Комментари хушас

12 Утă, 2022

Хыпар 76 (27955) 12.07.2022

Çĕрпÿ ярмăрккинче шăхлич сасси янăрать

Виçĕ ĕмĕр каялла ирттерме пуçланă Тихвин ярмăркки халăха кăçал та уява пуçтарчĕ. Авалхи йăлапа Çĕрпĕве Чулхуларан, Хусантан, Чĕмпĕртен, Самартан, Кировран тата ытти хуларан сутуçăсем, ал ăстисем пухăннă. Акатуйра чăваш юрри-кĕвви кĕрлерĕ, тăван чĕлхе сасси янăрарĕ. Ача-пăча валли вылямалли лапамсем ĕçлерĕç, спорт лапамĕсенче хĕрӳ тупăшусем пычĕç.

Уява ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев та хутшăнчĕ. «Ĕлĕкхи йăласене тытса пыни кулленхи йывăрлăхсене çĕнтерме пулăшать, ĕçлеме хăват парса пырать тата çитĕнӳсем тума хавхалантарать», — терĕ регион ертӳçи халăх пуянлăхне, культура еткерлĕхне упрама чĕнсе. Çĕрпӳ районĕн администрацийĕн пуçлăхĕ Сергей Беккер уяв халăх патне таврăннишĕн савăннине палăртрĕ. Коронавируса пула ăна икĕ çул ирттермен. «Мĕн авалтан ака-суха ĕçĕ юрă-кĕвĕпе, савăнăçпа ылмашăнса пынă, çынсене тăрăшса вăй хума çунат хушнă, ырă ĕçсем тума хавхалантарнă», — терĕ вăл. Вĕсем ĕçре палăрнисене тĕрлĕ наградăпа чысларĕç.

Ярмăрккăра ал ăстисем хăйсен илемлĕ япалисене сутаççĕ, анчах çултан-çул вĕсен йышĕ сахалланни сисĕнет. Телее, шăхлич ăсталакансем /ярмăрккă ача-пăча теттине сутассипе палăрнă/ пур-ха пирĕн çĕршывра. Акă Чулхула облаçĕнчен килнĕ Похуновсем матрешка, шăхлич, савăт-сапа… тăваççĕ. Федор Петрович йывăçран тĕрлĕ япала касса кăларать, мăшăрĕ Анна Петровна вĕсене сăрласа илемлетет. «Пирĕн ял, Полхов-Майдан, мĕн авалтан ӳнер ăстисемпе палăрса тăнă. Ялта теттепе савăт-сапа туса кăларакан фабрика та пулнă, анчах 90-мĕш çулсенче предприяти хупăннă. Халĕ пурте килти мастерскойра хитре япала ăсталаççĕ. Çак йăла ăруран ăрăва куçса пырать. Пирĕн аттесемпе асаттесем те теттесем ăсталанă, эпир хамăр ачасене вĕрентрĕмĕр, мăнуксене хăнăхтаратпăр. Çĕршыври паллă ярмăрккăсене хутшăнатпăр. Çĕрпĕве акă саккăрмĕш хут килтĕмĕр. Пире кунта паллаççĕ, пирĕн ĕçсене кăмăллаççĕ. Çынсене шăхлич, матрешка ытларах кăсăклантараççĕ. Çамрăк чухне пушă вăхăт тупăнсанах станок умне тăраттăм, арăм киçтĕке алла тытатчĕ. Халĕ пенсире пулнă май кунĕн-çĕрĕн çак ĕçпе аппаланатпăр. Пирĕн тăрăхра çĕр пысăк тухăç памасть, çавăнпа чылайăшĕ йывăçран илемлĕ япаласем ăсталать.

Шел те, çамрăксенчен нумайăшĕ хуланалла туртăнать, ялта юлакан сахал. Çавăнпа хăш-пĕр çемьере çак пултарулăх манăçа тухать. Стройматериалсене /хăма таврашне/ вăрмана тирпейлекенсенчен туянатпăр. Шел те, пĕтĕмпех /йывăç, сăрă/ хакланчĕ. Анчах продукцин хакне ӳстерме май çук, пысăклатсан туянакан пулмасть», — чун ыратăвне пытармарĕ Федор Петрович. Похуновсем 47 çул пĕрле пурăнаççĕ. Кил хуçи шкулăн хуçалăх заведующийĕнче нумай çул тăрăшнă, мăшăрĕ ĕмĕрĕпе столовăйра поварта ĕçленĕ. Маçтăрсене «Халăх ăсти» конкурс йĕркелӳçисем парнепе чысларĕç.

Çĕрпӳ районĕнчи Кăшаркасси çынни Анатолий Григорьев карçинккасем çыхать. Ку ăсталăха чукун çул хуçалăхĕн ветеранĕ 1997 çулта алла илнĕ. «Выльăх валли утă-улăм йăтма лăпă кирлĕ пулчĕ. Ăна ăсталас тесе Ункă шывĕ хĕррине хăва кайса касрăм, анчах майне пĕлеймерĕм. Çавăнпа ялти Геннадий Окуневран пулăшу ыйтрăм. Унăн ку ĕç патне алли пыратчĕ. Вăл мана лăпă тĕпне хума пулăшрĕ. Хуçалăхра карçинкка та кирлĕ-çке. Гена пичче ăна та тума вĕрентрĕ. Çынсем хуçалăхра кирлĕ карçинккана ытларах ыйтаççĕ. Кайран «Модница» текеннине çыхма пуçларăм, кăмпа пуçтармалли, кĕленче лартмалли карçинккасем, пулă тытмалли хатĕр тăватăп», — каласа кăтартрĕ 58-ти арçын. Вăл 2 сехетре пĕр карçинкка çыхать, хитрисене тума 4-5 сехет кирлĕ-мĕн.

