Комментари хушас

21 Утă, 2022

«Чăваш хĕрарăмĕ» 28 (1256) № 21.07.2022

Ачасемпе чăвашла юрлатпăр

Алина САВЕЛЬЕВА, эстрада юрăçи:

— Чăваш çыннисем тăван чĕлхерен вăтанни шухăшлаттарать. Хамăр республикăра çакнашкал тĕслĕх нумай. Пĕр хĕрарăм ячĕпе йĕркеленĕ уявра пулма тӳр килчĕ. Кĕреке хуçи чăваш юррисене итлес килменнине тӳрех палăртрĕ. «Сăмахĕсене ăнланмасть-ши?» — ирĕксĕрех иккĕленӳ çуралчĕ. Вăл чăваш ялĕнче çуралса ӳсни çийĕнчех паллă пулчĕ. Çитменнине, çывăх çыннисем ăна чăвашла саламларĕç.

Йăхташăмăрсене вара ырлас килет. Юлашки вăхăтра Пенза тăрăхĕнче, Тутар Республикинче пурăнакан чăвашсемпе курса калаçмашкăн май пулчĕ. Вĕсем тăван чĕлхене мала хураççĕ. Республика тулашĕнче ачасене факультатив йĕркипе чăвашла вĕрентни савăнтарать. <...>

♦   ♦   ♦


Настя ращи

Канмалли куна пăхмасăр ир-ирех тухрăмăр çула. Кăрмăш ялĕнчен тухса Ярăскасси тăвайккине улăхрăмăр. Ял пуçĕнчен Мишер патне çитичченех чăрăш речĕ мăнаçлăн тӳпенелле, хĕвел патнелле кармашать. Пĕр вунă çул каярах çеç-ха, пĕчĕкскерсем, юр айне пытанса хӳтлĕх шыратчĕç. Паян вара сарлака турачĕсемпе иртен-çӳрене сивĕ çилтен хӳтĕлеççĕ, çулла çитсен кăмпа пуçтарма илĕртеççĕ. Чунтан тав тăвас килет çак уçă вырăнта йывăç лартма хутшăннă кашни ачапа ӳснĕ çынна. Çакăн пек хастарсен ĕçĕ ĕмĕрлĕхех чунра юлать.

Ун-кун пăхса çут çанталăк илемĕпе киленсе пырса Тимĕрçырма ялĕ еннелле пăрăнтăмăр. Çырми-çатри туллиех ку тăрăхра. Йĕри-тавралла ӳсекен йывăç та чы-лай. Яла ертсе кĕрекен çулăн сылтăм енĕпе речĕ-речĕпе вырнаçнă йывăçсем куçа тыткăнлаçççĕ, пуç тайса сывлăх сунаççĕ. «Настя ращи» — çапла ят панă ку вырăна Тимĕрçырмасем. Шăпах çак Настя аппа патне çитме васкатпăр паян эпир те…

Икĕ хутлă керменте хĕрĕпе кĕрӳшĕн ăшшине туйса пурăнать пирĕн хисеплĕ çыннăмăр Анастасия Егорова. Чире пула килтен тухса çӳреймест пулин те, сакăр теçетке урапи çине сиксе улăхнă кинемей самана таппинчен юлма шутламасть, çамрăк чухнехи пекех чун-чĕрипе çунса тăрать, ял халăхĕн пурнăçĕпе кăсăкланать, сĕнӳсемпе пулăшма васкать.

