Çамрăксен хаçачĕ 29 (6428) № 28.07.2022
«Математика урокĕнче те роль выляттăм»
Ольга Ильина ача чухнех артист пуласса пĕлнĕ. 2 çул каялла ăна К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕн труппине йышăннă. «Айăпсăр чун», «Чунăм, Лиза Акулина» спектакльсенче тĕп рольсене вылянă хĕр — паян пирĕн хăна.
Педагогсемпе — пĕр сцена çинче
— Оля, паянхи куна миçе постановкăра выляма ĕлкĕртĕн?
— «Чуххăм Ванькка авланать, кай-кай-кай…», «Айăпсăр чун», «Чунăм, Лиза-Акулина», «Телей кайăкĕ», «Эп сӳннĕ чух — эс çун!», «Шуйттан чури», «Инкеклĕ телей»… Пĕтĕмпе 7 роль калăпларăм. Ытти спектакльте массовкăра вылятăп.
— Кăмăлламан роле калăплани пулнă-и?
— Хальлĕхе çук. Эпĕ театрта 2 çул кăна ĕçлетĕп. Пур роль те килĕшет пек туйăнать. Манăн шухăшпа, нумай ĕçлесен кăна суйлама пуçлатăн. Халь ун пек тума вĕренсе çитеймен-ха. Эпĕ хама шыратăп.
— Вылянă рольсенчен хăшĕнче хăвна «хăтлă» туятăн?
— Эпĕ яланах камитре выляма килĕшет тесе шухăшланă. Нумаях пулмасть «Айăпсăр чун» драмăра тĕп сăнара калăпларăм та темшĕн чуна выртрĕ. Дашăн савнирен çие юлнă, анчах ашшĕпе амăшĕ ăна хырăм пăрахтарасшăн. Ача кĕтекен хĕр рольне выляма хатĕрленнĕ чухне интернетра нумай вуларăм, пурнăçри историсене, çынсем каласа панисене аса илтĕм.
— Эсĕ постановкăсенче вылятăн кăна мар, урăх спектакльсене те курма çӳретĕн. Хальччен пăхнисенчен хăшĕ хăйне евĕрлĕрех?
— Вăл — К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче Валерий Карпов лартнă «Хăлха çаккишĕн хăлха чикки». Ăна институтра вĕреннĕ вăхăтра курма килнĕччĕ. Манăн шухăшпа, питĕ лайăх спектакль. Пĕрле вĕренекенсемпе театртан: «О-о-о», — тесе тухрăмăр. Çав постановкăра пире институтра вĕрентнĕ Алексей Герасимов та вылятчĕ. Нумаях пулмасть Вырăс драма театрĕнче Питĕрти режиссер лартнă «Поединок» спектакле куртăм. Тĕлĕнсе пăхса лартăм, алла телефон пачах та тытмарăм. Тепĕр чухне кичем спектакле лекни пулкалать. Ун пек чухне алă хăех телефон патне туртăнать. Институтра вĕрентнĕ Ирина Иванова педагог пире спектакль курма Мускава та илсе кайнăччĕ. Алтай студийĕнчен вĕренсе тухакансен постановки кăмăла кайнăччĕ.
— Çын робот мар. Тепĕр чухне артист сцена çинче сăмахсене манать. Эсĕ ун пек лару-тăрăва çакланса курнă-и?
— Ун пекки пĕр спектакльте пулнăччĕ. Опытлă артистсемпе вылярăм та тӳрех: «Сăмахсене манатăп пуль», — тесе каларăм. Вĕсем мана сцена çинче пулăшнăччĕ. Спектакль вăл командăпа ĕçлени: пĕр-пĕрне илтетĕн, пулăшатăн. <...>
Алена АЛТУХОВА.
