Комментари хушас

23 Çĕртме, 2022

Çамрăксен хаçачĕ 24 (6423) № 23.06.2022

«Шывра ĕçленипе ура шыçăннăран атă юрами пулчĕ»

Александра Ивановна 1930 çулта Патăрьел районĕнчи Çĕнĕ Ахпӳрт ялĕнчи Горбуновсен çемйинче çуралнă. Ашшĕ Иван Петрович ялта пурнăç йывăр пулнипе тепĕр çемьепе вербовкăпа Çĕпĕре тухса кайма шухăшланă. Аслă хĕрĕ Саня ун чухне 11 çул тултарнă. Ялта вербовкăпа каякансем унччен те пулнă. Нумайăшĕ каялла таврăнман. Çавăнпа Горбуновсем Çĕпĕрте пурнăç лайăхрах пулĕ тесе çуртне сутса янă. Анчах тухса кайма хатĕрленнĕ чухне Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланнă. Мĕн тумалла? Çурчĕ те çук. Кил хуçине вăрçа илсе каясси паллă пулнă. Иван Петрович çемйине кĕтессĕр хăварас мар тесе юлташĕсем пулăшнипе часрах пĕчĕк çурт туяннă. Унта çĕнĕ кăмака туса çăкăр пĕçерсе кăларнă. Тепĕр кунхине Саньăн ашшĕ вăрçа тухса кайнă. Таврăнайман вăл. 1942 çулта унăн вилнĕ хучĕ килнĕ.

1941 çулхи кĕркуннеччен ялти вăй питти арçынсем вăрçа кайса пĕтнĕ. Вăрçă Саньăн ачалăхне те вăрланă, вăл та, ытти ача пекех, аслисемпе тан тырă вырнă.

«Анне мана аслă çынсемпе тан ĕçлеттеретчĕ. Йывăртарах чухне пулăшма тăрăшатчĕ. Çимелли çукчĕ. Колхоз кунне пĕрре апат çитеретчĕ. Унпа çеç тăранаймастăн-çке. Çамрăкăн хырăмĕ час выçать тата. Канма ларсан курăк вăррисене, çиме юрăхлисене, пухаттăмăр. Çавна чăмласа хырăма улталаттăмăр. Тырă вырнă вăхăтра киле кайса çӳреместĕмĕр. Кĕлтесенчен хӳшĕ тăваттăмăр та çавăнтах çĕр каçаттăмăр. Аслисем ирхине хире çитиччен ĕçлесе кăштах та пулин маларах каяр теттĕмĕр. Мана аслăрах хĕрсем хăйсемпе пĕрле илсе çӳретчĕç. Вăй пулнă пуль çав, ахальтен ертсе çӳремен.

Пĕр çулхине ялти тăватă хĕр вербовкăпа Мускава кайма çырăнчĕç. Мана та хăйсемпе пĕрле чĕнчĕç. Килĕшрĕм. Канаша çитсен пирĕн пата вирьял хĕрĕсем хутшăнчĕç. Мускав вырăнне пире пач тепĕр еннелле, Молотов хулине /халĕ вăл Пермь/, илсе кайрĕç. Пирĕн Кама юхан шывĕ тăрăх юхакан пĕренесене тытмаллаччĕ. Урана тăхăнма вăрăм кунчаллă атă пачĕç. Шывпа юхса анакан пĕренесене пакурпа тытмаллаччĕ, вĕсене çыран хĕррине кăлармаллаччĕ. Хăш-пĕр чухне тем пысăкăш капланса килетчĕç. Ытла хăрушшăн курăнатчĕç. Пурпĕрех пĕренесене тытса юлаттăмăр. Унтан вĕсене пилорамăна илсе кайса хăма çуратчĕç. Ытларах рельс айне хумалли шпалсем хатĕрлетчĕç. Кунĕпе шывра тăма питĕ йывăрччĕ. Атă тăхăннă пулсан та йĕпенсе пĕтеттĕмĕр. Шывĕ сивĕччĕ. Кĕркунне ура шыçăнса кайрĕ, атă юрами пулчĕ. Пирĕнпе пĕрле тыткăна лекнĕ нимĕçсем ĕçлетчĕç. Вĕсем пире, хĕрсене, шеллетчĕç. «Кунтан чĕрĕ-сывă каяймастăр пуль», — тетчĕç. Пĕр ватă нимĕç таçтан спирт тупрĕ. Ăна вĕри шывпа хутăштарса урана сĕрме хушрĕ. Шыççи кăштах чаксан пире йывăç ещĕксем валли хăма çуракан цеха куçарчĕç. Унта кăштах çăмăлрахчĕ. Шел, пĕрле килнĕ хĕрсенчен иккĕшĕ шыва кайса вилчĕç.

