Комментари хушас

10 Çĕртме, 2022

Хыпар 62-63 (27941-27942) 10.06.2022

Чăваш йăла-йĕркене упрама пĕлет

Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думинче «Çĕнтерӳ чиккисем» курав уçăлнă. Экспозици Сăр тата Хусан хӳтĕлев линийĕсене тума хутшăннисен ĕç паттăрлăхне халăх асĕнче хăварас тĕлĕшпе Чăваш Республикинче юлашки икĕ çулта пурнăçланă ĕçсемпе паллаштарать.

Пин-пин çын алă вăйĕпе çĕкленĕ объект совет халăхĕн Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнчи ĕç паттăрлăхне кăтартакан паллă пулса тăчĕ. «Чĕмсĕр чикĕсен» строителĕсем шартлама хĕл сиввине, выçăллă-тутăллă ĕçленине, ытти йывăрлăха пăхмасăр Патшалăх оборона комитечĕн заданине вăхăтра пурнăçлама пултарнă.

«Мăн асаттесен ĕç паттăрлăхĕ хăйĕн пĕлтерĕшне нихăçан ан çухаттăр, пирĕншĕн, пулас ăрусемшĕн яланах çутă тĕслĕх пултăр, — тенĕ РФ Президенчĕн пулăшуçи Владимир Мединский курава уçнă чухне. — Паян, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин историне сĕмсĕррĕн вараланă вăхăтра, кăмăл-сипет çирĕплĕхне вăйлатасси патшалăхăн çеç мар, кашни çыннăн тивĕçĕ пулса тăрать».

Экспозицире Сăр тата Хусан хӳтĕлев чиккисен строительствине сăнлакан сăн ӳкерчĕксем пысăк вырăн йышăнаççĕ. Çавăн пекех строительство пуçланнă вăхăта, ĕç калăпăшне, çынсен, техника, ĕç хатĕрĕсен шутне кăтартакан архив докуменчĕсенчен стенд йĕркеленĕ. Хӳтĕлев объекчĕсен вырăнĕнче тупнă япаласене уйрăм вырăн панă.

Экспонатсен шутĕнче çавăн пекех Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Указĕпе çирĕплетнĕ, Раççей халăх художникĕ Евгений Праворотов туса хатĕрленĕ медаль те пур. Ăна Сăр тата Хусан хӳтĕлев чиккисене тума пуçланине 80 çул çитнине халалласа кăларнă. Медальпе строительствăна хутшăннă 100 çынна чысланă.

Куравра 320-мĕш заводăн /Шупашкарти В.И.Чапаев ячĕллĕ производство пĕрлешĕвĕ/ пĕрремĕш çуртне тата «Чĕмсĕр чикĕсен строителĕсене» мемориал комплексĕн макечĕсене вырнаçтарнă. Пирĕн республика ертӳлĕхĕн пуçарăвĕпе Раççей çар истори пĕрлĕхĕ йĕркеленĕ «Чĕмсĕр чикĕсен строителĕсене» мемориал, тĕрĕссипе, малашлăхра хӳтĕлев чиккисене тума хутшăннă хĕрарăмсемпе ачасен, ватăсен ырă ятне çĕклеме, çутă сăнарне ĕмĕр упрама пулăшакан пысăк пĕлтерĕшлĕ объект пулса тăрĕ. Олег Николаев пĕлтернĕ тăрăх, республикăра çак ĕçе çĕршыв Президенчĕ Владимир Путин архивпа документсен центрне туса хума сĕннине тĕпе хурса пуçăннă. «Чĕмсĕр чикĕсен строителĕсене» мемориал комплексĕ Куславкка районĕнчи Аслă Куснар ялĕ çывăхĕнче вырнаçнă. Ăна утă уйăхĕн 1-мĕшĕнче уçма хатĕрленеççĕ. Çак куна суйласа илни те ăнсăртран мар. Шăпах çав кун 1941 çулта «Пĕтĕмпех фронт валли! Пĕтĕмпех Çĕнтерӳшĕн!» лозунг янăраса кайнă, халăха кар! Çĕкленсе тăшманпа кĕрешме хавхалантарнă.

Мемориал комплексне уçнă кунсем, сăмах май, паллă тепĕр пулăмпа та Чăваш Ен историне çырăнса юлĕç. Утă уйăхĕн 1-2-мĕшĕсенче Шупашкарта /вăрçă вăхăтĕнче тĕп хулана 28 предприятине эвакуациленĕ/ Ĕç мухтавĕн хулисен иккĕмĕш форумĕ иртĕ. Çавăн пекех Мускаври Кремльтен мемориала Ĕмĕр сӳнми çулăм килсе çитĕ. Патриотизм эстафети çула май Дзержинскра тата Чулхулара чарăнĕ, унта патриотизм воспитанийĕн клубĕсем тата ветерансем хутшăннипе пысăк мероприятисем йĕркелеме палăртнă. Хӳтĕлев чиккисен строительствине пуçарнăранпа 80 çул çитнине Чăваш Ен чăннипех те сумлă ĕçсемпе паллă турĕ, фронтовиксемпе тыл ĕçченĕсен паттăрлăхне наци пуянлăхĕ шутне кĕртрĕ. 2021 çула республикăра Сăр тата Хусан хӳтĕлев чиккисене тума хутшăннисен ĕç паттăрлăхне халалланă. Юпа уйăхĕн 28-мĕшĕ хӳтĕлев объекчĕсен строителĕсен астăвăм кунĕ пулса тăчĕ. Сурскийрубеж. рф ятпа ятарлă информаци порталĕ йĕркеленĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин историйĕнчи çак пулăм искусствăра та çырăнса юлчĕ. Чăваш патшалăх юрăпа ташă ансамблĕ «Сăр чикки. Асра тыт. Пĕл. Манса ан кай» курăну хатĕрлерĕ. «Çĕнтерӳ волонтерĕсем» Президент гранчĕн фончĕ пулăшнипе документлă фильм ӳкерчĕç. Автор юррисен конкурсне йĕркеленĕ. Унта вырăсла тата чăвашла хайланă 100 ытла юрă хутшăннă. Тупăшура çĕнтернĕ юрăсен пуххине «СберМузыка» ресурсра вырнаçтарнă. Музейсемпе архивсем те, библиотекăсем те çак ĕçе хастар хутшăннă…

«Ултă кĕнеке кăлартăмăр. Вĕсем архив докуменчĕсенчен тăраççĕ. Çавна май кĕнекесем çав тапхăрти историе туллин çутатаççĕ. Уйрăмах строительствăна хутшăннисен — Чăваш Енре хальхи вăхăтра 150 яхăн çын пурăнать — аса илĕвĕсем чуна пырса тивеççĕ. Интервьюсене ачасем — шырав отрячĕсен боецĕсем, Шупашкар хулинчи шкулсенче вĕренекенсем — хатĕрлени пушшех те пĕлтерĕшлĕ. Вĕсем муниципалитетсене тухса çӳренĕ, ватăсемпе тĕл пулнă», — каласа кăтартнă Олег Николаев. Кĕнекере çырăннă кашни аса илӳ чун-чĕрене çӳçентерет. Акă Канаш районĕнчи 17 çулти Татьяна амăшĕ патне янă çыру упранса юлнă: «Анне, ман валли тумтир, çăкăр тата çĕр улми парса яр. Эсир мана тек кураймастăр пулĕ. Çынсем çĕр чавнă чухне вилеççĕ. Эпĕ те киле таврăнаймастăп пулĕ…»

