Комментари хушас

9 Çĕртме, 2022

Тантӑш № 22 (4791) 09.06.2022

Конкурссенче çĕнтерсе çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесне çитнĕ

Канашри 6-мĕш шкулта ăс пухакан Полина Яковлева тантăшĕсенчен хастарлăхĕпе уйрăлса тăрать. Мĕнле кăна конкурсра хутшăнмасть пулĕ маттурскер! Нумаях пулмасть Мускавра иртнĕ Пĕтĕм Раççейри «Пысăк тăхтав» фестивальтен таврăнчĕ вăл. Çак кунсенче Санкт-Петербурга, Пĕтĕм тĕнчери экономика форумне, кайма хатĕрленет. Çитес эрнесенче Раççейпе Беларуçăн «Астăвăм пуйăсĕ» пĕрлехи проектне хутшăнса тăванла республикăнах çитĕ.

Библиотека ĕçченĕсем паллаççĕ

— Пирĕн çемьере 4 ача. Аслă ывăл программистра вăй хурать. Иккĕмĕшĕ те пиччĕшĕн çулĕпех кайрĕ, Канашри педагогика колледжĕнче ăс пухать. Полина та маттур, вĕренӳре лайăх пал-лăсемпе ĕлкĕрсе пырать. 4-мĕш класс пĕтернĕ Юля та аппăшĕнчен юлмасть, тăрăшать. Асли ӳнер шкулне пĕтерчĕ, ыттисем юрă-кĕвĕ енĕпе ăсталăха аталантарчĕç. Полина музыка шкулне хĕрлĕ дипломпах вĕçлерĕ. Юрă- кĕвĕ тĕнчипе туслăскерсем валли гитара тата фортепиано туянтăмăр, пур-те музыка инструменчĕсем калаççĕ, — çемйипе паллаштарчĕ Светлана Яковлева. — Эпир çемьепе икĕ çул хула шайĕнчи «Çулталăк çемйи» конкурса хутшăнтăмăр. Пирĕн килте никам та усал сăмахпа калаçмасть. Эпир, аслисем, ачасен умĕнче нихăçан та ятлаçмастпăр, эрех-сăра алла тытмастпăр. Вĕсем пирĕнтен тĕслĕх илеççĕ вĕт. Çемьере пур ĕçе те пĕрле тăватпăр. Канмалли кунсенче пĕри тусан шăлать, тепри урай тасатать, виççĕмĕшĕ чечек шăварать. Пĕри те турткаланса тăмасть. Пĕрле пельмень çупатпăр, çав вăхăтра калаçатпăр. Уявсенче пĕр-пĕрне пулăшса сĕтел янтăлатпăр. Çакăн евĕр пĕрлехи ĕçсем ачасен шухăш-кăмăлне, кăсăклăхне пĕлме май параççĕ. Манăн ачасем тăрăшуллă, туслă, ĕçчен, анлă тавра курăмлă. Мăшăрпа иксĕмĕр те вĕсемпе мăнаçланатпăр, учительсем те мухтаççĕ. Кĕнекепе туслăскерсене хулари библиотекарьсем те тахçанах палласа çитнĕ. Ăнсăртран тенĕ пек вĕсен куçĕ тĕлне интереслĕ хайлавсем хурса паратăп. Литература хăйĕн ĕçне тăватех: ырă сăнарсемпе паллашса ачасем хăйсем те вĕсем пек пулма тăрăшаççĕ. Эпĕ ывăлсемпе хĕрсемшĕн юлташ пулма тăрăшатăп, нихăçан та вăрçмастăп, хавхалантарни, пулăшни усăллăрах. Тата ачара лайăххине курмалла — воспитани ĕçĕнчи пĕлтерĕшлĕ самант çакă. <...>

Вера ШУМИЛОВА.

♦   ♦   ♦


Сасă асамлăхне туйма пĕлет

Шупашкарта пурăнакан Александр Ширкунов мĕн ачаранах юрă-кĕвĕ тĕнчипе кăсăкланса ӳснĕ. Халĕ вăл пĕр телерадиокомпанире сасă режиссерĕнче тăрăшать.

— Чи малтанах хамăн пурнăçа хими тата биологи енĕпе çыхăнтарас ĕмĕт пурччĕ. Анчах юрă-кĕвĕ чуна çывăхрах туйăнчĕ. Çавăнпа ятарласа Мускаври предпринимательство колледжне çул тытрăм. Кунта мана тӳрех кăмăла кайрĕ. Мĕн тери илемлĕ, асамлă вăл сасă-кĕвĕ тĕнчи! Мĕн чухлĕ сасă илтместĕн! Колледжра пире тĕрлĕ программăпа ĕçлеме, сасăсене тĕрĕс çыртарма хăнăхтарчĕç, — иртнине куç умне кăларчĕ çамрăк.

Вĕреннĕ хушăрах Саша укçа ĕçлесе илмелли меслет те тупнă — Таганкăри театрта çутăпа ĕçлекенĕн пулăшуçинче тăрăшнă. Анчах тăван тăрăх хăйĕн патнех туртнă — 2020 çулта каялла Шупашкара куçса килнĕ.

Ĕçе вырнаçсанах программăсене хăвăртрах алла илнĕ Саша, радио валли кăларăмсем тума вĕренсе çитнĕ.

