конкурсăн регионти тапхăрĕнче çĕнтерсе финала хутшăнни Апат-çимĕç фончĕн ят-сумне ӳстерет кăна, унăн ĕçне çĕршыв шайĕнче пысăк хак панине çирĕплетет. Предприятин директорĕ Александр Богданов каланă тăрăх, çитĕнӳсенче кашни ĕçлекенĕн тӳпи пысăк. Фонд аталану çулĕпе çирĕп утать. Палăртнă ĕçсен йышĕнче — çĕнĕ технологисене пурнăçа кĕртесси, çĕнĕ складсем тата логистика центрĕ тăвасси. <...>

Вера ШУМИЛОВА.

♦   ♦   ♦


Шкултан вĕренсе тухнисем ăçта çул тытасшăн?

Мĕнле профессисемпе специальноçсене çамрăксем ытларах кăмăлланине тишкертĕмĕр

Шупашкарта пурăнакан Екатерина Тайманова хăйĕн шăпине банк ĕçĕпе çыхăнтарасшăн, çавăнпа вăл экономикăпа технологи колледжне документсем тăратнă. «Кунта киличчен вĕренӳ заведенийĕн ĕçĕ-хĕлĕпе социаллă сетьсенче паллашрăм, рейтингсене тишкертĕм. Кунта манăн туссемпе пĕлĕшсем те пĕлӳ илеççĕ, вĕсем колледжри пурнăç çинчен час-час каласа кăтартаççĕ», — терĕ хĕр. Шкулти экзаменсене ăнăçлă тытнăскер 9-мĕш класс хыççăнах юратнă специальноçа алла илме шухăшланă.

Якут Республикинчен те килеççĕ

Техникумсемпе колледжсенче халĕ хĕрӳ тапхăр пырать: абитуриентсенчен документсем йышăнаççĕ. Экономикăпа технологи колледжĕн йышăну комиссийĕнче те çын татăлма пĕлмест. Директор çумĕ Елена Удова каланă тăрăх, кăçал вĕренӳ программине çĕнĕ икĕ специальноç /пĕри хăрушсăрлăхпа, тепри право хуралĕпе çыхăннă/ кĕртнĕ.

«Çĕннисене суйлакан та нумай — 100-шер çын документ тăратнă. Пушар хăрушсăрлăхĕ, право тата банк ĕçĕ енĕпе уйрăмах чылаййăн вĕренесшĕн. Укçа тӳлесе те пĕлӳ илеççĕ. Аттестатри паллăсене кура студентсен йышне кĕртетпĕр, хăш-пĕр специальноçпа тĕрĕслев те ирттеретпĕр. Акă парикмахера тата çĕвĕçе вĕренме кĕмешкĕн палăртнисен ӳкерчĕк тумалла, пулас çăлавçăсен физкультура нормативĕсене пурнăçламалла тата тест тухмалла», — пĕлтерчĕ Елена Анатольевна.

Абитуриентсене конкурссемпе олимпиадăсенчи, спортри çитĕнӳсем те пулăшма пултараççĕ, анчах вĕсене пĕр пек кăтартусем пулсан кăна шута илеççĕ. Аслă шкулсене вĕренме кĕрейменнисем тата тĕрлĕ сăлтава пула хăй вăхăтĕнче пĕлӳ илейменнисем куçăн мар майпа ытларах вĕренеççĕ. Пĕлтĕр колледжра абитуриентсенчен 3600 ытла документ йышăннă, кăçал хальлĕхе — 2700 яхăн. Пĕтĕмпе 745 çынна вĕренме илмелле. Документсене тăватă мелпе йышăнаççĕ. Яланхи пекех хутсене йышăну комиссине хăйсем илсе килеççĕ. Абитуриентăн харпăр кабинечĕ урлă 200 яхăн çын документ тăратнă, патшалăх пулăшăвĕсен порталĕ урлă 45 çын ярса панă. Абитуриентсен республикăри пур техникум-колледжа та документсем тăратма ирĕк пур, вĕренӳ заведенийĕн студенчĕ пулса тăрас тесен аттестатăн подлинникне илсе килмелле.