Пурнăç сăпки хăйне ачашшăн сиктерсе усрайманшăн Анастасия Егоровна ӳпкелешмест. Хаяр вăрçа пула çуралсанах ашшĕсĕр тăрса юлнăскер, асламăшĕн пăрçа нимĕрĕ еплерех тутлă пулнине паян кун та ас тăвать вăл. Амăшĕ хĕр пĕрчине пăрахса хăварса тухса кайнă. Тепĕр арçынпа пĕрлешсе унран виçĕ ача çуратнă. Каярахпа ӳкĕннĕ пулас-ха хĕрарăм, аслă ачине илме килнĕ, анчах шăпăрлан хăй кайма килĕшмен. Пĕчĕк Наçтука ашшĕн тăван аппăшĕ Укахви хăй хĕрĕ пек савса пăхса ӳстернĕ. Çатра-Лапсар шкулĕнче çичĕ çул вĕреннĕ хыççăн хĕр Кӳкеçри интернат шкулта ăс пухать. Кун хыççăн ӳссе пĕве кĕнĕ пике Çĕрпӳри ял хуçалăх техникумĕнче кĕçĕн агроном профессине алла илет. Кунтах чиперкке тракторист- комбайнера та вĕренет. Ăшă кăмăлпа аса илет Çĕрпӳре вĕреннĕ çулсене ĕç вете-ранĕ. Çĕнĕ çĕрсене уçнă çĕре çитсе унти вĕçĕ-хĕрррисĕр уйсенче тыр-пул пуçтарни такама та мăнаçлантарĕ. «Тавар турттаракан пуйăсăн вакунĕнче виçĕ талăк кай-рăмăр. Урал тăвĕсене мĕнлерех савăнса пăхса пытăмăр вĕт! Еплерех илемлĕ чечексем ӳсетчĕç унта! Виçĕ кун пĕр чарăнми юрă хыççăн юрă шăрантартăмăр çамрăкскерсем, — аса илет Анастасия Егоровна. — Пире «Тимирязевский» совхозри йĕтем çине ĕçлеме ячĕç. Мĕн чухлĕ тырă килетчĕ! Курсан хăраса каймалла. Ĕçлесен те ывăнни часах иртетчĕ. Пирĕн, хĕрсен, капăр та тăхăнас килет вĕт. Çи-пуçĕ вара çукрахчĕ. Эпĕ хам валли ачасен айне сармалли татăксенчен плащ çĕлесе тăхăннăччĕ. Хĕрсем сырăнчĕç. Кĕпе çĕлесшĕн, касса пама ыйтаççĕ. Лавккара пĕр тĕрке чечеклĕ çитсă туянтăмăр, кашнин валлиех кĕпе касса патăм хайхисене. Алă вĕççĕн çĕлерĕç килĕшнĕ тума тантăшăмсем. Кайран инкубатор чăххисем пек пĕр тĕслĕ çӳрерĕмĕр пурте».

Наçтук пиллĕкмĕш класра чухнех çĕлеме вĕреннĕ. Укахви аппан хăйĕн те хĕрĕ пулнă. Кам маларах çĕлеме вĕренет, çавна машина илсе пама шантарнă хĕрарăм. Çапла вара вăл 18 килограмм ирĕлтернĕ çу сутса, тепĕр кăшт укçа хушса Наçтука çĕвĕ çĕлемелли машина туянса парать. Колхозра лашапа ĕçленĕ Укахви аппа яланах малтисен ретĕнче пулнă, икĕ хĕрне ыттисемпе тан ӳстерес тĕллевпе нимрен те пăрăнса юлман. Наçтукăн хăйĕн алли чăн та ылтăн пулнă çав, тем те çĕлеме пултарнă вăл. Венчет кĕпи те питĕ чаплă пулса тухнă пике аллинче. Тума пĕлмен ĕç юлман пултаруллăскерĕн. <...>

Регина ЧЕРНОВА.

Шупашкар районĕ.

♦   ♦   ♦


«Ларсах каяс марччĕ…»

Кашни çыннăн хӳтĕленме ирĕк пур

— Депутат статусне паян ытла та антарса лартрĕç, — чунне ыраттаракан самантран пуçларĕ калаçăва Çĕнĕ Шупашкар хула Пухăвĕн депутачĕ Григорий Михайлов. — Çынсен шухăшĕпе, подъездра çутă çук — депутат айăплă. Картишри сака сăрламан — каллех вăл ĕçлесе çитереймен. Тĕрĕссипе, депутат ĕçĕ пачах урăх шайра йĕркеленет — унăн халăх пурнăçне çăмăллатас тĕлĕшпе тăрăшмалла. Çутăпа сакшăн вара тӳрремĕн яваплă организацисем пур. Управляющи компани сăмахран.

— Григорий Александрович, сирĕн статус питĕ нумай: депутат, директор, мăшăр, атте, ывăл… Хăшĕнчен пуçлар-ши? Тен, мĕншĕн шăпах юрист ĕçне суйласа илнинчен?