Пĕрре фотограф килчĕ. Эпир те, чăвашсем, ӳкерĕнсе юлтăмăр. Çав сăн ӳкерчĕк паянхи кун та упранать. Эпĕ ытла пĕчĕк пулнă вĕт-ха. Манпа пĕр çултисем ун чухне ялтан кайман. Эпĕ хĕр шутне кĕнĕ çамрăксемпе пĕрле нуша курса çӳрерĕм. Юрать, çулталăк ĕçлесен киле ячĕç. Вăрçă пĕтменччĕ-ха. Канаша пуйăсран тепри çине тырă миххисене куçарма илсе каятчĕç. «Вĕлтĕрен миххи» теттĕмĕр вĕсене, ытла та пысăкчĕ. Иккĕн йăтсан та куçарма çăмăлах марччĕ. Вакунсене салтаксем сыхлатчĕç. Эпир вара, хĕрсемпе хĕрарăмсем, ĕçлеттĕмĕр», — аса илчĕ Александра Ивановна.

Молотов хулинче ĕçленĕшĕн Александра Печниковăна Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕн удостоверенине панă. Яла таврăнсан хĕлĕпе йĕтем çинче ĕçленĕ, тăпачпа, куслапа авăн çапнă. Ĕçлеме тухакансене пĕрер курка тырă парса янă.

«Вăрçă пĕтсен те пурнăç çăмăл пулмарĕ. Торф кăларнă, çул тунă, вăрман каснă... Çĕршыва ура çине тăратмалла-çке-ха. Кашни çыннăн, ăçта ĕçленине пăхмасăрах, 25 кубла метр вăрман касмаллаччĕ. Кĕçĕн шăллăм вăрçă пуçланнă çул çуралчĕ. Аннене 4 ачапа çăмăлах пулмарĕ. Ăна хĕрхенсе аслисемпе тан ĕçлеттĕм. 1950 çулсенче хĕрсемпе каллех вербовкăпа Мускава тухса кайрăмăр. Хальхинче чăнах та çав хуланах лекрĕмĕр. 24 хутлă тума палăртнă çурт никĕсне кĕреçепе чаврăмăр. Аялалла анса пынăçемĕн тăпрана çӳлелле ывăтма йывăрччĕ. Нимĕнле техника та пулман. Кĕреçе, лум, наçилкка — çавсем çеç. Хĕлле шăн çĕр чавма пушшех те тертлĕччĕ. Лумпа вăйлă таккасан та катрамăн-катрамăн кăна хăйпăнса тухатчĕ. Укçа тӳлетчĕç те, çавăнпа ĕçлеттĕмĕр. Колхозра вара кун шутне çеç палăртса пыратчĕç», — аса илӳ çăмхине малалла сӳтрĕ Саня аппа. <...>

Валентина ЯКОВЛЕВА.

 ♦   ♦   ♦


«Тӳрĕ эфиртан йĕп-йĕпе тара ӳксе тухрăм»

Ашшĕ суйланă ят

— Эллада, хаçат вулаканĕсене хăвăнпа паллаштарсам.

— Эпĕ Тăвай районне кĕрекен Тенеяль ялĕнче çуралса ӳснĕ. Шкул саккипе сыв пуллашнă хыççăн Шупашкара çул тытрăм, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн журналистика факультетне вĕренме кĕтĕм. Диплом илнĕренпе, 2019 çултанпа, Чăваш наци радиовĕнче тăрăшатăп, халĕ редактор тивĕçĕсене пурнăçлатăп. «Кĕрекене пуçтарăнсан», «Чĕререн тухакан сăмахсем», «Ирхи кăмăл» кăларăмсенче тӳрĕ эфира тухатăп.

