Комментари хушас

18 Авăн, 2014

ЗЮЗНИК ТАÇТА ТА ӲСЕТ

Зюзник - питĕ сиплĕ ӳсен-тăран. Вăл таçта та ӳсет, чылай чухне эпир ăна сăнаса пăхмастпăр. Вĕлтрен евĕлĕрех курăнаканскерĕн ятне те пĕлсех каймастпăр пулĕ. Çав вăхăтрах ăна халăх сиплевçисем кăна мар, официаллă медицина та пысăка хурса хаклать. Тĕслĕхрен, Германире зюзник экстрактне аптекăра сутаççĕ.

Курăк нумай чиртен пулăшать. Унпа хырăмлăх ыратсан, чĕре çитменлĕхĕ, нервсен пăлханчăклăхĕ аптратсан, щит евĕрлĕ пар гормон ытлашши туса кăларсан, тиреотоксикоз аталансан усă кураççĕ. Унсăр пуçне вăл тĕртĕмсем юнăхнине чакарма, шăк тухассине вăйлатма, кăкăрта ыратнине ирттерме пулăшать.

Шĕвекне виçерен ытларах ĕçсен те сиенлĕ витĕм кӳмест. Çавăнпа уйрăмах паха.

Є Типĕтнĕ чĕр тавара вĕтетсе чей пĕçерме пулать. 2 чей кашăкĕ зюзника тин вĕренĕ 250 миллилитр шыва ямалла, 10 минутран /1-1,5 сехет те пиçĕхтерме юрать/ васкамасăр ĕçмелле. Сахăр хушмалла мар. Витĕмĕ пултăр тесен чейе кунне 2 хут пĕрер чашăк темиçе эрне ĕçмелле.

Є Спирт настойки те аван. 1 пай вĕтетнĕ курăка 10 пай шурă эрехе ямалла, тĕттĕм вырăнта 2 эрне лартмалла, вăхăт-вăхăтпа силлесе илмелле. Настойкăна сахăр катăкĕ çине 10-15 тумлам тумлатмалла, сахăра ирĕлсе пĕтичченех ĕммелле. Е 25-30 тумлам настойкăна çур стакан шыва ямалла, кунне 3 хут апатчен ĕçмелле.

Є Щит евĕрлĕ пар ытла та хытă пысăкланнă чухне настой витĕмĕ çителĕксĕр пулсан апатчен зюзник çулçин çăнăхне тулли мар чей кашăкĕ ĕçме сĕнеççĕ. Çавăн пекех зюзникăн чĕрĕ чечекне шăнăрĕсемпе чĕлкемĕсем çемçеличченех чăмласа çăтмалла, унтан таса шыв ĕçмелле.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.