Колледжа вĕренме кĕрес текенсен йышĕнче сусăрсем те пур. Вĕсен те тĕрĕслев витĕр тухмалла. Конкурс пысăк пулнипе ытти çул колледжа лекейменнисем /вырăн çителĕксĕррипе/ те пулнă. Сăмах май, вĕренӳ учрежденийĕнче хальхи вăхăтра 150 ытла сусăр пĕлӳ илет. Вĕсен столяр тата çĕвĕç специальноçне алла илес тесен 2 çула яхăн вĕренмелле. Колледжра тĕрлĕ регионтан килнĕ çамрăксем ăс пухаççĕ. Кăçал Мари Элтан нумаййăн документ панă. Çавăн пекех Якут Республикинчен, Ямал-Ненец автономи округĕнчен, Ульяновскран, Чулхуларан заявлени ярса панă.

Йышăну комиссийĕнче ĕçлекен Мирра Ландышевăпа Аделия Рябинина каланă тăрăх, абитуриентсем ирхинех килме пуçлаççĕ. «Вĕсем ашшĕ-амăшĕпе, тус-юлташĕпе, тăванĕсемпе пĕрле çитеççĕ. Пĕчĕк ачаллисем те пур. Пĕччен çӳрекен сахал. Хĕрсем уйрăмах йышлă, каччăсем хăрушсăрлăхпа çыхăннă специальноçсене ытларах суйлаççĕ», — терĕç комисси членĕсем. Хальхи çамрăксем тимлĕ мар: тĕслĕх бланк пур пулин те заявлени çырнă чухне йăнăшаççĕ. Хальхи технологисене шута илсе абитуриентсем валли ятарлă штрих-кодсем хатĕрленĕ. Вĕсем урлă çамрăксем колледж сайтне тата рейтинг списокне кĕрсе пăхма пултараççĕ. <...>

Андрей МИХАЙЛОВ.

♦   ♦   ♦


Ейск хулине чунĕ туртать

Шупашкарта пурăнакан Митинсен çемйине çĕршывăмăрăн кăнтăр енче вырнаçнă хули мĕнпе илĕртет-ши? Тинĕспе пулĕ тенĕччĕ те… Анчах вĕсемшĕн вăл çул çӳревĕн пĕр пайĕ çеç иккен. Тĕлĕнмелли, чуна ăшăтаканни унсăрах нумай-мĕн. Ахальтен мар ĕнтĕ Митинсем унта кăçал виççĕмĕш хутчен каннă. Пĕрремĕш хут вара 5 çул каялла пулса курнă.

Атаман патне – хăнана

Ейск — Краснодар крайĕнче вырнаçнă илемлĕ курорт хула. Истори тĕлĕшĕнчен те питĕ кăсăклă вăл. Ахальтен мар ăна 1990 çулта Раççейри истори вырăнĕсен шутне кĕртнĕ. Çавăн пекех ăна летчиксен хули теççĕ. Кунта В.Комаров ячĕллĕ çар авиацийĕн училищи вырнаçнă. Хула аталанăвĕ вырăнта тăмасть.

— Темиçе çул каялла Абхазире пултăмăр. Унта каннă вăхăтра «Кубань-24» телеканалпа Ейск хули çинчен реклама куртăмăр. Питĕ кăсăклă пек туйăнчĕ. Çавна асра тытса тепĕр çул чăматан пуçтартăмăр та хăнăхнă пек Хура тинĕс хĕррине мар, Азов тинĕсне курма çул тытрăмăр. Ейска çитсе пынă чухне тул çутăлатчĕ. Ирхи сарăрах тĕтре витĕр чи малтанах тинĕс хĕрринчи пулăçсене асăрхарăмăр. Вĕсем ир-ирех пулă тытса пасара сутма каяççĕ-мĕн. Электропуйăссем туристсене илсе çӳреççĕ. Çул хĕррипе хĕвел çаврăнăш уйĕсем тата иçĕм çырлин пахчисем юлаççĕ… Абрикоса, сливăна е алычана йывăç çинченех татса çиме пулать. Кайăк утравĕсем, рак хуранĕллĕ пляжсем… Хуран куклин кунне мĕн тери хаваслă уявлаççĕ тата! Ун пек тутлă çимĕç урăх ниçта та тупаймастăн,

— Ейск хулине юратасси ăçтан пуçланнине аса илчĕ Мария Митина.

Пĕрремĕш хутĕнче вĕсем унта пуйăспа кайнă. Староминск- Тимашевск станцийĕнче тухсан Ейска таксипе çитнĕ. Тепĕр çул та çак хуланах çул тытсан Митинсем малтан Мускава кайнă, унтан палăртнă хулана пуйăспа çитнĕ. Хальхинче вара машинăпах çула такăрлатнă: Чулхула, Рязань, Тамбов, Воронеж, Ростов облаçĕсем тăрăх кайса Краснодар крайне çитнĕ.