— Санăн яту хăйне евĕр, сайра тĕл пулаканскер. Вăл пирĕн пата Авалхи Греци культуринчен килнĕ. Аçупа аннӳ ку культурăна питĕ кăмăлланипе сан валли çак ята суйланă-ши?

— Чылай çын ятăма илтсен: «Эсĕ чăваш хĕрĕ мар пуль», — тет. Эпĕ вара мăнаçлансах атте те, анне те чăваш пулнине пĕлтеретĕп. Пĕчĕк чухне мана мĕншĕн кун пек ят панă-ха тесе макăраттăм, питĕ кулянаттăм. Манăн та хамăн туссем пек Марина, Таня е Оля ятлă пулас килетчĕ. Эпĕ вара — Эллада. Çынсем те манран мĕншĕн çавăн пек ят панă тесе ыйтатчĕç. Ку пушшех те чуна ыраттаратчĕ. Халĕ вара савăнатăп кăна. Чăваш Республикинче кун пек ят пурри пирки илтмен те эпĕ. Паян та ав социаллă сетьре «Эллада — сирĕн хушма ят-и?» тесе ыйтрĕç. Ман валли атте ят суйланă. Вăл Мускава ĕçлеме кайнă, çавăнти хуçан хĕрĕ Эллада пулнă. Аттене çак ят питĕ килĕшнĕ. Киле таврăнсан аннене хĕр çуралсан Эллада ят парассине каланă.

— Эсĕ çемьеллĕ-и?

— Хальхи вăхăтра манăн çемье — аттепе анне. Анне – Татьяна Геннадьевна, атте – Иван Николаевич. Вĕсем Тăвай районĕнчи Тенеяль ялĕнче пурăнаççĕ. Унта тăтăшах кайса çӳретĕп. Çывăх çыннăмсене питĕ юрататăп, хисеплетĕп. Пурнăç çулĕ çине кăларнăшăн тав сăмахĕ калатăп. Хам çемье çавăрсан сире тӳрех пĕлтерĕп.

— Ачалăху мĕнле иртрĕ? Эсĕ шухă ача пулнă-и?

— Эх, ачалăх… Темĕн те тунă. Туссемпе концерт та, спектакль те шухăшласа кăларса ыттисене кăтартнă. Эпĕ шухă ача пулнă темелле-тĕр. Кашни шăтăка кĕрсе тухаттăм. Пĕр самант нихăçан та манăçмĕ. Тăвайран яла килекен юлашки автобуспа иккĕмĕш сыпăкри аппан çитмеллеччĕ. Ăна кĕтме тухрăм. Пылчăклă, çумăр çăвать… Самай кĕтсе тăтăм — аппа çук та çук. Киле çаврăнса утас терĕм. Икĕ çулпа çитме пулать: кĕскипе тата тавран каяканнипе. Кĕскине суйласа уй урлă кайрăм. Утрăм-утрăм… Калуш тĕпне пылчăк çыпăçса тулчĕ, хускалайми пултăм. Ура путать, туртса кăлараймастăп. Йĕме пуçларăм. Киле мĕнле çитмелле? Мухтав Турра, ял вĕçĕнчи пӳртре пурăнакан хĕрарăм шăп çав вăхăтра урама тухнă та эпĕ макăрнине илтнĕ. Вăл ман пата пычĕ, лачака ăшне путнă калуша туртса кăларма пулăшрĕ. Хам çара пылчăк, хуп-хура.

«Эпĕ киле кайма хăратăп, мана аттепе анне вăрçĕç», — терĕм Тамара аппана. Вара вăл мана киле йăтсах çитерчĕ. Çывăх çынсем тĕлĕнсе кайрĕç. Мĕн пулса-иртнине каласа кăтартрăм. <...>

Анастасия СИДОРОВА.

 ♦   ♦   ♦


«Ку таранччен лавккара туяннă чей ĕçсе курман»

Патăрьел районĕнчи Тури Туçара пурăнакан Зоя Перепелкина — ялти хисеплĕ çынсенчен пĕри. 70 çула çывхараканскер пулăшу ыйтакан кирек мĕнле çынна та алă пама хатĕр. «Кашни кун кама та пулин ырă тумасан хама та пурăнма питĕ кансĕр», — тет вăл.

