Комментари хушас

15 Çĕртме, 2022

«Хресчен сасси» 23 (2911) № 15.06.2022

Надежда Бабкина: «Мăнаçланар, хамăр пурнăçа хаклар»

Чăваш Енре Раççей кунне анлă паллă турĕç. Тĕп мероприяти Шупашкарти Хĕрлĕ тӳремре иртрĕ.

Уява пухăннисен кăмăлне ăнланнăн çак кун хĕвел те ăшшăн çутатрĕ. Кăнтăр тĕлне Хĕрлĕ тӳрем хаваслă сасă-кулăпа, кĕвĕпе тулма тытăнчĕ. Хулара пурăнакансем, хăнасем ача-пăча тата кадетсен вĕрсе каламалли оркестрĕсен «Виват, Раççей» фестиваль-конкурсне пăхса савăнчĕç. Спорта кăмăллакансем вара «Шупашкар-Арена» пăр керменĕнче хоккейла вылярĕç. Ăмăртăва ултă команда хутшăнчĕ. Çав шутра профессиллĕ спортсменсем, артистсем, журналистсем тата ытти те.

«Лакрей вăрманĕ» паркра та уяв концерчĕ çĕр-çĕр çынна пуçтарчĕ. Андриян Николаев космонавт ячĕллĕ паркра вара чăвашсен йăли-йĕркипе «Ача-пăча Акатуйĕ» кĕрлерĕ. Чăваш тумне тăхăннă ачасем уяв картине тăрса ташларĕç, юрларĕç. Вĕсенчен аслисем те юлмарĕç, Акатуя хаваспах хутшăнчĕç.

Каç енне Шупашкарти Хĕрлĕ тӳрем халăхпа тулчĕ. Уяв пуçланасса, Раççей халăх артистки Надежда Бабкина, паллă ытти артист сцена çине тухасса чăтăмсăррăн кĕтме тытăнчĕç.

«Раççей юррисем» фестиваль-марафон июнĕн 9-мĕшĕнче Çĕнĕ Шупашкарта пуçланнă. Ăна Комсомольски, Тăвай, Патăрьел, Вăрнар, Çĕрпӳ, Хĕрлĕ Чутай, Кӳкеç, Куславкка районĕсенче ирттерме палăртнă.

Хулара пурăнакансене, хăнасене Раççей кунĕпе саламлама Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев хутшăнчĕ.

— Эпир сирĕнпе аслă халăхăн — Раççей Империйĕн, Совет Союзĕн, Раççей Федерацийĕн — несĕлĕсем. Эпир камсем иккенне яланах пĕлнĕ, усалпа килекенсене тавăрма пултарнă — терĕ вăл.

Пултарулăх тĕрлĕ наци халăхне пĕр-пĕрне çăмăллăнах ăнланма пулăшнине палăртрĕ регион ертӳçи. Уявра Раççейĕн тĕрленĕ карттине презентацилерĕç. Пархатарлă пуçарăва регионсем хутшăнса пысăк ĕç туса ирттернĕ. Тĕрĕре кашни нацин уйрăмлăхне, çав хушăрах çĕршывăн пĕрлĕхне, вăй-хăватне кăтартма тăрăшнă.
Уява пынисене Надежда Бабкина саламларĕ.

— Çак карттă пĕчĕк республикăран тухрĕ. Кунта ĕçчен те туслă, хăйĕн тăрăхне, çĕршыва чунтан юратакан халăх пурăнать. Кашни регион унта хăйĕн юратăвне, ырлăхне, несĕлне хывнă. Эпир вăйлă та çĕнтереймен çĕршыва, Раççее, йĕркелеме хутшăнатпăр. Çакăнпа мăнаçланар, хамăр пурнăçа хаклар, — терĕ вăл.
Паллă кун Олег Николаев тата Надежда Бабкина Шупашкарăн тĕп сцени çинче 12 çамрăка РФ гражданинĕн паспортне пачĕç. <...>

Лариса АРСЕНТЬЕВА.

