Комментари хушас

10 Çĕртме, 2022

Ĕçлев рынокĕнчи лару-тăрăва çăмăллатма

Ĕçлев министрĕ Алена Елизарова пĕлтернĕ тăрăх, Ббизнеса, халăха пулăшас енĕпе йышăннă мерăсем ĕçлев рынокĕнчи лару-тăру тăнăçлăхне упраса хăварма пултарнă. Вăл паян пандемичченхи шайра, предприятисем хăйсен штачĕн пысăк йышне ĕçрен хăтарма палăртмаççĕ.

Ĕçсĕррисен регистрациленĕ йышĕ 5,3 пине яхăн çынпа танлашать. Ĕçлев рынокĕнчи лару-тăрăва çăмăллатама тивĕç мерăсен шутĕнче — вăхăтлăх ĕç вырăнĕсем йĕркелени, çынсене вăхăтлăх общество ĕçне вырнаçтарни. Кун пирки Ĕçлев министрĕ Алена Елизарова санкцисен витĕмĕн условийĕсенче экономикăна пулăшас енĕпе ĕçлекен штабăн эрнекунхи черетлĕ ларăвĕнче пĕлтерчĕ.
Кăçал çавăн пекех хушма професси вĕрентĕвĕн програмисемпе килĕшӳллĕн республикăра пурăнакан 2,1 пинрен кая мар çынна çĕнĕ профессисене вĕрентме палăртнă. Çĕвĕçсем, малярсем, ытти професси çыннисем кирлĕ — вĕсене хатĕрлĕç.

Алена Геннадьевна сахал тупăшлă çемьесемшĕн социаллă контракт программине хутшăнни хăйсен ĕçне пуçламалли ăнăçлă старт пулни çинче уйрăммăн чарăнса тăчĕ. Виçĕ çулта патшалăх пулăшăвĕн çак мелĕпе усă курнă май республикăра 1,6 пин ытла çын предприниматель пулса тăнă, хăйсем тĕллĕн ĕçлеме тытăннă. Социаллă контракт тумалли условисене ансатлатнине кура çак пулăшу татах вăй илес, унпа ытларах çын усă курас шанчăк пур. «Çемье членĕсенчен пĕри предприниматель тĕк — унччен кунашкал çемьесем социаллă контракт тума пултарайман. Халь вара ку чарăва пăрахăçланă, çемьен тепĕр членĕ те хăйĕн ĕçне пуçарма пултарать, çакă предпринимательсен йышне пысăклатĕ», — пĕлтерчĕ министр.

Ларура Ĕçлев министерствин сĕнĕвне те ырларĕç. Сăмах ача çуратма хатĕрленекен, ачисене кăкăр çитерекен тата 2-3 çулсенчи ачисене пăхакан хĕрарăмсене уйăхсерен тӳлекен саплаштару укçин виçине пысăклатасси пирки пырать.

www.hypar.ru