Унăн ашшĕпе амăшĕ ыттисенчен нимĕнпе те уйрăлса тăман. Тивĕçлĕ канăва тухичченех «Гвардеец» колхозра ĕçленĕ. Зоя Тури Туçари вăтам шкулта вĕреннĕ. 8-мĕш класра ăс пухнă чухне вăл тăрук урокрах чирлесе ӳкнĕ. Больница хыççăн больница... Тухтăрсем хĕрачан чĕри сывă марри-не каланă, операци тумасăр май çуккине пĕлтернĕ. Хĕрачана Горький хулине /халĕ Чулхула/ операцие илсе кайма хатĕрленнĕ.

«Унта каяс умĕн анне эпĕ выртакан Шупашкарти больницăна япаласем пырса пачĕ. Вĕр çĕнĕ бурка тыттарчĕ. Ун чухне ялти ачасем ун пеккине тăхăнса та курайман. Куншăн питĕ савăнтăм. Çавăнтах тăна çухатса çĕре тĕшĕрĕлсе антăм. Тухтăрсем эпĕ вилнĕ тесе шухăшланă пуль. Шăпах ун чухне больницăна çамрăк врач, интернатурăра вĕренекен Изабелла Владимировна /ятне паянхи кун та астăватăп/ пынă. Вăл ваннăйне сивĕ шыв яма, мана унта кĕртсе лартма ыйтнă. Пурпĕрех усси урăх пулас çук тесе мана çавăнта чăмтарнă. Эпĕ тăна кĕнĕ. Тĕрĕсленĕ хыççăн мана вăхăтлăха операци тума кирлĕ марри палăрнă. Çапла эпĕ сивĕ шыв пулăшнипе вилĕмрен çăлăннă. Çавăн чухнех Изабелла Владимировна: «Ку хĕрача ыттисем пек мар», — тесе каланăччĕ.

Ун чухне эпĕ больницăра çур çул выртрăм. Вилĕмрен çăлăннăранпа кашни кун — хĕлле-и, çулла-и — хам тăрăх сивĕ шыв яратăп. Больницăран тухсан шкула çӳреме тытăнтăм. Ачасен е пуç ыратать, е шăл сурать пулсан çав вырăна алăпа тытаттăм та вĕсен ыратни иртсе каятчĕ.

Манăн мăн кукамай Елчĕк районĕнчен пулнă. Вăл хăй вăхăтĕнче çынсене тĕрлĕ курăкпа сипленĕ имĕш. Кукамай та ялти çынсене пулăшнă, шăмă сиксен вырăна лартма пултарнă. Çакăн çинчен илтсен манăн та çапла туса пăхас килетчĕ. Эпĕ мĕн пĕчĕкренех агроном пулас ĕмĕтпе пурăнаттăм. Юратнă юрă та агроном çинченехчĕ. Анчах йывăр чирлесе ирттернĕ хыççăн шкулта завуч пулса ĕçлекен кукка мана 8 класс пĕтернĕ хыççăн ирĕксĕрех Канашри медучилищĕне илсе кайрĕ. Экзамен-сене чиперех тытрăм. 1967-1970 çулсенче медучилищĕре вĕрентĕм. Ун хыççăн направленипе Тури Туçа участок больницине ĕçлеме ячĕç. Кайран ялти ача садĕнче аслă медсестрара тăрăшрăм. 1995 çулччен çавăнта ĕçлерĕм. Вăл вăхăтра Шупашкарта массажистсен курсĕнче çур çул вĕрентĕм. Çавăн чухне хам ыттисем пек мар пулнине пĕлтĕм. Манран тухакан вăй пачах та урăхлаччĕ. Çавна вĕрентекенсем те асăрхарĕç. Мана ку енĕпе вăйлăрах аталанмаллине каласа ятарласа вĕренме сĕнчĕç. Анчах ача çуратас текен хĕрарăмсен тăхтамаллине каларĕç.