РФ Патшалăх Думин Председателĕн пĕрремĕш çумĕ Александр Жуков Чăваш Ен Пуçлăхĕн командине тата республика çыннисене икĕ çулта çакăн чухлĕ ĕç тума пултарнăшăн тав тунă. «Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине асра тытса эпир хамăрăн малашнехи историе çыратпăр, — тенĕ вăл. — Шупашкара «Ĕç мухтавĕн хули» ята ахальтен паман. Курава тăратнă экспонатсем чуна пăлхантараççĕ, çав вăхăтри пулăмсене ĕмĕр-ĕмĕр асра тытма хистеççĕ». Раççей коммунистсен партийĕн лидерĕ Геннадий Зюганов чăваш çынни ĕçчен пулнипе тата унăн чун-чĕринче интернационал туйăмĕ вăйлипе мăнаçланни пирки пĕлтернĕ. «Чăваш çемйинче кĕçĕн ывăл тĕпкĕчре юлать. Аслисене тĕп килте хаклă хăна вырăнне йышăнаççĕ, вĕсене тутлă апат-çимĕçпе хапăл туса кĕтсе илеççĕ. Республика ертӳлĕхне саламлатăп. Вĕсем хăйсен халăхĕн ырă йăли-йĕркине упрама пĕлеççĕ», — тенĕ вăл. «Справедливая Россия — Патриоты — За правду» политика партийĕн ертӳçи Сергей Миронов Чăваш Ен Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнчи паллă мар пулăмсене уçса пама пысăк тӳпе хывнине палăртнă: «Оборона линийĕсене ачасемпе çамрăксен, хĕрарăмсемпе ватă çынсен вăйĕпе тунă. Цифрăсене пăхăр-ха. 3 миллион кубла метр тăпра кăларнă, 1500 çĕр пӳрт тунă… Вĕсем тăшман çулне пӳлме кирлĕ пулнă. Паян çак чикĕсем пирĕн чун, пирĕн чĕре витĕр иртеççĕ. Эпир паттăр салтаксене, тыл ĕçченĕсене ĕмĕр асра тытăпăр. Тав сире куравшăн, астăвăма упрама пулăшнăшăн». Патшалăх Думинчи курава Донецк халăх республикин Халăх Канашĕн председателĕ Владимир Бидевка ертсе пыракан делегаци те çитсе курнă. 

Валентина БАГАДЕРОВА.

♦   ♦   ♦


Хуçалăхсем сăтăрçăсемпе кĕрешме хатĕр-и?

Пĕрлештернĕ Нацисен Организацийĕн [ООН] Апат-çимĕçпе ял хуçалăх организацийĕ пĕлтернĕ тăрăх, тĕнчере çуллен туса илекен апат-çимĕç культурисен 20-25% хурт-кăпшанкă тата чир-чĕр сиенлесе тухăçне пĕчĕклетет. Фитосанитари лару-тăрăвĕ республика уй-хирĕнче епле-ха? Паян эпир шăпах çак ыйтăва тишкерĕпĕр.

Нăрăсем — уй-хиртех

Чăвашгидрометеоцентр пайĕн ертӳçи Марина Китарьева редакцие пĕлтернĕ тăрăх, кăçалхи çу уйăхĕнче Чăваш Енре 9-10 градус ăшă, сывлăш температури иртнĕ нумай çулхи вăтам кăтартуран 4 °C сивĕрех тăнă. Çанталăк çулталăк каяллахинчен самай сулхăнраххине пурте туйрăмăр ĕнтĕ.

— Кун пек температурăна республикăра 20 çул шута илмен, — терĕ «Россельхозцентр» филиалĕн пай пуçлăхĕ Татьяна Пыркина. — Çавăнпа ял хуçалăх культурисене сăтăр кӳрекен нăрăсем ĕрчеймерĕç, тăпран 10-15 сантиметр тарăнăш сийĕнче, улăм айĕнче, вăрман-катара, ытти çĕрте çу уйăхĕн юлашки эрничченех пуç кăлармарĕç. Çапах уй пăрçи (блоха) кĕрхи тырă çине тухнине, ытларах Елчĕк, Патăрьел, Пăрачкав районĕсенче сарăлнине, урпа шăни Муркаш тăрăхĕнче вĕçнине шута илтĕмĕр.

Филиал специалисчĕсем иртнĕ уйăхра Шупашкар районĕнчи хуçалăх уйĕнче кашни тăваткал метрта 30-40 уй пăрçине тытнă. Вăл калчана, нумай çул çитĕнекен курăк çулçине кăшласа амантать, суранĕнчен чир хăвăрт ерет. Хурт-кăпшанкă тытмалли ăскăча урпа шăни те лекнĕ.

— Хĕвел куллен хĕртме тытăнсан уй пăрçи çăмарта хума пуçлĕ, — калаçăва хутшăнчĕ ертсе пыракан специалист Светлана Михайлова. — Унтан малтан — хурт (личинка) вăл калча тымарне çисе çитĕнет, унран уй пăрçи пулать. Кашни ама çу каçиччен çăмарта темиçе хут тăвать. Çуркунне ăна хума вăй çитереймесен калча çисе пухать. Çитĕннĕ уй пăрçи ăшă кунсенче — çулçине, хурчĕ тымарне кăшлать. Калча туни хăвăлланнă тапхăрта хытă çулçă çисе кĕрхисене сиенлеме пăрахать, çурхисем çине куçать. Тырă вăрлăхне хими им-çамĕпе наркăмăшлантармасăрах е тăпрана варăнтариччен чылай маларах витернĕ тĕк вăл ытларах сиенлет. Çурхисене çĕртме уйăхĕн пуçламăшĕнчен тытăнса лайăх тĕшĕреççĕ те иккĕмĕш хут çăмарта хураççĕ. Унран тухнă хурт тата имаго калчапа тăранса пурăнать. Республикăри нумай хуçалăхра тырă вăрлăхне наркăмăшлантармалли им-çама уй пăрçинчен хӳтĕленмелли препарат та хушаççĕ.

Пĕлӳ çитмест

Специалистсем сăтăрçăсем ӳсен-тăрана кӳрекен сиен калăпăшне палăртсах тăма ыйтаççĕ. Кашни тăваткал метрта формăра палăртнинчен ытларах пуçтарăнсан вăл е ку препаратпа çийĕнчех пĕтерме сĕнеççĕ. Хальлĕхе çурхисем çинче сиен унта çирĕплетнĕ чикĕрен иртмен-ха, çавăнпа уя цистерна кĕртсе им-çам сирпĕтме пуçламан. Чылай хуçалăхра кĕрхисене уй пăрçинчен хӳтĕлес тĕллевпе гербицида инсектицидпа хутăштарса сапнă. Агрономсем пĕрĕхтернĕ лаптăксенчен нăрă урăх вырăна куçнине асăрхаççĕ.

— Уй пăрçине тĕрлĕ препаратпа пĕтереççĕ. Хурт-кăпшанка вĕлерекен тĕп хутăш — имидаклоприд — кашнинчех пур, — ăнлантарчĕ Светлана Михайлова. — Препарата шывпа хутăштараççĕ те кустăрмаллă трактортан кăкарнă цистернăри хутăшпа калчана пĕрĕхтереççĕ. Кĕрхисене кăçал иртнĕ çулхинчен сахалрах сапрĕç, мĕншĕн тесен çумăр час-часах çунăран техника лаптăксене кĕреймерĕ. Гербицидпа тата инсектицидпа усă курмалли вăхăт иртрĕ ĕнтĕ. Халĕ пĕрĕхтерсен калча аманма пултарать.