Тихвин ярмăрккинче чăваш юрри-кĕвви таврана сарăлчĕ. Пултарулăх коллективĕсем тĕрлĕ районтан пухăннă. Акă Çĕрпӳ районĕнчи Чиркӳллĕ Ямашри фольклор ушкăнĕ те хăйне евĕрлĕ юррисемпе тыткăнларĕ. 2011 çулта чăмăртаннă коллектив тĕрлĕ профессиллĕ 15 çынна пĕрлештерсе тăрать. Йышра 70-80-ри ватăсем те, 14-15-ри çамрăксем те пур. Вĕсем музыка инструменчĕсем те калаççĕ, Эльвира Тимофеевăпа Николай Иванов алăран купăс ямаççĕ. Галина Ефимова каланă тăрăх, унта кӳршĕ ялтан та çӳреççĕ. «2006 çулта ялти клуб çунса кайнă хыççăн ялти культура çурчĕ сӳнчĕ: интереслĕ мероприятисем ирттерме, халăх уявсене пухăнма пăрахрĕ. 10 çул каялла садикре ĕçленĕ Алина Владимировна пуçарнипе «Ямаш» фольклор ушкăнĕ йĕркелерĕмĕр. Ватă çынсенчен ыйта-ыйта пĕлсе вырăнти юрăсене, ташăсене, йăласене чĕртсе тăратрăмăр», — терĕ Галина Алексеевна. Вăл ялти библиотекăра 37 çул тăрăшать. Коллектив çак тапхăрта тĕрлĕ хулари /Мускав, Волгоград, Ростов, Хусан, Самар…/ куракана хăйсен пултарулăхне кăтартнă, нумаях пулмасть вĕсем Крымран таврăннă. Фестивальсенче Дипломпа пĕрре мар чысланă, ăстасем гран-прие те, кубока та тивĕçнĕ. «Ĕç вăхăчĕ, утă пуçтармалли тапхăр тесе тытăнса тăмаççĕ — çула тухаççĕ.

Савăнăçĕпе хурлăхне пĕрле пайлатпăр, туйсенче, юбилейсенче халăха хаваслă кăмăл парнелетпĕр. Çамрăксем ырă йăла-йĕркене манăçа кăлармасса шанатпăр», — калаçрĕ пултаруллă хĕрарăм. <...>

Андрей МИХАЙЛОВ.

♦   ♦   ♦


Çăл куçран вăй илекен юхăм хăватлă

«Аслă Турра асăнса Уяв кĕллине пуçлатпăр. Чӳк алăкĕ уçăлтăр, Туррăн илтнĕ вăхăчĕ пултăр. Сывлăх пар пире, пурин ячĕпе кĕлтăватăп», — Тутарстан çĕрне янăраттарчĕ Евгений Ерагин мăчавăр...

Пĕрлĕхре — вăй

Вырсарникун, утă уйăхĕн 10-мĕшĕнче, Раççейри çĕр-çĕр чăваш Тутарстанри Сиктĕрме ялне пухăнчĕ. Кунта тăван халăхăн авалхи йăли-йĕркине асра тытса Уяв ирттерчĕç. «Пирĕн пĕрле пулмалла, пĕр-пĕрне пулăшмалла. Эпир яланах ытти халăхпа туслă пурăннă, уявсене те, нимене те пĕрле ирттернĕ», — сăмахне тăсрĕ мăчавăр. Хальхинче те çаплах — яланхи пекех — пулчĕ: Уявра чăвашсем кăна мар, тутарсем те, вырăссем те, ытти халăх çыннисем те савăнчĕç. Чăваш наци конгресĕн президенчĕ Валерий Клементьев пĕлтернĕ тăрăх, пирĕн республикăран кăна Уява 1 пине яхăн çын хутшăннă.

Кунсăр пуçне Питĕр хулинчен, Чĕмпĕр, Самар, Пенза, Челябинск облаçĕсенчен, Дагестан, Бурят, Хакас республикисенчен, ытти тăрăхран пултарулăх ушкăнĕсем килсе çитрĕç, вĕсем Уяв хăнисене хăйсен юрри-ташшипе тĕлĕнтерчĕç. «Халăх пĕрле савăнать.

Çакăнтан лайăххи тата мĕн пултăр? Раççей Президенчĕ пĕрлĕхре вăй пулнине палăртать. Уяв çакна çирĕплетрĕ. Кунта тутар та, чăваш та, пушкăрт та, çармăс та пĕрле савăнни эпир туслă пурăнма пĕлнине кăтартать», — терĕ Валерий Клементьев.

Уяв пултарулăх коллективĕсен парадĕнчен пуçланчĕ. Сцена çинчи юрăçсем «Кай, кай, Ивана» юрра шăрантарнă вăхăтра вĕсем, кашни хăйсен тăрăхĕнчи тума тăхăннăскерсем, уява пухăннисен умĕнчен утса иртрĕç. Унтан тепĕр ушкăн йăх-несĕлĕмĕрĕн ырă ĕç-хĕлне асра тытнине палăртса суха тунине, тырă акнине, вырнине, авăн çапнине, пир тĕртнине, тĕрĕллĕ кĕпе çĕлесе тăхăннине кăтартрĕ.