— Пирĕн, сасă режиссерĕсен, театрта та, концертсенче те, радио-телевиденире те ĕçлеме май пур. Кашнинче хăйĕн уйрăмлăхĕсем, ятарлă программăсемпе «туслă пулмалла». Радио е телевидени валли кăларăм хатĕрлесси — кăткăс ĕç. Чи малтанах журналист диктофон çине синхрон çыртарать, унтан ятарлă программăпа «çӳп-çапа» тасатаççĕ. Хатĕр материала пирĕн пата илсе килеççĕ. Кăларăм еплерех пуласси сасă режиссерĕнчен те нумай килет. Темăна çутатса панă чухне унăн итлекене тивĕçтерекен сасăпа пуянлатмалла. Пĕр сăмахпа каласан, сасă режиссерĕн кашни кăларăма итлеме кăмăллă пултăр тесе тăрăшмалла. Ку — пысăк ăсталăх, — тет яш. — Кашни çĕртех çитменлĕхсем пур. Анчах чуна парса ĕçлесен вĕсене курмастăн та. Эпĕ те çаплах. Тата çакна каласа хăварам: компьютер умĕнче нумай ларма тивет. Çавăнпа куç ывăнни те пулать. <...>

Татьяна ИШМУРАТОВА.

♦   ♦   


Тав сăмахĕ нимрен те паха

Çăлавçă… Вăл чăнах та пысăк хисепе тивĕçлĕ. Миçе çыннăн пурнăçне инкекре çăлса хăвармасть-ши, мĕн чухлĕ авари, пушар курмасть-ши, шывра путакансене кăлармасть-ши… Чăн-чăн çăлавçăн мĕнле пулмалла? Кун пирки пире Александр Петрушкин каласа кăтартĕ. Ăна сăмах:

— Эпĕ Елчĕк районĕнчи Аслă Елчĕкре çуралса ӳснĕ. Вунă çул ялти, унтан пĕр çул Елчĕкри шкулта ăс пухнă хыççăн И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетне, спорт тата физкультура факультетне çул тытрăм. Алла диплом илсен Шупашкар районĕнчи пĕр шкула ĕçе вырнаçрăм. Спортпа туслине кура мана пĕррехинче çăлавçăра ĕçлеме сĕнчĕç. Тĕрĕссипе, эпĕ унашкал професси пуррине пĕлмен те. Пире, пулас çăлавçăсене, психологи, сывлăх тĕлĕшĕнчен çирĕп пăхрĕç, спорт кăтартăвĕсене тĕрĕслерĕç. Манăн пĕтĕм енчен лайăх пулнăран-ши çăлавçăсен ретне илчĕç. Хамăн ĕçе тӳрех килĕштертĕм, паян та чуна парса тăрăшатăп.

Çăлавçăн ĕçĕ йывăр та, çав вăхăтрах кăсăклă та. Кунта кашни пăтăрмахра мĕн те пулин çĕннине пĕлетĕн. Тĕрĕссипе, тин кăна ĕçе тытăнсан çăмăлах марччĕ. Хамăн пĕрремĕш «ĕçе» аса илес килет. Ун чухне çул çинче авари пулнăччĕ. Мана, çамрăкскере, нумай çул ĕçлекенсемпе пĕрле çав вырăна ячĕç. Паллах, малтан мĕн тумаллине пĕлмерĕм, шиклентĕм. Ĕçтешсем лăплантарчĕç. Хама хам алла илтĕм те вĕсем мĕн каланине пурнăçласа пытăм.

Инкек куçа курăнса килмест. Хамăр та ыран мĕн пулассине пĕлместпĕр. Аслисем те, ачасем те тĕрлĕ лару- тăрăва лекме пултараççĕ. Пĕррехинче пĕр хваттерте икĕ ача юлнă. Ашшĕпе амăшĕ килте пулман. Чӳречисем те уçă тăнă. Аслин урама тухас килнĕ-ши — чӳречерен сикнĕ. Телее, ăна урамра иртсе пыракан çын тытса ĕлкĕрнĕ. Тепĕр ачи те чӳрече янаххи çинче ларнине асăрханăскер тӳрех пирĕн пата шăнкăравларĕ. Эпир унта вĕçтертĕмĕр. Çурт тăрринчен вĕренпе анса пĕчĕкскерне инкекрен хăтартăмăр.

«Çăлавçăн» альпинист та, водолаз та, пушар хуралĕн ĕçченĕ те, васкавлă пулăшу кӳрекен те пулмалла. Кирек епле синкерлĕ лару-тăрура та çынна çăлма тăрăшмалла, унăн пурнăçĕшĕн кĕрешмелле. Çакна палăртас килет: пулас çăлавçăн нимрен те хăрамалла мар! Пушартан та, шывран та çынна кăлармалла, çӳллĕшне хăнăхмалла. Сăмахран, чи малтан 10-мĕш хутран вĕренпе аннă чухне шиклентерет. Анчах хăшĕ- пĕри çак туйăма çĕнтереймесĕр пăрахса та каять. Аварисенче те темĕнле ӳкерчĕк курма тивет. Çавăнпа çăлавçăн психика енчен вăйлă, чăтăмлă пулмалла. Тавçăрулăх, тĕрлĕ лару-тăруран тухма пĕлни, çухалса кайманни пĕлтерĕшлĕ. <...>

Татьяна ИШМУРАТОВА.

Материалсемпе тĕплĕнрех паллашас тесен...

www.hypar.ru

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.