— Унсăр пуçне самолетпа Дон çинчи Ростов хулине вĕçме, кайран Ейска электропуйăспа е автобуспа çитме пулать, — ăнлантарчĕ Мария. — Кăçал та хула пире питĕ ăшшăн кĕтсе илчĕ. Астăватăп-ха: пĕрремĕш хут кайсан уйрăм çуртра пурăнтăмăр. Ку вырăнти халăхăн уçă та ырă кăмăлне лайăх туйма май пачĕ. Вĕсем ăшă сăмах шеллемеççĕ. Кашнинчех мĕнпе те пулин сăйлама тăрăшаççĕ. Ăçта каймаллине ыйтсан ăнлантараççĕ те, кăтартса та яраççĕ.

Мария Ейскра ытларах вырăссемпе казаксем пурăннине палăртрĕ. Унта пуçласа пулса куракансене чи малтан Николай Николаевич атаман патĕнче хăнара пулма сĕнчĕ. Туристсене ун патне ушкăнĕ-ушкăнĕпе илсе çӳреççĕ иккен. Хĕрлĕ кăшман яшкипе, салăпа, «хаяррипе» сăйлаççĕ, кил таврашĕнчи йăласемпе паллаштараççĕ. Хĕçпе усă курма ăста пулнине кăтартса ывăтнă пан улмине çурмалла касса татаççĕ. Çакнашкал экскурсие «Кубань каçĕсем» теççĕ.

Аваллăх та, хальхи те

Архитектура енчен хула питĕ илĕртӳллĕ. Вăл Марийăна татăк-кĕсĕк кавире аса илтерет. Авалхи дворянсен пурнăçне сăнлани те, совет тапхăрĕнчи çуртсем упранса юлни те, çĕнĕ районсем аталанни те, курорт вырăнĕ те çапла витĕм кӳреççĕ пулĕ. Иккĕмĕш çул ĕнтĕ пĕр хăна çуртĕнчех чарăннăскерсене унта ачапа пурăнма меллĕ пулни савăнтарать. Тавралăхпа киленсе çуран утма юратнине те пытармарĕ Мария.

— Ейскра уçăлса çӳрени асаннен арчинчи япаласемпе паллашнă пекех. Çав «асанне» çутта та тухса çӳренĕ, парти ĕçченĕ те, «бикини мисĕ те» пулнă, — хăйне евĕрлĕ танлаштарчĕ вăл. — Ку урамсем илĕртеççĕ, вĕсенче уçăлса çӳренĕçем çӳрес килет. Çакă нихăçан та йăлăхтарса çитермĕ. Вĕсен ячĕсем те е тинĕспе, е тутлă улма-çырлапа çыхăннă: Тинĕс, Лиман, Пляж, Хĕрлĕ флот, Абрикос, Груша, Каштан урамĕсем... Эпир тĕрлĕ палăка куртăмăр. Чи малтанах хуран куклине халалласа вырнаçтарни çинчен каласа кăтартас килет. Кубань тăрăхĕ Ейскран пуçланать вĕт. Ку хула вара шăпах хуран куклипе паллă. Ăна купăстаран та, абрикосран та, хăмла çырлинчен те, симĕс суханпа тăпăрчăран та, çĕр улмирен те хатĕрлеççĕ. Хуран куклин кунне вара утă уйăхĕн иккĕмĕш çурринче ирттереççĕ. Тепĕр палăк — Нонна Мордюковăна халалланăскер. Актрисăн çемйи кунта 1944 çултанпа пурăннă. Нонна Викторовна Ейска çамрăклăх хули тенĕ. Иван Поддубный совет атлетне, кĕрешӳçе, тĕнче чемпионне халалланă палăк та пур. Казак пулнă вăл. Ун ячĕпе хулан тĕп паркĕ те хисепленет. Тепĕр палăк — Сергей Бондарчук актер тата режиссер ячĕпе лартнăскер. Вăл Ейскра вăтам пĕлӳ илнĕ. Пĕрремĕш роле вара çак хулан драма театрĕнче калăпланă. Владимир Высоцкие халалланă палăк маншăн кăштах кĕтменлĕх пулчĕ. Кайран ăна «Раççей Мухтавĕн аллейи» проектпа килĕшӳллĕн вырнаçтарнине пĕлтĕм. «Ейск патриочĕ» палăка асăрхамасăр май çук. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче çак броньлĕ катер аманнисене илсе кайнă тата çар хатĕрĕсене турттарнă, десант ушкăнĕсене куçарнă, совет çарĕсене пулăшнă. Çавăн пекех çар морякĕсен паттăрлăхне, Афганистанра пуç хунисене халалланă тата «Ветерансене мухтав» палăксем, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин тата Граждан вăрçин паттăрĕсене чыс туса вырнаçтарнă стела пур. <...>

Лариса ПЕТРОВА.