♦ ♦ ♦
«Анне тесе те чĕнместĕн, эй! тетĕн»
Патăрьел районĕнчи Çĕнĕ Ахпӳртре пурăнакан Мартышкинсем — ялта хисеплĕ те сумлă çынсем. Çемье пуçĕ Сергей Федорович колхоз йĕркеленсенех ферма заведующийĕнче ĕçленĕ. Тӳрĕ те ырă кăмăллă çын пулнă вăл. Ачисене те çавăн пекех пулма вĕрентнĕ.
Йыснăшне качча тухнă
Мăшăрĕпе иккĕшĕ 3 ывăл та пĕр хĕр çитĕнтернĕ. Ачисем татах çуралнă, анчах тĕрлĕ чире пула вилнĕ. 1915 çулта çуралнă ывăлĕ Степан /ăна пурте Тяпук тесе чĕннĕ/ ялта аслă пĕлӳ илнĕ çынсенчен пĕри пулнă. 1936 çулта ăна, çамрăк специалиста, Тури Туçари шкула географипе истори вĕрентме янă. Шăпах унта вăл пулас мăшăрĕпе Ксения Добросмысловăпа паллашнă. Ăна та, педучилище пĕтернĕ хĕре, çак шкула ĕçлеме янă. Пĕр-пĕрне юратнă икĕ çамрăк Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланиччен пĕрлешнĕ. Çĕршыва тăшман тапăниччен Тяпука Хĕрлĕ çара илнĕ. 1940 çулта вĕсен хĕрĕ Роза çуралнă.
«Манăн атте пек истори вĕрентекенĕ пулас килетчĕ. Вăл вăрçă пуçлансанах, малтанхи кунсенче, тăшманпа çапăçма кĕнĕ. Анне Тури Туçари шкулта вĕрентнĕ. Анчах 1941 çулхи раштав уйăхĕнче пирĕн çемьене хăрушă хыпар çитнĕ. Атте хыпарсăр çухалнă. Паллах, эпĕ кун пирки тăвансем каласа панă тăрăх кăна пĕлетĕп. 2-ри ача мĕнех астăвайĕ-ши? — ачалăхне аса илнĕ май калаçрĕ Роза Северова. — Манăн анне Каçал тăрăхĕнчи Тĕвенеш ялĕнче çуралса ӳснĕ. Çемьере 2 хĕрпе 3 ывăл пулнă. Аннен аппăшĕ Комсомольски районĕнчи Хурăнай ялне качча тухнă. Упăшкине вăрçа илсе кайман, вăл Канашра ĕçленĕ. Вĕсен 2 ывăл пулнă. Йысна вăрçă вĕçленсен те Канаш хулинчех вăй хунă.
Пĕррехинче аннен аппăшĕ упăшкипе курнăçма кайнă. Анчах киле чĕрĕ таврăнайман. Ăна Канашрах пытарнă. Вăл мĕнле вилнине никам та татса калайман. Унăн икĕ пĕчĕк ачи тăлăха юлнă. Вара кукамай Тури Туçана килсе аннене йыснăшне качча тухма тархасланă. «2 пĕчĕк ачана çынна парар мар, хамăрах пăхса ӳстерер», — тенĕ. Ку самант манăн асра лайăхах çырăнса юлнă. Ун чухне эпĕ 6-ри ача пулнă. Анне йĕре-йĕрех килĕшрĕ. Çапла эпир Хурăнай ялĕнче пурăнма тытăнтăмăр.
Паллах, асаттене манăн, пĕртен-пĕр мăнукĕн, шăпи интереслентернĕ. Пĕррехинче вăл ывăлне Саньккана лашапа Хурăнайне мана пăхма янă, май пулсан илсе килме хушнă. Санькка тете пирĕн пата килнине астăватăп. Эпĕ арçын ачасен хушшинче ӳснĕрен вăл мана малтан паллайман. Пĕчĕкскер, имшерскер ытла нишлĕ курăннă. Мана асаттепе асанне патне илсе каясшăнччĕ, анне ярасшăн мар калаçрĕ. «Хăнана кăна илсе каятăп, хамăрах каялла килсе яратпăр», — терĕ тете. Вăл аннене темĕнле майпа ӳкĕте кĕртрех. Çывăх çыннăм мана урама тухсах урапа çине лартса ячĕ.