♦   ♦   ♦


Çырла татма, туянма пултарччăр

Шупашкар районĕнчи Çӳлтикассинчи Сергей Крылов виçĕ çул каялла çĕр çырли туса илме пуçланă. Пылак та сиплĕ çимĕçе малтанах хушма хуçалăхра çитĕнтернĕ. Ял бизнесне аталантарнă май кăçал лаптăка палăрмаллах анлăлатнă. Фермерăн ĕмĕчĕ пысăк: малашне агротуризм йĕркелеме, чĕр тавара тирпейлекен цех уçма палăртать.

«Пушă вăхăта сая ямарăм»

— Хулара çуралса ӳснине пăхмасăр ял хуçалăхĕ маншăн яланах çывăх пулнă. Каникулсене асатте-асанне патĕнче, Çӳлтикассинче, ирттернĕ май ачаранах çĕр ĕçне кӳлĕннĕ. Шкул хыççăн техникумпа вузра, тĕрлĕ курссенче пĕлĕве ӳстертĕм. Аттепе Николай Павловичпа «Волгохиммонтаж» пĕрлешӳ йĕркелерĕмĕр, — пуçларĕ сăмахне Сергей Николаевич. — 2020 çулта çĕршывра, республикăра ковид сарăлма пуçласан нумай предприяти хупăнчĕ е ĕçĕсене чарса лартрĕç. Пушă вăхăтпа усă курса эпĕ ĕмĕтĕме пурнăçа кĕртме, çĕр çырли çитĕнтерме тытăнтăм. Ял бизнесне йĕркелеме пĕлĕшсен ырă тĕслĕхĕ хавхалантарчĕ. Краснодар тăрăхĕнче вĕсем пылак çимĕçе туса илсе сутни мана та кăсăклантарчĕ, курни-илтнине ăса хывма тăрăшрăм.

2020 çулта «альба», «клерия», «джоли», «азия» сортсене 500-шер хунав туянса Çӳлтикассинче хушма хуçалăхра лартрăм. Хĕл каçнă хыççăн кашни сортăн лайăх енĕпе пĕрлех çитменлĕхĕ те палăрчĕ. Хунаттарма çирĕпписене, пирĕн тăрăхра лайăхрах çитĕнекеннисене суйласа илтĕм. Паллах, бизнеса сарма çакă çителĕксĕр. Тĕрĕсленĕ хыççăн, шанчăклă сортсем Италирен туянтăм. Малтанхи тапхăрта хунав лартмашкăн йăрансем хатĕрлерĕмĕр. Тăпрана купаласа тунă касăсене ятарлă хура пленкăпа витрĕмĕр. Кун пек тусан тăпра хăвăрт ăшăнать, çум курăк шăтмасть, çимĕç яланах таса пулать. Ӳсен-тăран хушши — 20 см, касăсен 30 см сарлакăш кирлĕ. Пленка айĕнче тумласа шăваракан лента хурса тухнă, ун тăрăх удобрени те хыватпăр.

Пĕррехинче Раççей ял хуçалăх банкĕн Чăваш Енри филиалĕнче мана республикăра «Фермер шкулĕ» проект хута кайнине пĕлтерчĕç. Ял бизнесне тухăçлă аталантарма пĕлӳ çителĕксĕррине туйса хайхи шкула çырăнтăм. Пĕрремĕш тапхăрпа кĕнисене çуркунне-çулла вĕрентнĕ май тăхтама тиврĕ: çырла плантацийĕнче ĕç нумайран пăрахса хăвараймарăм. Кĕр енне пушансан хаваспах парта хушшине лартăм, «Аквакультура» специальноçа суйларăм. «Фермер шкулĕнче» ĕç-хĕле тухăçлă тытса пыма, реклама, маркетинг, бизнесри ытти вăрттăнлăха алла илтĕмĕр. Вĕреннĕ вăхăтра пĕр шухăшлă çынсемпе паллашрăм. Пĕлĕве ӳстерни ял бизнесĕнче хăюллăрах пулма хавхалантарчĕ. «Фермер шкулне» йĕркелекенсемпе, пĕрле вĕреннисемпе ĕçлĕ çыхăну çирĕпленчĕ. Пирĕнпе кăсăкланни, йывăр тапхăрта пулăшни тăрăшарах вăй хума хистет.

