Туслăх аллейи пулĕ
![](http://hypar.ru/sites/default/files/pictures/news/title/2022/07/alleya_druzhby.jpg)
И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн «Университет сменине» Донбасран килнĕ шкул ачисем хутшăнаççĕ. Акă вĕсем эколог студентсемпе пĕрле Туслăх аллейине пуçласа янă.
Чи малтанах вунă кăвак чăрăш лартнă. Ку ĕçе университет ректорĕ Андрей Александров, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ экологĕ Федор Карягин профессор, Донбасран килнĕ 46 шкул ачи, историпе географи факультечĕн эколог студенчĕсем хутшăннă. Кăвак чăрăш лартас акци — «Университет сменин» вĕренӳ программин пĕр пайĕ. Шкул ачисем кайнă хыççăн йывăçсене пулас экологсем пăхса тăрĕç.
www.hypar.ru Obrazov.cap.ru сăн ÿкерчĕкĕ