Комментари хушас

7 Утă, 2022

Тантӑш № 26 (4795) 07.07.2022

Пултарулли – пур çĕрте те пултаруллă

Муркаш районĕнчи Чуманкасси шкулне çуллахи каникул пуçланас умĕн кайса килнĕччĕ. Тăххăрмĕш классем шăпах ун чухне патшалăх экзаменĕсене хатĕрленетчĕç. Шкулти маттур та пултаруллă хĕрачасемпе — Вика Николаевăпа тата Аня Емельяновăпа — çывăх паллашма тӳр килчĕ çав кун. Интереслĕ те ăслă, кашни сăмаха шухăшласа калаçаканскерсене пĕр вĕçĕм итлес те итлес килчĕ. Хальхинче сире Чуманкасси шкулĕн вĕренекенĕсемшĕн тĕслĕх пулса тăракан, пĕрремĕш класран шĕкĕр «5» паллăпа ĕлкĕрсе пыракан Вика Николаевăпа паллаштарасшăн.

Вăхăчĕ пур-и, çук-и — нихăçан та хирĕçлемест

— Викăна кирек мĕнле ĕçе те шанма юрать. Хушнине яланах вăхăтра тата тĕплĕ пурнăçлать, самантрах мĕн те пулин интересли шухăшласа тупма пултарать. Ăна темиçе асăрхаттармалла мар, вăл тӳрех итлет. Хитре ташлать, уявсем ертсе пырать, илемлĕ ӳкерет, спортпа туслă. Вăхăчĕ пур-и, çук-и — нихăçан та хирĕçлемест, — çапла каласа кăтартрĕç Вика Николаева пирки Чуманкасси шкулĕн вĕрентекенĕсем. Районта кăна мар, республика шайĕнчи олимпиадăсенче те пĕрре мар çĕнтернĕ хĕрача. Акă, тĕслĕхрен, тăван ен культурипе кăçал призер пулнă. Историпе, математикăпа, физикăпа, обществознанипе, химипе чылай хутчен малтисен йышне лекнĕ. Тăхтав вăхăтĕнче канмалла çеç аллине кăранташ тытать те — унăн хăйне евĕр илĕртӳллĕ ӳкерчĕк пулса тухать. Уйрăмах çут çанталăка илемлĕ сăнлать вăл. Хĕрсен тумтирне шурă хут çине куçарма ăста. Ку кăна та мар, пуканесене капăр тум, хитре кĕпесем çĕлесе тăхăнтартать. Алли çыпăçуллă çав унăн. Хăйĕн валли калпак та çыхса тăхăннă. Ташă — ун валли тейĕн. Ачаран илемлĕ те илĕртӳллĕ хусканусем тума пĕлет хĕрача. Уйрăмах чăваш тата эстрада ташшисем аван пулаççĕ унăн. Çакăншăн вăл Инна Шарова хореографа тав тăвать. Шкулти спорт секцийĕсене хаваспах çӳрет Вика. Çăмăл атлетикăпа иртекен ăмăртусенчен, районти спорт мероприятийĕсенчен нихăçан та тăрса юлмасть. «Зарницăна» каймалла чухне те ăна суйласа илеççĕ.

Вика — хастар волонтер та. Шкулти ытти вĕренекенпе пĕрле Донецк, Луганск халăх республикисенчен килнĕ ачасем валли парнесем — сăрă, хут-кăранташ, тетрадь – пухнă. Коронавирус чирĕ алхаснă тапхăрта районти тухтăрсене шкул ачисен хитре ӳкерчĕкĕсене парнеленĕ. Паллах, ыттисеннипе пĕрле Викăн ĕçĕсене те суйласа илнĕ.

Шкулта иртекен КВН вăййисене те (ертӳçи лентина Николаева) хастар хутшăнать шӳтлеме юратакан хĕрача. <...>

Елена АТАМАНОВА.