♦   ♦   ♦


Икĕ тĕне тĕрĕс ăнланса пурăнаççĕ

«Э-э-э… Темле… Май килĕ-ши?» — тенĕ пĕлĕшĕ Максим Асияпа паллашас шухăшлине пĕлсен. «Пăхăпăр унта», — кĕскен хуравланă каччă. Паян вара курмалли куç тулли: Таланцевсем 15 çул пĕрле пурăнаççĕ, виçĕ ача çитĕнтереççĕ.

Кĕрĕвĕсем тутар пуласса кĕтнĕ

«Тĕрĕссипе, эпир чылай малтан паллашнă, — калаçăва хутшăнчĕ Асия Роменовна. — Иккĕмĕш хут тĕл пуличчен вунă çул маларах автошкулта пĕрле вĕреннĕччĕ. Ун хыççăн пирĕн çулсем уйрăлса кайрĕç».

Анчах çак тапхăрта Максим хĕре пĕрре мар аса илнĕ. «Пурнăçра нимĕн те ăнсăртран пулмасть. Çакна эпĕ питĕ вăйлă ĕненетĕп, — терĕ Максим Павлович. — Çавăнпа пир-авăр комбинатĕнче ĕçлеме пуçласан Асияна тĕл пулнине шăпа асăрхаттаракан хăйне евĕрлĕ пулăм пек йышăнтăм».

Вăл тепĕр кунхинех кадрсен пайне кайнă. Пир-авăр комбиначĕн персонал енĕпе ĕçлекен директорĕ çывăх юлташĕ пулнăран унран хĕр пирки тĕплĕнрех ыйтса пĕлесшĕн пулнă. Анчах лешĕ каччă мĕн тĕллевпе çӳрени çинчен пĕлсен йăл кулнă çеç: «Мĕн те пулин «çуталĕ-ши» унта сан валли?» Анчах ку сăмахсем Максимăн ĕмĕт-тĕллевне çапса хуçайман. «Вăхăт кăтартĕ», — çапла каласа тухнă вăл кадрсен пайĕнчен… Çапла вара «çуталнă» кăна мар, Максимпа Асия кĕçех пĕр мăшăр пулса тăнă. «Акă кăçал пирĕн çемьен пĕчĕк юбилей пулчĕ: 15 çул. Ку тапхăрта икĕ ывăлпа пĕр хĕре çут тĕнче парнелерĕмĕр», — терĕ Максим Павлович.

Паллах, хĕрĕ вырăса качча тухма хатĕрленни Асиян ашшĕне килĕшсех кайман. Хусан тутарĕ вăл. Хусанти хими-технологи университетне пĕтернĕ хыççăн Шупашкара В.И.Чапаев ячĕллĕ завода ĕçлеме килнĕ. Кунта цех рабочийĕнчен пуçласа сбыт пайĕн пуçлăхне çитнĕ. Заводра 75 çула çитиччен ĕçленĕ. Пĕлтĕр кăна тивĕçлĕ канăва тухнă.

Вăл, паллах, кĕрĕвĕсем тутар пуласса кĕтнĕ ĕнтĕ. Анчах апла пулса тухман. Аслă хĕрĕ французпа пĕрлешнĕ. Кĕçĕнни вырăса суйласа илнĕ. «Пирĕн атте пурнăç çине питĕ тарăн пăхать. Ăслă вăл. Яланах тĕрĕс сăмахсем калать. Ахăртнех, малтанхи вăхăтра вăл манăн упăшкана тĕрĕслерĕ. Çавăнпа унпа ытлашшиех çывăхланма тăрăшмарĕ пулас, — терĕ Асия. — Çапах çемье телейĕ нацирен килмест-çке. Эпĕ тутара качча тухнă пулсан хальхинчен лайăхрах пурăнăттăм тесе кам çирĕплетĕ? Атте вăхăт иртнĕ май Максим çăмăлттай маррине ăнланчĕ. Хутшăнусем те йĕркеленчĕç. Халĕ вĕсен пĕр-пĕринпе сӳтсе явмалли те, сĕнӳ-канаш ыйтмалли те тупăнсах тăрать. Пĕр-пĕрин шухăшне питĕ хисеплеççĕ. Анне вара çемçерех, вăл пирĕн — пурне те килĕштерсе-çураçтарса тăраканни. «Çивĕч кĕтессене» мăкатма пулăшаканни тейĕпĕр».

