«Хресчен сасси» 18 (2906) № 11.05.2022
«Çур акине вăхăтра вĕçлесшĕн»
Республикăра çур аки вăй илсех пырать. Уй-хир ир-ирех техника кĕрлевĕпе тулать. Çĕр ĕçченĕсем хĕрсех çурхи культурăсене акаççĕ-лартаççĕ.
Комсомольски районĕнче те хĕрӳ тапхăр. Ĕçченсем уяр кунпа туллин усă курма тăрăшаççĕ. «Çурхи кун — çулталăклăх», — тенĕ халăхра. Çуркунне кая юлса килнĕрен хăш-пĕр лаптăкра йĕперех-ха. Çавăнпа çĕр типнĕ май акса пыраççĕ.
Пур хуçалăх та çур акине тухнă. «Дружба» ЯХПКра хĕвел çаврăнăш, «Комсомольски пахча çимĕçĕ» агрофирмăра кишĕр те акаççĕ.
- Кăçал иртнĕ çулхисемпе танлаштарсан çурхи ĕçсене вунă кун кая юлса пуçăнтăмăр. Халĕ те хирсенче типеймен-ха. Акă çумăр çурĕ те каллех ĕç чарăнса ларчĕ. Кун пек чухне техника чăхăмлать, вăрлăха сая яни кăна. Агрофирмăн кăçал 900 гектар çинчи кĕрхисене апатлантармалла, кăпкалатмалла. Çурхи культурăсене 1700 гектара яхăн акмалла. Унсăр пуçне пахча çимĕç те туса илетпĕр, вĕсен лаптăкĕсем те пĕчĕк мар. Акă çĕр улми кăна 700 гектар йышăнмалла, кишĕр — 23, купăста — 10, кăшман — 20. Çывăх вăхăтра ир пулакан çĕр улми лартасшăн. «Иккĕмĕш çăкăра» сорта кура лартса пыратпăр: ир, вăтам пулаканни… Çавна май çак ĕç май уйăхĕ вĕçленичченех тăсăлать. Çак тапхăрта маларах лартни шăтса тухма та ĕлкĕрет. Кăçал çĕр улми лаптăкне пысăклатасшăн. Пахча çимĕç лайăх сутăнни, хакĕ пысăк пулни те ытларах туса илме хавхалантарать. Çуркунне эпир пĕр килограмм çĕр улмине 34 тенкĕ ытларахпа сутрăмăр. Çакă пирĕншĕн аван, ĕçлени сая кайманни савăнтарать. Продукци хакланни хуçалăха аталанма, ĕçченсен шалăвне хăпартма майсем туса парать. Шел, тăкаксем те ӳссех пыраççĕ, тупăшлăха чакараççĕ.
Ака-сухана каярах юлса тухнине пăхмасăр ĕççине вăхăтра вĕçлессе шанатпăр. Мĕншĕн тесен техника, çунтармалли-сĕрмелли материалсем, вăрлăх, ĕçченсем çителĕклĕ. Çанталăк кăна ан чăрмантартăр, — палăртрĕ «Комсомольски пахча çимĕçĕ» агрофирмăн ертӳçи Хасиятулла Идиатуллин.
Май уйăхĕн 5-мĕшĕ тĕлне Чăваш Енри хуçалăхсенче 30,3 пин гектар çинче пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене акнă 2021 çулта — 36,4 пин гектар . Талăкра 4,2 пин гектар «шуратса» хăвараççĕ. Елчĕк 4 пин гектар , Пăрачкав 3 пин районĕсенче те кăтартусем пысăк. Улатăр, Патăрьел районĕсенче акнă лаптăксем 2-шер пин гектар йышăннă. Вăрнар районĕнче çĕр улмине 8 гектар лартнă. <...>
Лариса НИКИТИНА.
♦ ♦ ♦
Качака сырĕ тутлă, сиплĕ
Шупашкар районĕнчи Салапайкассинчи Татьяна Хорасева ял бизнесне аталантарнă май качака ĕрчетме пуçăннă. «Фермер шкулĕнче» вĕренсе сыр пĕçерес ăсталăха алла илнĕ, сиплĕ те тутлă çимĕç хатĕрлеме тытăннă.
Ĕмĕр пурăн, ĕмĕр вĕрен
— Эпĕ астăвасса пирĕн кил картишĕнчен выльăх-чĕрлĕх, кайăк-кĕшĕк татăлман. Ачаранах атте-аннене вĕсене пăхма пулăшнă. Качакана та вунă çул ытла тытатпăр. Вĕсен йышĕ малтан 2-3 пуç кăна пулнă. Шупашкар çывăхĕнче ĕне кĕтĕвĕ çӳретме, выльăх апачĕ хатĕрлеме вырăн хĕсĕкрех. Качакапа та чăрмавлă, çапах ĕнепе танлаштарсан, ăна тытма çăмăлрах. Унччен ăратли пулман, сĕчĕ те çимелĕх кăна çитсе пынă. Каярахпа хамăр тăрăхри пĕр хушма хуçалăхран «Зааненский» ăрата туянтăм. Кун хыççăн сăвăм та ӳсрĕ. Сиплĕ сĕтрен сыр хатĕрлес шухăш çуралчĕ, — паллаштарчĕ ĕçĕ-хĕлĕпе Татьяна Юрьевна.