Шкулта бизнес-проекта хӳтĕленĕ хыççăн «Перспектива» программăпа грант илме ЧР Ял хуçалăх министерствине документсем тăратрăм. Конкурсра çĕнтерсе бизнеса аталантарма патшалăхран 4 млн тенкĕ /проект хакĕн 70%/ тивĕçрĕм. Ыттине /1 млн та 750 пин тенкĕ/ хамран хушрăм. Укçапа Голландирен çĕр çырлин «хадемар», «флорентино», «сара», «фаворит», «альбион» сорчĕсене 75 пин хунав илтĕм. Пурте ремонтантлă шутланаççĕ. Вĕсене хирте уйрăм лаптăкра лартрăм. Ӳсен-тăрана тумласа шăварассине йĕркеленĕ. Çывăх вăхăтра çутă та çитермелле. Çĕр çырлине туса илнĕ çĕрте те технологие çирĕп пăхăнмалла. Ĕçе механизацилени йăнăшасран асăрхаттарать. Плантаципе юнашар администраци, хăна çурчĕсем, хурал пӳлĕмĕ, холодильник, техника валли вырăнсем тăвасшăн. Сезон вăхăтĕнче ĕçлекенсене çитерме столовăй уçасшăн.

Kаптăкра ремонтантлă cортпа пĕрлех ир е кая юлса пиçекеннисем те пур. Агротуризм йĕркелесен çынсене çуркуннерен пуçласа хура кĕрчченех йышăнма пулать. Палăртнине пурнăçа кĕртме тытăннă ĕнтĕ. Хальхи вăхăтра автомобильсем валли лапам хатĕрлеççĕ, каярахпа беседка, ача-пăча лапамĕ, душ тăвăпăр. Çапла вара хулара пурăнакансем çемйипех уçă сывлăшра канма пултараççĕ. Хиртех ярмăрккă йĕркелесшĕн. Лавккаран çырла туяннă чухне нумайăшĕ ăна ăçта туса илнине, пахалăхне йĕркеллĕ пĕлмест. Кун пек вара хăйсем курса, тутанса пăхса хаклама, кăмăла кайнине туянма, татса пуçтарма пултараççĕ. Агротуризмпа килекенсене канма условисем туса парасшăн. Палăртнине кăçалах пурнăçа кĕртесшĕн. Строительство ĕçĕсене пурнăçлама Николай Крылов организацийĕпе килĕшӳ тунă ĕнтĕ.

Паллах, агротуризма çӳллĕ шайра аталантарма укçа-тенкĕ самай кирлĕ. Малашне патшалăх пулăшăвĕпе те усă курасшăн. Юлашки вăхăтра патшалăх АПКна курăмлă тĕрев парать. Çавăнпа ĕçлеме çăмăлланчĕ. Пире, ял бизнесне аталантаракансене, тăрăшарах ĕçлеме хавхалантарать. Çывăх вăхăтра лизингпа е кредитпа техника туянасшăн. Ăна илме кайнă тăкакăн пĕр пайне бюджетран саплаштарни пирĕншĕн каллех çăмăллăх. Раççее хирĕç санкцисем кĕртнĕ май вырăнта туса илекен продукцин калăпăшне ӳстересси çивĕч тăрать. Ют çĕршывран кӳрекен улма-çырлана, пахча çимĕçе вăрăм çул çинче пăсăласран хими хутăшĕпе йĕпетеççĕ. Çавăнпа вырăнта туса илнине нимĕн те çитмĕ. <...>

Лариса НИКИТИНА.

♦   ♦   ♦


Тутлă та сиплĕ апат-çимĕç

Чăваш халăхĕн çĕр пин юрă, çĕр пин тĕрĕ кăна-и, апат-çимĕçне те шутласа кăлараймăн. Çакна Комсомольски салинчи тĕп паркра иртнĕ Чăвашпотребсоюзĕн «Чăваш апат-çимĕçĕ» республикăри фестивалĕ те çирĕплетрĕ.