Максимăн ашшĕпе амăшĕ кинне питĕ кăмăллă кĕтсе илнĕ. «Асьăна курсан… Хирĕçлеме-и? — калаçăва тăсрĕ Максим. — Ашшĕ-амăшĕ ăна лайăх воспитани панă, аслă пĕлӳ илнĕ, лайăх вырăнта ĕçлет… Унран лайăхрах кин пирки ĕмĕтленме пулать-и вара? Кунсăр пуçне тата çемье çавăрма шут тытнă тĕлелле эпир иксĕмĕр те 30 çулалла çывхарнă. Ура çинче çирĕп тăнă. Хамăр мĕн тунине лайăх ăнланнă».

«Пирĕн иксĕмĕрĕн те аттепе анне лайăх çынсем, яланах пулăшма тăрăшаççĕ», — калаçăва хутшăнчĕ Асия. <...>

Валентина БАГАДЕРОВА.

♦   ♦   ♦


II Кĕтерне патша, Пушкин кайнă çулпа…

Иртнĕ ытларикун Чăваш наци ăслăлăхпа ӳнер академийĕн хастарĕсемпе, тавра пĕлӳçĕсемпе пĕрле Мари Республикинчи Туçи Çармăс районне çула тухрăм.

Акпарс, Аказ, Кубеш

Вĕсем ку çул çӳреве «Çуталу» ят панă. «Ăспа, чунпа пуянланни, çутта тухни» тенине пĕлтерет вăл. Пирĕн маршрут Муркаш районĕ урлă Чикменелле /Козьмодемьянск/ каякан çул тăрăх выртрĕ. Хамăр районсенче çӳренĕ чухне çул хĕрринчи уйсенче ытларах тыр-пул, куккурус ӳснине курма хăнăхнă. Кунта вара ытларах купăста, çĕр улми хирĕсем куç тĕлне пулаççĕ. Çак культурăсене ӳстермешкĕн унта çут çанталăк юрăхлă-мĕн: сывлăм вăйлă ӳкнĕрен купăста шăвармасăрах лайăх ӳсет.

«Пирĕн республикăн хĕвел анăç енче ĕлĕк-авал, облаçсен чиккисем пулман чухне, чăвашсемпе çуммăн туçи çармăссем пурăннă. Вырăссем вĕсене чăваш, çармăс тесе пайламан, «черемиссем» тенĕ. Вирьялсемпе ту енчи марисен йăли те, культури те пĕрешкелрех. Чĕлхи çеç уйрăлса тăнă. Çапах вĕсем пĕр-пĕрин чĕлхине ăнланнă, туслă хутшăннă», — историпе паллаштарчĕ çул çӳреве ертсе пыракан Евгений Ерагин мăчавăр. Туçи çармăссем наци хăйне евĕрлĕхне, чĕлхипе культурине упраса хăварнă. Хăйсен çырулăхĕ те пур. Вĕсен чĕлхи йăлăмри марисенчен расна. Çул çӳревçĕсене кăсăклантаракан вырăн — Кузнецово ялĕ çывăхĕнчи çул юппинче вырнаçнă чулсем: сулахай енче — Аказа, сылтăмра Кубеше халалланисем. 16-мĕш ĕмĕрти кнеçсене ĕлĕкех итлесе, сума суса пурăннă. Кайран та несĕлĕсем вĕсене асран кăларман — пайланă çĕрсене /«сотня» тенĕ вĕсене/ 300-е яхăн çул вĕсен ячĕпе хисепленĕ. 21-мĕш ĕмĕрте вара кнеçсен çĕрĕсем чикĕленнĕ вырăнта асăну чулĕ хунă. «Аказовсем халĕ Муркаш районĕнчи Хураçкара пурăнаççĕ. Ахăртнех, çав кнеçĕн тăхăмĕсем», — терĕç тавра пĕлӳçĕсем. Инçех те каймарăмăр — капмар палăк курăнчĕ. Вăл Картуково çул хĕресленĕвĕнче вырнаçнă. Унпа çывăхрах паллашас, патне пырса пăхас текенсем валли машина лартмашкăн хăтлă парковка пур. Пирĕн ума наци геройĕ, мăнаçлă Акпарс, тухса тăчĕ. Вăл пăтравлă вăхăтсенче халăха ертсе пынă. Ун чухне вырăссемпе çармăссем Хусан ханлăхĕн пусмăрĕпе кĕрешнĕ. Акпарс 15-мĕш ĕмĕр вĕçĕнче — 16-мĕш ĕмĕр пуçламăшĕнче Нуженалы ялĕнче çуралнă. Мускав-Хусан хирĕçĕвĕ пынă тапхăрта хăйне питĕ ăста политик, дипломат пек кăтартнă. Халăха хăйсен ирĕкĕпе Раççей патшалăхĕпе пĕрлешме хĕтĕртнĕ. 16-18-мĕш ĕмĕрсенче Акпарс ячĕпе çĕрсем хисепленнĕ. Палăк çинче вăл — кĕслепе. Ку унăн ăс-хакăл пуянлăхне, халăхсен хушшинчи килĕшӳ, туслăх патне çул хывнине пĕлтерет. <...>

