Комментари хушас

19 Çу, 2022

«Чăваш хĕрарăмĕ» 19 (1247) № 19.05.2022

Çĕвĕç йĕп вĕçĕпех çурт лартать

Вера Григорьева Канаш районĕнчи Калиновкăра çуралса ӳснĕ. Ялĕ епле илемлĕ вырăнта вырнаçнине курма унта çитсе килес пулать. Ăна виçĕ енчен вăрман хупăрласа илнĕ. Юманлăх, çăкалăх, шĕшкĕлĕх… Вутти, милĕкĕ, кăмпи, çырли, мăйăрĕ — çут çанталăк пуянлăхĕ кунта. Паянхи кун ялсенче пушă кил нумайланнине пурте куратпăр. Калиновкăра вара хуçасăр çурт çук.

Вера 5 ачаллă тулли çемьере кĕçĕнни пулса çитĕннĕ. Ашшĕ вырăнта ĕçленĕ. Чăваш картишĕнче яланах выльăх-чĕрлĕх, чăххи-чĕппи нумай пулнă. Васильевсен çемйинче те çак йĕрке хуçаланнă.

Янкăр уçă çанталăкра тап-таса сенкер тӳпере хĕмленекен сарă хĕвел пек çиçнĕ хĕрача сăнĕ… Сасартăк тӳпене хура-хăмăр пĕлĕт сырса илнĕ. Уйăх хĕсĕнсе, вăйссăррăн çутатса вун виçĕ çулсенчи хĕрача çине тĕлĕнсе пăхнă. Ăна ăнланса темле асамлă вăй янă…

Инкек куçа курăнса килмест çав. Амăшĕ пурнăçран сарăмсăр уйрăлсан ашшĕ пĕр хĕрарăм патне куçса каять. Студент çулĕсенчех унта никĕс хывнă иккен арçын. Ĕлĕкхи савнисен ачи те ӳссе çитсе ура çине тăнă.

Ку вăхăтра Верăн аппăшĕпе пиччĕшĕсем çемье çавăрса ача-пăча çуратнă ĕнтĕ. Çамрăк хĕршĕн асламăшĕн арчинчи нафталин шăрши çапнă пĕремĕке çинĕ тапхăр пуçланать…

Вăхăт этеме пăхмасть, шав малалла шăвать. Вера вăтам шкул хыççăн пĕлĕвне ӳстерес тĕллевпе аслă шкула çул тытать. Ăнмасть ăна. Балл çитмест. «Çĕвĕç йĕп вĕçĕпех çурт лартать» тенине тĕпе хурса çак профессие алла илме шухăш тытать. Çав вăхăтрах кӳршĕ урамри каччă юратăвĕн авăрне çакланать. Ачаранах пĕрле ӳснĕскерсем вĕри туйăмпа хĕмленсе малашлăха пĕрле тинкереççĕ. Ырă пурнăçа ĕненсе савăнăçлă туй кĕрлеттереççĕ. Тăванĕсемпе пĕрле çамрăксемшĕн çур ял хĕпĕртет, ырă сунать.

Кĕçех пĕрин хыççăн тепри ытарма çук чипер хĕрсем çут тĕнчене килеççĕ. «Юрату хăпарту пекех, çисе яма сĕчĕ те пур», — тетчĕç ваттисем. Пахча хыçĕнче ӳсекен кăвак утмăл туратпа шурă салтак тӳминчен çыхнă пуç кăшăлне тăхăнса ташлама, юрлама кăмăлланă çамрăк хĕрарăм. Халап-юмахшăн та çын патне кайман вăл. Ялти клубра ĕçленĕ, мăшăрĕн те ĕç тесен алли кĕçĕтсех тăнă. Пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăннăран мулĕ те хутшăннă.