Яла таврăнсан массаж пӳлĕмĕ уçрăм. Кун пекки пирĕн тăрăхра пĕрремĕш пулнăран комисси чылай хут килсе тĕрĕслерĕ. Çынсене массаж тума тытăнтăм. Çав вăхăтрах хамра темле энерги пуррине туяттăм, анчах унпа тивĕçлипе усă курма пĕлмерĕм. Шупашкарта ку енĕпе ĕçлекен ятарлă ушкăн пурччĕ. Вĕсем малтан мана пĕр арçын патне вĕренме ячĕç. Вăл халăх медицинипе усă курса çынсене сывалма пулăшать. Эпĕ хам та сиплĕ курăк пуçтараттăм. Кашни курăкăн хăйĕн вăхăчĕ пулнине тахçанах пĕлеттĕм. Пирĕн çемьере çак тарана çитсе лавккара туяннă чей ĕçсе курман. Мана ку енĕпе Мускавра тĕплĕнрех вĕренни пулăшрĕ. Унтан таврăнсан тĕрлĕ курăкпа усă курма тытăнтăм. Пурпĕрех хамран тухакан вăйпа çителĕклĕ усă курман пек туйăнатчĕ. Çавăнпа Мускава пĕр хĕрарăм патне вĕренме кайрăм. Ун чухне ман пеккисем çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен пынăччĕ. Юлашкинчен çав хĕрарăм 10 çынран мана суйласа илчĕ. Пурте — курăмлă майрасем, эпĕ çеç ялтан пынăскерччĕ. Çак хĕрарăмран çав тери хăраттăм. <...>

Валентина ЯКОВЛЕВА.

 ♦   ♦   ♦


Шăл — мăйăр катмалли инструмент мар

Кашни çыннах Голливудри пек шап-шурă та илемлĕ шăлпа çӳреме ĕмĕтленет. Стоматолог терапевтра тăрăшакан Инна Полякова çирĕп шăллă пулас тесен гигиенăна ачаранпах пăхăнмаллине палăртать. Миçе хут тасатмалла? Мĕнле щетка суйламалла? Çак тата ытти ыйтăвăн хуравне специалистпа пĕрле шырар.

Тасатнă хыççăн чӳхемелле

— Инна Юрьевна, ачан пĕрремĕш шăл тухсанах ăна тасатма пуçламалла теççĕ. Тĕрĕсех-и ку?

— Шăл тухичченех тасатма пуçламалла. Мĕншĕн тесен чĕлхе, шăл туни çинче микроорганизмсем ĕрчеççĕ. Ачасем валли ятарлă щетка пур. Унпа шăл тунине паста сĕрмесĕрех тасатмалла.

— Пĕрисем гигиенăна лайăх пăхăнмасан та çирĕп шăлпа мухтанма пултараççĕ. Теприсем кунĕн-çĕрĕн тасатсан та стоматолог патĕнчен тухма пĕлмеççĕ. Çыннăн шăл мĕнле пуласси генетикăран та килет-и?

— Тĕрĕсех. Ача варта аталаннă вăхăтра пĕтĕм макроэлемент амăшĕнчен куçать. Пепкен çирĕп шăл пултăр тесен мĕн тумалла-ха? Амăшĕн ăна кăкăр çитермелле. Сĕтпе пĕрле кальци куçать. Хĕрарă-мăн ача кĕтнĕ вăхăтра та çак микроэлемент шайне тĕрĕслесе тăмалла, ятарлă анализ памалла. Кальци çителĕксĕр тĕк гинеколог ăна ĕçме сĕнет.

— Кашниех мĕн ватăличчен сывă шăллă пуласшăн. Унăн «ĕмĕрне тăсмашкăн» мĕн тумалла?

— Паллах, гигиенăна пăхăнмалла. Чи малтан ку — шăл пастипе тата щеткăпа усă курни. Анчах çакă кăна çителĕксĕр. Унсăр пуçне ирригатор, çăвара чӳхемелли шĕвек, шăл тасатмалли çип пур. Шăл пастипе тасатнă хыççăн çăвара ятарлă шĕвекпе чӳхемелле. Ирригатора уйрăммăн палăртас килет. Вăл çăвара вăйлă пусăмлă шывпа е ятарлă шĕвекпе тасатать. Портативлă ирригатор та пур. Ăна, калăпăр, пикнике е урăх çĕре пĕрле йăтса кайма пулать. Шăла тасатмалли çипсем те тĕрлĕрен. Шăл хушши пĕчĕк пулсан çӳхереххипе усă курмалла. Унпа шăла хăйрамалла мар, апат юлашкине çӳлелле кăлармалла. Тата тепĕр сĕнӳ: стоматолог патне тĕрĕсленме çулталăкра икĕ хут каймалла.