♦   ♦   ♦


Быть тимуровцем – значит менять мир к лучшему

28 июня в Центре одаренных детей и молодежи «Эткер» состоялся Республиканский слет тимуровских команд «Лето добрых дел». В этот день в столицу Чувашии приехали 150 школьников со всех районов.

Волонтерство предполагает активный образ жизни, поэтому слет тимуровских команд – это еще одна возможность собраться вместе, чтобы подвести итоги проделанной работы, поделиться опытом, а также для того, чтобы познакомиться и завязать общение.

На слет Мария Павлова приехала из Яншихово-Норвашской школы Янтиковского района. Сейчас ей 14 лет. «Я часто помогаю пожилым людям. На моей улице живет одна бабушка. Если я встречаю ее по пути из школы и вижу у нее тяжелые покупки то постоянно ей помогаю. Я представляю отряд «Альтаир». В движение я вступила год назад. В нем состоит 5 участников от 11 до 16 лет. Я вторая по старшинству. Сейчас волонтерство – мое хобби. После школы я планирую стать врачом. Но, думаю, что и в студенческие годы буду продолжать помогать людям».

Педагог Валентина Владимирова является руководителем движения «Альтаир». Добровольцы успевают и отдыхать. «Мы с ребятами ходим также на прогулки и экскурсии. Мне очень неприятно видеть замусоренные места пикников. Я и сама убираю подобные места, и ребята не остаются равнодушными к моей просьбе. Мусор мы отвозим в специальные места», – рассказала Валентина Витальевна.

Пообщаться с ребятами на слет приехали Глава Чувашской Республики Олег Николаев и министр образования и молодежной политики Чувашской Республики Дмитрий Захаров. Приветствуя тимуровцев, Глава Чувашской Республики отметил, что такая деятельность будет всячески поддерживаться Правительством региона, тем более что сейчас на рассмотрении в Государственной Думе находится законопроект о создании детского движения, который будет аналогом советской пионерии. «Тимуровское движение, достаточно мощное в Чувашской Республике, оно будет являться основой для этого. Уверен, что поддерживая данное направление мы делаем конкретный и содержательный вклад в будущее», – отметил Олег Алексеевич. <...>

Иван ДЕРЮЖИН.

♦   ♦   ♦


Ирхи икĕ сехетре уя васкать

Елчĕк районĕнчи Тип Тимеш ялĕнче çуралса ӳснĕ Виктор ЦЫГАНОВ мĕн ачаранах çĕр ĕçĕпе пиçĕхсе ӳснĕ. Хуçалăхра выльăх-чĕрлĕх нумай тытнăран вĕсене пăхма амăшне пĕччен çăмăл пулман. Çавăнпа кунта арçын ачана та явăçтарнă. Тăрмăшри, унтан Елчĕкри шкулсенчен вĕренсе тухсан Виктор Хусанти социаллă тата гуманитари пĕлĕвĕн институтне экономика факультетне вĕренме кĕнĕ. Анчах çĕр ĕçĕ ăна çывăхрах пулнă.

— Салтака кайса килнĕ хыççăн ĕçе вырнаçасси пирки шухăшларăм. Хальхи вăхăтра экономист та чылай-çке. Ялта ӳссе çитĕннĕрен чун тăван тăрăхах туртатчĕ, аннене те пĕччен хăварас килмерĕ. Манăн кукка районти пĕр хуçалăха ертсе пырать. Тен, çĕре юратни унран та куçрĕ пуль. Вăлах хăйĕн патĕнче ĕçлесе пăхма сĕнчĕ. Килĕшрĕм. Анчах манăн ятарлă пĕлӳ çук-çке. Çавна май, Чăваш патшалăх ял хуçалăх академине (халĕ аграри университечĕ) биотехнологипе аграри факультетне куçăмсăр майпа вĕренме кĕтĕм, — иртнине аса илчĕ Виктор.
«Икĕ мулкач хыççăн хăваласан пĕрне те тытаймастăн», — теççĕ. Анчах ку енĕпе çамрăкскере ăннă. Вăл çав хушăрах ĕçленĕ те, тăван хуçалăхра практика та тухнă.

