Тăваттăмĕшсем – хастар авторсем
Ку шкулта пирĕн хастар автор нумай. Тăваттăмĕш класра вĕренекенсем «Тантăш» тесенех йăл кулăпа çиçеççĕ, куçĕсем телейлĕн çуталаççĕ. Юратнă хаçат парнелекен ырă туйăмсене епле пытарăн-ха? Хăйсен пичетленнĕ кашни сăвви-калавне тĕплĕн упраççĕ вĕсем. Эпир хăнана килсен пире çав ĕçсен куравĕпе паллаштарчĕç. Чăнах та, мĕн тери кăмăллă иртеççĕ-çке çакнашкал тĕл пулусем.
Класс ертÿçи Надежда Александровна Алексеева ачасене хавхалантарма, çырас ĕçе явăçтарма пĕлет çав. Вĕсен кашни çитĕнĕвĕшĕн хăй те пĕрлех савăнать.
– Хăш чухне класра сăвă çырма пуçлатпăр та пĕр йĕркине эпĕ калатăп, теприне – ачасем. Çапла кăсăклану пуçланса каять. Çамрăксене питĕ аталантарас килет. Вĕсем пирĕн пуласлăх вĕт-ха, – тет маттур вĕрентекен.
Сăвă-калав çыракансем вара малашне татах йышланасса шанатпăр.
Лариса ПЕТРОВА