НКОсем ĕçлеччĕр
Регион ертӳçи Олег Николаев ЧР Пуçлăхĕ çумĕнчи Общество канашĕн тулли йышĕпе чылайранпа курнăçманччĕ те — унăн черетлĕ ларăвне канаш ĕçне хакланинчен пуçларĕ: палăртнă çул-йĕрпе тĕрĕс ĕçлетĕр. Халăхпа хутшăннинче вăл пысăк пĕлтерĕш курать: «Коммуникаци майĕсем мĕн чухлĕ ытларах — çавăн чухлĕ лайăхрах, республика, общество пурнăçĕ çинчен çавăн чухлĕ лайăхрах пĕлетпĕр».
Ларăвăн кун йĕркинчи пĕрремĕш ыйту — коммерципе çыхăнман организацисене грантсем памалли конкурс пĕтĕмлетĕвĕ. Олег Николаев палăртнă тăрăх, паянхи кун пĕлтерĕшĕ питĕ пысăк, çакă тĕнчери лару-тăрупа çыхăннă. Маларах пандеми пурнăçа улăштарчĕ, халь тепĕр стресс лару-тăрăвĕ — фашизмпа, нацизмпа кĕрешесси. Çакă çĕнĕ тĕллевсем кăларса тăратать. Халь технологи суверенитечĕ çинчен нумай калаçаççĕ, анчах, Олег Алексеевич шухăшĕпе, ку производствăна, экономика отраслĕсене кăна мар, халăх, кашни çын ăнланулăхне те пырса тивет. Камсем эпир, мĕн тăвасшăн — çак ыйтусем мала тухаççĕ.
Ку енĕпе, иккĕленмест вăл, Чăваш Ен аван ĕçлерĕ. Чи малтанах — халăх культури, йăли-йĕрки урлă. Раççейĕн тĕрленĕ карттине хатĕрлениех мĕне тăрать! Е тата — Сăр тата Хусан хӳтĕлев чиккисене тунă çынсене чыслани, çак историе тĕплĕ тĕпчени. Украинăри ĕç-пуç вара пире хумхантарнă туйăмсене çĕнĕ вăйпа çĕклерĕ. Çак лару-тăрура коммерципе çыхăнман организацисем çине таянни чăннипех вырăнлă.
Тĕрленĕ карттă пирки сăмах пуçарнине кура Общество канашĕн председателĕ Наталия Партасова вырăнлă сĕнӳ пачĕ: çак ĕç çĕршывăн мĕн пур регионне пĕрлештернине палăртнă май карттăна хатĕрленĕ коллектива Раççей патшалăх премине илме тăратмашкăн сĕнчĕ — «вăл патшалăхăн пысăк хаклавне тивĕç». Олег Николааев пуçарăва ырларĕ.
Экономика аталанăвĕн министрĕ Дмитрий Краснов пĕлтернĕ тăрăх, кăçал грантсем илмелли конкурса НКОсем 73 заявка тăратнă — 86 миллион тенкĕлĕх. Тем тĕрлĕ проект — сывлăх сыхлавĕнчен тытăнса наукăпа çыхăннисем таран. 40 миллион тенкĕлĕх 45 проекта ырланă. Ыттисене те пăрахмаççĕ. «Манăн бизнес» центр тытăмĕнче ятарласа ресурс центрĕ йĕркеленĕ — авторĕсене проектсене тĕплĕ хатĕрлеме пулăшаççĕ, кăçал гранта тивĕçейменнисем çитес çул пулăшу илĕç.