Тантӑш № 18 (4787) 12.05.2022
Ветеринар ĕçĕ илĕртет
— Пур ĕçе те вăхăтра тата тĕплĕ пурнăçлать. Ăна темиçе асăрхаттармалла мар, вăл тÿрех итлет. Тăхтавра е кĕнеке вулать, е çитес урока хатĕрленет. Ун пек ача халь сахал. Класра пуриншĕн те тĕслĕх пулса тăрать, — çапла каласа кăтартрĕ Улатăр районĕнчи Кивĕ Эйпеç шкулĕнче 8-мĕш класра вĕренекен Аля Головинская пирки чăваш чĕлхипе литературин вĕрентекенĕ Валентина Малышева.
Хастар ертÿçĕ, маттур волонтер
Тăрăшуллă та маттур тата пуринчен те яваплă Аля Головинскаяна шкулта уявсем ертсе пыма шанаççĕ. Вăхăчĕ пур-и, çук-и — вăл нихăçан та хирĕçлемест. «Тĕрлĕ мероприятие хатĕрленетпĕр, уйăхлăхсем, акцисем йĕркелетпĕр. Çапла майпа тăван шкул пурнăçне анлăн çутататпăр, уявсем ирттеретпĕр. Паллах, пире вĕрентекенсем нумай пулăшса пыраççĕ. Çу уйăхĕн 9-мĕшĕнче Аслă Çĕнтерĕве халалласа ялта митинг иртрĕ, Кивĕ Эйпеç урамĕсем тăрăх «Вилĕмсĕр полк» утрĕ. Эпир те, шкул ачисем, сумлă çак уява хутшăнтăмăр. Игорь Петухов вĕренекенпе иксĕмĕр митинга ертсе пытăмăр, палăк умĕнче сăвăсем каларăмăр. Пирĕн ветерансене, мирлĕ пурнăçшăн кĕрешсе пуç хунисене асран кăларма, манма юрамасть. Çу уйăхĕн 9-мĕшĕ — çулталăкри чи пысăк та çутă уяв. Вăл чуна çÿçентерет, куççульлентерет», — пĕлтерчĕ хăйĕн шухăшне 8-мĕш класс хĕрачи.
Ытти чылай çĕрти пекех Кивĕ Эйпеç шкулĕнче те волонтер юхăмĕ вăйлă аталаннă. 2019 çулта ялта этнопарк уçнă, вĕрентекенсемпе пĕрле шкул ачисем те нумай вăй хунă. «Пирĕн Кивĕ Эйпеç шкулĕн вĕренекенĕсем шкул çывăхĕнче кашни çулах йывăç нумай лартаççĕ. Çырма хĕррипе те вĕсен лиственницисем ешереççĕ. Шкул çĕрĕ çинче пахча çимĕç çитĕнтереççĕ, çăвĕпех тăрăшаççĕ: çумлаççĕ, шăвараççĕ, кăпкалатаççĕ. Çав вăхăтрах ял тăрăхĕнчи ватăсене те пулăшма çÿреççĕ. Хĕллехи вăхăтра картишне, кил умне, пÿрт тăррине юртан тасатаççĕ. Кинемейсен пахчисене тирпейлеççĕ тата ытти чылай ĕçе пурнăçлаççĕ», — хастар шкул ачисен ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ Валентина Малышева вĕрентекен.
Çамрăк армеецсен йышĕнче тăракан Аля пĕчĕкренех спортпа туслă. Баскетболла, волейболла уйрăмах аван вылять. Районта командăпа пĕрре мар малти вырăнсене тухнă. Футбол уйĕнче мечĕк хăваласа чупасси те ун валлиех. Шкулти, районти спорт мероприятийĕсене яланах хаваспа хутшăнать вăл.