Хурт-кăпшанкăпа тата чир-чĕрпе кĕрешме агронома шанаççĕ. Вăл хуçалăх ертӳçине сăтăрçăсене пĕтермешкĕн препарат туянма сĕнет, унпа пĕрĕхтермесен тăкак курасси пирки асăрхаттарать. Хурт-кăпшанкă культурăсене хăш вăхăтра сиенлеме пуçлассине пĕлсе-тăрса сăтăрçăсемпе вăхăтра тата наукăна тĕпе хурса кĕрешмелле. Анчах нумай хуçалăх штатĕнче агроном пулманран çулçă çине хура е шурă пăнчăсем тухнине — чирсем аталаннине — асăрхамаççĕ, вĕсене калча аманман тапхăрта пĕтермеççĕ.

— Халĕ агронома вĕренмен ертӳçĕсем те çум курăка гербицид-пестицидпа хăртма ăста, — сăмаха сыпăнтарчĕ Светлана Михайлова. — Çапах чылайăшĕн чир-чĕрпе хурт-кăпшанка хӳтерме ятарлă пĕлӳ çитмест. Россельхозцентрăн Шупашкарти тата районсенчи специалисчĕсем вара усăллă сĕнӳсемпе пулăшма хатĕр. Калăпăр, туна пуçĕнче пучаха ларма пулăшакан ялав евĕрлĕ çулçа (ăна наукăра çапла калаççĕ) чир-чĕрпе хурт-нăрăран хӳтĕлесе хăвармалла. Вăл хăрсан ешĕл туна пучаха лараймасть е ăна хурт-кăпшанкă сиенлесен тĕшĕсем пучахра тулаймаççĕ. Çавăнпа сăтăрçăсемпе çак тапхăрчченех кĕрешмелле. Чире е хурт-кăпшанка пула çĕр-çĕр ялав çулçă типсен тырă начар пулать. Пучах сăхиччен калчана минерал удобренийĕпе апатлантарсан лайăх. <...>

Юрий МИХАЙЛОВ.

♦   ♦   ♦


«Культиваторĕ те хам туниех»

Елчĕк районĕнчи Яманчӳрелти 54 çулти Юрий Ильин фермер мĕн ачаран ĕçпе пиçĕхсе ӳснĕ. 3-мĕш класс пĕтерсен ашшĕне, кăмака тăвас тĕлĕшпе ку тăрăхри пĕртен-пĕр ăстана, пулăшма пуçланă. Сăмах май, Николай Иванович ялта газ кĕртнĕ вăхăтра пĕр çулта çеç 80 ытла мăрье хăпартнă. Юрий хыççăн шăллĕ Саша та ашшĕне пулăшма пуçланă. Арçын ачасем çав вăхăтрах сумлă та йывăр ĕçĕн вăрттăнлăхĕсене те парăнтарса пынă. Пурăна киле вĕсем хăйсем те ашшĕн профессине алла илнĕ. Апла пулин те малалла хăйсен пурнăç çулĕпе утнă.

Башньăллă çурт

Фермерпа пĕр кун ирттерсе унăн кун-çулĕ пирки йăлт пĕлтĕмĕр. Ялти шкула пĕтерсен Юрий Шупашкарти педагогика училищине çул тытнă. Ĕç урокĕпе черчении вĕрентекенĕ пулас тенĕ. Ĕмĕтне пурнăçланă, алла диплом илсе тăван ялĕнчи шкулта ачасене 15 çул асăннă предметсемпе пĕлӳ панă.

Валентинăпа Николай Ильинсем аслă ывăлĕ валли вăл çемье çавăричченех пӳрт лартас тенĕ. Ахальлине мар, Юра пĕчĕк чухне открыткăсем çинче курнă евĕрлине. «Мана Брест крепоçĕллĕ открытка питĕ тыткăнланăччĕ, — аса илчĕ ачалăхра чунне вырнаçса юлнă саманта Юрий Николаевич. — Манăн çурт чат унти пекех пулмарĕ ĕнтĕ, çапах — башньăсемпех. Çурта 1991 çулхи çулла хута ятăмăр, раштавра авланса унта туй кĕрлеттертĕмĕр. Пĕр шкулта ĕçлекен Венера Петровна учительницăна качча илтĕм. Вăл хальхи вăхăтра Шăмалакри шкулта пуçламăш класс ачисене вĕрентет. Ялтине хупрĕç çав».

Шкула та, хире те…

Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсен варринче халăха çĕр валеçсе пама пуçласан Юрий Ильин хăйĕн тӳпине илсе çĕр улми лартса хăварнă. Кунашкал ĕçе пуçăнакан пĕрремĕш çын пулнăран, тен, шансах та пĕтереймен ăна? Çĕрне те ялтан чи инçетре вырнаçнине, тăмлăскере, шурлăхлăскере уйăрса панă. Ирпе ирех, шкула кайиччен çĕрпе çыхăннă ĕçсен пĕр пайне пурнăçланă, каç енне каллех хире çул тытнă. Учитель тивĕçĕсене пурнăçланипе пĕрлех фермерăнне тата 6-7 туса тăнă. Ун хыççăн вара, усă курмалли лаптăк хушăнса пынă май, малашнехи кун-çулне пĕтĕмпех çĕр ĕçĕпе çыхăнтарнă. Паян вăл 45 гектар çĕрпе усă курать. Паллах, вĕсен пысăк пайĕ — ял çыннисем арендăна пани.

Мĕнрен пуçланă-ха ĕçе, мĕн çитĕнтернĕ? Çĕр улмирен терĕм-ха. Пĕрремĕш çулхи тухăçа килти пысăк путвалта упранă, нарăс уйăхĕнче таджиксене пĕр килограмне 90-пуспа сутнине хальхи пек астăвать фермер. Çав укçапа тата Перекет банкĕнчен 42 процентпа кредит илсе ДТ-75 трактор туяннă, тепĕр çулхине, 1998-мĕшĕнче, МАЗ автомашина. Туса илнĕ çимĕçе хиртен турттарса килме техника кирлĕ пулнă-çке. Ун валли те хăйĕн нухрачĕ çитменрен пĕлĕшĕнчен 1 пин доллар кивçен илес тенĕ. Çав тапхăрта пĕр долларшăн 6 тенкĕ тăкакламалла пулнă. Анчах шантарнă çыннинчен пулăшу кĕтсе илеймен, Юрий Николаевич долларлă пулайман. Хамăрăн, Раççей укçинех, кивçене кайма тивнĕ. Çакăншăн кăшт вăхăт иртсен хĕпĕртенĕ те. Ара, çав çулхи дефолт хыççăн наччасрах пĕр доллар пирĕн 33 тенкĕпе танлашрĕ-ха та.

Тăватă ĕне, пушмак пăру

Çĕр улми çитĕнтернĕ лаптăка пĕр çул ӳсекен курăк акса кантарнă. Кишĕр те, хĕрлĕ кăшман та лартса пăхнă. Юлашки 3-4 çулта пĕрчĕллĕ культурăсем — сĕлĕ, урпа, тулă — туса илет. Кăçал та çавсенех акса хăварнă, 12 гектар çинче вара — курăк.

— Патшалăха памалăх юлмасть, ял çыннисемех, тĕпрен илсен — хамăр кассемех, туянаççĕ тыр-пула, — терĕ Юрий Николаевич. — Сортировка çуккипе ытти фермертан пĕр тенкĕ йӳнĕрех сутатăп. Выльăх валли илеççĕ. 20-30 тоннине вăрлăх валли управа вырнаçтаратăп. Курăка та хамăра кирлинчен ытлашшине ял çыннисене сутатпăр. Çĕр улми мĕншĕн лартма пăрахрăм тетĕр-и? Юлашки хутĕнче унăн хакĕ икĕ-виçĕ тенке кăна юлчĕ. Халĕ пĕр килограмĕ — 30 тенкĕ, пĕрех лартмастăп. Ку енĕпе ятарлă техника — комбайн — пулсан аван. Манăн вăл çук та питĕ чăрмавлă ĕç пулса тăчĕ ăна пуçтарса кĕртесси. Ильинсене хăйсене те выльăх апачĕ самай кирлĕ. Хуçалăхра тăватă ĕне, пушмак пăру тытаççĕ. Çак ĕç ытларах Венера Петровна çине тиенет. <...>

Надежда СМИРНОВА.

