Нумай ачаллисене – çĕр
Чăваш Енре çĕр лаптăкне тивĕçекен нумай ачаллă çемьесен шучĕ ÿссех пырать.
Çĕр-шывра çакнашкал çемьесем йышланни обществăра экономика тата политика ыйтăвĕсем çирĕпленнине, патшалăх амăшĕпе ачисене социаллă пулăшупа ти-вĕçтернине пĕлтерет.
ЧР Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерстви пĕлтернĕ тăрăх – кă-çалхи авăн уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне республикăра нумай ачаллă 9672 çемье пурăнать. Йышлă çемьесене пулăшас тĕллевпе Чăваш Енре, Раççей Федерацийĕн субъекчĕсенчен чи малтан, çĕр участокĕсем уйăрса пама ятарлă саккун йышăннă.
Саккун пурнăçа кĕнĕ май вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем нумай ачаллă 2672 çемьене (пĕтĕмĕшле шута илнисен 53 проценчĕ) сертификатпа тивĕçтернĕ. Çĕр участокĕсене вĕсем çак тĕллевсемпе суйласа илнĕ:
– 1729 çемье кил-çурт çавăрма*
– 378-шĕ хушма хуçалăха уй-хирте аталантарма*
– 519-шĕ хушма хуçалăха кил çумĕнче аталантарма*
– 46-шĕ дача тума.
Çемьесене панă çĕрĕн пĕтĕмĕшле лаптăкĕ – 300,6 гектар.
Авăн уйăхĕн 5-мĕшĕ тĕлне Чăваш Енре 4995 йышлă çемье (çакă республикăри нумай ачаллă пĕтĕмĕшле çемьесен 51,6 проценчĕ) çĕр черетĕнче тăрать. Вĕсен ый-тăвне тивĕçтерме 3154 çĕр лаптăкĕ йĕркеленĕ. Йышлă çемьесене ытларах Шупашкарта (1662 çемье), Çĕнĕ Шупашкарта (477) тата Шупашкар районĕнче (520) шута илнĕ.
Паянхи кун Улатăр, Канаш, Пăрачкав тата Шăмăршă районĕсенче нумай ачаллă çемьесене çĕрпе тивĕçтернĕ. Çак тĕлĕшпе Куславкка тата Етĕрне районĕсенче, Улатăр хулинче лайăх ĕçлеççĕ, Канаш, Çĕнĕ Шупашкар тата Çĕмĕрле хулисенче – япăх.
Тĕллеве пурнăçлама район муниципалитечĕсенче çĕр çителĕклех, хула территорийĕнче вара – çук. Çавна май çывăхри район муниципалитетĕнчен пулăшу ыйтма тивет.
Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем те ял тăрăхĕн планĕсене улшăнусем кĕртес тĕлĕшпе тăрăшаççĕ. Кил-çурт çавăрас текенсене лаптăкпа тивĕçтерме ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсене ĕçе кĕртеççĕ. Ку тĕлĕшпе халĕ Сĕнтĕрвăрри, Муркаш, Çĕрпÿ тата Шупашкар районĕсенчи ял тăрăхĕсенче вăй хураççĕ.
Нумай ачаллă çемьесем тивĕçнĕ çĕр лаптăкĕсемпе тĕрлĕрен усă кураççĕ. Муркаш, Çĕрпÿ районĕсенче тата хуласенче кил-çурт çавăрма тăрăшаççĕ. Вăрнар, Йĕпреç, Комсомольски, Шăмăршă, Елчĕк, Тăвай районĕсенче хушма хуçалăха аталантарас тĕлĕшпе ĕçлеççĕ. Куславкка, Сĕнтĕрвăрри, Вăрмар, Етĕрне районĕсенче тата Шупашкар хулинче пурăнакансем дача валли илеççĕ.