— Эпĕ çартан таврăнсанах çак ĕçпе вăй хума пикеннĕ. Унтан, ятарлă пĕлӳ кирлине ăнланса илнĕ хыççăн, аслă шкулта ăс пухрăм. Директора вара, паллах, юридици пĕлĕвĕ кирлех — пурнăç хăй çапла вĕрентсе пычĕ. Тепĕр тесен, саккуна пĕлни никамшăн та пăсăк мар. Пушшех те — кашни çыннăн хӳтĕленме ирĕк пур. Пурнăçра темĕн те пулса иртет. Маларах, калăпăр, хӳтĕлев институчĕ ытлашши аталанман чухне, çынна тĕрĕс мар айăпласа персе пăрахни сахал пулнă-и? Кайран, тепĕр 10 çултан уçăмланать — çав çын айăплă та мар-мĕн… Тĕрĕс пурăнма тăрăшакансен хушшинче улталакан та чылай вĕт. Çавăнпа судра нумай пулма, тĕпчеме, тĕрĕслĕхе çирĕплетме тивет. Тепĕр чухне кассаци инстанцине те çитетпĕр.

— Депутат статусĕнче мĕнле ыйтусемпе ытларах ĕçлеме тивет?

— Общество йышăну пӳлĕмне кашни эрнерех нумай çын пырать. Чуна чи ыраттараканни — ашшĕ-амăшĕн хӳттисĕр тăрса юлнă тăлăх ачасем. Вĕсене хăйсен прави-сене хӳтĕлеме йывăр. Çапла тăлăхсен интересĕсене судра хӳтĕлесе темиçе çамрăка хваттерлĕ пулма пулăшрăм. Асра юлнă пулăм Чернобыльпе çыхăннă. Унти аварие сирме хутшăннă арçыннăн, вăл киле таврăннă хыççăн çамрăклах вилнĕ, тăлăх арăмĕнчен хваттере каялла туртса илнĕ. Справкăри пĕр йăнăш сăмахшăн. 1,5 ытла миллион тенке тавăрса памалла йышăну кăларнă. Хĕрарăм пенсире. Ачи — студент. Укçана тавăрса пынă май пурăнмалăх та юлмасть. Хĕрарăм манран пулăшу ыйтма килчĕ. Эпĕ Олег Николаевăн пулăшаканĕччĕ ун чухне, вăл çав вăхăтра — РФ Патшалăх Думин депутачĕ. Олег Алексеевич ыйту хатĕрлесе Украинăна ăсатрĕ — Чернобыль архивĕ йăлтах унтаччĕ. Тĕпчесе пĕлнĕ тăрăх çакă уçăмланчĕ — арçын инкеке сирме хутшăннă кăна мар, реактора тасатма кĕнĕ! Суда тухрăм, ыйтăва тепре тишкертĕмĕр. Тавăç тăратнă ведомствăсем ĕçе каялла илчĕç. Хĕрарăмран 5 çул тытса пынă укçана та тавăрса пачĕç. Кун пек тĕслĕх манăн практикăра сахал мар. <...>

Рита АРТИ калаçнă.

♦   ♦   ♦


Хĕрсем çĕнтерме пуçларĕç

Иртнĕ ĕмĕрĕн варринчен пуçласа пирĕн çĕршывра çурла уйăхĕн иккĕмĕш шăмат кунĕнче Физкультурник кунне анлăн паллă тăваççĕ. Йăлана кĕнĕ тăрăх, çав уявра хуласемпе ялсенче тĕрлĕ ăмăртупа турнир йĕркелеççĕ. Çитĕнекен ăру çакăнта тăван республика чысне хӳтĕлесе чапа тухнă спортсменсемпе тĕл пулать.

Чăваш Енре çуралса ӳснĕ, Атăл тăрăхĕнчи тата Раççейри спартакиадăсемпе чемпионатсенче пирвайхи çитĕнӳсемпе палăрнă спортсменсене илес пулсассăн çур ĕмĕр ытларах каялла вĕсенчен тăваттăшĕ кăна Совет Союзĕн чысне хӳтĕлесе Олимп вăййисен медальне çĕнсе илнĕ: Елчĕк районĕнчи Ардалион Игнатьев, Çĕмĕрле районĕнчи Валерий Ярды, Вăрмар районĕнчи Валериан Соколов тата Канаш хулинчи Владимир Воронков. Вĕсем пурте — СССР спорчĕн тава тивĕçлĕ мастерĕсем.