♦   ♦   ♦


Хурăнташĕсем патне кайнă та… сухан ÿстерме тытăннă

Мускавран илсе килнĕ вăрлăх сухан хитре шăтнă. Ретсем аван палăрнишĕн çамрăк фермерăн чунĕ савăнать. Кĕçех çумлама вăхăт çитĕ. Шăмăршă тăрăхĕнче çулла çумăр питĕ çусах каймасть те — шăваракан хатĕр вырнаçтарасшăн. Ăна Комсомольски районĕнчи пĕр организацирен тара илнĕ. Пĕр сезон усă курнăшăн 70 пин тенкĕ тӳлемелле.

Шăмăршă каччи Алексей Мердеев темиçе çул каялла хула пурнăçĕпе туллин киленсе пурăннă. МАДИре аслă пĕлӳ илнĕскер маршрут рейсĕ уçса çак транспортпа ĕçленĕ. Çав вăхăтрах фура туяннă. Унпа тĕрлĕ тиев турттарнă, тара та панă. Паян вара ăна пачах урăххи илĕртет. Халĕ вăл — фермер. «Тĕп хулара транспорт реформи вăя кĕчĕ. Маршрутра юлас тесен «Газель» вырăнне автобус туянмаллаччĕ. Эпĕ ăна илмерĕм, яла кайса вăрлăх сухан çитĕнтерме шухăшларăм. Арăмăн тăванĕсем Патăрьел районĕнчи Кивĕ Ахпӳртре севок туса илеççĕ. Эпĕ те вĕсене тракторпа пулăшма кайнăччĕ. Мана ку ĕç питĕ килĕшрĕ. Тĕплĕнрех кăсăклантăм та хамăн та ку енĕпе ĕçлеме кăмăл çуралчĕ. 2018 çулта кукамай ялĕнче, Хайпăлара, вăрлăх сухан акас терĕмĕр», — аса илчĕ çамрăк фермер.

Мердеевсем хуларан района таврăннине юлташĕсем тĕрлĕрен йышăннă. Хăшне-пĕрне районта малашлăх çук пек туйăнать-çке. Теприсем ырланă — ĕçлесен пулатех. Анчах тупăш илес тесен малтан хăвăн укçа хывмалла. Ашшĕ-амăшĕ вара ывăлне пур енлĕ пулăшма шантарнă. Пĕрремĕш çулхине тупăш куçа курăнсах кайман. Укçа-тенкĕ трактор, унăн агрегачĕсене туянса нумай тăкакланнă. Çапах тепĕр çул та акнă вĕсем. Каллех тупăшлă пулман. «Акма пĕлмерĕм пуль. Опыт çителĕксĕрччĕ. Çанталăкран та нумай килет çав. Çумăрĕ те, шăрăхĕ те кирлĕ. Пĕтĕмпех — шăварассине, апатлантарассине… — вăхăтра пурнăçламалла тата», — каласа кăтартрĕ Алексей Сергеевич. 2019 çулта вăл фермер хуçалăхĕ уçнă. Ку ăна 3 миллион тенкĕ грант илме май панă. Патшалăх пулăшăвĕпе трактор туяннă, Шăмăршăрах управ çĕкленĕ. Вара тинех ал-ура çавăрса янă. Виççĕмĕш çулхине тупăш мĕнне те пĕлнĕ вĕсем.

«Мăшăрăм Ксюша малтан Шăмăрша килесшĕн марччĕ. Вĕренетчĕ вăл. Кайран банка ĕçе кĕрсе декрета тухрĕ. Икĕ уйăх каялла иккĕмĕш пепке парнелерĕ. Шăмăршăра хваттер илтĕмĕр. Шупашкартине те сутмарăмăр. Хулана кайсан кĕрсе тухатпăр. Унта тăтăш чупма тивет. Е саппас пайсем, е им-çам кирлĕ. Хут ĕçĕпе те çӳремелле... Атте-анне райцентра уйрăм çуртра пурăнать. Эпир юнашар пулнишĕн вĕсем савăнаççĕ кăна. Пире тĕпренчĕксене пăхма пулăшаççĕ», — хуларан килнишĕн ӳкĕнменнине палăртрĕ Алексей Сергеевич.

Шăмăршă районĕнче вăрлăх сухан лартса ӳстерекен çукпа пĕрех. Ыйтусем çуралсан çамрăк фермер «Агро-Инновацисем» предприятин специалисчĕсемпе канашлать. Интернет алă айĕнчех — вăл та пулăшать. Кăмăл пулсан темĕнле ĕçе те вĕренме пулать халĕ. <...>

Алина ИЛЬИНА.

♦   ♦   ♦


Рудольф СЕЛИВАНОВ: Паянхишĕн те, пуласлăхшăн та хамăрах яваплă 

Патăрьел районне, ыттисемпе танлаштарсан, чылай енĕпе ăмсанмалла. Пĕрремĕшĕнчен, вăл чи пысăккисенчен пĕри; иккĕмĕшĕнчен, унти инфратытăма пĕр тикĕссĕн аталантараççĕ; виççĕмĕшĕнчен, унта ĕçлеме юратакан темиçе халăх пурăнать; тăваттăмĕшĕнчен, унăн çĕрĕ тухăçлă, вăрманпа пуян. Районăн пархатарлă енĕсене тата та палăртма пулать. 31 пин ытла çынлă Патăрьел хутлăхĕшĕн кăçал паллă çулталăк: района йĕркеленĕренпе 95 çул çитет. Паян мĕнле пурăнать, епле аталанать вăл, мĕн савăнтарать, кулянтарать унăн çыннисене? Пирĕн ыйтусене Патăрьел районĕн администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов хуравларĕ.

Çынсем – чи пысăк пуянлăх

— Рудольф Васильевич, калаçăва районăн чи пĕлтерĕшлĕ пуянлăхĕнчен — унăн çыннисенчен — пуçлар-ха.

— Чăнласах çапла: ентешсем — пирĕн пуянлăх. Районăн тĕрлĕ тытăмĕнчи — экономикăри, медицинăпа социаллă пурнăçри, физкультурăпа спортри — ĕç-хĕле аталантарса пыни демографи лару-тăрăвне лайăх витĕм кӳрет. Иртнĕ çул районта 315 ача кун çути курнă. Ку йыш, 2020 çулхипе танлаштарсан, 1,6 процент пысăкрах. 90 çултан каçнă шурсухалсен шучĕ 300-тен иртнĕ. Пĕр ĕмĕре хыçа хăварнисем иккĕн: Шăхачри Василий Ляковпа Козловкăри Михаил Наташкин. Вĕсем иккĕшĕ те — Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕсем. Районти 12 пин çын социаллă пулăшу илет. Нумай ачаллă çемьесене пулăшасси – тĕп тĕллевсенчен пĕри. Вĕсен шучĕ çултан-çул йышланни савăнтарать. Хальхи вăхăтра унашкал 714 çемьере 2309 ача çитĕнет.

— Халăх сывă пултăр тесен унăн сывлăхĕшĕн тăрăшмалла. Ку енĕпе мĕн тăватăр?

