Комментари хушас

3 Çĕртме, 2022

Хыпар 59-60 (27938-27939) 03.06.2022

Çĕрпĕве чăх, хур чĕппи илме Дагестанран та килеççĕ

Республикăра пурăнакансене кайăк-кĕшĕк çăмартипе, чĕппипе тата ашĕпе тивĕçтерекенсенчен пĕри — Çĕрпӳ хулинчи Сергей Михайлов ертсе пыракан хресчен-фермер хуçалăхĕ. Иртнĕ эрнере фермерăн ĕçĕ-хĕлĕпе вырăна çитсе паллашрăмăр, унпа пĕр кун ирттертĕмĕр. 

Расна рацион

Вĕсем хур, кăвакал, бройлер, чăх, Инди турткăшĕ тата шурă турткăш (павлин), фазан, кайăк чăх (цесарка),путене сутаççĕ. Фермер хуçалăхĕн коллективĕ яваплă çав тапхăра маларахах хатĕрленме пуçлать.

— Авă, пирĕн умра — сăрă-хура хурсем, — терĕ Сергей Владиславович. — Вĕсенчен мĕнле майпа сывă чĕп илетпĕр-ха? Наукăра çирĕплетнине тивĕçтерекен амасем çитĕнтерме пĕр пек таякан чи пысăк çăмартасене уйăрса хуратпăр. Вĕсенчен кăларнă чĕпсенчен сывă амасем ӳстерессишĕн пуян рацион çирĕплететпĕр, лайăх çитеретпĕр. Кĕркунне кишĕр, витаминсем паратпăр. Рационĕ ытти кайăк-кĕшĕк валли тунинчен уйрăлса тăрать, ӳт айĕнче çу пухма памасть, мăнтăрлатмасть. Амасене чир-чĕртен вакцинацилетпĕр. Нарăс уйăхĕнче çăмарта тума лартатпăр. Пуш уйăхĕн вĕçĕнче инкубаци корпусĕнче хур чĕппи кăларма тытăнатпăр. Çав тапхăртан пуçласа ăна Ставрополь тата Краснодар крайĕсене, Крыма, Оренбург облаçне, Дагестана, çуркунне ир килекен ытти региона ăсататпăр.

Фермерпа пĕрле хур чĕпписен корпусне кĕтĕмĕр. Куç умне пĕчĕккисем, вăтаммисем, пысăккисем тухса тăчĕç. Ăшăрах вырăн шыраса электролампăсен айне пухăннă. Чĕпсен умĕнчен апат татăлмасть. Вĕсен айне пăчкă кĕрпи сараççĕ, ăна йĕпениччен улăштараççĕ.

— Паянхи кун тĕлне Чăваш Енри тата çывăхри регионсенчи кил хуçалăхĕсене, фермерсене, предпринимательсене сутма пĕрререн пуçласа вăтăр талăка çитичченхи хур чĕпписем пур. Çанталăк ăшăтрĕ те вĕсене туянма тытăнчĕç, — каласа кăтартрĕ фермер. — Чăвашсем пĕрререн тытăнса вун тăватă талăксенчине, тутарсем уйăхрине ытларах кăмăллаççĕ. Туянакансене Çĕрпӳ хулинчи Трактористсен урамĕнчи 15-мĕш çуртра, «Шупашкар — Ульяновск» автоçултан 800 метрти фермăра, ĕç кунĕсенче — 8-16, шăматкунпа вырсарникун 8-12 сехетсенче йышăнатпăр, саккас пама пирĕн пата 8(83545)21-3-11 номерпе шăнкăравламалла.

Хăйсемех килсе туянаççĕ Çынсене чи малтанах продукци пахалăхĕ кăсăклантарать. Сывă кайăк-кĕшĕк çăмартине, чĕппине тата ашне сутассишĕн мĕн тăваççĕ-ха? Тавар тиесе каякансем Çĕрпӳ районĕнчи чĕр чун чирĕсемпе кĕрешекен станцирен ветеринари справки илеççĕ. Çав учреждени специалисчĕсем фермăна кашни уйăхрах пырса тĕрĕслеççĕ, анализ илеççĕ, кайăк-кĕшĕк грипне, çын сывлăхне хăрушлăха кĕртсе ӳкерекен чир-чĕре тупса палăртсан, пĕлетпĕр ĕнтĕ, фермăна тӳрех карантина хупаççĕ.

ХФХна йĕркеленĕренпе кун пек тĕслĕх пĕрре те пулман. Хуçалăх ветеринарĕ кашни корпусри тата ушкăнри кайăк-кĕшĕкрен, çав шутра чĕпсенчен, юн, шалти органсен, комбикорм, шыв, кайăк-кĕшĕке тĕрлĕ чиртен иммунизациленĕ чухне усă куракан вакцинăна районсен хушшинчи Çĕрпӳри тата республикăн ветеринари лабораторийĕсене эрнесерен, регионсен хушшинчи Хусанти ветеринари лабораторине кварталсерен çитерет. Вĕсене тĕпчесе чир тупсан ХФХ пуçлăхĕпе калаçмасăрах фермăна карантина хупаççĕ, производство чарăнса тăрать.