— Ирхине шăла апат çийиччен е хыççăн тасатсан лайăхрах?

— Ку процедурăн тĕп тĕллевĕ — микроорганизмсенчен, апат юлашкийĕнчен хăтăласси. Çавăнпа апатланнă хыççăн тасатма сĕнес килет. Процедурăна кунне 2 хут — ирхине тата каçхине — туни çителĕклĕ. Паллах, шăла миçе хут мар, мĕнле тасатни пĕлтерĕшлĕрех. 3-4 минут тасатмалла. Техника пирки те каламалла. Кашни шăла çӳлтен аялалла тасатмалла. Чĕлхе пирки те манмалла мар. Ун çинче тĕрлĕ микроорганизм ĕрчет. Чĕлхене тасатмалли ятарлă хатĕрпе /скребок/ усă курмалла. Ку ĕçе щетка та çăмăллатать: тепĕр енĕпе тасатмаллисем те пур.

— Лавккана кĕретĕн те куç алчăрать: темĕн тĕрлĕ щетка та сутаççĕ. Хăшĕнпе усă курмалла: çемçереххипе-и е хытăраххипе-и?

— Вăтам хытă щетка туянма сĕнетĕп. Çемçи — пародонт чирĕсемпе аптăракансем валли. Калăпăр, шăл туни юнланать пулсан унпа усă курмалла. Хытă щеткăсем — протезпа çӳрекенсем валли. Халĕ электричество щетки те пур. Малтанах ăна ятарласа сусăрсем валли хатĕрленĕ. Халĕ, паллах, чылайăшĕ усă курать. Анчах ку щетка шăла хăех тасатать тесе шутламалла мар. <...>

Ирина КОШКИНА калаçнă.

 ♦   ♦   ♦


Чăваш пукани Испание те çитĕ

Тĕрĕллĕ пусма татăкне хуçлатса çыхать те — хĕр пĕрчи куçĕ умне пукане кĕлетки тухса пырать. Çав самантра унăн хура куçĕ савăннипе тата пысăкланать, çавракаланать. Чăваш пуканине ăсталама вĕренекен тĕттĕм ӳтлĕ чиперука иртен-çӳрен те чарăнса тăрсах сăнарĕ. Ача чăваш культурипе паллашни камăн чунне хускатмĕ?

Вунă алă — йăлтах ĕлкĕрме

Шупашкар районĕ те, ытти район пекех, авалтан пыракан уява — Акатуя — паллă турĕ. Кашни ял тăрăхĕ хăйĕн картишне йĕркелесе ăсталăх класĕсем кăтартрĕ, пĕр-пĕр ĕç вăрттăнлăхĕсемпе паллаштарчĕ.

Шупашкар районĕнчи Кăрмăш ялĕнче пурăнакан Регина Чернова /сăмах май, вăл пирĕн вулакансемшĕн ют мар: кăçалхи кăрлач уйăхĕнче «Çамрăксен хаçачĕ» ирттернĕ «Поэзи баттлне» хутшăннăччĕ/ пукане ăсталама паян тин пуçăнман. Ача садĕнче воспитательте ĕçлекенскер шăпăрлансене тетте урлă хамăр тăрăхри халăхсен культурипе паллаштарма тĕв тунă. Пукане хыççăн пукане тумлантарнă май çак ĕç чун киленĕçне çаврăннă. Пурăна киле вăл ачасене Раççейри тĕрлĕ халăхăн этнокультуринче паллă вырăн йышăнакан управçă-пуканене ăсталама вĕрентнĕ. Пусма татăкĕсенчен явса-çыхса тетте ăсталасси паянхи шăпăрлансене хавхалантарни питĕ тĕлĕнтернĕ воспитателе. Ашшĕ-амăшĕ ывăлĕ-хĕрĕ çемçе пуканене ыталасах çывăрнине каласа кăтартнă. Ара, хăйсен аллипе ăсталанă япала пĕчĕкскерсемшĕн уйрăмах хаклă пулнине çирĕплетет ку. Тен, кунашкал пукане ачасен ыйхине лăпкăлăх кӳрет? Ĕлĕк çакнашкал управçа, çемçе теттене, тин çуралнă пепкене ят хуриччен /тĕне кĕртиччен/ вăл çывăракан сăпкана хунă. Вăл пĕчĕкскере усал-тĕселрен сыхланине ĕненнĕ.