Çапла асаттесем патĕнче пурăнма тытăнтăм. Кунта аттен пĕртăванĕсем — икĕ тетепе пĕр аппа — пурччĕ. Мана питĕ шеллетчĕç, юрататчĕç, лайăх пăхатчĕç. Асанне лайăх çынччĕ. Эпĕ вăл усал сăмах каланине, çынна вăрçнине нихăçан та курман. Ферма заведующийĕ пулнă асатте пиртен питĕ çирĕп ыйтатчĕ. Ун чухне кашни килтех хур чĕппи кăларатчĕç. Çуллахи вăхăтра вĕсене ачасем астунă. Пĕррехинче эпĕ те нумайрах вылянă, те астуса çитереймен — манăн хурсене хир сыхлакан çынсем, вĕсене полевойсем теттĕмĕр, тытса кайнă. Укçалла çеç каялла парса яратчĕç. «Ăçта çав хĕр? Лекет ăна! Хурсене полевойсене тыттарса янă», — асатте тултанах вăрçса кĕнине илтрĕм. Хăранипе ниçта пытанма пĕлмерĕм. Ку вăхăт тĕлне Санькка тете авланнăччĕ, вĕсен хĕрача çуралнăччĕ. Ача сăпкине кĕрсе выртса хăтăлса юлтăм. Кайран асаттен çилли иртсе кайрĕ. <...>
Валентина ЯКОВЛЕВА.
♦ ♦ ♦
«Чăваш тĕрриллĕ вырăн таврашĕçĕлес килет»
Ольга Федорова ĕмĕтне пурнăçа кĕртмешкĕн çул çинчи тĕрлĕ пăтăрмаха сирсе пĕр чарăнми утнă. Çĕрпӳ районĕнчи Нĕрĕш ялĕнче çĕвĕ мастерскойне уçнă кун унран телейлĕ çын та çукчĕ пуль. Сăн-пичĕ телейпе çиçсе-çуталса тăчĕ. Паян вăл пирĕн вулакансене хаваспах чунне уçрĕ.
Чутах шывра путман
— «Пурнăç пурăнасси уй урлă каçасси мар», — теççĕ чăвашсем. Ольга, эсĕ çĕвĕç дипломне илсен тӳрех ĕç тупайманнипе биржăна кайнă. Унтан сана ытти çамрăкпа пĕрле Волгоград облаçне помидор пуçтарма янă. Çуллахи пĕр шăрăх кун эсĕ чутах шывра путса вилмен. Çавăн чухне çăлăнман пулсан паян ача чухнехи ĕметне те пурнăçлаймастăнччĕ…
— Путма пуçланине нихăçан та манас çук. Халь тепĕр хут аса илнипех чун хумханма пуçларĕ. Помидор пуçтарнă çĕрте пĕр спортсменкăпа паллашрăм. Пĕррехинче ăна тусĕсем выляса шыва тĕкнĕ те вăл хăранипе ишме те маннă иккен. Пĕрле ĕçлекен каччăпа хĕре çĕнĕрен ишме вĕрентмешкĕн шут тытрăмăр. Кӳлĕ варрине ишсе çитрĕм çеç — вăл хăранипе мана хулпуççирен ярса илчĕ те эпĕ шыва чул пек анса кайрăм. Çӳлелле хăпарас — вăй çук. Сывлăш пӳленчĕ, куç хуралса килчĕ.