Анчах иртнĕ ĕмĕрĕн тăхăр вуннăмĕш çулĕсем çитеççĕ. Арçын ĕç вырăнне çухатать. Ĕç те, укçа та çук. Мĕн тумалла? Çемьене мĕнле тăрантармалла? Арçын аякри хулана çӳреме пуçлать. Талпăнать. Тăрăшать…

Мăшăрĕ хăш вăхăтра улшăнма пуçланине сиссе те юлаймасть Вера. Йывăр ĕçре пухнă пур-çук укçине вутлă шывпа улăштарать лешĕ. Хаяр шĕвек пур чухне ют хĕрарăмсем те тупăнсах тăраççĕ. Кил-çурт тĕрекĕ çухалать. Арăмĕпе упăшки хирĕçни шывпа хăйăр пăтранни кăна мар. Пĕр-пĕринпе килĕштермесен пурнăç кутăн каять. <...>

Людмила БАХМИСОВА.

♦   ♦   ♦


Чăваш йăмри — Çĕпĕр çĕрĕнче

Çак кунсенче Иркутск облаçĕнче «Телей» халăх фольклор ансамблĕн ертӳçипе Наталия Арсентьевăпа Инесса Шашкина хореограф юрлас-ташлас енĕпе ăсталăх класĕсем ирттереççĕ. Пултарулăх çыннисем пĕр эрнере чăвашсем йышлă пурăнакан вырăнсене çитĕç. Ку ĕç «Йăх пуçламăшĕ» «К родным истокам»] социаллă проектпа килĕшӳллĕн пурнăçланать.

Ĕлĕкхи юрăсен техĕмĕ

Иркутск облаçĕнчи чăвашсен «Юлташ» наци-культура автономийĕн ертӳçи Вероника Тимофеева-Атăлпи пирĕн тăрă-ха тăтăш килсе çӳрет. Тĕл пулăва, форума, уява йыхравлаççĕ ăна. Пултарулăх коллективĕсене те илсе килет вăл. Çакă, чи малтанах, вырăнти артистсене ăсталăха туптама пулăшать. Çакăнпа кăна çырлахасшăн мар Вероника Васильевна. Чăваш Ен ăстисене те Иркутск облаçне чĕнме май тупать хĕрарăм.

«ЧНК йĕркелекен Гаврил Федоров ячĕллĕ «Авалхи юрăсен сасси» фестиваль тыткăнларĕ мана. Иркутск облаçĕнчи фольклор коллективĕсем те çавнашкал юрланине илтес килчĕ. Наталия Арсентьевăпа интернет урлă çыхăнтăмăр. Вăл пире ĕлĕкхи юрăсен техĕмне туйма пулăшрĕ. Ăна хамăр тăрăхра курас ĕмĕтпе çунатлантăмăр. Хăнасене чăвашсем тĕпленнĕ ял-хулана кăтартас килчĕ. Çавăнпах ку проект калăпăшлă пулса тухрĕ. Шупашкартан ятарласа килни вырăнти чăвашсене тĕлĕнтерет те, хавхалантарать те. Вĕсем хаклă хăнасене кĕтсе илмешкĕн тахçанах хатĕрленме пуçланă», — çакнашкал тĕл пулу мĕнешкел пĕлтерĕшлине палăртать Вероника Васильевна.

Çитес çулсенче йăхташăмăрсем Чăваш Республикин ертӳлĕхне хăнана чĕнесшĕн. Юрлас-ташлас ăсталăхпа хăнасен кăмăлне тупасшăн. Вероника Тимофеева чăваш çи-пуçĕ çĕлетме, капăрлăх хатĕрлеме, наци инструменчĕсем ăсталама шухăш тытнине калать. Черетлĕ проект ĕмĕт-тĕллеве пурнăçа кĕртме пулăшасса шанать вăл.