«Кăçал районти Акатуйра /сăмах май, ăна Раççейри культура еткерлĕхĕн çулталăкне халалларĕç/ ăсталăх класĕ йĕркелеме сĕнсен хирĕçлемерĕм. Илемлĕ теттене наци çи-пуçĕпе капăрлатма вăхăт самаях кирлĕ. Вĕренес кăмăллă çыннăн вара ĕç кăтартăвне часрах курас килет. Çавăнпа управçă-пукане ăсталама хăнăхтарас терĕм, ку ыттисемшĕн те кăсăклă пулассăн туйăнчĕ. Йĕппе усă курмасăрах ăсталамалли тетте хăвăртах пулать-çке», — палăртрĕ ал ĕç ăсти.

Регина Витальевна нумай тĕпченĕ- вуланă. Управçă-пуканесем тĕрлĕрен пулаççĕ: ĕлĕк ăшне кĕрпе тултарнине ача çуратма палăртнă хĕрарăмсене парнеленĕ. Вунă алăллă пуканене качча каякан хĕре тыттарнă: вăл пур ĕçе те пурнăçласа ĕлкĕрме пулăшасса ĕненнĕ. Курăсран явнă пуканене вăрăм çивĕтлĕ тунă, ĕлĕк хĕрарăм çӳçĕнче хăват пур тесе шухăшланă. Кăмăл пукани валли ятарлă хутаç ăсталанă, мĕн çинчен ĕмĕтленнине палăртса унта хитре шăрçа хунă. Управçă-пуканесене ăсталанă чухне йĕркене çирĕп пăхăнмалла: хачăпа, йĕппе е чикекен ытти хатĕрпе усă курмалла мар, питне çутă тĕслĕ пусмаран тăваççĕ, сăнне кăтартмаççĕ. Явнă, çыхнă чухне кашни тĕвве виçĕ е çичĕ хут тумалла. Управçă хăвачĕ упранса юлтăр тесен кунашкал пуканене çыннăн хăйĕн валли ăсталамалла мар, çынна парнелемелле. Пӳртре ун валли вырăн суйланă чухне алăк е чӳрече еннелле пăхтармалла мар. Хăйне евĕр пуканесем çинчен кĕскен те пулин каласа кăтар-тмашкăн Регина Витальевна 15 пукане ăсталаса килнĕ.

«Акатуйра тăватă сехет ытла сĕтел умĕнчен пăрăнма май килмерĕ. Тĕлĕнмелле те, ачасем çеç мар /ăсталăх класне хутшăннисенчен чи кĕçĕнни — виççĕре/, аслă ӳсĕмри çынсем те кăсăклансах пукане ăсталама хăнăхрĕç. 20 ытла çынна вĕрентрĕм. Тĕрлĕ пукане хатĕрлерĕмĕр. 12 çулти хĕрача, акă, пиччĕшĕ кĕçех авланасса пĕлтерчĕ. Çемçе те капăр теттесем çинчен каласа кăтартнине итлесе тăнăскер пулас инкĕшне вунă алăллă пукане парнелеме шухăш тытнă-мĕн. Икĕ çамрăк хĕрарăм пырса чарăнчĕ. Вĕсенчен пĕри пĕчĕк ачапаччĕ. «Эсĕ те çуратма ĕмĕтленетĕн вĕт?» — куç хĕсрĕ вăл тусне ăшне кĕрпе тултарнă пукане пирки каласа кăтартнине итленĕ май. <...>

Ирина ИВАНОВА.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.