«Вилетĕп иккен», — шухăшларăм. Пĕтĕм пурнăç куç умĕнчен çиçĕмле хăвăртлăхпа вĕçсе иртрĕ. Ура шыв тĕпне перĕнсенех мĕн пур вăя пухса çӳлелле, çутă еннелле, хăпарма пуçларăм. Пуçра пĕр шухăш çеçчĕ: хĕре çыран хĕррине сĕтĕрмелле. Шывран тухсан аран сывлăш çавăрса илтĕм. Хам чĕрĕ иккенне ĕненес те килмерĕ. Пăхрăм та — хĕр çăлăнас тесе икĕ аллипе яша мăйран ярса илнĕ те лешĕ сывлайми пулнă, аран-аран тапаçланать… Вĕсем патне çитсе хĕре çӳçĕнчен тытса çӳлелле туртрăм. Вăл тинех яша мăйĕнчен вĕçертрĕ. Хĕре аран-аран çыран хĕррине илсе çитертĕмĕр. Кайран, тăван киле таврăнсан, чĕрĕ юлнишĕн пĕр савăнса, пĕр хурланса аннене ыталаса тăраниччен йĕтĕм. Çавăн чухне вăл эпĕ инçе çула кайсан чиркӳре ман ятпа 40 кун кĕлĕ вулаттарма панине пĕлтерчĕ. «Тен, çавă та вилĕмрен çăлса хăвармарĕ-ши?» — тесе шухăшларăм.
— Çывăх çыннăн чĕри теме те сисет çав. Пĕлме çук, вăл санпа инкек пуласса малтанах туйма пултарнă.
— Хамăр çемьепе кăшт паллаштарам-ха. Асаттепе асанне ялтан Канаша ĕçлеме куçса кайнă, унта тĕпленнĕ. Атте тăван килĕнчех юлнă. Совхозра чылай çул комбайнерта, трактористра вăй хунă. Çĕрпӳри техникума хĕрлĕ дипломпа вĕренсе пĕтернĕ. Анне çамрăк чухне ытларах тăван ялта, Энĕшкасси Катекре, хăмла çинче тăрăшнă, каярах фермăра ĕне сунă. Эпир çемьере пиллĕкĕн çуралнă. Аслă пичче Юрик ир çĕре кĕчĕ. Чĕре чирĕпе аптăратчĕ. Ăна çухатсан питĕ кулянтăмăр. Ĕçченччĕ. Пӳртри ăшă батарейисене веçех вăл вырнаçтарнă. Çурта шыв кĕртрĕ. Хуралтăсене пурте пĕрле пухăнса хăпартрăмăр. Çемьере ача нумай пулни аван çав — пысăк ĕç тума çăмăл. Пичче хыççăнхи аппа Валентина 3 ывăл çитĕнтерчĕ. Пĕри сахăр диабетне пула сарăмсăр çĕре кĕчĕ. Светланăн та 3 ача — икĕ хĕрпе пĕр ывăл. Светлана хыççăн эпĕ çуралнă. Йăмăкăм Ирина музыка ертӳçинче вăй хурать, унăн 1 ывăл. Пĕчĕк чухне хурсем пăхаттăмăр. Кӳлле хăваласа каяттăмăр та çухаласран çыран хĕрринче сыхласа лараттăмăр. Аслă пичче Канашра пурăнакан асаттепе асанне килĕнчен тухма пĕлмен. Пире те, хĕр пĕрчисене, çуллахи каникулта вĕсене пулăшма леçетчĕç. <...>
Альбина ЮРАТУ калаçнă.
♦ ♦ ♦
Йывăç лартаççĕ, хуçалăха аталантараççĕ…
Борисовсем çамрăк çемьесене яла илĕртесшĕн Шкулта вĕреннĕ хыççăн вĕсем аслă пĕлӳ илнĕ, тĕрлĕ хулара пурăннă. Анчах иккĕшне те ял пурнăçĕ илĕртнĕ. Шăпах çак ĕмĕт пĕрлештернĕ те çамрăксене. Борисовсем мăшăрлансан ахальтен мар Йĕпреç районĕнчи Пĕчĕк Упакассинче тĕпленнĕ.