Алина ИЛЬИНА.

♦   ♦   ♦


Ĕçкĕçсен ачисене мĕн кĕтет?

Эрех мĕнне ача пĕчĕкренех пĕлсе ӳсет. Шел те, усал йăла патне пĕрремĕш утăм тăвасси килтен пуçланать. Уявсене эрех-сăрапа ирттернине курать- çке вăл. Пĕчĕкскере аслисем пĕрле сĕтел хушшине лартаççĕ. Черккене газлă шыв е сĕткен тултарса парса пĕрле шаклаттарса ĕçеççĕ. Республикăри çул çитмен çамрăксемпе ĕçлекен тĕп психиатр-нарколог Лилия Дорофеева çемьери çакăн евĕр йăласем мĕн патне çитерме пултарни пирки каласа кăтартать:

— 6 çула çитиччен ача килте мĕн курнине губка евĕр йăлт çăтать. Пирĕн патра йышăнура ĕçкĕ-çикĕпе айкашман ашшĕ- амăшĕ те пулкалать. Вĕсем çамрăклах эрехпе туслашнă ывăл-хĕрне илсе килеççĕ. Специалист ача мĕн курса-илтсе ӳсни пирки ыйтса пĕлет те ашшĕ-амăшĕ тунă йăнăшсене асăрхать. Пĕчĕк ачашăн çемье — ят-сум. Ун умĕнче эрех ĕçеççĕ тĕк, «ывăнтăм-ха, канас килет — пĕр черкке ярса пар», «атя юлташсене чĕнсе сăра ĕçер» йышши калаçусем пулсан ача пуçĕнче шухăш çирĕпленет: алкоголь пурнăçра питĕ кирлĕ. Çакнашкал сăмах çаврăнăшĕсенче нимех те çук пек… Анчах ачана е çул çитмен çамрăка пĕтĕмлетӳ тума май параççĕ вĕсем: эрех-сăра — лайăх, уншăн юлташсемпе пухăнма юрать; чунра хурлăх е савăнăç пулсан та вăл пулăшать.

Çемье уявĕсенче ача юлташ-тăван пĕр-пĕринпе калаçса савăннине куртăр, хурлăхлă саманта эрехсĕрех чăтса ирттерме пулнине пĕлтĕр. Ашшĕ-амăшĕн шăпах çаксене вĕрентмелле.

Çул çитмен çамрăксемпе ĕç-пуç йывăртарах. Уйрăмах килĕнче е ашшĕ, е амăшĕ ĕçет пулсан. Ăнăçсăр çемьере çуралнăскер мĕн пĕчĕкрен ĕçкĕç хăтланăвĕсене ăша хывса ӳсет. Паллах, кун пек ачасем çитĕнсен 100 проценчĕпех алкоголик пулаççĕ тесе çирĕплетме çук, анчах ку хăрушлăх вĕсен 3-6 хут пысăкрах.

Хĕрачаран — хĕр, арçын ачаран каччă пулнă тапхăрта ашшĕ- амăшĕн мĕн пĕлмелле-ха?