Пирĕн республикăра çитĕннĕ, çамрăкранах спортпа туслашнă ентешсенчен кăçалччен 263 çын тĕнче спорт мастерĕ пулса тăнă. Çĕнĕ XXI ĕмĕр пуçланиччен йывăр норматива ытларах арçынсем пурнăçланă. Юлашки çулсенче вара пысăк ăмăртусенче, каччăсемпе танлаштарсан, хĕрсем ытларах çитĕнӳ тăваççĕ. Шупашкарти В.Краснов ячĕллĕ Олимп резервĕсен училищинчен вĕренсе тухнă Етĕрне районĕнчи Александра Козловăпа Патăрьел районĕнчи Наталья Шайма-нова акă штанга йăтассипе Раççей тата Европа чемпионачĕсенче малти вырăнсем йышăнса тĕнче спорт мастерĕн нормативне пурнăçланă. Утă уйăхĕн пуçламăшĕнче Хабаровскра иртнĕ çĕршыв чемпионатĕнче те вĕсем тĕрлĕ хăнăхтарура иккĕмĕш тата виççĕмĕш вырăнсене йышăннă. Елчĕк районĕнчи Кивĕ Эйпеç пики Полина Андреева, çак чемпионатра 49 килограмлă виçере ăмăртнăскер, икĕ енлĕ кĕрешӳре 175 /78-97/ килограмм пухса çĕршыв чемпионкин ятне пуçласа çĕнсе илнĕ. 20 çулти пикен çитĕнĕвĕ тĕнче спорт мастерĕн кăтартăвĕпе танлашать. Полина çавăн пекех Раççейри çамрăксен рекорчĕсене лайăхлатнă.

Çĕнĕ XXI ĕмĕр пуçлансан тăван республикăра йывăр атлетикăна аталантарас тĕлĕшпе Елчĕк рай-онĕнче çуралса ӳснĕ С.Шелтуков нумай вăй хучĕ. Çирĕм çул каялла Сергей Сильвестрович спорт ăсталăхне ӳстерекен шкулăн пуçлăхĕнче ĕçлеме пуçларĕ. 2013 çултанпа физкультурăпа спорт министрĕ пулчĕ вăл.

Çак кунсенче Шупашкарта пилĕк çул каялла йывăр чире пула пирĕнтен яланлăхах уйрăлнă ЧР физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченне Сергей Шелтукова асăнса IV уçă турнир иртрĕ. Турнирăн пĕрремĕш кунĕнчи çивĕч кĕрешӳре Елчĕк районĕнчи А.Игнатьев ячĕллĕ спорт шкулĕнче вĕренекенсем ытларах палăрчĕç. Шелтуковăн ентешĕсем Анастасия Абрамова, Ангелина Айметова, Инесса Ильина, Никита Яковлев, Даниил Немцев, Игорь Абрамов, Артем Перцев тата Ярослав Викторов хăйсен виçисенче пĕрремĕш вырăнсене йышăнчĕç. 20 çултан аслăрах атлетсен ушкăнĕсенче тĕнче спорт мастерĕсем Наталья Шаймановăпа Ирина Баймулкина, Раççей спорт мастерĕсем, Шупашкарти Сергей Тимофеевпа Андрей Каюков, Вăрнар поселокĕнчи Андрей Алексеев тата ыттисем лайăх результатсем кăтартса чемпион хăйăвĕсемпе ылтăн медальсене тивĕçрĕç.

Ĕлĕкренпех пирĕн республика хăйĕн çăмăл атлечĕсемпе чапа тухнă. Кăçалччен Чăваш Енре хĕрĕх олимпиец ӳссе çитĕннĕ пулсан вĕсенчен çуррине яхăн — хăвăрт утакансемпе тĕрлĕ дистанцире чупса палăрнисем. <...>

Владислав СИДОРОВ.

♦   ♦   ♦


Чăваш килне çитер-и?

Архивра ĕçлеме пуçласанах Константин Ерофеев метрика кĕнекисемпе кăсăкланса паллашнă. Çапла майпа чăваш ялĕсенче тĕпленнисен ячĕсене, хушамачĕсене тĕпченĕ. Тăван халăх историне ăса хывнă. «Кĕпер» роман авторĕ Влас Иванов-Паймен çурални çинчен çырнине тупни уйрăмах хăпартлантарнă ăна. Паллă çыравçă 1907 çулта Эрĕнпур облаçĕнчи Çирĕклĕ Тук ялĕнче çут тĕнчене килнине аса илтерес килет. Константин Ерофеев хăй те — çак тăрăхранах. Каччă документ копине ялти музее çитерсе панă. «Хамăрăн ял çинчен конференцисенче каласа кăтартма тăрăшатăп», — тет вăл. Чăваш ялĕсенче пурăнакансен хушма ячĕсем тавра çырнă унăн ĕçĕ интереслĕ пулса тухни иккĕлентермест. Чим, автор хăшне чи малтан аса илет-ши? Константин Ерофеев пĕр çын çумне «Пилĕк пус» хушма ят çыпăçнине каларĕ. Вăл пĕр вĕçĕм пилĕк пуслăх укçа ыйтнă-мĕн. Çавăнпах историе кĕрсе юлнă.