— Çавăнпа хуçалăхра ветеринари врачĕ пур, чир-чĕре предприятие кĕртме памастпăр, тавар туянакансене сывă продукципе çеç тивĕçтеретпĕр, — амакран сыхланмалли йĕркепе паллаштарчĕ фермер. — Эпир паха продукци çеç сутнине нумай тĕрĕслев витĕр тухса çирĕплетрĕмĕр ĕнтĕ. Тавар туянакансен шанăçне малашне те тӳрре кăларăпăр. Çуллен хур чĕппи — 200-250 пин, бройлер чĕппи 30 пин сутатпăр. Пĕр пайĕ республикăра саланать. Ял-йыш, тăван-пĕтен, кӳршĕ-аршă пуçтарăнса хăйĕн транспорчĕпех илсе каять, эпир ял-ял тăрăх сутса çӳреместпĕр. Çăва кĕтĕмĕр. Халĕ миçе уйăх тăрантарса çитĕнтермелли хур чĕппи туянмалла-ха?

— Ку çынсем мĕнле тĕллев лартнинчен килет, — палăртрĕ пуçлăх. — Калăпăр, «пире пысăк мар тушкалли те çырлахтарать, пысăкки духовкăна кĕмест» текенсем виçĕ уйăхранах пусаççĕ. Хура май килнĕ таран ӳт тата çу ытларах хуштарас текенсен тулли рационпа ятарлă апат çитермелле, ăна лавккаран туянмалла. Çĕртме уйăхĕнче чĕп туянсан тăватă уйăх тăрантармалла. Харпăр хăйĕн апатне çитерекенсене вара çу уйăхĕнчех туянма сĕнетĕп.

ХФХ продукци сутма çуллен пуш уйăхĕнче хур çăмартинчен пуçлать. Ăна хăйсен инкубаторĕпе кил хуçалăхĕнче кăларма туянаççĕ, илме республикăри кашни районтан пыраççĕ. Çапах Комсомольски, Патăрьел районĕсем ытларах илеççĕ иккен. Ку ĕнтĕ çынсем инкубаторпа кил хуçалăхĕнчех чĕп кăларса укçа перекетленине çирĕплетет. <...>

Юрий МИХАЙЛОВ.

♦   ♦   


Ăс-тăна упрама хаçат пулăшать

101 çулти Серафима Федорова вăрăм ĕмĕр вăрттăнлăхĕсене уçать

Çĕр çултисем çинчен çырма пĕрре кăна мар тӳр килнĕ. Йĕпреç районĕнчи Энтриелти 101 çулти Серафима Федорова вара мана çивĕч ăс-хакăлĕпе тыткăнларĕ. Пĕр ĕмĕре хыçа хăварман та тейĕн. Ĕлĕкхи çын пек мар, çĕнĕ ĕмĕртисем евĕр шухăшлать... Паянхи кунчченех сăвăсене пăхмасăр калать. Пушкин юмахĕсене, Крылов юптарăвĕсене йăлт астăвать.

Кĕме именнипе кăнтăрлаччен тăнă

«Иртнине аса илсен тепĕр чухне тунсăх пусать, куççуль тухать. Шухăшлатăп, шухăшлатăп та: «Макăрас мар. Эпĕ йĕнине никам та курмасть», — тетĕп. Ĕмĕрĕм иртни сисĕнмерĕ-çке», — çапла каласа кĕтсе илчĕ Серафима Тимофеевна. Вăл Йĕпреçре 6 ачаллă лăпкă çемьере çуралнă. Пиччĕшĕсем Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пулнă. Аппăшĕ шкул пĕтерсен, шел те, çунса кайнă. Çак инкек Серафимăн чунне хытă амантса хăварнă…

