Комментари хушас

18 Авăн, 2014

Кашни кунах ăмăрту

Пĕтĕм тĕнчери «Раççей – спорт çĕр-шывĕ» 5-мĕш форума республикипех тăрăшса ха- тĕрленеççĕ. Шупашкарти Олег Беспалов ячĕллĕ 7-мĕш шкул вĕренекенĕсем те айккинче юлмаççĕ. Çавна май виççĕмĕшпе тăваттăмĕш, улттăмĕшпе çиччĕмĕш тата тăххăрмĕшпе вуннăмĕш классем интернетра «Шкул ачисем физкультурăпа спорта мĕнле йышăнаççĕ?» ыйтăма хуравларĕç. Никам та кăмăлсăр юлмарĕ.

Иртнĕ эрнере пиллĕкмĕш «а» тата «б», вуннăмĕш «п» тата вун пĕрмĕш «а» классем мини-футболла выляса тупăшрĕç. Пĕрремĕш класс вĕренекенĕсем çăмăл атлетика эстафетине тухрĕç. Кашниех çĕнтерÿ патне ăнтăлчĕ, анчах туслăха çитекенни пулмарĕ.

Саккăрмĕшпе тăххăрмĕш класс арçын ачисем баскетболла вылярĕç. Чи вăйлисем те чи çаврăнăçуллисем – саккăрмĕш «а» тата тăххăрмĕш «а» классем. Çак икĕ командăран пĕри çĕнтерсен вăл шкул чысне хула ăмăртăвĕнче хÿтĕлĕ.

Шкулта ташă уявĕ те иртрĕ. Ку та спорт тĕсĕ шутланать-çке. Тахçанах пĕлетпĕр, сăмахпа çеç мар, кĕлетке хусканăвĕпе те «калаçма» пулать.

«Хĕвеллĕ хула» студи ачасене хип-хоп ăсталăхне вĕрентрĕ. 3-5 классем кашни хусканăвне евĕрлеме тăрăшрĕç. Кун хыççăн черлидинг (ташă, гимнастика тата акробатика сĕмĕллĕ спорт тĕсĕ) конкурсĕн пĕрремĕш тапхăрĕ пуçланчĕ. Хаваслă ташă, кăшкăрса хавхалантармалли янăравлă сăмахсем – çакă йăлтах сцена çинче иртрĕ. Ачасене ашшĕ-амăшĕ тата микрорайонта пурăнакансем тăвăллăн алă çупса саламларĕç.

Яна ЗАЙЧЕНКО.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.