Тутар çĕрĕнче чăваш ĕмĕртен тутарпа тата вырăспа килĕштерсе пурăннă, тăван чĕлхепе калаçнă тата иккĕшне лайăх пĕлнĕ, пĕр-пĕрне «юлташ» тесе чĕннĕ. Паян та çаплах. Çакна çирĕплетсе Уяв хăнисене Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев, Тутарстан президенчĕ Рустам Минниханов, Чĕмпĕр облаçĕн кĕпĕрнаттăрĕ Алексей Русских ырă сунчĕç.

Рустам Минниханов палăртнă тăрăх, Тутарстанра Уяв тутар халăхĕн ытти наци уявĕ пекех хисеплĕ, çакна унта хутшăнакансен йышĕ çултан-çул ӳсни те çирĕплетет. «Чăвашсем — ĕçчен, туслă халăх. Вĕсем тăван чĕлхине, йăли-йĕркине, культурине перекетлĕ упраççĕ, Тутар Республикин аталанăвне пысăк тӳпе хываççĕ, пирĕн нумай нациллĕ культурăна пуянлатаççĕ».

Олег Николаев Тутарстан ертӳçине регионта чăваш чĕлхипе культурине сыхласа хăварассишĕн тăрăшнăшăн тав турĕ. Олег Алексеевич çавăн пекех Тутар Республикинчи шкулсемпе библиотекăсене чăвашла кĕнекесемпе вĕренӳ пособийĕсем туянма 1 пин сертификат парнелерĕ. «Кашни халăхăн вăй парса тăракан хăйне евĕрлĕ çăл куçсем пур. Вĕсем пĕр-пĕринпе пĕрлешсе хăватлă юхăм пулса тăраççĕ. Хăватлă çак вăй пире малашлăха шанăçпа пăхма, пурнăç çулĕ çинче тĕл пулакан йывăрлăхсене парăнтарма пулăшса пырать», — терĕ Олег Николаев. Республика ертӳçи Элкел районĕн пуçлăхне Александр Никошина, «Звениговский» ял хуçалăх предприятийĕн председательне Иван Казанкова, Тутарстанри чăвашсен наци культура автономийĕн ертӳçине Дмитрий Самаренкина Тутар çĕрĕнче чăваш халăх культурине аталантарассишĕн тăрăшнăшăн тав турĕ.

Раççей шайне çĕкленчĕ

Тутар çĕрĕнчи Уявăн пуçаруçи, йĕркелӳçи тата тĕп спонсорĕ — «Звениговский» ял хуçалăх предприятийĕн председателĕ Иван Казанков. Тутарстанра Уява чăвашсем йышлă пурăнакан районсенче çулсерен черетленсе ирттереççĕ. Хальхи вăхăтра тутар çĕрĕнче 126 пин ытла чăваш тĕпленнĕ, 170 яхăн чăваш ялĕ шутланать. Кăçалхи Уява Иван Казанков хăйĕн тăван Элкел районĕнче ирттерме сĕннĕ. Çакна вăл Чăваш халăх поэчĕ Петĕр Хусанкай çуралнăранпа 115 çул тата СССР туса хунăранпа 100 çул çитнипе сăлтавланă.

…Иван Иванович, ял-йыш йыхравланипе чылай çул каялла тăван тăрăхне çĕклеме таврăннăскер, чăваш халăх культурипе те кăсăкланма пуçланă. Аваллăха чĕртсе тăратас тĕллевпе вăл Сиктĕрме ялĕ çумĕнче «Сăвар» этнокомплекс никĕсленĕ. Уяв хăнисене унта курса тĕлĕнмелли темĕн те пулчĕ. Йăх-несĕлĕмĕрĕн хӳтĕлев сооруженийĕ кăна мĕне тăрать! Вăл 1 пин те 100 метр тăршшĕ, стенасен çӳллĕшĕ, башньăсен сарлакăшĕ виçĕ метртан кая мар. Ăна çĕклеме, сăмах май, Иван Иванович ятарласа завод лартнă. Хӳмене унта кăларакан кирпĕчрен хăпартаççĕ.

Кĕçех çил арманĕ те ĕçлесе кайĕ. Çывăхри пĕве хĕрринче вырнаçнă шыв арманĕпе вара çăнăх авăртма пулать. IX-XII ĕмĕрсенчи çĕр пӳрт, XVI-XVIII ĕмĕрсенчи хупран тунă çуртсене те лартнă, çенĕкре, алкумĕнче çав вăхăтра чăвашсем усă курнă ĕç хатĕрĕсене вырнаçтарнă. Уяв хăнисем сăваплă шыва кĕрсе тухма, çăл куçран сиплĕ шыв илсе кайма та пултарчĕç.

Уяв 10 пинрен кая мар вырăн йышăнакан лапамра иртрĕ. Кунта виçĕ сцена вырнаçтарнă. Пĕрремĕшĕнче уява театрализациленĕ курăнупа уçрĕç, сумлă хăнасем сăмах каларĕç, Чăваш Енри, Раççей
регионĕсенчи профессионал коллективсем хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарчĕç. Иккĕмĕш сцена çинче фольклор коллективĕсем халăх юррисене янăраттарчĕç, ташшисемпе тĕлĕнтерчĕç.

