Комментари хушас

26 Раштав, 2013

Хăват хушăнать - тупăш ÿсет

«Шупашкарти «Тароупаковка» АУО продукци туса кăларма тытăннăранпа кăçал 20 çул çитрĕ. Экономика-финанс кăтартăвĕсене лайăхлатас тĕллевпе предприяти модернизаци проекчĕпе килĕшÿллĕн производство лаптăкĕсене пысăклатсах пырать. Ĕнер акционер обществи çĕнĕ цеха хута янă май ирттернĕ уява Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăнчĕ. Унта экономика министрĕ Владимир Аврелькин тата Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов та пулчĕç. Михаил Васильевич рабочисемпе тĕл пулчĕ, ыйтăвĕсене хуравларĕ. Производство ĕçĕпе, общество туса кăларакан продукци пахалăхĕпе кăсăкланчĕ.

Тĕл пулура «Тароупаковка» гендиректорĕ, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Олег Таланов Çĕнĕ çул çывхарнă май предприяти умĕнчи тĕллевсемпе паллаштарчĕ, хăйсен таварне суту-илÿ тăвакансем асăрхаччăр, тавлашсах туянма тăрăшчăр тесе малашне пахалăха лайăхлатас енĕпе çине тăрсах ĕçлемеллине, «Тароупаковка» йышши предприятисене тупăшулăхра парăнмалла маррине палăртрĕ.

Акционер обществи - Атăл тăрăхĕнчи картон курупки туса кăларакан чи лайăх предприятисенчен пĕри. Цеха ку чухнехи пысăк тухăçлă оборудованипе тивĕçтернĕ, уйăхра вăл 6 млн ытла тăваткал метр хутламлатнă картон туса кăларать. Производствăри пур линире те компьютер пулăшăвĕпе анлăн усă кураççĕ.

Предприяти туса кăларакан тавар экономикăн тĕрлĕ отрасльне - машинăсем тăвакан производствăран пуçласа ял тата фермер хуçалăхĕ таранах - ăсанать.

2013 çулхи кăрлач-юпа уйăхĕсенче потребительсене 360,6 млн тенкĕлĕх тавар ăсатнă, производство индексĕ 110,2% танлашнă.

Михаил Игнатьев акционер обществин кăçалхи экономика-финанс кăтартăвĕсем курăмлă пулнине палăртрĕ. Вăл ĕç укçи 13,5% ÿснипе те кăмăллă. Ку - республикăн вăтам кăтартăвĕнчен пысăкрах. Хутламлатнă картон рынокра хăйĕн вырăнне тупнă, тупăшулăхра тÿсĕмлĕ терĕ.

Калаçу демографи лару-тăрăвĕ пирки те пычĕ. Кунта ĕçлекен 211 çынран çурри ытла - хĕр-хĕрарăм. АУО ертÿлĕхĕ декрет отпускне каякансене хавхалантарсах тăрать. Чылайăшĕ çывăх вăхăтра ача амăшĕ пулма хатĕрленет.

- Çакăншăн эпĕ савăнатăп çеç, - терĕ Олег Борисович гендиректор. - Эпĕ хам та пилĕк ача ашшĕ.

 

Валентин ВАСИЛЬЕВ

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.