Ĕне сăвать, чечексем ÿстерет
Альăн аппăшĕ Аня пĕр çул çеç аслăрах. Вăл 9-мĕш класра вĕренет. Тетĕшĕ Кирилл Шупашкарта ĕçлет. «Пире иккĕн аван, эпир йĕкĕрешсем пекех. Пĕр-пĕрне яланах пулăшса пыратпăр. Иккĕн-иккĕнех, пур ĕç те кал- кал пырать тата хăвăрт пулать. Пĕри урай çунă чухне тепри апат пĕçерет е выльăх патне тухать», — палăртрĕ Аля. Амăшĕ чылайранпах Мускавра ĕçлесе пурăннă май хĕрачасем пур ĕçе те хăйсем тĕллĕн тума хăнăхнă. Аля пĕчĕкренех ĕне те сăвать, выльăх пăхать. Виçĕ кушакĕпе йытти — унăн çывăх тусĕсем. Кашнинех хитре ят панă хĕрача. «Ялан апат çитернипе- ши — ман тавра кăна явăнаççĕ. Ирхине шкула тунсăхлăн ăсатса яраççĕ. Эпĕ киле çитсенех чупса пырса ачашланаççĕ. Чĕрчунсене пĕчĕкрен юрататăп», — йытă-кушакĕ пирки ăшшăн каласа кăтартать Аля. Кил-çурт, пахча илемлĕрех курăнтăр тесе чечексем те лартса ÿстерет. Помидор-пăрăç калчисем те çитĕнтерет. Вăл тума пĕлмен ĕç те çук. Çав вăхăтрах алмаз тĕррине килĕштерет. Кăранташпа пейзаж, чĕрчунсем ÿкерме ăста хĕрача. Пушă вăхăт тупăнсанах Аля аллине кĕнеке тытать. Чи-чи килĕшни, пуринчен те юратни — «Гарри Поттер» романсен серийĕ. «Эпĕ пур кĕнекине те вуланă, фильмне те курнă. Танлаштаратăп та, çапах та вулама интереслĕрех. Çак кĕнеке пурнăçра хастартарах, хăюллăрах пулма хистет, ыррине нумай вĕрентет. Вуланă хыççăн çакăн пек пĕтĕмлетÿ турăм: нимрен те хăрамалла мар, йывăрлăхсене çĕнтерме вĕренмелле, ума лартнă тĕллевсене пурнăçламалла», — палăртсах каларĕ хĕрача. <...>
Елена АТАМАНОВА.
♦ ♦ ♦
Песни Победы
5 мая улицы Текстильщиков и Ивана Франко города Чебоксары наполнились торжественными маршами и песнями военных лет. Детский духовой оркестр «Виват» Чебоксарской детской музыкальной школы номер 2 им. В.П. Воробьева высадился с праздничным десантом у домов ветеранов
С большим трепетом участники концертной бригады встретили 99-летнюю Прасковью Михайлову. С особым чувством детский духовой оркестр исполнил для ветерана военные песни и марш. В исполнении солистов ДК им. П.Хузангая прозвучали знаменитые песни фронтовых лет.
В соседнем дворе концертная бригада приветствовала ветерана Римму Федорову. Она с удовольствием подпевала песни «Смуглянка», «День Победы» и поблагодарила оркестрантов за их мастерство и подаренную радость. Юные музыканты в ответ пожелали крепкого здоровья и поблагодарили за трудовые подвиги и вклад в Победу.
Искренние поздравления для Александры Смородиной прозвучали дома на фоне уличных фанфар духового оркестра. По просьбе зрителей в заключение оркестр исполнил знаменитый марш «Прощание славянки».
На улице Текстильщиков ветеран Лия Ушкова с улыбкой приветствовала концертную бригаду у окна. Цветы, открытки и подарок были переданы ей со словами большой благодарности и пожеланиями здоровья и благополучия.
В предпраздничные дни фанфары юных оркестрантов детского духового оркестра «Виват» Чебоксарской ДМШ №2 им. В.П. Воробьева – воспитанников Чувашского кадетского корпуса имени А. В. Кочетова – сплотили всех гостей праздника, обĕединив дома, улицы и целые поколения.
Выступление концертной бригады позволило укрепить культурно-историческую связь поколений, отдать дань памяти и глубокого уважения славным защитникам Отечества, всем, кто самоотверженно, героически на фронте и в тылу приближал долгожданный День Победы. <...>
Елена ХРИСАНОВА,
заместитель директора по УВР ЧДМШ №2 им.В.П.Воробьева
♦ ♦ ♦
Кашни печение юратса пĕçерет
Ольга Юрьева 15 çул кондитерта вăй хурать. Ылтăн алăллăскер чустаран вăр-вар кăна тĕрлĕ кĕлетке тăвать. Пăхатăн та — кăмакаран тутлă шăршăллă сочни, эклер, пĕремĕк пиçсе те тухнă. Тутлă кондитер изделийĕн вăрттăнлăхĕ мĕнре? Кун пирки Ольга ЮРЬЕВА каласа парĕ:
— Кондитер профессине алла илесси мĕнрен пуçланчĕ-ха? Ача чухнех çынсене тутлă апат-çимĕç пĕçерсе савăнтарас килетчĕ. Çак ĕмĕт аслă классенче те сĕвĕрĕлмерĕ, çавăнпа алла аттестат илсен Шупашкарти 20-мĕш училищĕне çул тытрăм. «Ĕмĕр пурăн, ĕмĕр вĕрен», — тесе ахальтен каламан ватăсем, халĕ те аталанатăп, Чăваш патшалăх аграри университетĕнче иккĕмĕш çул ăс пухатăп, технолог профессине алла илессишĕн тăрăшатăп.