Виççĕмĕш сценăна «Уяв пики» конкурс валли уйăрнă. Тупăшăва 16 хĕр хутшăннă. Вĕсенчен виççĕшĕ — Чăваш Республикинчен, ыттисем — Тутарстанăн тĕрлĕ районĕнчен. «Уяв пики» ята Вăрмар районĕнчи Мăнçырма хĕрĕ Кристина Данилова çĕнсе илнĕ.
Тепĕр лапамра купăсçăсем тупăшрĕç. Суту-илӳ лапамĕнче те халăх хĕвĕшрĕ. Ачасен сасси батутсемпе аттракционсем патĕнче янăрарĕ. Лаша ăмăртăвĕ те çынсене тыткăнларĕ. Уяв хăнисене Иван Казанков ирхи тата кăнтăрлахи апатпа сăйларĕ.

Чăваш Енрен пынă коллективсем валли ятарлă урам йĕркеленĕ. Кашни район уйрăм картишре хăнасене хăйсен тăрăхĕнчи юрă-ташăпа кĕтсе илчĕ. Чăваш наци конгресĕн хастарĕсем — республика шкулĕсенче чăваш чĕлхипе литературин вĕрентекенĕсем — урок ирттерчĕç. Вĕсене ятарлă çурт /сăмах май, Казанковăн комплексĕнче çавăн йышшисем, пĕренерен тунăскерсем, пиллĕк-улттă та/ панă. Класа И.Я.Яковлев шкулĕнчи пек йĕркеленĕ. Кунтах пионер организацийĕн кун-çулĕпе паллаштаракан музей те вырнаçтарнă. Ытти çуртра чăваш халăхĕн авалхи йăли-йĕркине /салтак ăсатни, туй, нимелле пӳрт лартни тата ытти те/ кăтартрĕç.

Петĕр Хусанкай çуралнăранпа 115 çул çитнĕ май Уяв урамĕнче мухтавлă ентешĕмĕрĕн пурнăçĕпе тата кун-çулĕпе паллаштаракан экспозици йĕркеленĕ. Поэтăн пултарулăхне юратакансем унăн сăввисене чăвашла, тутарла, вырăсла вуларĕç. Ашшĕн тăван çĕрĕнче Атнер Хусанкайпа унăн мăшăрне Гажидма Дамбаевнăна ăшшăн кĕтсе илчĕç. Сиктĕрмесем вĕсем килни мероприяти сумне тата ӳстернине кăмăллăн пĕлтерчĕç.

Ал ăстисен экспозицийĕсем те пуян пулчĕç. «Паха тĕрĕ» пĕрлĕх, Балтаевсем сĕнекен тĕрĕллĕ япаласене, эрешсене чăвашсем кăна мар, ытти халăх çыннисем те хапăлласах пахаларĕç. Кунсăр пуçне тутарсем те хăйсен ал ĕçĕсене, наци апат-çимĕçне кăтартакан куравсем йĕркеленĕ.

…Пĕр кунра пĕр вырăнта пин-пин çын пухăнни — тĕлĕнмелле самант! Чăвашсен уявне çакăн чухлĕ халăх хутшăнни — мăнаçланмалли пулăм! Çапла вара Чăваш Ен Пуçлăхĕ каланă пек «Уява хутшăнакансен шутне тата вĕсем ăçтан килнине пăхсан» мероприяти республика шайĕнчен тухса Пĕтĕм Раççей çӳллĕшне çĕкленни куçкĕрет. <...>

Валентина БАГАДЕРОВА.

♦   ♦   ♦


Ăсчахсем хальччен çитсе курман Чăваш Утарĕнче…

Атăл хĕрринче вырнаçнă çак ялти чылай килте халĕ моторлă кимĕ пур. Маларах вара кашни çемье ахаль кимĕпе усă курнă, кĕсменпе авăсса Атăл урлă каçнă. Куславкка тăрăхне тăванĕсем патне хăнана е Çимĕке килнĕ. Сăмахăм Мари Республикинчи Звенигово хулин тăрăхне кĕрекен Чăваш Утарĕ çинчен. Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн ĕçченĕсем нумаях пулмасть унти виçĕ чăваш ялĕнче — Чăваш Утарĕнче, Семеновкăра тата Троярта — экспедицире пулнă.

Тĕрлĕ енлĕн тĕпченĕ

— Эпир кӳршĕре пурăнакан йăхташăмăрсене, ытти халăха тĕпчесе вĕсем çинчен ытларах пĕлесшĕн, — экспедици тĕллевĕпе паллаштарнă май палăртрĕ филологи наукисен кандидачĕ Галина Ильина. — Çавăнпа юлашки çулсенче Тутар Республикинчи ăслăлăх институчĕпе пĕрле ĕçлерĕмĕр. «Культурăсен калейдоскопĕ» экспедици ирттертĕмĕр. Унта пирĕн тăватă специалист хутшăнчĕ. Кăçал çав проектпах Мари патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн тĕпчевçисемпе экспедици йĕркелерĕмĕр. Вĕсем унта пиллĕкĕн пычĕç, эпир саккăрăн кайрăмăр.

Наука ĕçченĕсем хайхи экспедицире çĕртме уйăхĕн 3-12-мĕшĕсенче пулнă. Çула тухиччен çав тăрăха çитсе чăваш ялĕсем çинчен информаци пухнă. Хăш ялта чăвашсем ытларах пурăннине тĕпчесе пĕлнĕ. Аваллăхпа интересленекенсене вырăнти ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем ăшшăн кĕтсе илнĕ, нумай пулăшнă. Мари институчĕн ĕçченĕсем вĕсене экспедици пулассине маларах пĕлтернĕ.