1. Этем организмĕнче алкоголь сиен кӳмен пĕр тĕртĕм те, пĕр орган та çук. 16-ран кĕçĕн ачасен организмĕ шывпа пуянрах, белокран чухăнрах. Алкоголь шывлă çĕрте лайăхрах ирĕлет. 20 çултан аслăрах çынсемпе танлаштарсан, вĕсен организмĕнче этил спирчĕ пилĕк хут хăвăртрах сăрхăнать.
2. Хаяр шĕвек пĕвере уйрăмах сиенлет. Çул çитмен çамрăкăн вăл ӳссе те çитеймен-ха. /Пĕвер 18-20 çулччен ӳсет./ Организма лексен эрех пĕверте хуллен-майĕпен ирĕлет, унăн 10 проценчĕ çеç тухса пĕтет. Ытти юн тăрăх чупать. Унран пĕтĕмпех хăтăлмашкăн темиçе кун кирлĕ.
3. Çул çитмен çамрăкăн 4-6 сехетре спиртăн 14 проценчĕ çеç тухать. Çав вăхăтра ӳссе çитнĕ çын организмĕ 60 процент таран хăтăлать.
4. Токсинсем юн тăрăх чупса пĕвер хыççăн пӳре, чĕре, ӳпке, вар-хырăм, хырăм ай парĕ, юн тымарĕсем патне çитеççĕ. Спиртлă шĕвек йĕпе карланкă йăлмакине çиет, вар сĕткенне пăсать. Çавна пула белоксемпе углеводсен ылмашăнăвĕ, витаминсемпе ферментсен синтезĕ пăсăлаççĕ. Организма ӳсме кирлĕ материалсем çителĕксĕррипе шалти органсем лайăххăн аталанаймаççĕ.
5. Çул çитмен çамрăкăн пуç мими ĕçĕ улшăнать. Алкоголь шĕвекĕнчи этанол хими механизмĕсене пăсать. Çавна пула ăс-тăн аталанăвĕ чарăнса ларма пултарать. Çулçитмен çамрăк кăмăл-сипет, этика йĕркисене ăша хăвма пăрахать. Чĕрĕлме пуçланă пултарулăх та сӳнсе ларать.
6. Эрех ĕçсен çирĕпленсе çитмен çамрăкăн организмĕ стресс чăтса ирттерет. Характер улшăнать, тарăхни, вĕчĕрхенни çиеле тухаççĕ. Эрех-сăра çынна йĕркерен кăларать.
7. Ӳсекен организм, ӳснĕ çыннăннипе танлаштарсан, спиртлă шĕвеке хăвăртрах хăнăхать.
8. Алкоголь репродукци тытăмне сиен кӳни пирки çамрăксем шухăшламаççĕ. Эрех-сăрапа айкашакан хĕрсен чирлĕ ачасем çурални час-часах тĕл пулать. Каччăсен вара ар органĕсем тĕрĕс мар аталанаççĕ. <...>

Алина ИЛЬИНА хатĕрленĕ.

♦   ♦   ♦


«Калчана ача пек пăхса ÿстермелле»

ЧР тава тивĕçлĕ агрономне Зоя Павловăна ял хуçалăх ĕçĕнче пысăк çитĕнӳсем тума спортра туптаннă кăмăл-туйăм пулăшать. Çăмăл атлетика енĕпе СССР спорт мастерĕ иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсенче вăтам дистанцисене чупса палăрнă. Спорта юратакансем ăна «Зоя Миролюбова» ятпа пĕлеççĕ. Куславкка районĕнче фермер патĕнче тăрăшаканпа калаçăва та кулленхи ĕçпе çыхăннă ыйтуранах пуçларăмăр.

Пĕтĕм ĕçе вăхăтра тумалла

— Зоя Геннадьевна, çĕр çинче ĕçлекенсене халĕ мĕн пăшăрхантарать?

— Шăрăх çанталăкра купăста анине кĕве вăйлă иленет. Вăл 2010 çулхи шăрăх хыççăн аталанма тытăнчĕ. Купăстана нӳрĕк кирлĕ, анчах вăл шурлăхлă вырăнта та чирлеме пултарать. Хурт-кăпшанка пĕтерме темиçе тĕрлĕ препарата хутăштарса сирпĕтетпĕр. Пахча çимĕçе йĕпе-сапара фитофтора, шăрăхра альтернари нушалантараççĕ. Фитофтора ан сарăлтăр тесен профилактика ĕçĕсем пĕрмай ирттермелле. Унсăрăн çур ана чирлеме пултарать. Ăна чарма питĕ йывăр. Йĕпе-сапара чир ернипе хăярăн çулçи шуралать, вăхăтра им-çамламасан çимĕçе икĕ-виçĕ кунрах пĕтерет. Хăяр ăшă çанталăкра лайăх ӳсет. Çак çимĕç ӳсекен çĕре типĕтсе ямалла мар, вăхăтра шăвармалла, апатлантарса тăмалла. Помидора шыв нумай кирлĕ мар, анчах шăрăх кунсенче ытларах шăварма манмалла мар, унсăрăн чир-чĕр ерет. Нӳрĕкĕ пурне те виçеллĕ кирлĕ. Сухан çулçинче те хурт аталанать. Вăл сивве те юратмасть — чир-чĕре пула шуралать. Ăна та вăхăтра сиплемелле. Пур çимĕçе те е мочевинăпа, е навус, е кĕл шывĕпе апатлантармалла. Кĕл çавăн пекех хурт-кăпшанкă иленессинчен те сыхлать. Апат соди /е йод, е марганцовка/ ярса хутăштарнă шыв та усăллă. Анчах халăхăн сиплев меслечĕсем чир-чĕртен сыватмаççĕ — хими япалисемпе усă курмалла. Вĕсене те улăштарса тăмалла, мĕншĕн тесен хурт-кăпшанкă хăнăхать. Биологи мелĕпе хатĕрленĕ эмелсем те пур. Вĕсем усăллăрах, анчах вăйсăртарах: чир-чĕртен лайăх сиплеймеççĕ, хурт-кăпшанкăпа туллин кĕрешеймеççĕ. Биологи мелĕпе тунă им-çам пахалăхне тĕрĕслес тĕллевпе эпир сăнавсем те ирттеретпĕр.