— Ĕçе вырнаçсан мана, тин килнĕ студента, аслисем яланах пулăшса, хавхалантарса пычĕç. Кайран майĕпен хăнăхрăм. Çак ĕç ман валли тесе çирĕппĕнех калама пултаратăп. Кашни кун çут çанталăкпа киленетĕн, уçă сывлăшпа сывлатăн, тавралăха сăнатăн. Пирĕн, агрономсен, çуллахи вăхăтра уйрăмах ĕç нумай. Анчах хĕлле те ахаль лармастпăр, тыр-пула, пĕрчĕллĕ, пăрçа йышши культурăсене ăçта лартасси пирки калаçатпăр, ятарлă документсем хатĕрлетпĕр, çуркунне акас умĕн тата кĕркунне вăрлăха пуçтарса илсен Раççей ял хуçалăх центрне тĕрĕслеме паратпăр. Кăçал акана вăхăтра тухаймарăмăр. Ытти чухне ака уйăхĕсенчех ĕçе пикенеттĕмĕр, – калаçăва малалла тăсрĕ çамрăк агроном. — Çуллахи вăхăтра пушă вăхăт çукпа пĕрех. Им-çам сапнă чухне ирхи икĕ сехетре уя тухатпăр. Тыр-пул калчисем еплерех шăтса тухасси вăрлăх пахалăхĕнчен, çĕр нӳрĕкĕнчен, çанталăкран, çавăн пекех акас умĕн çителĕклĕ им-çамланинчен те килет. Ăна пĕчĕк ачана пăхнă пекех тимлемелле. Çамрăк калча (пĕтĕмпех тивĕçтерсен пĕр эрнере шăтса тухать) кирек епле йывăрлăха та чăтать. Анчах çанталăкĕ типĕ тăрсан унăн тухăçлăхĕ чакма пултарать. Чи кирли — вăхăтра акса ĕлкĕрмелле. Тыр-пула пухса кĕртме çурла уйăхĕнче пуçлаканччĕ, кăçал уй-хире каярах юлса тухма тивет. Агрономсем хĕвелпе вăранаççĕ те унпах çывăрма выртаççĕ. <...>

Татьяна ИШМУРАТОВА.

♦   ♦   ♦


Паллă çынсемпе тĕл пулма та май парать

Хальхи вăхăтра хуласенче кафе-ресторан анлă сарăлчĕ. Официантсен килнĕ хăнасенчен саккас та йышăнмалла, çав вăхăтрах тепĕр сĕтел патне те ĕлкĕрмелле. Вĕсен еплерех-ха? Çакăн пирки тĕп хуламăрти пĕр кафере тăрăшакан Виктор Трофимов каласа кăтартĕ. Ăна сăмах:

— Студент вăхăтĕнче официанта ĕçе вырнаçрăм. Вăхăт иртсен хама килĕшнине ăнланса илтĕм, çак енĕпе малаллах аталанас килчĕ, ăсталăх та пухăнчĕ. Халĕ манăн ĕç стажĕ официаллă майпа кăна 14 çул, анчах та студент вăхăтне илсен пурĕ 17-не те çитет. Чи малтанхи кун пăшăрхантарчĕ, хамăн яваплăха та туйрăм. Ытти официант пек пултараймастăп пуль тесе шухăшларăм, анчах хама алла илтĕм. Пирĕн ĕçре çынсемпе калаçма, вĕсемпе пĕр чĕлхе тупма пĕлни пысăк вырăн йышăнать. Çавăн пекех кирек епле ыйтăва та лăпкăн татса пама тăрăшмалла. Çакна палăртмалла: пулас официантăн чăтăмлă, çирĕп характерлă пулмалла. Тепĕр енĕ — килнĕ хăнасене хăвăрт пăхма, саккассене вăхăтра йышăнма пĕлни. Кафе е ресторанта ĕçлени паллă çынсене курма та май парать. Сăмахран, 2012 çулта пирĕн хулана Вера Брежнева юрăç килнĕччĕ. Ăна тĕл пулни – чи асра юлнă самантсенчен пĕри. Официантсемшĕн мĕн хаклă? Паллах, кафе-ресторана килнĕ çын тулли кăмăлпа, хаваслă туйăмпа тухса кайни. Ун пек чухне ĕçе хаваспах çӳрес килет. Пĕтĕмĕшле илсен, официант вăл — кафе е ресторан сăн-пичĕ. Пĕтĕмпех унран килет. Нумай çул кунта тăрăшакансем профессионал официантсемех пулса тăраççĕ. Вĕсем хăйсен ăсталăхне, пĕлĕвне малалла аталантарса пыраççĕ, вĕренеççĕ. <...>