— Хăйсен ял историне вырăнти тавра пĕлӳçĕсем тарăннăн тĕпчеççĕ. Çакă пире тĕлĕнтерчĕ те, савăнтарчĕ те, — калаçăва тăсрĕ Галина Ильина. — Анчах Чăваш Утарĕсем: «Вунă çул маларах килсен информаци тата туллирех пулĕччĕ», — терĕç. Мĕншĕн тесен авалхи йăла-йĕркене тытса пыракансем, пĕлекенсем, шел те, пурнăçран уйрăлса пыраççĕ. Çапах пирĕн специалистсем тĕрлĕ енлĕ тĕпчевсем ирттерчĕç. Эпĕ, сăмахран, халăх сăмахлăхне, унăн жанрĕсем мĕнле сыхланса юлнине тишкертĕм. Мĕнле юрăсене шăрантараççĕ? Халăх мифологине, халăх ĕненĕвĕпе йăли-йĕркине паян пурăнакансем пĕлеççĕ-и?..

Евгения Сергеева çемьери хутшăнусене сăнанă: чăвашпа чăваш е çармăспа чăваш пĕрлешеççĕ-и? Ют халăхпа çемьеленнĕ чăвашсен кил-йышĕнче епле лару-тăру хуçаланать? Унсăр пуçне вăл вырăнти апат-çимĕçе тишкернĕ. Георгий Матвеев вара унта пурăнакансем хуçалăха мĕнле тытса пынине тĕпченĕ. Чӳрече янахĕ çинче, ытти çĕрте мĕнле эрешсем ӳкернĕ? Мĕнле выльăх-чĕрлĕх тытнă? Çĕр лаптăкĕ мĕн чухлĕ пулнă? Пурлăх культури, савăт-сапи мĕнлерех тата?

Мари тăрăхĕнчи чăвашсен кĕвви-çеммине Людмила Бушуева искусствовед шĕкĕлченĕ. Киремет тата сăваплă вырăнсене Анна Антипова пăхса çаврăннă. Вячеслав Ендеров ял çыннисене мифологи, халăх сăмахлăхĕ, шӳт-кулли тавра калаçтарнă. Димитрий Егоров халăх еткерне истори, мифологи, тĕн тĕлĕшĕнчен тĕпченĕ. Ку тăрăхри чăвашсен чĕлхин уйрăмлăхĕсене Ирина Семенова шыранă.

Кăмакана «комоко» теççĕ

Чăваш Утарĕнчи 40-50 çулсенчи йăхташсем чăвашлах калаçаççĕ иккен. Семеновкăра та хăй вăхăтĕнче пурнăç кĕрлесе тăнă, анчах халĕ вăл дача поселокне аса илтерет. Семеновкăра пурăнакансенчен ытларахăшĕ Çĕрпӳ тата Сĕнтĕрвăрри районĕсенчен куçса кайнă. Чăваш Утарне, ватă çынсем аса илнĕ тăрăх /вĕсем каланине ăсчахсен туллин тĕпчесе çитермелле-ха/, Куславкка районĕнчи 26 ялтан пырса тĕпленнĕ. Паллах, вĕсен йышĕнче Çĕрпӳ, Сĕнтĕрвăрри енчен куçнисем те тĕл пулаççĕ.

Наука ĕçченĕсен шухăшĕпе, Троярта пурăнакансем унта Сĕнтĕрвăрри районĕнчен ырă пурнăç шыраса кайнă. Çапах, тĕпрен илсен, ялсенче анат енчи чăвашсен культури палăрать. Чĕлхе тĕлĕшĕнчен те çапла. Апла пулин те «о»-па калаçакансем те пур. «Комоко» текен те /сăмах кăмака пирки пырать/ чылай. Çав вăхăтрах «у»-па пуплекенсем те тĕл пулаççĕ. Тури диалектпа усă курсан та, тĕпчевçĕсен шухăшĕпе, вĕсене анат енчи чăвашсен йышне кĕртмелле.

— Ватăсем ачисене хамăр культурăна парса хăварнă. Унта йăла-йĕркене тытса пыраççĕ, — хăй асăрхани çинчен каласа кăтартрĕ наукăн ертсе пыракан сотрудникĕ, истори наукисен кандидачĕ Димитрий Егоров. — Анчах ачин ачисем тăван чĕлхене пĕлмеççĕ. Çармăсла калаçакан та çукрах. Вĕсем ачисене тĕне кĕртме Куславкка тăрăхне каçнă, ытти йăла-йĕркене те йăхташĕсене пăхса тунă. Хĕр парасси- илесси те çавăн пекех пулса пынă. Калăпăр, амăшĕ Куславкка тăрăхĕнчен качча пынă пулсан ывăлĕ те çав тăрăхах хĕр илме кайнă. Çармăса та качча кайнă вĕсем. Чăваш Утарĕнче çавăн пек пĕрремĕш тĕслĕхсем иртнĕ ĕмĕрĕн 50-мĕш çулĕсенче пулнă. 1990-2000 çулсенче çакă йĕркеллĕ пулăмах çаврăннă.