Эпĕ ĕçлекен предприяти çăкăр, тĕрлĕ печени, пĕремĕк туса кăларать. Çынсем пирĕн апат-çимĕçе питĕ кăмăллаççĕ. Эпир бригадăра виççĕн вăй хуратпăр, эпĕ — бригадир, чи явапли. Манăн ĕç кунĕ ирхи 7 сехетре пуçланать. Килсенех тум¬тир улăштарса тăхăнатăп та чуста çăратăп, тăпăрчă хутăшĕ хатĕрлетĕп. Кашни печени-пĕремĕк валли вăл хăйнеевĕрлĕ пулмалла: сочни валли — пĕр тĕрли, эклер валли — пачах урăххи. Çынсем пирĕн предприяти туса кăларакан сочние уйрăмах килĕштереççĕ, çавăнпа чи малтан ăна хатĕрлетпĕр. Пĕр кунта кăна 230 килограмм пĕçеретпĕр. Çĕпре яманнипе чуста хăпарасса кĕтмелле мар, тÿрех печени тума тытăнатпăр. Ăна кăмакара пĕçеретпĕр. Уншăн та эпĕ яваплă: градусне, вăхăтне пăхсах тăмалла. Печенин пĕр тĕсĕпе ĕç вĕçлесен тепĕр тĕрли валли чуста çăратăп. Тутлă печени-пĕремĕкĕн вăрттăнлăхĕ мĕнре тетĕр-и? Рецепта пăхăнмалла тата ĕçе лайăх кăмăл-туйăмпа пурнăçламалла. <...>
Вера ШУМИЛОВА.
♦ ♦ ♦
Кушаксемпе ачасем сăнама юратаççĕ
26-ри Елчĕк каччипе ăнсăртран паллашма тÿр килчĕ. Нумай хутлă кирпĕч çурт стенин хушăкĕсене сăрлаканскер хăйĕн профессийĕ пирки каласа пама ыйтсан хирĕçлемерĕ. Владимир ЛУКИН çулталăк промышленноç альпинистĕнче ĕçлет. Ăна сăмах:
— Ача чухне полици ĕçченĕ пулма ĕмĕтленеттĕм. Аттепе анне çавăн пек воспитани панă-тăр, патшалăхшăн усăллă çын пулас, ыттисене пулăшас, хÿтĕлес килетчĕ. Салтаксем, уйрăмах пограничниксем çинчен фильмсем пăхма юрататтăм, çар пурнăçĕ илĕртетчĕ. Шкултан вĕренсе тухсан аслă шкула юриста вĕренме кĕтĕм. Алла диплом илсен салтак аттине тăхăнтăм, Инçет хĕвелтухăçĕнче службăра тăтăм. Полици ĕçченĕ пулас шухăш пуçран тухманччĕ-ха, хĕсметрен таврăнсан ШĔМ органĕсене çул тытрăм. Мана Росгвардие илчĕç. Анчах стажировка вăхăтĕнче инкек пулчĕ: аварие лекрĕм. Службăран кайма тиврĕ.
Пĕрре тăвансем: «Промышленноç альпинисчĕ пулас килмест-и? Хăвна тĕрĕслесе пăхас килмест-и?» — калаçу пуçарчĕç. Шухăшланă хыççăн килĕшрĕм. Çулталăк пĕр индивидуаллă предприниматель патĕнче вăй хуратăп. Чи малтанах медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухрăм. Унта сывлăха çирĕп тĕрĕслерĕç, çÿллĕшĕнчен шикленменни пирки те ыйтса пĕлчĕç. Паллах, ĕçре те инструкци ирттерчĕç, ĕçĕн хăйнеевĕрлĕхĕ пирки те, чрезвычайлă лару-тăрура мĕнле тытмаллине те каласа кăтартрĕç. Тин ĕçе тытăнакана никам та тÿрех 9 хутлă çурт тăррине хăпартса ямасть. Малтан пĕрремĕш хутран антарса кăтартрĕç, унтан майĕпен çÿллĕрех вырăнсене хăнăхтарчĕç. Пĕрремĕш уйăхсенче 5 хутлă çуртсенче ĕçлерĕм. Çур çултан кăна 9-мĕш хутлă тата çÿллĕрех çуртсене хăпарма ирĕк пачĕç. Эпĕ хăпарса курнă чи çÿллĕ çурт 20 хутлăччĕ. <...>
Вера ШУМИЛОВА.