— Çак ĕçсене районти тĕп больница /унăн тытăмĕнче поликлиникăсăр пуçне стационар, врач амбулаторийĕсем, фельдшерпа акушер пункчĕсем пур/ ăнăçлă пурнăçласа пырать. Районта ФАПсем хута каяççĕ. 2013-2021 çулсенче 16 ялта уçăлчĕç вĕсем. Виçĕ çул каялла, «Сывлăх сыхлавĕ» наци проекчĕпе килĕшӳллĕн, сахал çын пурăнакан ялсене тухса çӳреме мобильлĕ ФАП /сиплевпе диагностика комплексĕ/ пачĕç. Асăннă проекта пурнăçа кĕртсе иртнĕ çул вĕçĕнче Сăкăтра врач амбулаторийĕ тума пуçларăмăр, Аслă Арапуçри, Ксыл-Чишмари врач амбулаторийĕсене тĕпрен юсама тытăнтăмăр.

— Чирлĕ çынна вăхăтра пулăшма медицина ĕçченĕсем çителĕклĕ-и?

— Районта 86 тухтăр ĕçлет. Вĕсенчен 5-шĕ — ЧР тава тивĕçлĕ врачĕ, 2-шĕ — ЧР сывлăх сыхлавĕн отличникĕ. Республикăри васкавлă медицина пулăшăвĕн центрĕн подстанцийĕ Патăрьелте вырнаçнине те ырламаллах. Çапла майпа районта пурăнакансен кирек хăш вăхăтра та тивĕçлĕ пулăшу илме май пур.

Ял хуçалăхĕ — тĕп вырăнта

— Сăмахăмăра ял хуçалăхĕ çине куçарар. АПК — Патăрьел районĕн экономикин тĕп отраслĕсенчен пĕри.

— Килĕшетĕп. Çак тытăмра — 25 предприяти, 244 фермер хуçалăхĕпе предприниматель. Çавăн пекех пирĕн — 14 пин ытла килти хушма хуçалăх. Район севок сухан çитĕнтерес тĕлĕшпе палăрса тăрать. Раççейре асăннă культурăн çуррине шăпах пирĕн патри ял çыннисем çитĕнтереççĕ. Сăмах май, иртнĕ çул ăна 6,5 пин тонна туса илнĕ, тĕш тырă — 37 пин тонна ытла. Выльăх-чĕрлĕх ĕрчетес ĕç сĕт, аш-какай туса илессипе çыхăннă. Районта — 19,3 пин пуç мăйракаллă шултра выльăх.

— Çăмăл мар çак ĕçсене пурнăçлама хальхи йышши техника кирлĕ. Ку енĕпе лару-тăру мĕнлерех?

— Иртнĕ çул районти хуçалăхсем 79 трактор, пĕрчĕллĕ культурăсем пуçтаракан 7 тата выльăх апачĕ хатĕрлекен 2 комбайн туянчĕç. Район республика тата федераци шайĕнчи тĕллевлĕ программăсене хутшăнать. Çакă ял хуçалăхĕнче ĕçлекенсене çĕр улми, пахча çимĕç управĕсем тума, выльăх-чĕрлĕх фермисене юсама тата çĕннисене хута яма, аш-какай тирпейлемелли цехсем уçма май парать.

— Хресчен-фермер хуçалăхĕсене епле аталантаратăр?

— Юлашки пилĕк çулта фермер ĕçне пуçăннă 22 ентеш 54,7 миллион тенкĕ грант илчĕ, çемье фермине аталантарма 15 фермер — 115 миллион тенкĕ. Çавăн пекех кооперативсен пурлăхпа техника базине пуянлатма та нухрат çителĕклĕ уйăрнă. Тĕрлĕ çăл куçри укçа-тенкĕпе усă курса пĕлтĕр 24 объект хута янă, вĕсенчен 16-шĕнче ӳсен-тăран çитĕнтереççĕ тата выльăх-чĕрлĕх ĕрчетеççĕ.

— Туса илнĕ чĕр тавара тирпейлес тĕлĕшпе мĕнле çĕнĕлĕхсем пур?

— Ку енĕпе 6 кооператив, 4 фермер хуçалăхĕ, выльăха пусса тирпейлекен 11 пункт ĕçлеççĕ. Вĕсем аш-какайран 70 ытла тĕрлĕ продукции тата çурма фабрикат, сĕтрен 10 ытла юр-вар, 9 тĕрлĕ сыр хатĕрлеççĕ. «Экопродукт» кооператив çулталăкра 20 тонна çурма хытă сыр туса кăларма пултаракан линие ĕçе кĕртрĕ. Р.Санзяпов фермер хуçалăхĕн кăлпассийĕсем Раççей АПК куравĕн медалĕсене тивĕçнĕ. Кăçал инвестиципе çыхăннă тата 20 проекта пурнăçа кĕртĕпĕр. Район çулленех Раççей АПКн «Ылтăн кĕр» куравне хутшăнать. Ял-салана аталантарас енĕпе çитĕнӳсем тунăшăн икĕ çул ĕнтĕ РФ Ял хуçалăх министерствин бронза медальне тивĕçрĕмĕр.

Çуртсем çĕкленеççĕ, çулсем лайăхланаççĕ

— Районта предпринимательсен ĕçĕ-хĕлĕ те кал-кал аталанса пырать тенине илтнĕччĕ…

— Вĕсем экономикăн мĕн пур тытăмĕнче те пур. Пысăк пайĕ общество апатланăвĕнче, суту-илӳре, ял хуçалăхĕнче, тирпейлекен производствăра, строительствăра вăй хураççĕ. Иртнĕ çул пĕчĕк тата вăтам бизнесăн 121 представителĕ патшалăх пулăшăвĕпе усă курчĕ.

— Çурт-йĕрпе çул-йĕр строительствинчи лару-тăру пирки те пĕлес килет.

— 2021 çулта строительство отрасльне аталантарма 200 миллион тенке яхăн уйăрнă, çав шутра çул-йĕр хуçалăхне — 91 миллион тенкĕ, çынсен пурăнмалли условийĕсене лайăхлатма — 30 миллион, тирпей-илем кĕртме тата экологи ыйтăвĕсене пурнăçлама — 61 миллион ытла, пуçаруллă бюджет валли —18 миллион тенкĕ.

— Çав нухратпа мĕн тума май килчĕ?

— Юлашки икĕ çулта нумай хваттерлĕ икĕ çурт лартнă. Тата иккĕшĕн строительстви пырать. Вĕсенче те çывăх вăхăтра ĕç вĕçленĕ. 2017-2021 çулсенче 110 çамрăк çемье, нумай ачаллă 8 çемье хăйĕн пурăнмалли условийĕсене çĕнетрĕç. Çавăн пекех 33 тăлăха хваттер уççи панă. Ял-салана комплекслă майпа аталантармалли программăпа килĕшӳллĕн пилĕк çулта 26 специалист патшалăх пулăшăвĕпе усă курнă. «Пуçаруллă бюджет» программăпа иртнĕ çул 15 проекта пурнăçа кĕртме май килчĕ. «Хăтлă хула хутлăхĕ» регион проектне пурнăçа кĕртсе иртнĕ çул районта халăх йышлă çӳрекен икĕ вырăнта 7,2 миллион тенкĕлĕх тирпей-илем кĕртнĕ. Çавăн пекех нумай хваттерлĕ çуртсен 19 картишне, ача-пăчан 3 спорт лапамне хăтлăлатнă. Кăçал çакнашкал ĕçсене 12,6 миллион тенкĕлĕх пурнăçлама палăртрăмăр.

— Районти çулсем пирки мĕн каланă пулăттăр?