Ăсчах асăрханă тăрăх, çармăссемпе чăвашсем паян питĕ туслă пурăнаççĕ. Вĕсем çармăссене те хăш-пĕр йăла-йĕркене хутшăнтараççĕ. Акă, тĕслĕхрен, Чăваш Утарĕнче пĕр çармăс хĕрарăмĕ чăвашсем патне çын пытарма та, асăну йăлисене ирттерме те çӳрет-мĕн.

— Ăна ятарласа чĕнеççĕ. Мĕншĕн тесен вăл православи тĕнĕн кĕллисене питĕ лайăх юрлать. Çармăспа чăваш пĕрлешнĕ çемьесенче ачисем вырăсла ытларах калаçаççĕ, — терĕ Димитрий Егоров.

Çатма кулачи те пур

Чăваш Утарĕ тени ăçтан пуçланса кайнă-ха? Галина Ильина каланă тăрăх, хăшĕ-пĕри ял ячĕ «утар», «утă» сăмахсенчен пулнине ĕнентерет. Кунта утă çулмалли вырăнсем пулнă. Ял старостин шухăшĕпе вара, ку тăрăхра хăй вăхăтĕнче утар пулнă. Сăмах май, Мари Республикинче Мари-Отары ялĕ те пур. Унта ытларах çармăссем пурăнаççĕ. Чăваш Утарĕнчи йăхташсем Куславкка, Сĕнтĕрвăрри тăрăхĕсене хăнана çеç мар, пасара çитес тĕллевпе те каçнă.

Ял çынни Санюк аппа институт ĕçченĕсене каласа кăтартнă тăрăх, вĕсем 40 милĕк çыхса Атăл хĕррине утнă, унтан кимĕпе Куславккана каçнă. 12 çухрăм çуран утса Карач пасарне çитнĕ. Милĕкĕсене йăлтах сутнă. Кайран кăранташ, ручка, пылак çимĕç илсе таврăннă. Чăвашсем, çармăссемпе танлаштарсан, суту-илĕве ытларах кăмăлланă.

Чăваш Утарĕнче вăрман та, хирсем те, улăхсем те пур. Чăвашсем унта, ахăртнех, вăрман кирлĕ пулнăран та куçса кайнă. Чăваш Утарĕ совет тапхăрĕнче кĕрлесе тăнă. Колхоз вăйлă аталаннă. Лаша, мăйракаллă шултра выльăх нумай усранă, хăмла туса илнĕ. Техника та самай пулнă. Хĕрарăмсем те тракторпа суха тунă. Чăваш Енрен утă çулма улăха тата вăрмана нумаййăн пынă. Чăваш Утарĕнче лайăхрах пурăннă, çавăнпа Куславкка тăрăхĕнчи хĕрсем унта качча кайма тăрăшнă. Чăваш ялĕсенче паян та вĕлле хурчĕ тытакан йышлă. Харпăр хăйсен те утарсем пур. Семеновкăри пĕр хурт-хăмăрçă пирĕн тĕпчевçĕсене интереслине чылай каласа кăтартнă. Ытти тăрăхри пекех, Марири чăвашсем те килте миçе вĕлле пулнине пĕлтермеççĕ иккен.

Евгения Сергеева тишкерсе пĕлнĕ тăрăх, вĕсен апачĕ йăлтах пирĕнни пек. Чăваш Утарĕсем «çӳхе икерч» теççĕ, пысăккине — пӳремеч. Тури чăвашсен вăл — паранкă икерчи. Çатма кулачĕ те пур вĕсен. Унсăр пуçне шăрттана, тултармăша асăнаççĕ. Ĕне ыррине пĕлмеççĕ. Хăйсем пĕрре те пĕçермен. Туй вăхăтĕнче те «кучченеç хутаçне» пуçлаттармаççĕ. «Эпир çăкăр, шурă эрех паратпăр», — теççĕ. Вĕсен апачĕсен ячĕсем кăшт урăхларах. Сăмахран, икерче «пĕлĕм» теççĕ.

Пĕр халăх пулса кайнă

— Пирĕн вĕсене ăнланас тесен Куславкка тăрăхĕнче Чăваш Утарĕсем тăвакан йăла-йĕрке мĕнле пулса кайнине тĕпчемелле, — палăртрĕ Галина Ильина. — Мĕншĕн тесен вĕсем: «Эпир тĕрлĕ ялтан куçса килтĕмĕр. Пĕр халăх пулса çитеймерĕмĕр», — теççĕ. Йăли-йĕркине, çумăр чӳкĕ тăвассине, шыв çулне уçассине тата ыттине вĕсем кунтан илсе кайнă. Йăла юррисене тупма йывăртарах пулчĕ. Хăна юррисем пур. Вĕсем хăйсен амăшĕсем шăрантарнă юрăсене çыра-çыра хунă. Тем тесен те, ют республикăра вĕсене чăвашлăх çитменни сисĕнет. Маларах куçса кайнисем мĕнле юрăсем шăрантарнине астăваççĕ. Туй юррисене, хĕр йĕррисене пĕрер çаврăм калакансем пулчĕç. Хăшĕсем кĕввине маннă. Салтак юррисене те çырса илтĕмĕр. Кĕвви хăна юрриннипе пĕрешкел. «Пирĕн çапла пулнă ĕнтĕ», — теççĕ. Тен, маннă вĕсем? Çара ăсатакан каччăсене ал шăллине хĕресле çакаççĕ. «Ял чиккине çитсен эпĕ ларса пыракан çунана «урра!» тесе виçĕ хутчен çĕклерĕç», — хăйне салтака ăсатнине аса илчĕ Куславкка енчен пынă мучи. Хальччен çырса илнĕ йăла-йĕркере кун пеккине тĕл пулманччĕ.