— Кăçал пахча çимĕç тухăçĕ епле пулĕ-ши?

— Çĕр улми, кишĕр, купăста йĕпе-сапара, сивĕре аптăрамаççĕ. Вĕсене 20-25 градус пулни те çителĕклĕ. Анчах хăяра, кавăна, арпуса ăшă çанталăк кирлĕ, çавăнпа вĕсен тухăçĕ кăçал пысăк пулмĕ. Çу уйăхĕ сивĕ тата йĕпе-сапаллă пулнипе ака-сухана уйăх вĕçĕнче кăна вĕçлерĕмĕр. Каярахпа лартрăмăр пулин те çумăрĕ çуса тăнипе çимĕçсем лайăх вăй илчĕç.

— Тухăç илесси çĕре епле хатĕрленинчен те килет пулĕ?

— Çапла. Тăпрана çемçетмешкĕн пăрçа йышши культурăсем /пăрçа, горчица, рапс…/ акмалла. Симĕс чухнех сухаламалла. Вĕсен тăпрара çĕрмелле. Шăпах çак çимĕçсем тымар хурчĕпе кĕрешме пулăшаççĕ. Вăл сухаламан ана çинче ĕрчет. Нумай çул ӳсекен курăк анине сухаласа çĕр улми лартсан çимĕç тухăçлă пулать, анчах хурт çимĕçе сиен кӳрет. Ăна хими хатĕрĕсемпе тĕп тумалла. Пысăк тухăç илес тесен кашни тăватă çулта çĕр лаптăкне улăштармалла. Çапла тусан хурт-кăпшанкă та, чир-чĕр те, çум курăк та аталанаймаççĕ. Тĕслĕхрен, çĕр улми ани çинче пĕр чир ĕрчет, тепĕр çимĕç ӳсекен вырăнта урăх амаксем вăй илеççĕ. Çавăнпа вĕсене пĕтерес тесен вырăнсене улăштарса тăмалла. Çав вăхăтрах горчицăпа рапс ӳстернĕ лаптăкра купăста лартмалла мар, ку культурăсен анинче кĕве вăй илет. Çавăнпа пĕтĕмпех пĕлсе тумалла. — Эсир Шупашкар районĕнчи Тутаркассинчи хуçалăхра нумай çул тăрăшнă.

— Совет тапхăрĕнче унти совхоз пахча çимĕç ӳстерес енĕпе палăрнăччĕ. Шăпах унта тĕрлĕ çимĕç çитĕнтерес енĕпе опыт илтĕм. Çĕнĕ ертӳçĕ килсен пахча çимĕç лартма пăрахрĕç, выльăх-чĕрлĕх усрама тытăнчĕç. Ку хуçалăхра 25 çул ĕçлерĕм: кладовщик та, бригадир та, агроном та пултăм. Унтан кайсан фермер хуçалăхĕ йĕркелесе пахча çимĕç çитĕнтересшĕнччĕ, анчах ку тăрăхра халăха çĕр лаптăкĕ уйăрса памарĕç. 2010 çултанпа Куславкка районĕнче ĕçлетĕп. Тутаркассинчех пурăнатпăр. Çула тухма хăнăхрăмăр. Ĕçе юрататăн тăк пур йывăрлăха та çĕнтеретĕн. <...>

Андрей МИХАЙЛОВ.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.