— Куллен усă куракан автоçул тăршшĕ — 582,8 çухрăм. Юлашки пилĕк çулта ялсенчи урамсене 28,8 çухрăм тăршшĕ çула тĕпрен юсанă е çĕнĕрен тунă. Пĕлтĕр район тата вырăнти пĕлтерĕшлĕ 12 çухрăм çула юсанă. Кăçал та ку енĕпе пысăк ĕçсем тума палăртрăмăр. Районта автобуссен 11 маршручĕ 54 яла çыхăнтарса тăрать.

Юрлама, ташлама юратакан халăх

— Районти культурăпа халăх пултарулăхĕ мĕнле шайра?

— Патăрьел халăхĕ хастар. Кăçалхи нарăс уйăхĕнче районти 11 коллектив «халăх» ята тивĕçрĕ. Шăпах вĕсем, Патăрьелти юрăпа ташă ансамблĕ, Пăлапуç Пашьелти «Пашьел», Тури Чакăри «Чемен», Аслă Арапуçри «Шуçăм», Шăхачри «Умарина» фольклор коллективĕсем, Патăрьелти халăх театрĕ тата ыттисем, районăн мухтавĕ пулса тăчĕç. «КиноБатыр» залра хальхи йышши хатĕрсемпе усă курса кăтартакан фильмсене пăхма халăх йышлă çӳрет. Патшалăх программисемпе усă курса тата район бюджетĕнчен уйăракан нухратпа культурăпа кану учрежденийĕсене тăвас, юсас ĕç кал-кал пырать. Юлашки çулсене илес тĕк, Ыхра Çырми, Ишлĕ Шетмĕ тата Тутар Сăкăт ялĕсенче çĕнĕ керменсем ӳссе ларчĕç. Çавăн пекех Нăрваш Шăхальти культура çуртне тата 10 клуба юсарăмăр.

— Библиотека ял çыннисене кĕнекепе тивĕçтернисĕр пуçне компьютера алла илмелли хăйне евĕрлĕ шкул та пулса тăчĕ. Сирĕн районта та çаплах-и?

— Ялсенчи 16 библиотекăра МФЦ чӳречисем пур. Вĕсем халăха патшалăх пулăшăвĕсемпе тивĕçтереççĕ. Вулавăшсенчех компьютер, финанс енĕпе пĕлӳ паракан 41 центр ĕçлет. Сăмах май, икĕ çул каялла районти тĕп тата ача-пăча библиотекине тĕпрен юсанăччĕ.

— Патăрьелти «Çăкăр» этнографипе истории музейĕнче пулса курнăччĕ.

— Вăл иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсен варринчех ĕçлеме пуçланă. Унти экспонатсем ултă залра вырнаçнă. Тĕп фондра — 11 пине яхăн экспонат. Алманчăри тавра пĕлӳ халăх музейĕ унран та аслăрах. Ăна 60-мĕш çулсенче йĕркеленĕ. Унта упранакан япаласем, «Çăкăр» музейĕнчи пекех, вырăнта пурăнакансен пурнăçне, ĕçне-хĕлне, йăли-йĕркине, культурине туллин çутатса параççĕ. 2019-2020 çулсенче Турханта пысăк тепĕр ĕç пурнăçларăмăр: Алексей Кокель ӳнерçĕ çуралса ӳснĕ çурта юсаса çĕнетрĕмĕр.

Хальхи паттăрсем

— Патăрьелсем Улăп йăхĕнчен пулнине салана пырса кĕнĕ тĕлте кĕтсе илекен Паттăр лайăх çирĕплетет. Паянхи паттăрсем пирки пĕлес килет. Камсем вĕсем?

— Районта 32 спорт залĕ, 2 бассейн, футболла вылямалли 2 стадион, хоккейла вылямалли 8 лапам тата ытти пур. Федерацин «Спорт — пурнăç йĕрки» проекчĕпе килĕшӳллĕн «Паттăр» стадионта ГТО нормисене пурнăçламалли лапам вырнаçтарнă. Сывă пурнăç йĕркине тытса пырас тĕлĕшпе тĕрлĕ ĕç пурнăçлатпăр. Районта пурăнакансен çуррине яхăнăшĕ физкультурăпа тата спортпа туслă. Вăтам шкулсенче те спорт клубĕсем ĕçлеççĕ. Çуллен 70 ытла ăмăрту-турнир йĕркелетпĕр, вĕсенчен 10-шне — республика шайĕнче. 40 яхăн тупăшăва хамăрăн тăрăхра çуралса ӳснĕ ентешсен ячĕпе ирттеретпĕр. Вĕсенчен ытларахăшĕ ирĕклĕ майлă кĕрешессипе, çăмăл атлетикăпа, йĕлтĕрпе чупассипе çыхăннă.

— Паян хăш спортсменăн çитĕнĕвĕпе мăнаçланатăр?

— Пĕлтĕр районти 16 спортсмен Раççей шайĕнчи ăмăртусенче çĕнтерчĕ, 12-шĕ — федерацин Атăлçи округĕнче, 101-шĕ — республикăра. Ринас Садаров кĕрешӳ енĕпе тĕнче чемпионĕ пулса тăчĕ, тĕнче кубокне тивĕçрĕ, тĕнче класлă спорт мастерĕн нормативне пурнăçларĕ. Егор Селиванов /триатлон/ тата Илназ Чемеров /ирĕклĕ кĕрешӳ/ «Раççей спорчĕн мастерĕ» ята тивĕçрĕç. Ытти спортсменăн çитĕнĕвĕсем те савăнтараççĕ.

— Ачасем пирĕн пуласлăх тетпĕр. Çитĕнекен ăрăва тивĕçлĕ воспитани, пĕлӳ парас ĕçе епле йĕркелесе пыратăр?

— Пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан учрежденисенче 4112 ача пĕлӳ илет. Вĕсемпе 500 ытла педагог ĕçлет. Иртнĕ вĕренӳ çулĕнче «Земство вĕрентекенĕ» патшалăх программипе 11 çамрăк специалист учительсен ретне тăчĕ. «Хальхи шкул» наци проектне пурнăçа кĕртсе ачасен цифра тата гуманитари пĕлĕвне аталантаракан 10 центр уçма пултартăмăр. Сăмах «Ӳсем вырăнĕ» пирки пырать. Пултаруллă ачасемпе çамрăксене пулăшассине тĕпе хурса ĕçлетпĕр. Иртнĕ çул 18 яшпа хĕр ЧР Пуçлăхĕн ятарлă стипендине тивĕçрĕ, 10-шĕ — райадминистраци пуçлăхĕнне. Çитĕнекен ăрăва патриотла воспитани парас ĕçре çамрăк армеецсен «Зарница» тата «Орленок» вăййисем пысăк пĕлтерĕшлĕ. Палăртма кăмăллă: пирĕн ачасем çак вăйăсен республика шайĕнчи ăмăртăвĕсенче çулленех çĕнтерсе çĕршыв шайĕнчине хутшăнаççĕ.

— Рудольф Васильевич, юбилейре район çыннисене мĕн сунатăр?

— Патăрьел çĕрĕнче çуралса ӳснĕ пур çынна та ырлăх-сывлăх, тăнăç пурнăç, телей сунатăп. Районăн пуласлăхĕ мĕнле пуласси хамăртан килет. Çемьене, тăван киле мĕнле юрататпăр, таса та типтерлĕ тытатпăр, районшăн та çаплах тăрăшар, вăй хурар. <...>

Надежда СМИРНОВА.

♦   ♦   ♦


Игорь БЫКОВ: Районшăн усăллă ĕçсем тăвас килет

Иртнĕ эрнере хĕвел хĕртсе пăхатчĕ. Шăмăршă районĕнчи Игорь Быковăн фермер хуçалăхĕнче çур аки ĕçĕсем пыратчĕç.

«Эпĕ ял ачи вĕт!»