♦ ♦ ♦
Йывăçран – йĕтĕр, шăнкăрч вĕлли, пукан
Калининăри интернат шкулта ăс пухакансем шкул саккинченех пĕр-пĕр ĕçе хăнăхаççĕ. Акă «Столяр ĕçĕ» урокра арçын ачасем йывăçран тĕрлĕ япала касса кăларма, ăна эрешлеме, сĕтел- пукан ăсталама вĕренеççĕ. Ăна Александр Смирнов вĕрентекен ертсе пырать.
— Эпир, кашни ача мĕнле те пулин ăсталăх алла илтĕр тесе тăрăшатпăр. «Столяр ĕçĕ» урока ертсе пынă май вĕсене йывăçран тĕрлĕ япала тума вĕрентетĕп. Акă, 7-мĕшсенех илер. Класра 6 арçын ача ăс пухать, кашниех урокра тăрăшулăх кăтартать. Эпĕ вĕсене токарь станокĕпе тата ĕç хатĕрĕсемпе усă курма хăнăхтаратăп. Арçын ачасем йывăçран кĕлеткесем касса кăларма юратаççĕ. Çавна валли чи малтан ĕлкене хут çине ÿкеретпĕр, тепĕр майлă каласан, чертеж тăватпăр. Унтан хăма çине куçаратпăр, касса кăларатпăр, саваласа якататпăр. Чи малтан хам тĕслĕх кăтартса паратăп, вĕсем ман хыççăн пурнăçлаççĕ. Çапла майпа арçын ачасем технологи карттипе ĕçлеме, касма, савалама хăнăхаççĕ.
Çак енпе пуринчен те пултаруллăраххи — Алеша Григорьев. Вăл мĕн хушнине пурнăçлама кăна мар, ыттисене пулăшма та ĕлкĕрет¸ Маттур арçын ача виçĕ хутчен «Абилимпикс» ăмăртăва хутшăнчĕ, республика тапхăрĕнче кашнинчех лайăх кăтартупа палăрчĕ. Кăçал та асăннă чемпионатра пьедесталăн чи çÿллĕ картлашки çине хăпарма тивĕçрĕ. Ытти çулта тупăшура ачасем турилкке илемлетнĕччĕ, кăçал урăх ĕç пачĕç. Икĕ сехетре вĕсен ывăс касса кăларма, унăн çур пайне эрешпе илемлетме тиврĕ. Пирĕн вĕренекенĕн ĕçне жюри пысăк хак пачĕ. Халĕ Алеша Наци чемпионатне хутшăнма хатĕрленет, — пĕлтерчĕ Александр Георгиевич. <...>
Вера ШУМИЛОВА.
♦ ♦ ♦
Уйран уçларăмăр, тăпăрчă хатĕрлерĕмĕр
Тăпăрчă хатĕрлесси кăсăклă иккен. Пĕррехинче банкăсенчи хăймана пуçтарса илсен кĕвĕлчĕк юлчĕ. Эпĕ ăна уйрăм хутаçа ятăм. Темиçе кунран унăн шывĕ сăрхăнчĕ. Хутаçри кĕвĕлчĕкрен тăпăрчă пулчĕ. Çур пайĕнчен шкулти поварсем пире тутлă запеканка пĕçерсе пачĕç. Ăна хăмла çырли варенийĕпе çирĕмĕр.
Тепĕр пайне ятарласа уйăрса хăвартăмăр. Малтан нимех те хушмарăмăр. Ачасем кăшт йÿçĕрех терĕç. Тăпăрча сахăр тата ванилин хушса тутанас терĕмĕр. Калама çук тутлă пулчĕ. Теприсем ăна мороженăйпах танлаштарчĕç. Тăпăрча каярах хурăн çырли варенийĕпе пăтратса çирĕмĕр. Вăл вĕсемшĕн йогурт пек туйăнчĕ. Класрах уйран уçлани, тăпăрчă хатĕрлени ачасен асĕнче нумайлăха юлĕ.
Нина МАКСИМОВА, 3-мĕш класс ертÿçи, Тăвай районĕ, Тăрмăш шкулĕ.
Материалсемпе тĕплĕнрех паллашас тесен...