Пушă алăпа çӳреме хăнăхман

Вероника Тимофеева хăйĕн хастарлăхĕпе, пултарулăхĕпе тата пуçарулăхĕпе тыткăнлать. Таможня службин отставкăри подполковникĕшĕн тавра курăма аталантарасси, хушма пĕлӳ илесси малти вырăнта. Çавăнпах общество организацийĕн тилхепине тытсан Иркутск облаçĕнчи культура колледжĕнче тата Чăваш патшалăх культурăпа ӳнер институтĕнче вĕреннĕ вăл.

Вероника Васильевна палăртнă тăрăх, Иркутск облаçĕнче вăтамран 15 пин чăваш пурăнать /2010 çулхи çыравра 4589-шĕ кăна чăваш пулнине кăтартнă/. Чылайăшĕ хăйĕн нацине палăртасшăн мар, çакна тăван чĕлхене, йăла-йĕркене пĕлменнипе сăлтавлать. Çавăнпах общество организацийĕн хастарĕсем çамрăк ăрупа тĕл пулаççĕ, çивĕч çак ыйтăва пĕрле сӳтсе яваççĕ. Чуна уçса калаçни харама каймасть. Хăшĕ-пĕри «Юлташ» автономийĕн ĕçне хутшăнма пуçлать.

Историе тишкерес тĕк, Иркутск облаçне чăвашсем виçĕ тапхăрпа куçнă. Малтан, XX ĕмĕр пуçламăшĕнче, Столыпин реформипе тухса кайнă. Унтан 20-мĕш çулсенче выçлăха пула пурăнмалли вырăна улăштарма лекнĕ. Кайран, 50-мĕш çулсенче, çĕршывăн центрти регионĕсенче çĕр çитменнине пула çынсем Çĕпĕр еннелле çул хывнă.

«Манăн атте Василий Тимофеев Йĕпреç районĕнчи Çиçĕмкассире çуралнă. Асатте хăйĕн çемйине çурçĕре илсе кайнă. Анне Прасковья Белкова — Патăрьел районĕнчи Кивĕ Ахпӳртрен. Вăл Мускавра вĕреннĕ вăхăтра Иркутск облаçне аппăшĕпе пиччĕшĕ патне хăнана кайнă. Ку тăрăха килĕштернĕ. Пĕр уявра Василий Тимофеев купăс каланă, Прасковья Белкова такмакласа юрланă. Юрра-кĕвве юратни çывăхлатнă вĕсене. Çамрăксем çирĕп çемье çавăрнă. Пилĕк ача çуратса çитĕнтернĕ. <...>

Марина ТУМАЛАНОВА.

♦   ♦   


Халăх пуянлăхĕ – чăваш тĕрринче

Чăваш тĕрри — тăван халăхăн сĕм авалтан упранса çирĕпленнĕ ал ĕç йăли, унăн ăс-хакăл пуянлăхне, ĕçченлĕхне сăнарлакан мул. Аваллăха лайăхрах ăнланас тесен хамăр несĕлсен пурнăç тымарĕсене тĕпчемелле, упрама вĕренмелле. Сăмах-юмах ламран лама куçать, хут çине çырни ĕмĕр-ĕмĕр упранать. Ку енĕпе тĕпчев ĕçĕсем, кĕнекесем пичетлесе кăларни, документлă тата илемлĕ фильмсем ӳкерсе халăх патне çитерни пысăк пĕлтерĕшлĕ.

Раççейри халăхсен пурнăç йĕркине тĕпчесси ХVIII ĕмĕр варринчех пуçланнă. Çул çӳревçĕ тĕпчевçĕсем чăваш тĕрри, хĕрарăмсен эрешлĕ тумĕ çинчен çырса хăварни те пур. Раççейĕн ăслăлăх академикĕсем Г.Миллер, И.Лепехин, П.Паллас Атăл тăрăхĕнче пулса хĕрарăмсемпе хĕрсен кĕмĕлпе тата вĕтĕ шăрçапа илемлетнĕ пуçа тăхăнмалли, кăкăр умне, çурăм хыçне çакмалли хатĕрсене, тĕрлĕ тумтире тĕпченĕ, ĕлĕкхи чăваш тĕрринче çырулăх пулнине те çирĕплетсе панă.

