Комментари хушас

26 Раштав, 2013

АСАМЛĂ ТУХТĂР ЙĔТĔН

Пирĕн çĕр-шывра йĕтĕне яланах пысăка хурса хакланă, ăна уй-хир патши тенĕ. Унăн чечекĕсем питĕ илемлĕ, çепĕç кăвак тĕслĕ, сиплĕхĕ вара тĕлĕнмелле хăватлă.

Мухтавлă çăвĕ

Йĕтĕн çăвĕнче питĕ паха омега-3 тата омега-6 çуллă йÿçексем, нерв тытăмне ырă витĕм кÿрекен В ушкăнри витаминсем, хăватлă антиоксидант Е витамин, куç çивĕчлĕхне лайăхлатакан А витамин пур. Çак çупа медицинăра ахальтен мар ĕнтĕ усă кураççĕ. Чи малтанах - чĕрепе юн тымарĕсен чирĕсенчен сипленĕ чухне. Вăл юн тымарĕсене тасатать, юнри холестерин шайне чакарма пулăшать.

Сурана ÿт илме пулăшнине кура йĕтĕн çăвĕпе пиçсе кайсан, тăм илсен, ÿтĕн пайăрка чирĕ чухне химиотерапи хыççăн сиплеме час-часах усă кураççĕ. Ăна онкологипе аптракан çынсен рационне кĕртеççĕ, мĕншĕн тесен вăл шыççа аркатакан, вируссене пĕтерекен киллер клеткăсен ĕçне вăйлатать.

Çу организмăн хÿтлĕх хăватне вăйлатать, иммунитета çирĕплетет, çавна май ăна вăрах чир хыççăн хăвăртрах вăй пухма ĕçтереççĕ. Çак тĕллевпе 2-3 уйăх кашни кун 1-2-шер апат кашăкĕ йĕтĕн çăвĕ ĕçмелле.

Йĕтĕн çăвне организм çăмăллăнах йышăнать, вăл çăра çусене ирĕлтерме пулăшать, апат куçассине лайăхлатать, апат пыршăлăх стенки витĕр сăрхăнса кĕрессине чакарать. Çакна шута илсе ĕнтĕ диетологсем начарланас текенсене йĕтĕн çăвĕ ĕçме сĕнеççĕ.

Гастрит чухне ирсерен выç хырăмла 1 апат кашăкĕ йĕтĕн çăвĕ сыпса ĕмме сĕнеççĕ. Вăл хырăмлăхăн лăймака сийне хÿтĕлет, апат куçассине лайăхлатать. Мĕн те пулин çинипе вар хытсан каçхине çывăрас умĕн йогурта пĕр апат кашăкĕ çу хушса çимелле. ирхине çăмăллăнах тула тухатăр.

Халăх медицини шĕвĕрĕченрен хăтăлма ирхине тата каçхине 1 десерт кашăкĕ йĕтĕн çăвĕ ĕçме, ун хыççăнах тăвар сапнă хура çăкăра пĕр шăл ыхрапа çиме сĕнет.

Асăрханăр!

Вар-хырăм чирĕсем /çивĕч холецистит, варвитти, панкреатит, хырăмлăх язви/ пулсан йĕтĕн çăвĕ юрамасть. Çавăн пекех унпа поликистозпа, эндометритпа, амалăх фибромипе аптракансене, простатăн усал шыççи пуçланас хăрушлăх пур арçынсене усă курма сĕнмеççĕ.

 

Вăрри пирки

Ÿсен-тăран вăррине аваллăхра ылтăнпа танлаштарнă. Франци королĕ Аслă Карл унăн сиплĕх хăватне пысăка хурса хакланă май халăха унпа апатра усă курма хушса саккун кăларнă.

Йĕтĕнĕн пулса çитнĕ вăррисем хÿтĕлекен, çемçетекен, шыçнине ирттерекен витĕмлĕ лăймака нумай кăлараççĕ, çавăнпа вар-хырăм, сывлав çулĕсем чирлесен питĕ уăсăллă.