Тăварланă хăяр кукăлĕ

Нумаях пулмасть Эрĕнпур регион телекуравĕпе чăвашсем çинчен уйрăм кăларăм хатĕрленĕ. Интернет уçлăхĕнче унпа паллашмашкăн май пулчĕ. Тĕрлĕ халăхăн культурине сăнлакан кăларăмра шăпах Эрĕнпур облаçĕнчи патшалăх пĕрлештернĕ архив пуçлăхне Константин Ерофеева сăмах панă. Каччă йăх-несĕлĕн кун-çулне йĕрленĕ май тăварланă хăяр кукăлĕ пĕçерчĕ, «Чăваш килĕ» музей экспоначĕсене кăтартрĕ. Пĕтĕмĕшле илсен, Эрĕнпур тăрăхĕнче 12 пин чăваш пурăнать.

Çывăхрах паллашнă май Константин Ерофеев Эрĕнпур облаçĕнчи Çирĕклĕ Тук /Верхнее Игнашкино/ ялĕпе çыхăннă халапа аса илчĕ. Тахçан малтан çакăнта Игнат, Яшка, Пронька чăвашсем тарса килнĕ теççĕ. Хăтлăх шыракансем çак тăрăхра тĕпленме тĕв тунă. Хайхисем виçĕ чăваш ялĕ никĕсленĕ. Вĕсем юнашарах вырнаçнă. Унта чăвашсем наци чĕлхине, культурине, йăли-йĕркине упраççĕ. Ку халапа ăна шкулти тавра пĕлӳ урокĕнче каласа кăтартнă.

Йăхташăмăр чăвашсен хушшинче сарăлнă ниме йĕркине асăнса хăварчĕ. «Ача чухне сахалтан пилĕк çемье пуçтарăнса утă хатĕрлеттĕмĕр. Арçынсем курăк çулатчĕç, хĕрарăмсемпе ачасем тавăратчĕç. Унтан пурте пĕрле утă пуçтараттăмăр. Ăна капана хываттăмăр е аслăк çине вырнаçтараттăмăр. Пӳрт çĕкленĕ чухне çур ял халăхĕ пулăшмашкăн пухăнатчĕ», — тет çамрăк аса илӳ çăмхине сӳтнĕ май.

«Эрĕнпурти патшалăх педагогика университетĕнче вĕреннĕ вăхăтра тĕрлĕ наци кунĕсене йĕркелетчĕç. Чăвашсен наци-культура автономийĕн хастарĕсем тăварланă хăяр кукăлĕ пĕçерме сĕнчĕç. Çавăнтанпах ку апата хатĕрлетĕп. Кукăльпе тăвансене, юлташсене, ĕçтешсене хăналатăп. Пĕлетĕр-и, тăварланă хăяр кăмпа тутине аса илтерет. Çавăнпах кукăль ăшне мĕн хунине тӳрех палăртаймăн», — наци апат-çимĕçĕ тавра калаçнă май палăртрĕ çамрăк. Амăшĕ вара килте хуплу тă-тăш пĕçерет. <...>

Марина ТУМАЛАНОВА.

♦   ♦   


Тăванлăх хăвачĕпе хавхалансан

Самарта тĕпленнĕ Владимирпа Надежда Ивановсемпе Шупашкарта паллашма тӳр килчĕ. Вĕсем йăхташăмăрсемпе пĕрле Акатуйра савăнчĕç. Ун чухне килĕшӳллĕ мăшăрпа телефон урлă çыхăнма калаçса татăлтăмăр.