— Чăваш унта та — чăвашах, — кăмăллăн палăртрĕ Димитрий Егоров. — Чăваш Утарĕ сакăр çухрăма тăсăлать. Питĕ вăрăм урамран тăрать вăл. Унта паян 300 çын ытла пурăнать. Унччен йыш тата нумайрах пулнă. Нумайăшĕ, шел те, хăйĕн тĕп килне пăрахса хăварать. Шупашкара, Йошкар-Олана пурăнма куçаççĕ. Чылай килте мăрьерен тĕтĕм тухмасть. Хулара тĕпленнĕскерсем çулла кăна яла пурăнма килеççĕ. Ахăртнех, Атăл хĕрри, хитре вырăнсем, вăрман… илĕртеççĕ вĕсене. Семеновкăран питĕ нумай çын пăрахса кайнă. Халĕ ку тăрăхра кану бази чылай. Чăваш Утарĕнче вара кану бази пĕрре кăна. Манăн шухăшпа, ун пек базăсене малашне тата уçма пултараççĕ, мĕншĕн тесен вырăнĕ питĕ илĕртӳллĕ. Хутшăну тенĕрен, эпир урампа пынă чухне тĕл пулакан çынсене чăвашла сывлăх сунаттăмăр та: «Ооо, чăвашсем!» — тетчĕç. Виçĕ ялта пурăнакансем пĕр-пĕрне лайăх паллаççĕ. Пĕр-пĕринпе хутшăнаççĕ. Тĕслĕхрен, Чăваш Утарĕнче «Чăваш Ен» фольклор ансамблĕ йĕркеленĕ. Вĕсем чăваш йăли-йĕркине тытса пыма тăрăшаççĕ. Тăван халăх юррисене юрлаççĕ. Звениговăра иртнĕ «Пеледыш пайрем» чечек уявне пире те хутшăнтарчĕç, чăваш юррисене пĕрле юрларăмăр. Семеновкăрисем: «Чăваш Утарĕнче чăн чăвашсем пурăнаççĕ», — теççĕ. Вĕсем хăйсен ансамблĕпе кӳршĕ ялсене çӳреççĕ. Концертсене тӳлевсĕр кăтартаççĕ.

Шел, виçĕ ялĕнче те клуб çук. Чăваш Утарĕнче культура вучахĕ пулнă, анчах çунса кайнă. Семеновкăра та хăй вăхăтĕнче çамрăксем культура çуртне пухăннă. Халĕ ăна сутнă. Халăха пухăнмалли вырăн çук.<...>

Роза ВЛАСОВА.

♦   ♦   


Олег КСЕНОФОНТОВ: Ÿнерçĕн чунĕ таса пулмалла

Олег Ксенофонтовăн ратнинче пултарулăх çыннисем — художниксем, скульпторсем — пулнă. Çакна унăн Ишлейри çурчĕ те аван çирĕплетет. Стенасем, çӳлĕксем çинче пиччĕшĕн Юрий Ксенофонтовăн, амăшĕн йăмăкĕн Сирена Юманкова- Таратыновăн, унăн мăшăрĕн Раççей халăх художникĕн Михаил Таратыновăн произведенийĕсем. Олег Ивановича пултарулăх çулĕпе утма вĕсем хавхалантарнă-ши?

Çĕр çывăрмасăр ăсталанă

— Аннен йăмăкĕ Сирень аппапа /Сирена Юманкова-Таратынова — совет художникĕ, живописецĕ. — Авт./ йысна Михаил Таратынов ывăлне, манран икĕ çул кĕçĕнрех Сашăна, пĕчĕк чухне çуллахи вăхăтра Лаш Таяпана пырса яратчĕç. Пире ӳкерме хушса хăваратчĕç. Маншăн чи кичемми натюрморт ӳкерессиччĕ. Çăмăлли вара — хам вуласа тухнă юмаха е калава картинăсенче кăтартассиччĕ. Юра пичче, манран 15 çул аслăскер, салтакран таврăнсан йывăçран самолет туса панине те астăватăп. Ун хыççăн хам та алла пекĕ тытса чуклама пуçларăм. Атте те пулăшатчĕ, аслă классенче «Техника молодежи», «Юный техник» журналсем çырăнса паратчĕ. Юлташпа Саша Сугутскипе тепĕр чухне çĕр çывăрмасăр ăсталаса лараттăмăр.

— Çапах вăтам шкул хыççăн эсир ӳнер енĕпе кайман, Мускаври института кĕнĕ.

— Атте-анне манран технарь тăвас тенĕ. Эпĕ вĕсен сăмахĕнчен иртеймен. Пĕрле вĕреннĕ юлташпа, Яманчӳрел ачипе Юрий Прохоровпа, Мускаври геодези инженерийĕн, аэрофотоӳкерӳпе картографи институтне кĕтĕмĕр. Унта çулталăк ăс пухсан пăрахрăм, çак ĕç ман валли маррине туйрăм. Тен, Шупашкарта юлнă юрату та таврăнма хистерĕ пулĕ. Ун чухне Юра пичче вĕренсе тухса Шупашкара таврăннăччĕ ĕнтĕ. Унăн мастерскойĕнче çăрăлаттăм: кӳлепе тăваттăм, инструментсем, станоксем хатĕрлеттĕм. Салтака кайса килсен тӳрех пединститутăн ӳнерпе графика факультетне вĕренме кĕтĕм. Ĕмĕт вара Мускава çĕнĕрен туртма пуçларĕ. Çапла турăм та: кунта куçăн мар майпа пĕлӳ илме пуçларăм, çав вăхăтрах Мускаври С.Г.Строганов ячĕллĕ ӳнерпе промышленноç институчĕн керамика уйрăмĕнче ăс пухрăм.