1828 çулта Шупашкарта Н.Никольский профессорăн «Краткий курс этнографии чуваш» кĕнеки тухнă. Тăван халăхăн историйĕнче ку — чăваш ӳнерĕ çинчен çырса кăтартнă кĕнеке те. Халĕ ăна профессор çырнисен пуххин пĕрремĕш томĕнче тупса вулама пулать. Пурин çинчен те каласа кăтартас тесе хыпаланнăскер хăй çырнисене ӳкерчĕксемпе ăнлантарнă. Çак монографи паянхи кун та хăйĕн пĕлтерĕшне çухатман.

Н.Никольский фондĕнче упранакан ал çырусен хушшинче халăх сăмахлăхĕн пĕр тĕслĕхĕ вырăн тупнă /329 т., 390 с./. Унта çакăн пек йĕркесем пур:

Пир-авăра тăвакан,
Тĕрĕ-çĕвĕ пĕлекен
Кĕтерине çитес хĕр
Пирĕн ялта пулман та.

Чăвашăн тĕрĕ ăсталăхĕ темиçе çĕр çуллăх витĕр тухнă, ламран лама куçса аталанса пырса XX ĕмĕре кĕнĕ. Чăваш наци вулавăшĕн сентрисем çинче халăх тĕрри çинчен ХХ ĕмĕр пуçламăшĕнче пичетленнĕ ĕçсенчен пуçласа паянхи кунччен кун çути курнисем таранах тирпейлĕн упранаççĕ. Чă-ваш Республикин наци библиотеки кăçал, кăрлач уйăхĕн 21-мĕшĕнче, 150 çул тултарчĕ. Çак вăхăтра вулавăшăн тĕп тĕллевĕ улшăнман – кĕнеке урлă çут ĕçпе культурăна сарасси. Паян вăл пурте усă курма пултаракан библиотека кăна мар, патшалăх шайĕнче кĕнеке упракан тĕп учреждени те, ăслăлăхпа тĕпчев ĕçĕсен центрĕ те. Çавăн пекех Чăваш Енри тата ун тулашĕнчи чăвашсемпе ĕçлекен библиотекăсен методика центрĕ те. Ӳнер литературин пайĕнче, Кĕнеке палатинче, Чăваш кĕнеки центрĕнче Моисей Спиридонов, Татьяна Акимова, Дмитрий Архангельский, Нина Гаген-Торн, Никита Воронов, Геннадий Иванов-Орков, Алексей Трофимов тата ытти тĕпчевçĕн ĕçĕсемпе паллашма пулать.

Кашни тĕрĕçĕн – хăйĕн вăрттăнлăхĕ, майĕ, йĕрки. Çапла майпа вун-вун çĕнĕ эреш çуралать. Тĕрĕ – пурнăç хăйне евĕрлĕхĕ те, çут çанталăк илемĕ те, тĕкĕрĕ те. Вăл ăстан кăмăл-туйăмне те, ĕмĕт-тĕллевне те сăнлать. Чăваш халăх ăстисем несĕлĕмĕрсен ӳнерне упраççĕ кăна мар, малалла та аталантараççĕ. Шăпах çакна ĕнентереççĕ те Атнер Хусанкайпа Алексей Трофимов пухса хатĕрленĕ «Три солнца Татьяны Шарковой» кĕнеке каталогĕ, Моисей Спиридововăн «Чăваш эрешĕ» /Чувашский орнамент/, Евгения Жачевăн «Чăваш тĕрри: техника, меслетсем» /Чувашская вышивка: техника, приемы/, Зинаида Вороновăн «Чувашские национальные головные уборы и украшения», Ген-надий Иванов-Орковăн «Золотая игла Марии Симаковой» тата «Узоры, цвет, символика. <...>

Вера АРХИПОВА.

Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...

www.hypar.ru

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.