Комментари хушас

8 Çĕртме, 2022

«Хресчен сасси» 22 (2910) № 08.06.2022

Кĕр! кĕрлерĕ Акатуй

Çурхи ака-суха ĕçĕсене вĕçлесен республикăра Акатуй кĕрлеттересси йăлана кĕнĕ ĕнтĕ. Ăруран ăрăва куçса пыракан ырă йăла-йĕрке ватти-вĕттине, тĕрлĕ професси çыннине пĕрлештерет.

Çĕр ĕçне хисеплеме, спортпа, культурăпа туслашма пулăшать. Иртнĕ канмалли кунра Елчĕк районĕнче те Акатуй кĕрлерĕ. Кăçал мероприятие Раççей халăхĕсен культура еткерĕн, Чăваш Енри Паллă ентешсен çулталăкĕсене, Елчĕк районĕ йĕркеленнĕренпе 95 çул çитнине халалланă.

«Ырсамай» культура тата кану паркĕ ирех хаваслă сасă-кулăпа, илемлĕ юрăпа тулчĕ. Суту-илӳ хĕрсех пычĕ, ача-пăча аттракционсем патĕнчен татăлмарĕ. Алă ăстисен, ял хуçалăх техникин куравĕсем, ăсталăх класĕсем… — вун-вун çынна илĕртрĕç.

Уяв пĕлтерĕшлĕ тепĕр самантпа палăрса юлчĕ. Çак кун Елчĕкри вăтам шкулпа юнашар çĕнĕ стадион хута кайрĕ. Унта футбол уйĕ, хоккей, чупмалли çул… — сывлăха çирĕплетме, ăмăртусем ирттерме мĕн кирли йăлтах пур.

Анлă лапамра уй-хир, фермер ĕçченĕсем, производствăра малта пыракансем, професси тĕлĕшпе чи лайăххисем, ял тăрăхĕсен делегацийĕсем утса иртрĕç. Уявăн тĕп пайĕ культурăра тăрăшакансем «Алран кайми аки-сухи, мухтав сана çĕр ĕçченĕ!» театрализциленĕ паллаштаруран пуçланчĕ. Пĕрлештернĕ хор ял хуçалăхĕнче вăй хуракансен гимнне янăратнă май «Ака чемпионĕ – 2022» ята тивĕçнĕ Дмитрий Марковпа культурăпа спорт хастарĕсем Юрий Петуховпа Семен Львов Акатуй ялавне çĕклерĕç.

Елчĕксене саламлама, вĕсемпе савăнма сумлă хăнасем — ЧР ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов, РФ Патшалăх Думин депутачĕ Анатолий Аксаков, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсем Юрий Попов, Петр Краснов, Николай Курчаткин тата ыттисем пуçтарăннă.

Елчĕк районĕн администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ Леонард Левый уява хутшăннисене Акатуйпа саламланă май çурхи ака-сухана вăхăтра вĕçлессишĕн ырми-канми тăрăшакансене, тăван тăрăха аталантарассишĕн вăй-хала шеллеменнисене тав турĕ. Вăл каланă тăрăх, кăçал районта пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши çурхи культурăсене 20155 гектар çинче акса хăварнă. Иртнĕ çулхипе танлаштарсан кăтарту палăрмаллах пысăк — 105,5%. Çĕр улми 300 гектар лартнă /86%/. Пахча çимĕç те 84 гектар йышăннă е пĕлтĕрхин 144,8%. Техника культурисем — 1561, сахăр кăшманĕ — 150 гектар, выльăх апачĕлĕх куккурус — 1408, пĕр çул ӳсекен курăксем 3525 гектар акнă. Ку тăрăхра çуллă йĕтĕн те /80 гектар/ туса илеççĕ. Елчĕксем çуллен çурхи ĕçсене республикăра малтан пуçлаççĕ, вĕçлеççĕ. Кăçал çанталăк çумăрлă тăнине пăхмасăр палăртнине пурнăçлама, акакан лаптăксене пысăклатма пултарнă. Çĕр улми лартассине те вĕçлесе пыраççĕ. Апла çĕр ĕçченĕсен чăннипех савăнма сăлтавĕ пур. Кăçал кĕрхисем те лайăх вăй илнĕ. Апла тухăç та пулмалла. <...>

Лариса НИКИТИНА.

♦   ♦   ♦


Çынна пулăшни – сăвап

«Ырă туни каялла таврăнать, — тет Елчĕкри «Була» кафе ертӳçи Надежда Такмакова. — Эпĕ çакна пĕрре мар сăнанă. Çынна йывăр вăхăтра алă тăсса парсан ырлăх сан пата та çитетех».

«Эсĕ — манăн пирĕшти»

Надежда Николаевна, нумай ачаллă çемьере çуралса ӳснĕскер, пĕчĕклех ĕçпе çитĕннĕ. Ашшĕпе амăшĕ вырăнти Карл Маркс ячĕллĕ хуçалăхра тăрăшнă. Николай Иванович трактористра, комбайнерта вăй хунă. Олимпиада Петровна вара бригадăра ĕçленисĕр пуçне комбайнер пулăшуçи те пулнă. «Аттепе анне питĕ туслă пурăннă, пĕр-пĕринчен нихăçан та уйрăлман. Кил тĕрĕшри ĕçсене те пĕрле пурнăçланă: вĕлле хурчĕсене пăхмалла-и е сысна чикмелле — яланах юнашар пулнă. Район центрне заправкăна тухас пулсан та атте аннене пĕрле илнĕ. Тепĕр чухне хирĕçленĕ вăл. Анчах атте ăна: «Эсĕ мана сыхлакан пирĕшти», — тесе кăмăлне çавăрнă. Чăн та, анне çула тухас умĕн яланах кĕлĕ вулатчĕ, хĕрес хыватчĕ.