Çăвар, карланкă шыçсан йĕтĕн вăррин шĕвекĕпе чÿхеççĕ. 4 чей кашăкĕ вăрра 1 литр шыва ямалла, 10-15 минут вĕретмелле, унтан кастрюле хупса 1 сехете ăшă вырăна лартмалла. Хатĕр шĕвеке сăрăхтармалла мар, тутине лайăхлатма лимон сĕткенĕ хушмалла. Кунне 6-8 хут кашни икĕ сехетре çуршар стакан ĕçмелле. Витĕмĕ 2-3 эрнерен палăрма пуçлать.

Организма тасатма ирхи апата тутлă нимĕр хатĕрлемелле. Каçхине 2 апат кашăкĕ йĕтĕн вăррине вĕренĕ çур стакан шыва ярса лартмалла, ирхине теркăланă 1 пан улми тата 20 типĕ иçĕм хушмалла. Е ислетнĕ йĕтĕн вăррине çур стакан гранат сĕткенĕпе тата çур стакан кефирпа хутăштармалла.

Халăх сиплевçисем вĕри йĕтĕн вăрри тултарнă хутаçа ишиас, ревматизм чухне, шăл ыратсан сиенленнĕ тĕле хума сĕнеççĕ.

Илем кÿрет

Паллă ăсчах Плиний пирĕн эрăри 1 ĕмĕртех хăйĕн ĕçсенче Рим хĕрарăмĕсене пĕркеленчĕксемпе йĕтĕн çăвĕнчен тата вăкăр çăвĕнчен хатĕрленĕ кремпа усă курса кĕрешме сĕннĕ.

Çав тапхăртах çÿçе кăпăшкалатма парикмахерсем 1 чей кашăкĕ йĕтĕн вăррине 1 стакан шыва ярса 2 минут вĕретнĕ, çулăм çинчен илсен 2-3 сехет лартнă, сăрăхтарнă та çÿçе сĕрнĕ. Унтан тÿрех хутпа йăваланă. Кăпăшка кăтрасем чылайччен илем кÿнĕ. Йĕтĕн çÿçĕн сывă тĕсне тавăрать, йăлтăртатакан тăвать. Çÿç тымарне ăшă йĕтĕн çăвĕ сĕрмелле те полиэтилен калпак е хутаç тăхăнмалла, ал шăллипе чĕркемелле. 2 сехетрен эмел курăкĕн чечекĕ, шĕпĕн курăкĕ, вĕлтрен ярса вĕретнĕ шĕвекпе çурмалла хутăштарнă ăшă шывпа çуса тасатмалла.

Ир-каç пите йĕтĕн шывĕпе çуни усăллă. Ÿт типĕ, ватăлма пуçланă тăк тутлăхлă маска аван. 1 апат кашăкĕ вĕтетнĕ йĕтĕн вăррине, 1 апат кашăкĕ пыла, 1 апат кашăкĕ типĕ сĕте 2 апат кашăкĕ шывпа хутăштармалла. Маскăна пите 20 минута сĕрмелле, унтан ăшă шывпа çумалла.

Паха вăрри мăйăн ватлăх паллисене пытарма та пулăшать. 2 апат кашăкĕ вăрра тин вĕренĕ çур стакан шыва ямалла, вăйсăр çулăм çинче çăра кĕсел пуличчен пиçĕхтермелле. Унтан ăшă кĕселе мăя сĕрмелле, пергамент хучĕпе, çиелтен тĕклĕ ал шăллипе чĕркемелле. 20-25 минутран маскăна сивĕ шывпа çуса тасатмалла, ÿте нÿретекен крем сĕрмелле.

Хĕлле ÿте уйрăмах тимлĕ пăхмалла. Çемçетекен тулăхлă бальзам хатĕрлеме пулать. 3 лимонăн вĕтĕ теркăпа хырнă хуппине тин вĕренĕ 1 стакан шыва ярса 5-6 сехет лартмалла та сăрăхтармалла. 1-ер чей кашăкĕ пыл тата йĕтĕн çăвĕ, 3 лимон сĕткенĕ, 2-шер апат кашăкĕ çăра сĕтпе одеколон хушмалла.

Йĕтĕн çăвне авăртнă кофепе пĕр шайлашупа хутăштарсан кĕлеткене сăтăрмалли питĕ паха пилинг пулать. Вăл ÿт хутламĕсемпе кĕрешме витĕмлĕ пулăшать.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.