Çурт çĕклесшĕн
Дениспа Надежда Борисовсем пĕр районта çуралса ӳснĕ. Анчах та шăпа вĕсене Чулхула облаçĕнче йывăç лартнă чухне паллаштарнă. Кун хыççăн çамрăксем социаллă сетьре темиçе çыру вĕçтернĕ те… пĕр-пĕрин пирки маннă. Надежда яла пурăнма куçиччен Шупашкарта, Мускавра ĕçленĕ. Денис та аслă пĕлӳ илнĕ хыççăн çулталăк ытла Çурçĕрте пурăннă.
Надя «Контактри» страницинче ялпа çыхăннă хыпар тăтăшах вырнаçтарнă. Çакна кура пĕррехинче ун патне Денис çыру вĕçтернĕ. Иккĕшĕ те пĕрешкел ĕмĕт-шухăшпа пурăнни çакăн чухне уçăмланнă та — каччăпа хĕр ялта пурăнма ăнтăлнă, вĕсене çак шухăш канăç паман. Çапла туслăх çирĕпленсех пынă. Çулталăкран, 2018 çулта, çемье чăмăртанă. Кил хуçи çуралнă тăрăха пурăнмашкăн куçма сĕннĕ. Хальлĕхе çамрăк çемье кивĕ çуртра кун кунлать. Анчах та Борисовсем хăйсене ятăн кĕтес, кĕтес кăна та мар — хуçалăх çавăрас тĕллевпе пурăнаççĕ.
Надежда ĕмĕт-тĕллевĕ çинчен, ял пурнăçĕн илемĕ пирки «Контактра» социаллă сетьре ятарласа уçнă ушкăнра тăтăшах çырса кăтартать. Çакă уншăн хăйне евĕр чун киленĕçĕ вырăнĕнчех.
— Çак ĕçе Пĕчĕк Упакассинче тĕпленнĕ хыççăн 2 çултан пуçларăм. Пĕр енчен хутшăну çитменрен тени те тĕрĕс. Ку кăна та мар, хамăр тĕслĕхпе ыттисене те яла куçма хавхалантарас килет. Мĕн пытармалли, хулара пурăннă чухне хам та пĕрмай кунашкал соцсетьсенче лараттăм, тĕрлĕ статья тишкереттĕм, ял-салара пурăнакансен пурнăçĕпе хаваспах паллашаттăм. Шăпах вĕсене вуланă хыççăн хуларан пушшех писрĕм. Пурăна киле хам та ятарлă блог йĕркелерĕм. Ял пурнăçĕпе паллаштарнипе пĕрлех унта хамăн шухăш-кăмăла та çырса палăртатăп. Ялта пурăнакансемшĕн çырлана кайнинче, уçăлма тухсан хурт-кăпшанкă курнинче нимĕнле тĕлĕнтермĕш те çук. Хулара тĕпленнисемшĕн вара çакă питĕ кăсăклă. Çавăнпах пĕр-пĕр сăн ӳкерчĕк курсан кунашкаллине татах лартма ыйтаççĕ. Çынсем çыру çырни, комментари хăварни савăнтарать, хăйне май хавхалантарать. Туссен хушшинче яла пурăнма куçас текенсем те пур-ха. Анчах ку шухăш мăшăртан пĕрне кăна хавхалантарать, çавăнпах çемье хулара тытăнса тăрать, — каласа кăтартрĕ Надежда.
Паллах, хăшĕ-пĕри ăна капла кăна çырать. Тепри ятарласа туслашать — Борисовсен пурнăçĕ çинчен ытларах пĕлме тăрăшать. Яла кăмăлланă, анчах çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнче тĕпленнĕ çынсемпе хутшăнни те мĕне тăрать! Çапла çĕнĕ туссем, çĕнĕ пĕлĕшсем хутшăнсах пыраççĕ. Кашнин опычĕ паха.
— Ялта никама та палламастăп. Анчах мана пурте пĕлеççĕ, туссен йышне кĕртеççĕ. Эппин, çакă вĕсемшĕн те кăсăклă. Теприсем нимĕн те çырмаççĕ, манăн сăмахсен айне «килĕшет» тесе кăна пусаççĕ. Паллах, лайксен шутне ӳстерессишĕн çунмастăп. Кун пек тĕллев пачах çук. Çавах çакă темле пулсан та савăнтарать, хавхалантарать, кăмăла çĕклет. Эппин, ял пурнăçĕ пурне те интереслентерет. <...>
Татьяна НАУМОВА.