— Пиччĕр Юрий Ксенофонтов — республикăри пĕрремĕш профессионал скульптор. Унăн ячĕ пулăшса пынă-и е сире яланах унпа танлаштарса хакланă?

— Ку ĕçре çемье подрячĕ пулма пултараймасть. Вăл — скульптура, эпĕ керамика енĕпе ĕçленĕ. Çапах йывăрччĕ. Хăшĕсем: «Эсĕ Юрикĕн шăллĕ, çавăнпа сана пулăшса пыраççĕ», — теме пултарнă. Çавăнпа юлташпа, Петр Пупинпа, пĕр шухăш — хальччен никам та пурнăçламан ĕçсем тăвасси — патне пырса тухрăмăр.

Чĕре туртмасть, алă пымасть

— Хăш произведени — çăмăллăн, хăшĕ йывăррăн пурнăçланнă?

— Пирĕн ĕç ушкăнпа вăй хумаллискер. Ӳнер фончĕн саккасĕсене ытларах чухне Петр Степановичпа пурнăçлаттăмăр. Комсомольски районĕнчи пĕр ялти вăрçăра вилнĕ ветерансен ячĕпе тунă палăка тимĕртен шăратнăччĕ. Ун чухне ӳнер канашĕнче, çак мелпе пурнăçланă пĕрремĕш ĕçе, питĕ ырланăччĕ. ЧР Культура министерствин саккасĕсене те чылай пурнăçларăмăр. Сăмахран, Чăваш халăх поэчĕн Петĕр Хусанкайăн тăван ялĕнче — Тутарстанри Сиктĕрмере — поэтăн музейне тума хутшăнтăмăр, хула ыйтнипе хамăн ушкăнпа, Петр Пупинпа тата Владислав Зотиковпа, ăсталанă асăну хăмисем 20 яхăн пулĕ. Керамика енĕпе «СУОРта» ытларах ĕçлерĕм: патшалăх саккас панипе пысăк панносем, чӳлмексем, кăкшăмсем, турилккесем, куркасем ăсталанă. Смена хыççăн та юлса вăй хума тиветчĕ. Усси пулчĕ: ултă çулта икĕ хваттер туянма май килчĕ.

— Шупашкарти ӳнер училищинче вăй хунă çулсем мĕнпе асра юлчĕç?

— Унта керамика енĕпе виçĕ ушкăн вĕрентсе кăлартăм. «СУОРта» хатĕрленĕ тăма хута яраттăмăр.

— Пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕçĕрсене пурнăçланă хыççăн чунăр пушанса юлмасть-и?

— Ку енĕпе Санкт-Петербургри «Пĕчĕк Питĕр» проекта асăнса хăвармалла. Нева çинчи хулан историллĕ пайĕн, бронзăран шăратса тунă 11 çуртăн макечĕсене тата ултă архитекторăн копийĕсене — пĕр сĕтел хушшинче лараканскерсене — Александровка паркĕнче вырнаçтарнă. Хулари Чернышевский проспектĕнче — Нева юхан шывĕ хĕрринче — ларакан I Петĕр патшан пĕрремĕш виçĕ палубăллă «Полтава» карапĕн копийĕ пирки те çавнах каламалла. Халĕ çак ĕçсене тепре тума хушас пулсан пултараймăттăм. Йăлтах пушанса юлтăм: чĕре те туртмасть, алă та пымасть халĕ вĕсем патне. Ун пек те пулать çав.

— Станок çинче те тăмран пĕр пек икĕ курка тăваймастăн теççĕ. Тĕрĕсех-и?

— Ăстасем те çапла калаççĕ. Пĕр пек 10 курка ăсталама пулать. Кунашкалли хамăн практикăра та пулнă.

— Эсир Мускавра та час-часах ĕçленине пĕлетĕп. Унта мĕнле саккассем пурнăçларăр?

— Унта эпĕ ытларах чухне иккĕмĕш автор пек хутшăннă. Çывăх тăванпа, РФ тава тивĕçлĕ художникĕпе Александр Таратыновпа, пĕрле ĕçленĕ. Вĕсем — асăну хăмисем. Аслипе Михаил Таратыновпа пурнăçлани — Шупашкарти педагогика университечĕн ӳнерпе графика факультечĕ çумĕнчи «Сĕрме купăсçă». Ăна та Му-скавра ăсталанă. Çак ĕçе тума Владислав Зотиков та хутшăннă.
Юлашки виçĕ çулта тĕп хулара Çар художникĕсен студийĕн производство пуçлăхĕнче вăй хутăм. Çар паттăрĕсен бронзăран шăратса кăларнă палăкĕсене çĕршывĕпех вырнаçтарнă. Юлашки уйăх çурă ĕнтĕ тăван республикăра пурăнатăп. Яланлăхах таврăнтăм. Килте ĕçлесе ĕлкĕрмелле. <...>

Надежда СМИРНОВА.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.