Çĕр нӳрĕ пулнине кура акмасăр пăраха- пăраха хăварнă лаптăксем çинче тулă акатчĕç. Уй варринче те, хĕрринче те — йĕри- таврах — унашкал лаптăксем пурччĕ. «Ытти çулсенче ку вăхăтра ака мĕнне тахçанах маннăччĕ ĕнтĕ. Ялта çĕр улми те халь тин лартрĕç авă. Пахчара кăçалхи пек шыв тăнине курманччĕ», — терĕç сеялкăна тиекен арçынсем. Вĕсем, Васан ял тăрăхĕнче пурăнаканскерсем, кунта çулсеренех сезон вăхăтĕнче тăрăшаççĕ. Уйра икĕ сеялка, икĕ КАМАЗ ĕçлетчĕç. Кĕçех çамрăк ертӳçĕ, районти депутатсен пухăвĕн депутачĕ Игорь Быков хăй килсе çитрĕ.

«100 гектара яхăн акмалли юлчĕ, çуркуннене палăртнă ĕçсен 80% пурнăçларăмăр, — терĕ вăл ака мĕнле пынипе кăсăклансан. — Çулталăк пуçламăшĕнче эпир 500 гектар тулă /кĕрхипе çурхи/ акма планланăччĕ. 400 гектар урпа варăнтарасшăнччĕ. Пĕр тата нумай çул ӳсекен курăксем акса хăвармал-лаччĕ. Анчах çанталăк улшăнусем кĕртме хистерĕ. Ытларах пайне — 480 гектара яхăн — çурхи тулă йышăнать. 150 гектар — урпа, 75 гектар сĕлĕ акрăмăр. Силос валлилĕх 75 гектар куккурус уйăртăмăр. Кĕрхисем — 100 гектар. Иртнĕ çул шăрăх пулчĕ те кĕркунне ытларах акса хăварма иккĕлентĕмĕр. Пĕлтĕрхи пек тепĕр хутчен акма тивесрен шиклентĕмĕр».

Игорь Быков — икĕ аслă пĕлӳллĕ. Юрист, экономист профессийĕсене алла илнĕ. Тĕрлĕ çĕрте вăй хунă хыççăн тăван тăрăхне, Шăмăршă салине, таврăннă вăл. «Эпĕ ял ачи вĕт! Кунталлах чун туртать. Хамăр районшăн усăллă ĕçсем тăвас килет. Атте те ял хуçалăхĕнче вăй хунă. Эпĕ те пурнăçăма çĕр ĕçĕпе çыхăнтарнăшăн ӳкĕнместĕп. Каялла чакма шухăш çук манăн. Мăшăрăм — бухгалтер, халĕ иккĕмĕш ачапа декрет отпускĕнче-ха», — хăйĕнпе паллаштарчĕ 36-ри фермер.

«Ĕçе пуçăнакан фермер» программа пирки илтнĕ хыççăн вăл унта хутшăнма тĕв тытнă. Маларах хушма хуçалăха аталантарма ятарлă субсиди илнĕ. Унпа ĕнесем туяннă, Васанта ферма тара илнĕ, хăйсемех юсанă. Кайран ăна туяннă. Çапла ерипен ĕçлеме тытăннă. Халĕ 240-е яхăн пуç мăйракаллă шултра выльăх тытаççĕ, çав шутра — 85 пуç сумалли ĕне. Сĕте Патăрьелти пĕр фирма килсе илсе каять. Пĕр литршăн 27 тенкĕ тӳлеççĕ. Ĕнесене çулла электрокĕтӳç астăвать. Ахаль кĕтӳç те тытаççĕ. Фермăра 7 çын ĕçлет. Выльăх шутне пысăклатасшăн. Çавăнпа комплекс хута ярас тĕллевпе Кивĕ Шăмăршăри тахçан сурăхсем тытнă кивĕ фермăна туяннă, реконструкци тунă. Ку ĕçе пурнăçлама «Çемье ферми» программа пулăшнă. Выльăх-чĕрлĕх фермине аталантарма Быковсем 2020 çулта 10 миллион тенкĕ гранта тивĕçнĕ, хăйсен укçине 6,6 миллион тенкĕ хывнă. Çав комплексра самăртмалли пăрусем тытĕç. Вĕсене туяннă ĕнтĕ, Чĕмпĕр облаçĕнчен илсе килнĕ. Кĕçех выльăха çĕнĕ фермăна куçарĕç. <...>

Алина ИЛЬИНА.

♦   ♦   ♦


Людмила АФАНАСЬЕВА: Эпĕ пурнăçа юрататăп: вăл – мана

«Ирхине тулли кăмăлпа ĕçе каякан, ĕç хыççăн савăнăçлăн киле таврăнакан çын телейлĕ теççĕ. Хам пирки çирĕплетсех калама пултаратăп: эпĕ — телейлĕ çын. Юратнă ĕçре вăй хуни мана хавхалантарать», — палăртрĕ Красноармейски райповĕн «Общепит» общество директорĕ Людмила Афанасьева. Кăçал вăл республикăри «Эпĕ — хĕрарăм» конкурса хутшăнать.

Çулталăкранах — директор

«Эпĕ пурнăçа юрататăп, пурнăç вара — мана», — шăпах çак девизпа ĕçлесе пурăнать Людмила Николаевна. Вăл Красноармейски райпо тытăмĕнче 2013 çулхи утă уйăхĕнче тăрăшма пуçланă. Пуçарулăхне, вăр-варлăхне, çаврăнăçулăхне, тивĕçĕсене таса чунпа пурнăçланине кура ăна çулталăкранах «Общепит» директорне уйăрса лартнă. «Общество апатланăвĕн предприятийĕсен пурнăç таппипе тан пымалла, мĕн тунипе çеç çырлахса лармалла мар, çĕнĕрен те çĕнĕ тĕллевсем палăртмалла, конкуренцие çĕнтерме пултармалла», — терĕ Людмила Афанасьева. Хальхи вăхăтра «Общепит» тытăмне 5 кафе, 1 закусочнăй, пулă тăварлакан тата кондитер цехĕсем кĕреççĕ. Людмила Николаевна тăрăшнипе çак заведенисенче пуринче те юсав ĕçĕсем ирттернĕ, икĕ кафере алăксене улăштарнă, тепринче — тăррине, шыв пăрăхĕн тытăмне çĕнетнĕ, пластик чӳрече лартнă. Общество апатланăвĕн предприятийĕсенчи кивĕ электроплитасем вырăнне индукци плитисем вырнаçтарнă, çĕнĕ холодильниксем туяннă, кафесене чашăк-тирĕк çăвакан машинăсем илсе лартнă. Савăт-сапана йăлтах çĕнетнĕ. Паллах, кафене апатланма, тĕрлĕ уяв паллă тума /туй, юбилей т.ыт.те/ килекен çынсемшĕн çакă йăлтах пĕлтерĕшлĕ. Тутлă апат-çимĕç, хăтлă лару-тăру кама килĕшмĕ?

«Общепит» вырăна тухса та уявсем, фуршетсем, суту- илӳ йĕркелет. Унсăр пуçне предприяти хăйсем кăларакан продукцие тата пĕçерекен апат-çимĕçе çынсем саккас паракан çĕре, çав шутрах — офиссене, клиентсен килне — илсе кайса парать. «Пурнăç çапла тума хистет. Ку мелпе ытларах çамрăксем усă кураççĕ, интернет урлă тăтăшах саккас параççĕ», — ăнлантарчĕ ертӳçĕ.