♦ ♦ ♦
Шупашкара 3 çуллăха килнĕ те… яланлăхах юлнă
«Никама та палламастăм. Йĕри-тавра янăракан чăваш чĕлхине те ăнланмастăм. Кунта тĕпленнĕ халăха, унăн тĕрри-эрешне юратрăм», — терĕ ЧР тава тивĕçлĕ художникĕ Татьяна Петрова. Чăн та, вăл капăрлатнă тумтиртен куç илме çук. Паллă артистсем, пултарулăх ушкăнĕсем Татьяна Ивановна эрешленĕ çи-пуçа тăхăнаççĕ.
Хресченсене вулама вĕрентнĕ
«Эпĕ Тамбов облаçĕнче Знаменкăра кун çути куртăм. Çак поселокрах вырăс поэчĕн Александр Пушкинăн арăмĕ Наталья Гончарова çуралнă. XIX ĕмĕр çурринче сала Строганов граф еткерлĕхне куçнă. Унăн именийĕ сыхланса юлнă. Вăл Знаменкăри чи паллă вырăн шутланать. Ăна çулленех хăтлăлатаççĕ, стенасем юхăнма пуçласанах юсав ĕçĕсем ирттереççĕ. Çурт умĕнчи картлашкасене çеç тĕкĕнмеççĕ. Ун тăрăх чаплă хăнасем хăпарнă-çке-ха. Тăван çĕршывăн 1812 çулхи вăрçи вăхăтĕнче Николай Гончаров дворян çемйи именире хӳтлĕх тупнă. Вĕсем унта çулталăк çеç пурăннă. Наталья Гончарова текех Знаменкăна таврăнман. Анчах тавра пĕлӳ музейĕнче ăна халалланă курав пур. Поселокра кун кунлакансем тăван тăрăхăн кун-çулне пĕлеççĕ, мухтанаççĕ. Халĕ Знаменкăра 1300 ача пурăнать. Вĕсенчен 700-шĕ ача-пăча искусствăсен шкулĕнче вĕренет.
Манăн аттепе анне хисеплĕ çынсем пулнă. Çемье пуçĕ — Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕ. Вăл совет-финн вăрçине те хутшăннă. Пирĕн çĕршыва нимĕç çарĕсем тапăнсан фронта тухса кайнă. Берлина çитнĕскере паттăрлăх кăтартнăшăн медаль-орденпа чысланă. Айван пулнă çав эпĕ — вăл ăçта тата кампа çапăçнине ыйтса пĕлме ăс çитереймен. Анне Тамбоври педагогика институтĕнче вĕреннĕ, учитель пулнă. 1930 çулта çĕршывра ликбез пуçланнă. Манăн анне ял-салана çитсе хутла пĕлмен хресченсене вулама-çырма вĕрентнĕ. 1941 çулта вăл пиччене çуратнă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансан анне ача çурчĕн ертӳçи пулса тăнă.
«Питĕ йывăрччĕ. Эвакуациленнĕ тăлăхсем ашшĕ-амăшне аса илсе макăратчĕç. Хăйсем имшерккеччĕ, аран-аран уткалатчĕç», — аса илетчĕ анне. Вăл хăшне-пĕрне шелленипе вăй пухмашкăн киле илсе килнĕ. Кукамайпа пĕрле пурăнаттăмăр. Вăл мăнукĕсене, ача çуртĕнчи тăлăхсене пăхма пулăшнă. Сăмах май, кукамай питĕ ăслă çынччĕ. Пире юмах-халап каласа кăтартатчĕ. Вăл Граждан вăрçине, революцие хăй куçĕпе курнă. <...>
Ольга КАЛИТОВА.
Материалсемпе туллин паллашас тесен...