Комментари хушас

23 Çĕртме, 2022

Тантӑш № 24 (4793) 23.06.2022

Илона тата виçĕ йытă çури

Вăрнар районĕнчи Вăрнарти 2-мĕш шкулта вĕренекен Илона Мироновăна тата унăн амăшне Алиса Юрьевнăна нумаях пулмасть Мускава, Пĕрремĕш каналти «Видели видео» шоуна чĕнсе илнĕ. Чылай çын кăларăмпа паллашма, Мироновсен пархатарлă ĕçне курма та ĕлкĕрчĕ пулĕ. Вĕсем вăрмана кайса пăрахнă пĕчĕк йытă çурисене хĕллехи пĕр сивĕ кун шăнса вилесрен хăтарнă, хӳтлĕхе илнĕ. Халĕ чăваш ячĕллĕскерсем — Вăрман, Хĕл тата Нарăс — ӳснĕ ĕнтĕ, 5 уйăха çитнĕ.

Вилĕмрен хăтарнă

Алиса Миронова тахçанах Вăрнарти кил-çуртсăр йытă-кушака пăхать. Вăл тăрăшнине пула кĕске хушăра поселокри 100 ытла çăмламас чĕр чун хуçисене тупнă. Ăшă кăмăллă хĕрарăм урама кăларса янă йытă- кушак умĕнчен лăпкăн иртсе каяймасть, киле илсе кĕрсе апат çитерет, чирлĕ пулсан сыватать, ветеринар патне илсе каять, кайран вĕсене лайăх хуçа тупма пулăшать. Хăйĕн картишĕнче кил- çуртсăр йытă-кушак валли пĕчĕк пӳрт те лартса панă. Кӳршисем унăн ĕç-хĕлне ырлаççĕ кăна, ăна кура тăватă ураллисене пурте апат çитерме тăрăшаççĕ. Алиса Юрьевна пысăк ĕмĕтпе çунат-ланса пурăнать. Вăл Вăрнарта йытă-кушак валли приют уçасшăн.

Нарăс пуçламăшĕнчи ĕç-пуç çапларах пулса иртнĕ. «Алиса, манăн анне ĕçрен таврăннă чухне вăрманта нăйкăшакан кушак çури сассисене илтнĕ», — пĕр хĕрача социаллă сетьре çапларах çырнă, шăнкăравласа хăш тĕлерех иккенне ăнлантарнă. Çак хыпара вуласан Илонăпа амăшĕ пĕр çеккунт та тăхтаса тăман, курупка, çемçе утиял илнĕ те вăрмана кайма пуçтарăннă. Шăпах çав вăхăтра кил умне Алисăн йăмăкĕ Валерия машинăпа пырса чарăннă, каланă вырăна хăвăрт илсе çитернĕ. «Вăрмана кĕрсен нимĕнле сас та илтмерĕмĕр, йĕр те асăрхамарăмăр. Илона сукмакпа вĕçне çитиех чупса çаврăнчĕ. Хĕлле хăвăрт тĕттĕмленет. Хунарпа енчен енне çутатрăм. Шырасан-шырасан тăрук аякра хура пăнчă курăнчĕ. Чупса çитрĕм — унта пĕчĕк йытă çурисем. Сас та памаççĕ мăнтарăнсем. Пĕчĕкскерсене курсан куççуль шăпăртатса анчĕ. «Эх, маларах ăçта пулнă-ши эпĕ?» — хама хам ятлама та хăтлантăм. Алăпа тĕкĕнме те хăрарăм. Пĕрне тытрăм та пăртак сас кăларнине туйрăм. Чунра лăштах пулса кайрĕ, ăна хăвăртрах чĕркерĕм. Тепри хытмах тытăннăччĕ. Ăна та хам çума пăчăртарăм. Виççĕмĕшне вилнех пуль терĕм, алла хытă ӳт лекрĕ. Çавах ăшă курткăпа çавăртăм. Илона йĕчĕ, мĕнле те пулин хăтарса хăварасчĕ тесе ман тавра чупкаларĕ. Хăвăртрах ветеринар патне шăнкăравларăм, киле пыма каларăм. Хамăрпа пĕрле вăл та васкаса çитрĕ. Йытă çурисене Илонăн пӳлĕмĕнчи кравать çине хутăмăр. Ветеринар виççĕшĕн сывлăхне те тĕрĕслерĕ. Чи малтан ăшă шыв патăмăр. Кӳршĕ хĕрарăмĕ сĕт илсе каçрĕ. Вăрман питĕ начарччĕ, ураланаймасран ши-кленнĕччĕ. Пĕр сехет çурă ăшăтрăмăр çурасене», — хĕллехи çав куна куçĕ умне кăларчĕ Алиса. <...>

Елена АТАМАНОВА.

♦   ♦   ♦


Йăхран пыракан ĕçе малалла тăсать

Хурт-хăмăр ĕрчетессипе хальхи вăхăтра аслă ӳсĕмрисем те, çамрăксем те ĕçлеççĕ. Шупаш-карта пурăнакан Сергей ПАВЛОВ хăйĕн пурнăçне утарçă ĕçĕпе çыхăнтарнă, кайран мăшăр-не, ачисене явăçтарнă. Анчах çакна суйласа илме ăна мĕн хистенĕ-ха? Хурт-хăмăр ĕрчетме, пыл туса илме çăмăл-и? Çакăн пирки вăл хăй каласа кăтартĕ.