«Шкул пирĕнтен инçех мар вырнаçнăччĕ. Вăл мана питĕ илĕртетчĕ. Çавăнпа улттă тултарсанах шкула кайрăм. «Хĕрĕм, пуканене тыт та чӳрече ани çине хăпарса лар. Кăçаллăха килтех выля», — терĕ пĕр учитель. Манăн кăмăл юлчĕ, йĕтĕм… «Кайманшăн ан макăр. Шкула çӳреме тытăнсан макăрас та килĕ», — лăплантарчĕ асатте. Тепĕр çул кайрăм вара. Раиса Яковлева ятлăччĕ пĕрремĕш вĕрентекенĕм. Питĕ юрататчĕ, пуçран ачашласа кăна тăратчĕ. Тăрăшса вĕренеттĕм. Шкул пĕтернĕ хыççăн эпир, виçĕ хĕр, Хусан университетне кайрăмăр. Пурте тухтăр пулма ĕмĕтленеттĕмĕр. Экзаменсене тытрăмăр, анчах виçсĕмĕр те кĕреймерĕмĕр. Ун чухне Хусансем хăйсенне анчах илесшĕнччĕ. Политика çавăн пек пулнă-тăр. «Хамăр патри ронона кайса пăхăр», — терĕç пире çурла уйăхĕнче. Хĕвеллĕ кун унта çул тытрăмăр. Алăкран кĕме именсе кăнтăрлаччен тăтăмăр. Йăваш, калаçма вăтанатпăр. «Эсир кунта мĕн туса тăратăр?» — терĕ пĕр арçын. Учитель пулас ĕмĕтпе çӳренине систертĕмĕр. «Кĕрĕр, кĕрĕр», — сĕнчĕ хайхискер. Кĕтĕмĕр… Мана Энтриел шкулне çирĕплетрĕç. Нимĕç, чăваш, вырăс чĕлхисене вĕрентекен учительсене вăрçа яма хатĕрлетчĕç. Вĕсем вырăнне вĕрентекенсем кирлĕччĕ. Çавăнпа пире опытлă педагогсем çулталăка яхăн ăсталăхĕпе паллаштарчĕç. Çăва тухсан пуçламăш классене вĕрентекен пулнине çирĕплетекен документ пачĕç. Унта манăн йăлтах «5» паллăччĕ. Çапла майпа Энтриелте пуçламăш классене пĕлӳ пама пуçларăм. Хама вĕрентнĕ учительсен методикине тытса пыма тăрăшрăм», — калаçăва сыпăнтарчĕ Серафима Тимофеевна.

Каярахпа ăна вырăс чĕлхипе литературине те вĕрентме шаннă. 30-та чухне вăл Энтриел каччипе Василий Федоровпа çемье çавăрнă. 5 ача — виçĕ хĕрпе икĕ ывăл — çуратнă. Пĕр хĕрĕ, шел те, виççĕре чухне пурнăçран уйрăлнă. Амăшĕ сисиччен тем çăтнă пĕчĕкскер… Тăватă ачине тĕрĕс воспитани парса çитĕнтернĕ Федоровсем. Пурне те аслă пĕлӳ илме пулăшнă. Паян Серафима Тимофеевнăна хĕрĕ Лида пăхать. Ывăлĕ Николай çемйипе юнашар çуртра пурăнать. Вăл та амăшĕ патне куллен каçать. Вячеславпа Татьяна та канмалли кунсенче юратнă амăшĕ патне васкаççĕ. Кил хуçи Василий Васильевич пурнăçран уйрăлнăранпа темиçе çул та иртнĕ ĕнтĕ. «88 çула çитиччен лайăх пăхрăм. Килĕштерсе пурăнтăмăр. Пĕр-пĕрне кӳрентермен», — чунне уçрĕ ватă. <...>

Роза ВЛАСОВА.

♦   ♦   ♦


«Ирĕк панă пулсан халех ĕçлеме пуçлăттăм»

Калаçнине итлесен ăна чаплă компанире ĕçлекен ăста специалист тейĕн. Вăл вара Шупашкарти 3-мĕш лицейрен те вĕренсе тухман-ха. Çапах цифра тĕнчинчи нумай япалана ăнланать, темĕн те пĕр шухăшласа кăларать. Çакна нумаях пулмасть Хабаровскра иртнĕ «Цифра ăнтăлăвĕ. Чăн мар ăс-хакăл» конкурсăн округри 1-мĕш хакатонĕнче командăпа пĕрле 2-мĕш вырăна тухни те çирĕплетет. Ăслă çамрăксем хăйсене «ЧП: Аномалиллĕ шкул ачисем» ят панă. Чăнах та, çакнашкал кăткăс ыйтусене пур ача та ăнланмĕ.

Приложени хатĕрлес тенĕ те…

«Çак сферăра эпĕ — икĕ çул ытла. Çавăнпа ку вăхăтра хампа пĕр шухăшлă çынсене тупма ĕлкĕртĕм. Вĕсенчен чылайăшĕ — Раççейĕн тĕрлĕ хулинче пурăнакан ăслă та хастар ачасем», — терĕ Максим.

Тĕрĕссипе, цифра технологийĕсемпе вăл 8-мĕш класрах кăсăкланма пуçланă. Анчах ун чухне хăвалакан, хистесе тăракан пулман. Ку вара, каччăн шухăшĕпе, питĕ кирлĕ. Хайхискер хăйĕн юлташне кăсăкланăвĕ çинчен каласа кăтартнă, ку шухăшран пăрăнасран вĕсем пĕр-пĕрне тĕрткелесех пыма шантарнă.

«Вăл манран кашни кун эпĕ мĕн туни пирки ыйтма пуçларĕ. Ун умĕнче тӳрре тухас тесе сайт евĕрлĕ тĕрлĕ приложени хатĕрлеме хăтланаттăм. Ку ĕç килĕшнĕçемĕн килĕшсе пычĕ. Унтан интернетра чăн мар ăс-хакăл çинчен вĕрентекен пĕр ушкăна асăрхарăм. Нимĕн те ăнланмарăм, анчах питĕ кăсăклă пек туйăнчĕ. Шăпах çав вăхăтра мана класс ертӳçи Эльвира Геннадьевна /ун чухне 59-мĕш шкулта вĕренеттĕм/ «Кванториума» çӳреме сĕнчĕ. Унта хавхалану килчĕ, пире проектсене аталантарма хушрĕç. Виçĕ уйăхлăх вăй-хал хушăннине туйрăм. Мĕншĕн тесен мĕн вĕрентнине пĕтĕмпех çырса пытăм, асра тытма тăрăшрăм. Ку хамăн командăна йĕркеленĕ чухне те кирлĕ пулĕ терĕм. Тамара Артуровна математикăпа пысăк даннăйсем çинчен вĕрентетчĕ, çавăнпа ун патне кайрăм. Хастар çынсемпе паллашса хамăн пĕрремĕш проекта йĕркелерĕм, чăн мар ăс-хакăлпа кăсăклансах кайрăм. Хамăрăн ушкăнпа «ЮниКвант» конкурсра çĕнтерсе лагере кайма путевкăна тивĕçрĕмĕр, анчах тĕрлĕ сăлтава пула кайма май килмерĕ», — аса илчĕ малтан мала талпăнма хăнăхнăскер.

«Кванториумра» илнĕ пĕлӳпе çеç лăпланса ларман вăл, тĕрлĕ сайтра кăсăклă информаци шыранă. Хăйĕн пĕлӳ шайне тĕрĕслеме хакатонсене хутшăнсах тăнă. Коронавирус пандемийĕ пуçлансан ĕçсĕр юлакансем пулнипе пĕр компание резюме çырса паракан нумайланнă. Ертӳçе кашнинех пăхса тухма йывăр килнĕ, çавăнпа ĕçе вырнаçас текенсен сăнлавĕнчен вĕсем мĕн тума пĕлнине уйрăммăн пуçтаракан тытăм кирлĕ пулнă. Çак тĕллевпе конкурс ирттернĕ. Максимпа унăн команди ĕçе пуçăннă, хăйсен проекчĕпе финала та тухнă. Анчах çĕнтерме май килмен. Апла пулин те пуç усман çамрăксем. Тепрехинче Тюменьте иртнĕ нефтьпе газ форумне те хутшăннă, хăйсен ĕçĕпе паллаштарнă.

Президента проектпа паллаштарнă

Максим Пĕтĕм Раççей чăн мар ăс-хакăлăн тата машина вĕрентĕвĕн олимпиадине хутшăннă. «Пысăк даннăйсем. Машина вĕрентĕвĕ» трекра вăл командипе çĕнтернĕ.

Олимпиадăна хутшăннисем хăйсен ушкăнĕсене йĕркелеме тытăннă, вĕсене Максима та илнĕ. Каярахпа Петрозаводскра иртнĕ тепĕр конкурсра та ăс-хакăл вăйне тĕрĕслес тенĕ. Унта каччă Шупашкарти тата Крымри пĕр шухăшлă ачасемпе команда йĕркелесе хутшăннă, 2-мĕш вырăн йышăннă. Çак мероприятире каллех хастар çамрăксемпе паллашма май килнĕ. Перекет банкĕ йĕркеленĕ чăн мар ăс-хакăл конкурсĕ те çывхарса пынă. Маттур каччă унран юлас темен — команда пуçтарса ултă уйăхра проект хатĕрленĕ. Текст тăрăх видеохайлав йĕркелеме тивнĕ вĕсен. Çакăн валли ăнăçлă инструмент та пулман. Çапах çамрăксем тăрăшса ĕçленĕ те пĕрремĕш вырăн çĕнсе илнĕ. <...>

Лариса ПЕТРОВА.

♦   ♦   


Людмила ЛЯЛИНА: Учитель хăйĕн предметне кăна пĕлни çителĕксĕр

Кашни ачан чунĕ патне çул тупаççĕ, вĕсен вĕренес кăмăлне çĕклеççĕ. Пурнăçра кам пулассине ăнланма пулăшаççĕ. Йывăр лару-тăрура пурăнакан ачасем шкула ирсерен мĕнле кăмăлпа килнине пĕлсе тăраççĕ... Патăрьелти 2-мĕш шкул вĕрентекенĕсем пирки сăмах пырать. Паян унăн директорĕпе Людмила Лялинăпа шкул епле майпа çавăн пек лайăх ĕçлени тата ытти пирки калаçăпăр.

— Людмила Васильевна, шкул картишĕнче строительство ĕçĕсем пынине асăрхарăмăр, стадион тăватăр-и?

— Çапла. Спорт лапамĕ тума ыйтса 2018 çултах пуçарупа тухнăччĕ. Проекта республикăна ятăмăр — май килмерĕ. Федераци программине кăçал кĕтĕмĕр. Сметăпа килĕшӳллĕн 10 миллион тенкĕлĕх ĕçсем тума палăртнăччĕ. Хальхи хаксемпе ытларах та тăкакланать. Искусственнăй сийлĕ мини- футбол уйĕ, чупмалли çулсем, тăршшĕне сикмелли, волейболла, баскетболла вылямалли лапамсем тата ытти те пулĕç унта. Шупашкарти пĕр шкулта эпĕ çавнашкал стадион курнăччĕ те епле майпа ăна хута янипе кăсăкланнăччĕ. Вĕсем «пуçаруллă бюджет» программине кĕнĕ, спонсор тупса малтан хăйсем укçа хывнă. Пирĕн ун пек тума май килменнине ăнлантăм. Халăхран укçа пуçтарса патшалăх çуртне юсани тĕрĕсех те мар. Кунта пирĕн уйрăм çын тытса тăракан шкул мар вĕт. Эпир ашшĕ-амăшĕнчен укçа пуçтараймастпăр. Вĕсен шучĕпе сăрă та туянмастпăр. Патшалăх пулăшăвне шанатпăр. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов пире яланах ăнланать, пулăшать. Учредитель пирĕн нушана курмасан-илтмесен аталанма йывăр. Эпир хамăр енчен лайăх кăтартусемпе савăнтаратпăр. Тĕслĕхрен, пирĕн патра республикăри «Шкулти спорт клубне суйларăн» проектăн сăнавлă лапамĕ ĕçлет. Ачасем хушма пĕлӳ илеççĕ. Çăмăл атлетика, волейбол, ытти секци ĕçлеççĕ. Юлашки икĕ çулта волейболистсен команди республика шайĕнче чемпион ятне ямасть. Çăмăл атлетикăра та ачасем çитĕнӳсем тăваççĕ. Тахçан пĕрре кăна мар, тăтăшах. Çĕнĕ спорт лапамне кăçал кĕркунне туса пĕтермелле.

— Шкула юсама палăртнă-и?

— Инфратытăм пирĕн хальхи вăхăтпа килĕшсе тăмасть. Шкулĕ 1971 çулта хăпартнăскер. Ăна колхоз мелĕпе, нимелле, тунă та сăн-сăпачĕпе вăл ытти шкул пек мар, урăхларах курăнать. Эпĕ кунта ĕçлеме килнĕренпех ăна çĕнетес тесе тăрăшатăп. Чӳречесемпе алăксене ылмаштартăмăр. «Ӳсĕм вырăнĕ» проекта кĕрсе икĕ кабинета çĕнетрĕмĕр. РФ Президенчĕ Владимир Путин пуçарнă «Вĕрентӳ» наци проекчĕн про-граммисем юсав ирттерме май туса параççĕ халĕ. Капиталлă юсав валли проектпа смета докуменчĕсене хатĕрлесе экспертиза витĕр кăлартăмăр ĕнтĕ. ЧР вĕрентӳ министрĕ Дмитрий Захаров шантарчĕ: эпир 2024 çулхи программăна кĕнĕ. Унпа килĕшӳллĕн шалта юсăпăр, тăрă улăштарăпăр, никĕсе çирĕплетĕпĕр, хутса ăшăтмалли тытăма çĕнетĕпĕр, фасада илемлетĕпĕр. Кун хыççăн шкул тавралла хăтлăх кĕртĕпĕр. Карта та тӳне-тӳне каять авă, тротуарсем ишĕлеççĕ… Вĕсене тепĕр проектпа килĕшӳллĕн юсамалла. Кун валли 25 миллион тенкĕ пăхса хунă.

— Кадрсен ыйтăвĕ çивĕч-и?

— Эпĕ ĕçлеме тытăннăранпа коллектив 11% çĕнелчĕ. Районти шкула килнĕ çамрăк специалистсен шучĕ пирĕн патра — чи пысăкки. Кадр политикине йĕркеллех тытса пыратпăр. Эпĕ унчченхи ĕçре кадрсем суй-лассипе ĕçлеттĕм те ку маншăн питĕ çывăх тема. Акă Ляйсан Мухаметзяновăна чĕнтĕм те хирĕçлемерĕ — çум пулса ĕçлет халĕ. Икĕ аслă пĕлӳллĕ çамрăк специалист вăл. Тепĕр çум — Валентина Солдатова, унччен ялти шкулăн директорĕччĕ. Эпĕ хамăн пурнăçра нумай çамрăка ертӳçĕ пулма вĕрентнĕ. Районĕпе 100-шер специалист манăн алă витĕр тухнă. Кирек епле организацие кĕрсен те хамăн вĕрентекенсене курма питĕ кăмăллă.

— Сирĕн шкулта агрокласс ĕçлет. Кун пирки тĕплĕнрех каласа парăр-ха.

— Эпĕ киличченех, 2016 çул вĕçĕнче, уçнă ăна. Ял шкулĕсенче тĕрĕс наукăсене вĕрентес шай кăштах уксахлать. Çав сăлтавпах инженерипе техника енĕпе вĕренме каякан сахал. Аслă шкулсем çĕр-çĕр бюджет вырăнĕ уйăраççĕ. Анчах шкулта физика, математика япăх вĕрентнине пула ял ачи унта кайма хă-рать. Шкултах техника енĕпе лайăх хатĕрлемесен вăйлă специалист пулма çук. Проект хута кайнăранпа 66 çамрăк çак класран вĕренсе тухрĕ. <...>

Алина ИЛЬИНА.


Туртса карăнтарнă мачча çурта илем кÿрет

Пирĕнтен кашниех хамăр пурăнакан вырăна — пӳлĕме, хваттере, уйрăм çурта — хăтлăлатма тата хитрелетме тăрăшать. Мачча — интерьерăн уйрăлми пайĕ. Çакна шута илсех нумайăшĕ туртса карăнтарнă мачча натяжной потолок тутарма тăрăшать. Вăл пӳлĕме пачах урăх сăн кĕртме, илемлĕрех тума май парать. Туртса карăнтарнă мачча тутарас текенсен мĕн шута илмелле? Çакăн пирки Святослав КРАСНОВ уйрăм предпринимательпе калаçрăмăр.

Дизайнер та пулма тивет

Святослав Порфирьевич ку енĕпе 2010 çултах ĕçлеме тытăннă. Вăл каланă тăрăх, ун чухне пирĕн республикăра туртса карăнтарнă мачча тăвасси вăй илме пуçланă çеç-ха. Халĕ вара ку ĕç анлă сарăлнă. «Туртса карăнтарнă мачча тутарас текенсем пирĕн пата шăнкăравлаççĕ те тĕл пулма калаçса татăлатпăр. Клиентсен хваттерне е çуртне кайса маччана, стенасене виçетпĕр, хуçисене мĕн кирлине ыйтса пĕлетпĕр. Хамăр малтан тунă ĕçсен сăн ӳкерчĕкĕсене, каталог кăтартатпăр. Туртса карăнтарнă маччана хăш материалтан тусан аванраххине, мĕнле светильник, люстра суйласан вырăнлăраххине ăнлантаратпăр. Клиент хăйĕн шухăшне пĕлтерсен ĕçе пуçăнатпăр», — каласа кăтартрĕ предприниматель.

Вăл хальхи туртса карăнтарнă маччасен лайăх енĕсене те асăнчĕ:

- хитре курăнаççĕ. Кашни мачча ыттисенчен уйрăлса тăрать, çулсем иртнĕçемĕн те илемне çухатмасть;

- нумай çул усă курма пулать;

- шанчăклăх тата хăрушсăрлăх. Экологи тĕлĕшĕнчен таса та пахалăхлă материалтан тунă мачча сывлăха япăх витĕм кӳмест.

Святослав Краснов пĕлтернĕ тăрăх, нумайăшĕ йăлтăртатман /матовый/ шурă пленкăран мачча тутарасшăн: «Мĕншĕн тесен вĕсем тирпейлĕ курăнаççĕ, пăхса тăма йывăр мар. Кунашкал маччана ахаль пленка пекех тусанран, таса мартан шăлмалла çеç».

Çавăн пекех йăлтăртатакан /глянцевый/ тата сатин шурă, унсăр пуçне маччана тĕрлĕ тĕслĕ пленкăсенчен туртса карăнтарма пулать. Дескора — пир-авăртан тунине, ăна Германирен кӳрсе килеççĕ — кăмăллакансем те пур. Фотопичетлĕ мачча та питĕ хитре курăнать.

«Хальхи вăхăтра çĕнĕрен те çĕнĕ материалсем тухаççĕ, çавна май пирĕн ĕç те кăсăклăрах пулса пырать. Паян çынсем малтанхи пек тӳрĕ çеç мар, 2-3 шайлă маччасем тутарасшăн. Ахаль светильниксем мар, çĕнĕ йышшисене ларттарасшăн. Кантăк тăррине хушă хăварттарса çутă линийĕсем тутараççĕ. Хăшĕсем интернет урлă хаклă йышши светильниксем туянаççĕ, эпир вĕсене мĕнле вырнаçтармалли пирки шухăшлатпăр. Сăмах май, клиентсем ыйтсан светильниксене те, люстрăсене те, карнизсене те йăлтах хамăр илсе килсе вырнаçтарса паратпăр. Курттăммăн туяннăран йӳнĕрех пулать, çынсене те çав хакпах паратпăр. Паллах, клиентсем питĕ кăмăллă», — калаçăва тăсрĕ Святослав Краснов.

Çапла, туртса карăнтарнă мачча тăвакан специалистăн дизайнер та пулма тивет. Унăн илеме курма, туйма, хатĕрлеме пĕлмелле тата пултармалла. Святослав Порфирьевичăн паха çак енсем пурте пур. Ахальтен мар ĕнтĕ ăна клиентсем те шанаççĕ, «Эсир нумай çул ĕçлетĕр, мĕнле тусан лайăхрах пулассине хăвăрах пĕлетĕр. Хăвăр мĕнле шухăшлатăр — çапла тăвăр», — теççĕ. Паллах, предприниматель хăй мĕн пĕлнипе çеç çырлахса лармасть, яланах çĕннине пĕлме тăрăшать. Интернетра нумай вулать, пăхать. Хăйпе пĕрле ĕçлекенсемпе канашлать: маччана туртса карăнтарнă вăхăтра тĕрлĕ материала мĕнле сыпăнтарсан аванраххине, профильсене мĕнле тумаллине тата ыттине те сӳтсе явать. «Пирĕн ĕçре вăй хуракансем валли те квалификацие ӳстермелли курссем ирттереççĕ. Тĕрлĕ хуларан ăста специалистсем килеççĕ те маччана туртса карăнтарнă чухнехи ĕç вăрттăнлăхĕсемпе паллаштараççĕ», — палăртрĕ Святослав Порфирьевич. <...>

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА.

♦   ♦   ♦


Ашшĕ-амăшĕ кĕнекепе туслă пулсан…

Ачасемпе çамрăксен республикăри библиотекин пуçарăвĕпе кăçалхи пушăн 1-мĕшĕнчен пуçласа çу уйăхĕн 13-мĕшĕччен Чăваш Енре «Чи нумай вулакан çемье» конкурс иртрĕ. Унта хутшăннисен пысăк пайĕ Элĕк, Канаш, Куславкка, Комсомольски, Хĕрлĕ Чутай, Муркаш, Вăрмар, Шăмăршă, Шупашкар, Елчĕк районĕсенчен, Улатăр, Канаш, Çĕнĕ Шупашкар тата Шупашкар хулисенчен. Вĕсем — муниципалитет библиотекисен чи хастар вулаканĕсем. Апла камсем-ха вĕсем?

Çемйипех — библиотекăра Муркаш салинчи Надеждăпа Геннадий Васильевсен çемйинче виçĕ ача. Вĕсен аслă ывăлĕ кĕнекепе ачаранах туслашнă. Ку енĕпе кукамăшĕн Валентина Вениаминовнăн, Йӳçкасси шкулĕн библиотекинче ĕçлекенскерĕн, витĕмĕ те çук мар. Канмалли кунсенче, каникулта Егор унта час-часах пулать-çке.

Васильевсен çемйинче кĕнеке яланах пысăк хисепре. Вуннăри арçын ача çулталăкра çĕр-çĕр кĕнеке вулать. Тинтерех кăна районти ача-пăча тĕп библиотекинчен 6 кĕнеке илсе килнĕ. Ася Плошкинăн «Пойдем ловить чудовище», Джонни Марчианăн «Приключения кота-инопланетянина» ярăмне кĕрекен «Секрет звездного пса», ыттине вулама ĕлкĕрнĕ те ĕнтĕ. Çав вăхăтрах йăмăкĕпе Миланăпа иккĕри шăллĕ Макар пирки те манмасть. Вĕсене те юмах тĕнчипе паллаштарать.

Надежда Николаевна хăй психологипе çыхăннисене ытларах алла илет. Мăшăрне Геннадий Константиновича вара детектив жанрĕпе çырнисем килĕшеççĕ. Тепĕр чухне вĕсем çемйипех библиотекăна пуçтарăнаççĕ.

Чĕрçе çинчи юмах тĕнчи Вăрмар районĕнчи Кавалта та вулама юратакан çемье пурăнать. Надеждăпа Валерий Артюковсен ачисем пысăк ĕнтĕ, апла пулин те врач дипломне кĕç-вĕç илекен Екатерина, вуннăмĕш класс пĕтернĕ Анастасия тата Чăваш кадет корпусĕнче вĕренекен Максим алла кĕнеке тытмасăр пĕр кун та ирттермеççĕ.

Надежда Михайловна, Кавал ял тăрăхĕн администрацийĕн специалисчĕ, çут çанталăк, чечексем çинчен вулама юратать. Вĕсене тĕпчесси килти пахчара çитĕнтерессипе те çыхăннă. Валерий Михайловича, ухатана çӳрекенскере, çак темăпа çыхăннисем кăсăклантараççĕ. Максим хăй кĕнекепе туслашнă саманта лайăх астăвать: «Атте мана çĕклесе хăйĕн чĕрçи çине лартатчĕ те юмах вулама пуçлатчĕ. Çав вăхăтра хама асамлă тĕнчене лекнĕн туяттăм. Унпа сыв пуллашас килместчĕ. Часах хам та вулама вĕрентĕм. Аппасене те кĕнекепе туслашма аттех пулăшнă», — тет арçын ача. <...>

Надежда СМИРНОВА.

♦   ♦   ♦


«Çырах, ывăлăм…»

«Анне малтан эпĕ хаçатсем валли материалсем çырма лавккаран хут туяннăшăн кăмăлсăрччĕ. «Сан валли конверт илме укçа ăçтан тупас?» — тетчĕ. Корреспонденци, заметка е тĕрленчĕк пичетленнĕ хыççăн редакцисем гонорар ярса пама пуçларĕç. Ăна почтăра илсен тӳрех аннене параттăм.

«Çырах, ывăлăм, — терĕ вăл. — Кун пек тӳлесен ӳлĕмрен çăкăрсăр лармăпăр», — аса илчĕ Валентин Григорьев журналист-аграрник. «Хыпар» Издательство çурчĕн ветеранне 70 çул тултарас умĕн пĕр кунлăха ĕçе тухма ыйтрăмăр. Вăл юратнă ĕçĕсĕр тунсăхланă курăнать — хаваспах килĕшрĕ.
Çул юппинче

— Валентин Васильевич, çитес ытларикун саншăн пысăк пĕлтерĕшлĕ кун — сумлă юбилее паллă тăватăн. Кун-çулна каялла çаврăнса тишкеретĕн-и, суйласа илнĕ профессийӳпе кăмăллă-и эсĕ?

— Пулни-иртнине аса илсе йăпанмалли вăхăт çывхарнине туятăп. Çакна çĕрлесерен тĕлленекен ырă тĕлĕксем те систереççĕ. Пурăнма ялтан хулана куçсан эпĕ, агрономпахчаçă пулнăскер, шап-шурă çеçке çурнă садра ял çыннисемпе пĕрле хĕрӳ ĕçе хутшăннине кураттăм. «Хыпар» Издательство çуртĕнчен тивĕçлĕ канăва кайнăранпа тĕлĕкре журналистсемпе пĕрле района çитме çула тухатăп, ЯХПК ертӳçисемпе, фермерсемпе тата ялти специалистсемпе, кил хуçалăхĕнче ĕçлекенсемпе тĕл пулса çивĕч ыйтусене сӳтсе яватăп. Вĕсемпе калаçни чăн пурнăçра мар пулин те кăсăклă та илĕртӳллĕ! Хам темĕнле майпа юмаха лексе çамрăкланма пултарсан та суйласа илнĕ профессие улăштармăттăм. Мĕн пĕчĕкрен çуллахи каникулта тăван хуçалăха пулăшнăран, çĕр ĕçне хăнăхса та юратса çитĕннĕрен вăтам шкул хыççăн Вăрнарти совхоз-техникумра агронома вĕрентĕм, пĕр вăхăт хамăр колхозра ĕçлесе пиçĕхрĕм. Çав хушăрах район тата республика хаçачĕ-журналĕпе çыхăну тытрăм.

— Редакцисемпе туслашасси мĕнрен пуçланчĕ?

— Çакă пурнăçри çивĕч ыйтусем чуна хытах ыраттарнипе çыхăннă-тăр. Манăн вĕсен тупсăмне уçăмлатас килетчĕ. Хам пĕлни çеç çителĕксĕр пек туйăнатчĕ, ăна ытти çын патне те çитермелле тесе шухăшлаттăм. Çак ĕçре хаçат пысăк вырăн йышăнасса каярахпа ăнланса илтĕм. Мĕншĕн, ăçта, хăçан? Çак ыйтусем ниепле те канăç памастчĕç. Ун чухне 10-12 çулсенче пулнă-ши — астумастăп, аннерен çапла ыйтрăм: «Пирĕн пӳрт мĕншĕн тӳнес пек ларать? Çи виттинчи улăмĕ тислĕк евĕр хура». Çумăр шăпăртаттарсан пӳрте шыв анатчĕ. Мачча каштине темиçе тĕлте чарак панăччĕ. «Ывăлăм, кун пирки шухăшлама сана иртерех-ха, — тĕлĕнсе тинкерчĕ куçĕ шывланнă çывăх çыннăм. — Атя, тух урама, юлташусемпе выля». Ăнланман эпĕ ун чухне куçĕ курманран ĕçлейми пулнă, сĕтпе аша тĕлĕкĕнче те курман, виçĕ ывăлне пĕччен çитĕнтерекен анне, иккĕмĕш ушкăнри инвалид, пӳрте юсама вăй çитерейменнине. Халĕ хамран тĕлĕнетĕп: пурнăçри тӳнтер пулăм, тĕрĕсмарлăх, танмарлăх, ытти çитменлĕх çинчен пуç ватса шухăшлама ун чухнех епле ăс çитернĕ-ши? <...>

Юрий МИХАЙЛОВ.

Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен... 

www.hypar.ru

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.