Фестивалĕн пĕрремĕш тапхăрне хутшăннă вунă райпо наци апат-çимĕçне тутлăрах пĕçерессипе, илемлетессипе ăмăртăва тухнă тейĕн. Тулли сĕтелсем апат-çимĕçпе авăнчĕç. Мĕн кăна çук-тăр: шăрттан, пӳремеч, хуран кукли, хуплу, сĕт юр-варĕ… Таврана ырă шăршă сарăлнă. Илемлĕ тумлă хуçисем сумлă хăнасене, уява пуçтарăннисене юрă-ташăпа хăйсем патне йыхравларĕç, тутлă çимĕçе тутанса пăхма сĕнчĕç.

«Чăваш апат-çимĕçĕ» фестиваль республикăра иккĕмĕш хут иртет. Ăна иртнĕ çул та Комсомольски тăрăхĕнче йĕркеленĕ.

Уява хутшăнакансене ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕн заместителĕ Ольга Петрова, Чăваш Енри Хĕрарăмсен союзĕн председателĕн заместителĕ Нина Глотова, Раççей ял хуçалăх банкĕн регионти филиалĕн директорĕ Ирина Письменская тата ытти сумлă хăна хутшăнчĕç. Вĕсене чăвашсен ырă йăлипе çăкăр-тăварпа кĕтсе илчĕç.

— Чăваш халăхĕ çăкăр-тăвар енчен яланах тарават пулнă. Эпир, потребитель кооперацийĕсем, наци çимĕçне хаваспах пĕçеретпĕр, ятарлă кафесем, предприятисем уçатпăр. Фестиваль тĕллевĕ — наци кухнине, йăли-йĕркине, культурине аталантарасси, пулас ăрушăн вĕсене упраса хăварасси, — палăртрĕ Чăвашпотребсоюзĕн правленийĕн председателĕ Валерий Павлов.

Мероприяти программи пуян. Анатри чăвашсен тумтирĕпе паллашма та кăмăллă пулчĕ. Асанне арчинчен кăларнă япаласем хальхи вăхăтра та куçа илĕртеççĕ. Вĕсем манăçа тухманни савăнтарать. Уявсенче чăваш тумне час-часах курма тӳр килет. Кашни çемьен арчинчех вăл упранать.

Ăсталăх класĕсенче ача-пăча аслисем кăтартса пынипе хуран кукли хатĕрлеме вĕренчĕ. Сăмах май, çак çимĕçе чикĕ леш енче те кăмăллаççĕ, кафе-ресторансенче пур вăл. Çынсем какай шӳрпин вăрттăнлăхĕпе те паллашрĕç.

Сумлă жюрие чи тутлине, лайăххине суйласа илме çăмăл пулмарĕ.

— Уява пурте тăрăшса хатĕрленнĕ. Хăшĕ-пĕрин ĕçĕ вара уйрăмах çӳллĕ шайра. Çĕнтерӳçĕсене палăртнă чухне кашни вак-тĕвеке те шута илме тăрăшрăмăр, — терĕ жюри председателĕ, Чăваш Енри кулинарсен ассоциацийĕн председателĕ Николай Уездный.

Хĕрӳ конкурсра гран-прие Йĕпреç райповĕн команди тивĕçрĕ. Пĕрремĕш вырăна Октябрьски райповĕ /Сĕнтĕрвăрри районĕ/ тухрĕ. Иккĕмĕшĕнче — Канаш райповĕпе «Тăвай кооперативĕ» пĕрлешӳ, виççĕмĕш вырăна Шăмăршăсемпе Комсомольскисем пайларĕç. Потребитель кооперацийĕн ытти предприятийĕ те тĕрлĕ номинацире палăрчĕ. <...>

Лариса НИКИТИНА.