Шупашкар илĕртет

«Пирĕн тăрăхра йĕркелекен чăваш юрăçисен концерчĕсене кăмăлтан çӳреттĕм. Çапах хамăн юрласа ташлама вăхăт пулман. Почта тытăмĕнче водительте ĕçленĕ вăхăтра гаражран çур çĕр иртсенех тухаттăмăр. Хаçат-журнала ир-ирех вырăнти уйрăмсене илсе çитереттĕмĕр. Водительсем çитменнине пула кулленех ĕçлеме лекетчĕ», — чăвашлăх тавра калаçнă май аса илчĕ Владимир Иванов. 2015 çулта тин, урăх ĕçе куçсан, «Уяр» фольклор ансамбльне çӳреме пуçланă вăл. Пултарулăх ушкăнĕпе пĕрле Чăваш Ене тăтăш килни хăпартлантарать вырăнти артиста.

«Кунта тахçанах килсе курас килетчĕ. Пĕрре Владимир хулине командировкăна кайсан Чăваш Ен урлă иртрĕм. Çапах Шупашкара кĕме май пулмарĕ. Ун чухне Чулхуларан пĕр яша лартса килтĕм. Чăвашла пĕлекенскерпе чун каничченех калаçрăмăр. Вăл Шупашкарăн паллă вырăнĕсем тавра сăмах пуçарчĕ. Чăваш Республикин тĕп хулине çитсе курас туртăма вăйлатрĕ», — палăртрĕ йăхташăмăр. Самар тăрăхĕнчи ялсенче тăван чĕлхе урăхларах, вырăнти халăха ăнланмалларах, янăранине сăнанă вăл. Çавăнпах арçыннăн Шупашкарта чăн чăвашла калаçнине илтес килнĕ. «Пĕрре килсен вара çакăнта çулленех чун туртать. Çывăх тăвансем патне çитнĕнех туйăнать. Чăвашсем тараватлăхĕпе кăмăла çавăраççĕ. Уявра хăнасене сĕтел хушшине лартса тутлă апат-çимĕçпе, сăрапа сăйлаççĕ. Пĕрле пухăнни чăвашлăх хăватне туйма май парать», — çĕнĕ юлташсем тупни хавхалантарать Владимир Кирилловича. Шупашкар илемĕпе илĕртнине, республика уй-хирĕнче тыр-пул ăнса çитĕнни савăнтарнине палăртмасăр хăвармарĕ арçын. «Малашне те çула тухасчĕ. Çĕршыв регионĕсенчен килекен чăвашсемпе тĕл пуласчĕ», — ырă пуласлăха шанса сăмахлать хастарлăхĕпе палăраканскер.

Çулла — ялта

Çуллахи вăхăтра Ивановсем кил хуçи арăмĕ çуралнă тăрăхра — Клевлĕ районĕнчи Ăсаклăра — пурăнаççĕ. Мăнукĕсене пăхма пулăшаççĕ. Владимир Кириллович 70 çултан иртнине пăхмасăр ĕç пăрахман-ха. Ялта тăрмашнă вăхăтрах хурала кайса килет вăл. Çăмăл машинăпа Самара çитесси ним те мар уншăн.

Арçын Похвиçнĕ районĕнчи Талкăшпуçра çуралса çитĕннĕ. Иртнĕ ĕмĕрĕн 70-мĕш çулĕсенче çакăнта 80 кил таран пулнă. Историе тишкерес тĕк — ăна çывăхри Питтĕпаль ялĕнчен куçнă хресченсем никĕсленĕ. Пуçламăш шкулта ачасене чăвашла вĕрентнĕ. Пысăк пушар хыççăн вара, ун чухне чылай çурт çунса кĕлленнĕ, ял саланма-пĕчĕкленме пуçланă. Халĕ 5-6 кил кăна юлнă. Владимир Кириллович ăнлантарнă тăрăх, тăван тăрăхра чăваш чĕлхине манмаççĕ.

10 ачаллă çемьере çут тĕнчене килнĕ вăл. Тăватă тĕпренчĕкĕн ĕмĕрĕ кĕске пулнă. Улттăшĕ вăй илсе хăйсен çулне тупнă. Халĕ вĕсенчен чи кĕçĕнни Владимир кăна юлнă.

Шкултан киле панă ĕçсене краççын çутипе пурнăçланине ас тăвать арçын. Çапах ачалăхĕ хаваслă иртнĕ унăн. Тус-юлташĕпе выляма та, ял хуçалăхĕнче ĕçлеме те ĕлкĕрнĕ. Ун чухнех нумая хапсăнман, пуррипе çырлахма хăнăхнă. <...>

Марина ТУМАЛАНОВА.

Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...

www.hypar.ru

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.