Чиркĕве çӳретчĕ, Турра ĕненетчĕ. Вăл хăйшĕн çеç мар, пирĕншĕн, ачисемпе мăшăрĕшĕн, Турăран сывлăх, телей ыйтнă. Инкек-синкекрен хăтарма та. Пĕррехинче вĕсем çул-йĕр аварине лекрĕç. Хирĕç килекен комбайн жаткин çĕççи машинăн тăррине вуçех касса кайнă. Телее, хăйсем ырă-сывă юлнă. Атте анне çине таянма ĕлкĕрнĕ. Кун пек тĕслĕх пĕрре çеç пулман. Пĕр-пĕрне упраса пурăнма тăрăшатчĕç. Шел те, йывăр чир аннене иртнĕ çул пиртен уйăрчĕ. Çĕр йăтайми хуйхă пулчĕ пирĕншĕн çакă. Ачи-пăчине юратнăранах пире вăл мĕн пуласса маларах систерсе тăрать халĕ. Эппин, сыхлать, упрать. Ун хыççăнах çывăх çынсене пытарма тиврĕ. Çавна май чиркӳре канăç тупрăм. Анне пирĕншĕн халĕ те тăрăшать. Эппин, пирĕн те унăн, çывăх тăвансен чунĕсем çăлăнччăр тесе тăрăшмалла», — терĕ Надежда Николаевна.

Çак тĕллевпех вăл Аслă Таяпа, Елчĕк, Тĕмер чиркĕвĕсене апат-çимĕçпе пулăшать. Унсăр пуçне йывăр лару-тăрăва лекнĕ, хӳтлĕхсĕр юлнă çынсене те алă тăсса парать. Паллах, сăваплă çак ĕçе пурнăçлама ăна никам та хистемест, пархатарлă утăма чун ыйтнипе тăвать. Кăçалхи Мăнкун умĕн вăл Лаш Таяпари ваттисен çуртне пулăшу кӳнĕ. Пĕр михĕ шурă çăнăх, темиçе савăт ӳсен-тăран çăвĕ, тĕрлĕрен кĕрпе-макарон, сахăр, чей туянса хăйĕн çăмăл машинипех ваттисен çуртне леçсе панă. Унта ĕçлекенсем ырă кăмăллă пайтаçа чун-чĕререн тав тунă. «Ваттисен çурчĕн ĕçченĕсем валли ятарлă форма та туяннă эпĕ. Çитес вăхăтра ăна та кайса парасшăн», — кăмăллăн калаçрĕ Надежда Такмакова. <...>

Валентина ПЕТРОВА.

♦   ♦   


Чун туртăмĕ

Хăй вăхăтĕнче культура тытăмĕнче ĕçленĕрен яланах илемлĕх тĕнчине туртăнать Валерий Изратов. Районта иртекен мероприятисене пурне те хутшăнма тăрăшать вăл, пулăшу кирлĕ пулсан тӳпе хывать.

Елчĕк районĕнчи Кавалти Наталья Павловнăпа Василий Степанович Изратовсен ачисен хастарлăхĕ, пултарулăхĕ пурне те тĕлĕнтерет. РФ тата ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченне Татьяна Шарковăпа Галина Изратова ӳнерçĕсене республикипех пĕлеççĕ. Валерий те аппăшĕсенчен юлмасть. Хĕллехи вăхăтра юртан тĕрлĕ кĕлетке туса, композици йĕркелесе юмах тĕнчи калăплать. Ун чухне Елчĕкри «Водолей» лавкка умĕ кану вырăннех çаврăнать, аслисене, ача-пăчана хăй патне йыхăрать. Илеме ăнланни çеç мар, ырă кăмăлпа та палăрать арçын. Çĕнĕ çул ачасемшĕн чи кĕтнĕ уяв пулнине пĕлсе сахал тупăшлă çемьери ачасене, сусăр ачасене пулăшма тăрăшать вăл. Кашни çулах Хĕл Мучи тумне тăхăнса вĕсене кучченеçсем валеçет. Ачасен савăнăçлă сăн-питне курса хăй те хĕпĕртет.

Паллах, аслисем валли те уявсем йĕркелет Валерий Васильевич. Хĕрарăмсен кунĕнче тавар туянакансене чечексемпе савăнтарать, Çăварнире — пылак апат-çимĕçпе, шашлăкпа тата чейпе. Ваттисен кунĕнче аслă ăрури хĕрарăмсене тутăр парнелет… Çакнашкал уявсене Елчĕкре çеç мар, хăй пурăнакан Кавал ялĕнче те ирттерет. Вăйă-кулă, юрă-ташă илтĕнсе тăрать урамра. Çакă ял халăхне çывăхлатать, туслаштарать. Кашни уяв умĕн мĕн те пулин çĕнĕлĕх шухăшласа кăларма тăрăшать. Акă хальхи вăхăтра лавкка умĕнче чăваш тумĕ тăхăннă «çынсем» тăраççĕ. Вĕсенчен пĕри — купăспа. Уява е вăййа кайма тухнă пулĕ. «Тумтирĕсене ăçтан тупрăр?» — кăсăклантăм эпĕ. «Ял-йышран, арчаран кăларса паракансем те пур», — пулчĕ хурав. <...>

Валентина ПЕТРОВА.

Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...

www.hypar.ru

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.