Паянхи кун предприятире 33 çын вăй хурать. 200 яхăн тĕрлĕ кондитерпа кулинар изделийĕсем /кукăль, пӳремеч, торт, пирожнăй, капкейк…/, 220 яхăн çурма фабрикат /пельмень, катлет, купат, шашлăк, гуляш…/ кăлараççĕ, çавăн пекех пулă тăварлаççĕ, тĕтĕмлеççĕ, пресервсем тăваççĕ. Вĕсене халăх кăмăлласах туянать.

Тăтăшах çĕнтереççĕ

Людмила Афанасьева ертсе пыракан предприяти тĕрлĕ конкурса хутшăнса çĕнтерет. Вăл Чăваш Ен чысне Раççей шайĕнчи тупăшусенче те хӳтĕлет, тăтăшах малти вырăнсене йышăнать. 2017 çулта «Общепит» кулинарипе сервис енĕпе Ĕпхӳре иртнĕ регионсен хушшинчи форумра карвинг конкурсĕнче 1-мĕш вырăн йышăннă. Наци кухнине презентациленĕшĕн Дипломпа кубока тивĕçнĕ. Çав çулах поварсем Пермь крайĕнче иртнĕ фестивальте «Наци йăли- йĕркине упраса хăварнăшăн тата чĕртсе тăратнăшăн» номинацире çĕнтернĕ, ылтăн кубокпа таврăннă. Предприяти регионсен хушшинчи «Хăнасене тарават» фестивальте те чи лайăххин ятне пĕрре мар тивĕçнĕ. 2019 çулта тĕслĕхрен, чăваш наци кухнин çак фестивальне Шупашкар хули 550 çул тултарнине халалланă уявсен вăхăтĕнче йĕркеленĕ. Унта Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕнчен килнĕ 30 команда хутшăннă, Трак ен команди 1-мĕш вырăн йышăннă.

Пĕлтĕрхи юпа уйăхĕнче потребительсен кооперацийĕн пĕтĕм тĕнчери форумĕнче Чăваш Ен чысне шăпах «Общепит» хӳтĕленĕ. Унта та вĕсем хăйсем пĕçерекен пирожнăй-тортпа пĕрлех чăваш наци кухнипе те паллаштарнă. Чăваш Енре пуçтарнă сиплĕ курăксенчен вĕретнĕ чейпе сăйланă. <...>

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА.

♦   ♦   


Саккунсене пĕлни халĕ уйрăмах кирлĕ

Лайăх специалист пулма университетран вĕренсе тухни çеç çителĕксĕр — пĕрмаях аталанмалла, çĕннине шырамалла, пĕлĕве тарăнлатсах тăмалла. Професси ăсталăхĕн ăмăртăвĕсене хутшăнни те шăпах çавăншăн усăллă. «Вĕрентӳ» наци проекчĕпе килĕшӳллĕн республикăра нумай мероприяти ирттереççĕ. Вĕсенчен пĕри — аслă пĕлӳ паракан вĕренӳ организацийĕсенчи çамрăк преподавательсен «Уçă лекци» фестивалĕ. Никама пăхăнман экспертсем конкурсантсем ирттерекен лекцисене итленĕ, хак панă. Професси ăсталăхĕпе И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн юридици факультечĕн халăх правин кафедрин доцентне Жанна Васильевăна çитекен пулман.

Шкул ачисенчен — профессионалсем

Ача чухнех вăл хăйĕн пурнăçне юрист ĕçĕпе çыхăнтарма ĕмĕтленнĕ. Çав вăхăтрах ăна преподаватель ĕçĕ те илĕртнĕ. Жанна Сергеевнăн асламăшĕ шкулта биологипе хими, географи вĕрентнĕ. Тамара Павловна чылай вăхăт Етĕрне районĕнчи Тури Мучар шкулĕн директорĕ пулнă. Жанна Сергеевнăн амăшĕ те вĕрентӳ тытăмĕнчех тăрăшнă — воспитательте ĕçленĕ. Çакă та витĕм кӳнĕ ĕнтĕ — Шупашкарта çуралса ӳснĕ Жанна Васильева шкул хыççăн И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн юридици факультетне çул тытнă. Алла диплом илсен пĕлĕвне тата тарăнлатас тенĕ, аспирантурăна кĕнĕ. Халĕ вăл хăй вĕреннĕ факультетрах халăх правин кафедрин доцентĕнче ĕçлет. Çак университетра Жанна Сергеевна 2009 çултанпа тăрăшать. 2015 çулта кандидат диссертацине хӳтĕленĕ. Унсăр пуçне вăл — юридици факультечĕн суйлав комиссийĕн яваплă секретарĕ те. Вунă çул ĕнтĕ вĕренме килекен çамрăксене кĕтсе илет, вĕсене университет пурнăçĕпе паллаштарать. Ырă кăмăллă та ăшă чунлă преподаватель ачасемпе, çамрăксемпе пĕр чĕлхе часах тупма пултарни пирки иккĕленмелли те çук.

— Манăн куç умĕнчех вĕсем шкул ачисенчен профессионалсем, ĕçтешсем пулса тăраççĕ, — палăртрĕ Жанна Сергеевна.

Вăл ача чухнехи ĕмĕтне пурнăç Ланă çеç мар, ăна анлăлатса пĕлтерĕшне тата пысăклатнă. Тахçан: «Ӳссен юрист пулăп», — тенĕскер халĕ хăй юристсене хатĕрлесе кăларать. Çавна май çĕнĕ саккунсене те пăхсах тăрать.

— Юристшăн теорие пĕлни çеç мар, унпа практикăра мĕнле усă курмаллине ăнланни те пĕлтерĕшлĕ. Суд практикине тишкерме те пĕлмелле. Паянхи кун цифра тĕнчине куçса пынă май юрист профессийĕ ытларах та ытларах çынна кирлĕ, — терĕ доцент.

Жанна Сергеевна ертсе пыракан дисциплинăна иккĕмĕш курсра вĕрентеççĕ. Ку вăхăтчен студентсен профессипе кăсăкланассине упраса хăвармалла.

— Ĕç прави — кулленхи пурнăçри тĕслĕхсемпе пуян дисциплина, — палăртрĕ пултаруллă педагог. — Çавăнпа ку темăпа студентсен кăсăкланăвне вăйлатма йывăр мар. Çав вăхăтрах аталанма та хавхалантармалла. Юрист профессийĕ яланах ăнăçупа çыхăнман. Сан патна пулăшу ыйтма пычĕç пулсан, пĕлсех тăр, çакна тума ăна пĕр-пĕр хирĕç тăру, йывăрлăх, юридици тавлашăвĕ хистенĕ. Юристăн ăна май пур таран пулăшмалла, лару-тăруран тухма тĕрĕс çул-йĕр тупмалла. Лекцисен, практикăсен вăхăтĕнче çавнашкал ыйтусене пăхса тухнă май студентсем /е хам та/ йывăр ыйтăва татса пама çĕнĕ майсем тупаççĕ. Çавăнпа ку дисциплина вĕсене юрист профессине ăнкарма, çак енĕпе малалла ĕçлеме май парать.

Жанна Васильевăран сĕнӳ-канаш ыйтакан сахал мар. Вĕсем тус-юлташ, тăвансем, пĕлĕшсем çеç мар. Студентсем те канашлама юратаççĕ: вăл е ку саккунпа тĕрĕс усă курнă-и е ытти ыйтупа кăсăкланаççĕ. Вĕсене вăхăтра ăнлантарни пĕлтерĕшлĕ. Е хăйсен пурнăçĕнчи уйрăм ыйтупа юрист канашне илме пыраççĕ. Жанна Сергеевна палăртнă тăрăх, саккун тĕлĕшĕнчен пĕр евĕрлĕ лару-тăрăвах тĕрлĕрен хаклама пулать. <...>

Лариса ПЕТРОВА.

www.hypar.ru

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.