Темиçе çул каялла хăйĕн ĕç-хĕлне качакасемпе çыхăнтарасса шухăшлман-тăр вăл. Шкул хыççăн хĕр Чăваш патшалăх ял хуçалăх институтĕнчен экономиста вĕренсе тухнă. Çемье çавăрсан Салапайкассине пурăнма куçнă. Ял тăрăхĕнче вăрах вăхăт бухгалтерта тăрăшнă. 2010 çулта бизнес аталантарма тытăннă. Пысăк мар пилорамăра ял халăхне, предприятисене хăма-кашта çурса панă.
— Йывăç сасартăк хакланнăран пилорама ĕç-хĕлне чарса лартрăмăр. Ку тĕле качака йышĕ палăрмаллах хушăнчĕ. Майĕпен вĕсен сĕтĕнчен сыр, чăкăт пĕçерме вĕрентĕм. Халăх рецепчĕпе уксус, лимон йӳçекĕ хушса хатĕрлерĕм. Унпа тăвансене, пĕлĕшсене хăналарăм. Çимĕç ыттисене килĕшсен те мана унăн пахалăхĕ темшĕн тивĕçтермерĕ. Продукципе рынока тухмашкăн çак ăсталăха тĕплĕнрех вĕренмеллине, пахалăха лайăхлатмаллине ăнланаттăм. Анчах ăçта? Телее, иртнĕ çул республикăра «Фермер шкулĕ» хута кайнине, унта çĕнĕ технологипе сыр хатĕрлеме вĕрентнине пĕлтĕм. Программăпа тĕплĕнрех паллашнă хыççăн бизнес-проект хатĕрлерĕм, конкурс комиссине тăратрăм. Çапла вара çулсем иртнине пăхмасăр каллех парта хушшине лартăм, — палăртрĕ пайтаçă.
Курни-илтнине — пурнăçа
«Фермер шкулĕнче» вĕренни, çĕршыври, республикăри паллă сыр ăстисем патĕнче пулни тарăн йĕр хăварнине палăртрĕ Татьяна Хорасева.
— Эпир шкулта çĕнĕ технологипе тутлă сырсем пĕçерме хăнăхнипе пĕрлех бизнеса тупăшлă тытса пыма вĕрентĕмĕр. Çак тапхăрта çĕршывĕпе палăрнă сыр ăстисемпе, вĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллашнине мĕнле манăн? Мускав облаçĕнчи Олег Сирота патĕнчен тĕлĕнсе те хавхаланса таврăнтăмăр. Паллах, хальлĕхе пирĕн çак фермер пек бизнес йĕркелесе яма вăй-хал та, укçа-тенкĕ те çитмĕ. Çапах унран вĕренмелли сахал мар. Вăл пире хăйĕн ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарнипе пĕрлех ял бизнесне аталантаракансене сĕнӳсем те пачĕ. Предприятире ĕне сĕтĕнчен тĕрлĕ сыр хатĕрлеççĕ. Ĕне выльăх, качака тытаççĕ. Пысăк территоринче чĕр тавар тирпейленипе пĕрлех лавкка та пур.
Хусанти агропарк та тарăн йĕр хăварчĕ. Темиçе хутлă çурта пайтаçăсене, фермерсене арендăна панă. Вĕсем çавăнтах пĕчĕк цехсенче сыр пĕçереççĕ, кăлпасси, пылак çимĕç, чипс, ытти продукци хатĕрлесе сутаççĕ. Чĕр тавар тирпейлемелли тата сутмалли залсем те юнашарах вырнаçнă. Кашнин сутма ятарлă вырăн, продукцие упрама оборудованисем пур. Фермерсем, хуçалăхсем пахча çимĕçе, çĕр улмине холодильникра тытаççĕ. Çавăнпа чĕр тавар тин кăларса пуçтарнă пек курăнать. Çитменнине, ытлашши хаклă та мар. Хусан пысăк хула, агропарка халăх йышлă çӳрет. Çакăн пеккине Шупашкарта та уçма палăртаççĕ. Ăна пурнăçа кĕртсен республикăри аграрисемшĕн, хулара пурăнакансемшĕн курăмлă пулăшу пулмалла. Чĕр тавара вырнаçтарма та çăмăлланĕ, — палăртрĕ Татьяна Хорасева. Чăваш Енре те сыр ăсти сахал мар. Шупашкарти Ольга Кошелевăн мини заводĕнче пулни те Татьяна Юрьевнăшăн ахаль иртмен.
— Вăл качака сĕтