Комментари хушас

25 Çу, 2022

«Хресчен сасси» 20 (2908) № 25.05.2022

«Кашнин çитĕнĕвĕшĕн савăнатпăр»

Чăваш Енре Раççей ял хуçалăх банкĕн «Фермер шкулĕ» проектăн виççĕмĕш тапхăрĕ пуçланчĕ. Унта «Çырла туса илесси», «Çĕнĕ технологипе сыр хатĕрлесси», «Çĕнĕ технологипе аквакультура йĕркелесси» специальноçсене 30 çын алла илĕ. Вĕренӳ икĕ уйăха тăсăлать. Фермерсем çĕнĕлĕхе ăса хывнипе пĕрлех çĕршыври, республикăри паллă предприятисене çитсе курĕç.

Республика «Фермер шкулĕ» уçăлнă 22 регионран пĕри шутланать. Унта пĕлӳ илнисем бизнес-плана хӳтĕлесе ăна пурнăçа кĕртме тытăнĕç. Вĕрентӳ проекчĕ хута кайни регионта сыр хатĕрлеме, çырла туса илме, пулă ĕрчетме, ял туризмне аталантарма май парĕ.

Пĕлтерĕшлĕ мероприятие хутшăннă май ЧР ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов çынсем ыйтнипе кăçал та сыр хатĕрлессине, çырла туса илессине вĕрентӳ программине кĕртнине палăртрĕ. Çавăн пекех «аквакультура» енĕпе пĕлĕве ӳстерме май пулĕ. «Фермер шкулĕнче» вĕреннисем ĕç-хĕлне аталантарма патшалăх пулăшăвĕпе усă курма пултараççĕ. Иртнĕ çулсенче ăнăçлă проектсене Раççей ял хуçалăх банкĕ те грант парса хавхалантарнă.

Маларах «Фермер шкулĕнче» республикăри паллă пайтаçăсем, аслăрах çултисем йышлă вĕреннĕ. Вĕсен ырă тĕслĕхĕ, çĕнĕлĕх çамрăксене, ял бизнесне малтанхи утăмсем тăвакансене, кăсăклантарни сисĕнет. Парта хушшине вырнаçнă яш-кĕрĕмпе хĕр-упраçа курма уйрăмах кăмăллă. Çав шутра фермер, хушма хуçалăха аталантаракан, «Самозанятость» программăна хутшăнакан та самай. Бизнеса тухăçлă тытса пыма пĕлӳ çителĕксĕрри вĕсене шкула илсе çитернĕ.

Проекта хутшăнакансем теори пайне Чăваш патшалăх аграри университетĕнче вĕренĕç. Вуз ректорĕ Андрей Макушев каланă тăрăх, практикăна ултă производство площадкинче йĕркелĕç. <...>

Лариса НИКИТИНА.

♦   ♦   ♦


Çырла та тупăш кÿрет

Шупашкар районĕнчи Çĕньялти Лина Тюлькова «Фермер шкулĕнчен» вĕренсе тухнă хыççăн ял бизнесне кӳлĕннĕ, çĕр çырли çитĕнтерме тытăннă. Иртнĕ çул фермер хуçалăхне аталантарма «Агростартап» программăпа грант илнĕ.

Хушма хуçалăхран — фермера

— Аттепе анне Валентина Владимировнăпа Игорь Николаевич хушма хуçалăхра яланах выльăх-чĕрлĕх ĕрчетнĕ, пахча çимĕç, çĕр çырли туса илсе сутнă. Эпир, ачасем, пĕчĕкренех вĕсене пулăшса ӳснĕ. Юлашки çулсенче вĕсем çырла лаптăкне 0,10 гектара çитерчĕç. Çак ĕçе пире те явăçтарчĕç, — терĕ Лина Тюлькова.

Упăшки Руслан Владимирович Мускава ĕçлеме çӳрет. Малашне мăшăрĕпе фермер хуçалăхĕнче вăй хурасшăн. Çитĕнсе пыракан пепкисене ашшĕ юнашар пулни кирлĕ. Тюльковсен виçĕ ача: Артем, Мария, Снежана. Пĕринчен тепри пĕчĕкрех. Иккĕмĕшĕпе килте ларнă вăхăтра хĕрарăм пуçĕнче шухăш çуралнă: çырла туса илес ĕçе аталантармалла мар-ши? Çитменнине, мăшăрĕ те час-часах сăмах хускатнă: «Хамăр тĕллĕн ĕçлесе пăхар, тен?»

Пĕррехинче çемйипех çырла пуçтарма тухнă. Тухăç ăнса пулнă. «Кун чухлĕ ăçта вырнаçтарса пĕтерĕпĕр-ши?» — пăшăрханнă вĕсем. Кăлăхах куляннă иккен, пасарта пылак çимĕçе хăвăрт сутса пĕтернĕ. Çакă çамрăк çемьене хавхалантарнă, татăклă утăм тума хистенĕ.

— Хушма хуçалăхпа кăна ĕçленипе аталанма йывăр, патшалăх пулăшăвĕпе усă кураймастăн. Çырла туса илнĕ çĕрте тăкаксем пайтах: хунав, удобрени, техника, шăварма оборудовани туянмалла тата ытти те. Хамăр вăйпа çеç саплаштарса пыма кансĕр. Ял бизнесне тупăшлă йĕркелесе пырасси, тухăçа ӳстересси те канăç памарĕ. Çивĕч ыйтупа ЧР «Агро-Инновацисем» унитари предприятине час-часах çитме тиврĕ. Пĕррехинче специалистсем мана республикăра «Фермер шкулĕ» уçăлассине пĕлтерчĕç, унта пĕлĕве ӳстерме сĕнчĕç. Шкулта çырла туса илес ĕçе те вĕрентнине пĕлсен хаваспах килĕшрĕм. Конкурспа вĕренме кĕмешкĕн хамăн ĕç-хĕлпе çыхăнтарса проект хатĕрлерĕм, видеоролик ӳкертĕм. Шкула йышăннине пĕлсен савăнтăм. Ку вăхăт тĕлне çемьере виççĕмĕш ача çуралнăччĕ. Алăра виçĕ уйăхри пепке пуррине пăхмасăр куллен вĕренме çӳрерĕм. Юрать, йывăр тапхăрта çывăх çынсем пулăшрĕç, — ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ Лина Игоревна.

Тюльковсем ачисене те пĕчĕкренех ĕçе хăнăхтараççĕ. «Манăн та сире пулăшас килет», — тесе улттăри ывăлĕ витре йăтса аслисемпе пĕрле çырла пуçтарма тухать. Ăна кура йăмăкĕсем те ĕç патне туртăнаççĕ. Ашшĕ-амăшĕшĕн малашне шанчăклă тĕрев пуласси халех паллă. <...>

Лариса НИКИТИНА.

♦   ♦   ♦


Çитĕнÿ хăй тĕллĕн килмест

Кăçалччен пирĕн республикăри 40 спортсмен тăватă çулта пĕр хутчен иртекен Олимп вăййисенче ăмăртнă. Вĕсенчен улттăшĕ хăвăрт утакансем: Виктор Семенов, Елена Николаева, Владимир Андреев, Татьяна Сибилева, Алина тата Олимпиада Ивановăсем.

Сĕнтĕрвăрри районĕнче çуралса ӳснĕ Елена Николаева XXV тата XXVI Олимп вăййисенче кĕмĕл тата ылтăн медальсем çĕнсе илчĕ. Унăн командăри юлташĕ Владимир Андреев Австралире иртнĕ XXVII Олимпиадăра 20 çухрăмлă дистанцие виççĕмĕш вĕçлесе бронза медале тивĕçрĕ. Иккĕшĕ те вĕсем Европа чемпионачĕсенче тата пĕтĕм тĕнчери ăмăртусенче темиçе хутчен тĕрлĕ медаль çĕнсе илнĕ, СССР тата Раççей Федерацийĕн рекорчĕсене çĕнетнĕ. 20-30 çул каялла вĕсене çăмăл атлетикăра пысăк çитĕнӳсем тума хăй вăхăтĕнче ЧР физкультурăпа спорт министрĕнче вăй хунă Вячеслав Краснов пысăк пулăшу кӳнĕ. Вăл пуçарнипе Шупашкарта çăмăл атлетика енĕпе ултă хут çĕршыв чемпионачĕсем, Европа Кубокне çĕнсе илессишĕн тата пĕтĕм тĕнчери ăмăртусем ирттернĕ. Вĕсенче чăваш атлечĕсем вунă хута яхăн малти вырăнсене йышăннă.

Шел те, çăмăл атлетикăна аталантарас тĕлĕшпе ырми-канми вăй хунă Вячеслав Краснов тата çĕршывăн тава тивĕçлĕ тренерĕсем, пĕртăван Василипе Геннадий Семеновсем, пирĕнтен вăхăтсăр уйрăлса кайрĕç. Çавăн хыççăн республикăри çăмăл атлетсем Европа чемпионачĕсенче тата пĕтĕм тĕнчери ăмăртусенче çитĕнӳсемпе савăнтарма пултараймаççĕ.

Кăçалхи майăн 21-22-мĕшĕсенче Шупашкарта хăвăрт утас енĕпе Раççей чемпионачĕ пулса иртрĕ. 13 командăри тĕрлĕ ӳсĕмри атлетсем хальхинче ултă дистанцире вăй виçрĕç. Шăматкун ирхине вĕсем Атăл хĕрринче 35 çухрăмлă дистанцире тупăшрĕç.

Хĕрӳ кĕрешӳре пĕрремĕш тата иккĕмĕш вырăнсене Мордва тата Удмурт республикисенчи тĕнче спорт мастерĕсем Сергей Кожевниковпа Александр Гарин йышăнчĕç. Вĕсене 1 минут ытларах выляса ярса чи вăрăм дистанцие Патăрьел районĕнчи Тĕрĕньелĕнче çуралса ӳснĕ, халĕ Мускав хулин командинче ăмăртакан Кирилл Фролов çитрĕ. Хĕрарăмсен ушкăнĕнче те Мордва Республикинчи Маргарита Никифорова çĕнтерчĕ. Чăваш Республикинчи Аэлита Яронгова чемпионкăна çур çухрăма яхăн выляса ярса вуннăмĕш вырăн çеç йышăнчĕ.

23 çултан кĕçĕнрех хĕрсенчен И.Н.Ульянов ячĕллĕ университетăн медицина факультечĕн студентки Елена Сергеева уйрăмах савăнтарчĕ. Вăл 20 çухрăма 1 сехет те 27 минут та 35 çеккунтра вĕçлерĕ те пуçласа Раççей чемпионачĕн ылтăн медальне çĕнсе илчĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче — Челябинск облаçĕнчи хĕрсем. Çак дистанцирех пирĕн командăри Луиза Васильева çиччĕмĕш вырăнта пулчĕ. <...>

Владислав СИДОРОВ.

♦   ♦   ♦


Ăс патăр ватти: вăй патăр яшши…

Ача-пăча — çемье тĕрекĕ. Чăвашсем авалтан кĕçĕн ывăлне /тĕпкĕче/ килне хăварнă. Ашшĕ-амăшĕ унăн çемйипе пурăннă, ватлăха ирттернĕ. Шел, халĕ çак йăла-йĕрке манăçа тухса пырать. Çамрăксем уйрăлса тухса хăйсем çурт-йĕр çавăраççĕ е вуçех тăван ялтан тухса кайса хулара йăва çавăраççĕ. Телее, йăла-йĕркене çирĕп пăхăнакансем те пур. Вулакансене Вăрнар районĕнчи Çĕньял Хапăс ялĕнче пурăнакан Филипповсен туслă çемйипе паллаштарасшăн.

«Эпир яла юрататпăр»

Пысăк, хăтлă, илемлĕ çуртра виçĕ ăру шăкăл-шăкăл калаçса, килĕштерсе пурăнать: пĕр-пĕрне хисеплесе, юратса, пулăшса кун кунлать. Петр Николаевичпа Екатерина Николаевна 50 çул пурнăç сукмакĕпе пĕрле утаççĕ. Туслă çемьере хĕрпе ывăл çуратса ӳстернĕ. Вĕсене çитĕнтерсе туй туса мăшăрлантарнă. Ĕçчен çемьере ачисем те ашшĕ-амăшĕ пекех хастар çитĕннĕ. Ара, мĕн пĕчĕкрен вĕсене ĕç пурнăç тыткăчи пулнине, ватă çынна хисеплеме вĕрентнĕ.

Екатерина Николаевна Канашри медицина училищинче пĕлӳ илнĕ хыççăн Вăрнарти тĕп больницăра ĕçлеме тытăннă. Унта 38 çул медсестрара тăрăшнă. Хăйĕн ĕçне чунтан юратнине палăртать вăл. Ахальтен мар тивĕçлĕ канăва тухсан та виçĕ çул хăйĕн ĕçне малалла тăснă. «Эпĕ йышăну пӳлĕмĕнчи медсестрара ĕçленĕ. Çынсене пулăшас тĕллевпе кунĕн-çĕрĕн наçилкка йăтнă. Ун чухне пурне те — чирлисене, инсульт пулнă çынсене, аварие лекнисене тата ыттисене — пирĕн пата илсе пыратчĕç. Халĕ çул-йĕр аварине лекнисене Çĕмĕрлене, Канаша, Шупашкара илсе кайнăран медсестрасен ĕç йĕрки улшăнчĕ», — хăйĕн кун-çулĕпе паллаштарчĕ Екатерина Николаевна. Çемйине, ачи-пăчине тăрантарас тĕллевпе тепĕр чухне ир те, каç та ĕçлеме тӳр килнине палăртрĕ. Сăмах май, унăн амăшĕ те медицинăра 40 çул ĕçленĕ. Вăл унăн ĕçне тăсаканĕ шутланнă. Халĕ вара çак ĕç династине Филипповсен хĕрĕ Надя малалла тăсать, вăл больницăра санитаркăра тăрăшать.

Кил хуçи Петр Николаевич та ачаран ĕçпе çитĕннĕ. Çавăнпа та унсăр пурăнма пултараймасть вăл. Ĕмĕрне слесарь профессийĕпе ирттернĕ. Тĕрлĕ предприятире çак ĕçпе вăй хума тивнĕ унăн. Аслă Филипповсем тивĕçлĕ канăва тухичченех юратнă профессийĕсенчен уйрăлман. Апла пулин те килте картиш тулли выльăх-чĕрлĕх тытнă, пахча çимĕç çитĕнтернĕ. «Эпир çемйипех яла юрататпăр, — малалла тăсăлать калаçу.

— Ку таранччен выльăх-чĕрлĕхсĕр пурăнман. Халĕ те ĕне тытатпăр. Унсăрăн епле ялта? Вăй пур таран эпир, аслисем, çамрăксене пулăшатпăр. Çуллахи вăхăтра вара ватти-вĕтти пахчаран кĕме пĕлместпĕр».

Ял старости Антонина Филимонова каланă тăрăх, Филипповсем общество ĕçне те хастар хутшăнаççĕ. Сăмахран, пĕр субботникрен те юлмаççĕ вĕсем. «Ял урамĕсене тирпейленĕ вăхăтра виççĕн-тăваттăн тухаççĕ. Кун пек çемье ялта çеç мар, районта та сахал. Ваттисем çамрăксене ăс парса, вĕрентсе пурăнаççĕ. Çамрăксем вара вĕсене тĕрек параççĕ. Паллах, çемьере тирĕк-чашăк шакăртатмасăр та пулмасть.

Çапах кил хушшинчи çӳп-çапа урама кăлармаççĕ вĕсем. Çавăнпах мăнукĕсем те аслашшĕ-асламăшне сума сăваççĕ», — ырăпа хакларĕ çемье кун-çулне Антонина Яковлевна. <...>

Валентина ПЕТРОВА.

♦   ♦   


Чăваш тĕрри тыткăнĕнче

Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Шĕнерпуç ялĕнче çуралса ӳснĕ Ольга Дмитриева /Яковлева/ ачаранах тĕрлеме юратнă.

Пултаруллă хĕр çак тĕлĕшпе ал ăстисен кружокне те çӳренĕ, куравсене хутшăнса ун чухнех çĕнтерӳçĕ ятне тивĕçнĕ. Ал ĕçĕсĕр пуçне хĕр спортпа туслă пулнă. Ытларах йĕлтĕрпе чупма, волейболла выляма кăмăлланă. Спортăн çак енĕсемпе вăл район командин йышне кĕнĕ, тăван тăрăхăн чысне хӳтĕленĕ. Ăмăртусенче асăннă ушкăн час-часах малти вырăнсене çĕнсе илнĕ.

Вăтам шкул хыççăн Ольга Шупашкара çул тытнă. Пуçĕнче пĕртен-пĕр ĕмĕт пулнă — пир тĕртме вĕренесси. Çак тĕллевпех пир-авăр фабрикине ĕçе кĕнĕ. Чăваш хĕрĕ унта та пултарулăхне кăтартнă. Малтанхи çулсенчех хисеплĕ ĕçченсен йышĕнче пулнă. Анчах ăна машинăпа тĕрĕ тĕрлес ĕç канăç паман. Çавна май вăл «Паха тĕрĕ» фабрикăна çул тытнă. Чун туртăмне шăпах çакăнта тупнă та Ольга Александровна. Ку фабрикăра 15 çул тăрăшса ĕçленĕ. Çитĕнĕвĕсене кура ăна Чăваш Республикин Хисеп хутне панă. <...>

Светлана ФРОЛОВА.

Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...

www.hypar.ru

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.