Йывăç çурта çĕртер мар
Кил хуçалăхĕнче йывăçран тунă хуралтăсем пур. Вăхăт иртнĕçемĕн вĕсем юрăхсăра тухаççĕ. Вĕсене вăрах упрама пулать-ши?
Екатерина Семенова, Пăрачкав районĕ.
Йывăç çурта çĕресрен хÿтĕлес тесен тимлĕ пулмалла:
Чи малтанах нÿрĕкрен сыхланмалла. Йывăç çуртсемшĕн вăл хăрушă тăшман. Йĕпеннĕ йывăçа вăрах хушă типĕтмесен вăл çĕрме тытăнать. Нÿрĕ йывăçра тĕрлĕ микроб, бактери, кăмпапа пăнтăх йăва çавăрать. Тĕслĕхрен, шур кăмпа чирĕ йывăç çурта темиçе уйăхрах аркатма пултарать. Нÿрĕк ытлашши чухне йывăç çуртра хурт-кăпшанкă ĕрчеме тытăнать. Вĕсемпе юнашар пурăнма никама та хăтлă мар.
Çурт пури нуша ан кăтарттăр тесен нÿрĕк шайне 20 процентран ÿстерес çук.
Кунсăр пуçне йывăçа ятарлă герметиксемпе тата антисептиксемпе тăтăшах сĕрмелле. Çак ĕçе хĕле кĕрес умĕн е çуркунне пурнăçлаççĕ. Паллах, наркăмăшлă препаратсемпе усă курмалла мар, йывăç хуралтăна ытларах типсе çитсен кăна ятарлă хутăшпа сĕрме е пĕрĕхтерме юрать.
Тăтăшах нÿрĕк лекекен хуралтăсене ытларах уçăлтарма тăрăшмалла. Йывăç хăма пĕр енĕпе кăна пулсан та типĕ сывлăшпа сывлама пултарсан 100 çул пурăнать тенĕ ватă çынсем.
Йывăç çурт никĕсĕ çумĕнчи тăпрана кăшт тайăлтармалла. Çакă çумăр е юр шывне йывăç çуртран инçетерех юхтарма май парать. Капла нÿрĕк сахалрах пуçтарăнать, йывăç çурта çĕрме памасть.
Час-часах кил хуçисем йывăç çурт е ытти хуралтă çумĕнче тĕмĕсем, йывăçсем лартаççĕ. Çапла майпа пахчари вы-рăна перкетлесшĕн, йĕри-тавралăха илемлетесшĕн. Анчах малашне вĕсем пуç хыçтарĕç кăна. Ӳссе çитсен йывăçсем çурт таврашĕнчи вырăна сулхăнлатаççĕ. Ку вара нÿрĕке пуçтарăнма пулăшать.