— Хурт-хăмăр ĕрчетесси пирĕн йăхран йăха куçса пынă. Хăй вăхăтĕнче манăн мăн асаттепе асанне, кукамайпа кукаçи те çакăнпах ĕçленĕ. Юлташсем те вĕлле хурчĕсем тытаççĕ. Вĕсене курса хамăн та çак ĕçпе аппаланас шухăш çуралчĕ. Çавăнпа 2014 çулта Шупашкартан вĕлле туянса килтĕм. Каярах тата илтĕмĕр. Çапла вĕсен шутне майĕпен ӳстерсе пытăмăр. Халĕ çак ĕç пирĕн çемьешĕн чун киленĕçĕ пулса тăчĕ. Çавна май кашни канмалли кун хаваспах яла çӳретпĕр, пахчара ĕçлетпĕр, вĕлле хурчĕсене пăхатпăр.

Çулла виçĕ хутчен — çу, утă тата çурла уйăхĕсенче — пыл илме тăрăшатпăр. Хыççăнах ăна ла-бораторие тĕрĕслеме паратпăр. Кунта унăн тĕсне, тутине, шăршине, сахăр тата шыв шайне, тасалăх-не пăхаççĕ. Пыл сахăрланасси ăна мĕнле температурăра тытнинчен килет. Енчен те пӳлĕмре яланах ăшă тăк пыл хăвăрт хытмасть. Хĕвел çаврăнăш, рапс чечекĕсенчен пухни хăвăрт сахăрланать. Унсăр пуçне çанталăк та витĕм кӳрет. Çумăрлă е ытла шăрăх тăрсан вĕлле хурчĕсене ĕçлеме кансĕр.

Хĕлле те пыл хурчĕсене пăхсах тăратпăр. Урамра сивĕтсен вĕллесене омшанике (вĕлле хурчĕсен ятарлă хĕл каçмалли вырăнĕ) кĕртетпĕр. Кунта сивĕ çилрен, тĕрлĕ шăв-шавран хӳтĕленеççĕ. Шăшисем те йăвасене кĕрсе хуçаланма пултараççĕ, çавăнпа пăхсах тăмалла. Хĕл каçма кашни вĕллене 25-27 килограмм пыл лартса паратпăр. Çакă вĕсене çителĕклĕ. <...>

Лена АТАМАНОВА.

♦   ♦   


Кашниех стенд çинче хăйĕн сăнне курасшăн

Шупашкарти 19-мĕш шкулта «Юнарми» юхăм 8 çул каяллах аталанма тытăннă. Кунта ача-сене шкул саккинченех чăн-чăн патриот пулма вĕрентеççĕ. Паян сăмах пиллĕкмĕш класс пĕтернисем пирки. Вĕсем шкулăн общество пурнăçĕнче, хулари мероприятисенче, спортра пуринчен хастар пулнипе уйрăлса тăраççĕ.

Уроксем хыççăн кружока васкаççĕ

Кунта 13 хĕрачапа 13 арçын ача ăс пухать. Ертӳçи — чăваш чĕлхипе литературин вĕрентекенĕ Роза Мазикова. Авăн уйăхĕнче 6-мĕш класа килекенскерсем 1-мĕшĕнчех «Юнарми» ретне кĕнĕ, ун чухнех стройпа утас ăсталăха аталантарнă, патриот мероприятийĕсене хастар хутшăннă.

Çамрăк армеецсем тĕрлĕ енлĕ аталанаççĕ. Уроксем хыççăн ытти ача пек киле чупмаççĕ, кружоксене васкаççĕ. Сергей Венедиктов ертсе пыракан «Çамрăк патриот» кружокра ачасем стройпа утас ăсталăха туптаççĕ, çĕршыв историне, унăн паттăрĕсем, çар званийĕсем çинчен вĕренеççĕ, Калашников автоматне салатса пуçтарма, хӳтĕлев тумне тăхăнма хăнăхаççĕ, семафор азбукине алла илеççĕ. «Кашăксем тата параппан» — вĕренекенсем юратакан тепĕр кружок. Кунта ачасем йывăç кашăксемпе, параппанпа калама хăнăхаççĕ. Вальс çаврăнма, матрос пек ташлама вĕрентекен ташă кружокне те хаваспах çӳреççĕ маттурсем, пултарулăхĕпе шкулта иртекен тĕлпулусене, мероприятисене илем кӳреççĕ. Тепĕр кружок — «Çар акăлчан чĕлхи». Юлия Ишелева вĕрентекен пулăшнипе ачасем ют чĕлхепе çар терминĕсене калама хăнăхаççĕ кăна мар, ытти темăна та тарăннăн ăса хываççĕ. Республика тата хула историйĕсем, Шупашкарти паллă вырăнсемпе палăксем, республикăн мухтавлă çыннисем пирки, тавра пĕлӳ кружокĕнче пĕлеççĕ çамрăк армеецсем. Кашни экскурсирен çĕкленӳллĕ кăмăлпа таврăнаççĕ.

— «Чĕрĕ уроксем» теес килет пирĕн çул çӳревсене. Палăксен умĕнче чарăннă май ачасемпе вĕсене халалланă çынсем пирки калаçатпăр, республика историйĕнчи паллă пулăмсене аса илетпĕр. <...>

Вера ШУМИЛОВА.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.