♦   ♦   


Çамрăк çумĕнче ватă та пулмалла

Чăваш Енри АПК ветеранĕсен союзĕ черетлĕ ларăвне ку хутĕнче Улатăр районĕнче ирттерчĕ.

Чи малтанах вĕсем вырăнти «КиПиАй» агрохолдинг» пĕрлешĕвĕн уй-хирĕсене, машинăпа трактор паркне çитсе курчĕç, хуçалăх ĕçĕ-хĕлĕпе тĕплĕнрех паллашрĕç. Асăннă пĕрлешӳ паянхи кун 30 пин ытла га çĕрпе усă курать. Пушă выртакан лаптăксене пусă çаврăнăшне кĕртет. Кăçал çурхи тулă, урпа, рапс, йĕтĕн, куккурус акнă. Çавăн пекех кĕрхи тулă та пур. Уйсем çум курăксăр, таса. Çакнашкал культурăсенчен пысăк тухăç илесси куçкĕретех. Паллах, ӳсĕм хăй тĕллĕн пулманнине палăртрĕ пĕрлешĕвĕн тĕп директорĕ Илья Быстряков. Çĕре хатĕрлеме хальхи йышши çĕнĕ техникăсемпе усă кураççĕ. Унсăр пуçне ку е вăл культурăна акнă-лартнă вăхăтра кирлĕ чухлĕ удобрени хываççĕ. Ертӳçĕсемпе специалистсем наукăпа тачă çыхăнса ĕçлеççĕ. Кашни культурăна хăçан акмаллине, мĕнле удобрени хывмаллине лайăх ăнланаççĕ. Вĕсене темиçе хутчен апатлантараççĕ. Ку тĕлĕшпе авиаципе те усă кураççĕ. Техника тĕлĕшпе «КиПиАй» пĕрлешӳ çав тери пуян. АПК ветеранĕсем чăннипех те тĕлĕнчĕç. Мĕншĕн тесен хăй вăхăтĕнче вĕсем çакнашкал «тимĕр утсем» пирки тĕлĕкре те тĕлленмен. «Пире, ватăсене, çамрăксем хастар ĕçлени савăнтарать. Совет тапхăрĕнче ял хуçалăх лайăх аталанса пыратчĕ, каярахпа пĕр вăхăт япăхланчĕ. Халĕ вара яш-кĕрĕм çĕнĕ технологипе усă курса малтанхинчен те тăрăшарах ĕçлет: тухăçлă тыр-пул ӳстереççĕ, выльăх-чĕрлĕх çитĕнтереççĕ», — терĕ республикăри АПК ветеранĕсен союзĕн председателĕ Александр Самылкин.

Паллах, пĕрлешĕвĕн çивĕч ыйтусем те çук мар. Чи пĕлтерĕшли — кадрсем çитменни. «Шалу та япăх мар, çапах та ĕçлес текен çук», — пăшăрханчĕ Илья Евгеньевич.

Çĕре юратсан, кирлĕ пек пăхсан тухăç паратех. Çакна арçынсен Çветтуй Троица мăнастирĕн «Раштав скичĕ» кил картишне çитсе курсан ăнланатăн. Унта Христос чĕрĕлĕвĕн тата Турă Амăшĕн Иверти турăшĕн чиркĕвĕсем пур. Кил карти вара выльăх-чĕрлĕхрен, чăх-чĕпрен пуян. Страус та усраççĕ. Мăйракаллă шултра выльăх 100 пуç ытла. Тĕрлĕ культура акса-лартса илме çĕр те çителĕклĕ. Пахчара мĕн тĕрлĕ çимĕç çитĕнет! Сăмахран, кил хуçалăхра купăста калчине тин çеç çĕр лаптăкне куçарнă пулсан унта çак пахча çимĕç пуç çавăрма тытăннă. «Апрель уйăхĕнчен пуçласа эпир хăяр çиетпĕр, — паллаштарчĕ ĕçĕ-хĕлĕпе Пимен атте. — Теплицăра çитĕнтеретпĕр ăна». <...>

Валентина МАКСИМОВА.

Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...

www.hypar.ru

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.