Татьяна ИШМУРАТОВА.

♦   ♦   


Çĕнĕ туссем

Авăн уйăхĕнче пирĕн шкула йытăпа кушак килсе ерчĕç. Иккĕшĕ те лăпкă. Çĕнĕ туссене эпир хăвăрт хăнăхрăмăр. Хăйсем те ютшăнмарĕç. Йытта Виджей ят патăмăр, кушака вара — Мурзик. Вĕсене юратса пăхрăмăр, иккĕшĕн валли те хуçа шырама пикентĕмĕр. Анчах та тупаймарăмăр. Çĕнĕ туссем пирĕн пата кашни кун килчĕç. Ачасем вĕсене апат çитерчĕç. Пĕр-пĕрне хăнăхса çитрĕмĕр. Вĕсене курмасан кичем пек туйăнатчĕ. Чӳк уйăхĕнче кушак валли хуçа тупрăмăр.

Хĕллехи сивĕ кунсем пуçланчĕç. Юр çинче выртакан хуçасăр йытта курма шелччĕ. Пурте хĕрхенеттĕмĕр. Урам тăрăх апат шыраса чупакан валли кил, хӳтлĕх кирлине туяттăм. Хамăр пата илсе каяс, килте ахаль те темиçе йытă-кушак. Килсе янă чунсăр хуçана ăшра ятлаттăмăр. Анне те йытта шеллесе кулленех апат çитеретчĕ. Хăйне тăрантарнине кура хайхискер пирĕн киле хăнăхрĕ. Шкулта та, ял хушшинче те аннене курсан хирĕç чупатчĕ. Çывăх çыннăмăрăн ун валли яланах кучченеç пурччĕ. Кашни кунах пирĕн кил умне пырса выртатчĕ. Выçăскер апат çиесшĕн. «Шел-çке чуна, унăн та хырăмĕ выçать. Пĕр чашăк яшка тупăнмасть-и?» — тетчĕ те анне Виджея хĕрхенсе апат тухса паратчĕ.

Çĕнĕ çул та çитрĕ. Йытă пĕр вăхăт пирĕн пата килмерĕ. Ял хушшипе чупнине те курмарăмăр. Çухалчĕ пулĕ тесе шухăшларăмăр. Хамăр пурпĕрех кĕтрĕмĕр. Пĕр кунхине кил умĕнче начарланса кайнă Виджея асăрхарăмăр. Хырăмĕ шала кĕрсе кайнă. «Çăвăрланă, çурасем пур иккен сан», — терĕ анне йыттăн çиллине сăтăрса. — Икĕ-виçĕ çура пулас, ĕмнĕ тăрăх çапла курăнать. Халĕ сана апат ытларах кирлĕ пулать». Çав кунран çăмламаса тата лайăхрах пăхма тытăнтăмăр.

«Пире те аçа çура кирлĕ», — терĕ атте. «Миçе-ши? Ăçта пурăнаççĕ-ши?» — кăсăклантăмăр эпир. Темиçе уйăх иртрĕ. Виджей çурисене кăтартма васкамарĕ. Шкулти ачасем те чăтăмсăррăн кĕтрĕç. Йытă шкула пырса пирĕнтен кучченеç илет те каялла каять. <...>

Ирина КОШЕЛЕВА. Йĕпреç районĕ, Çăкалăх шкулĕ.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.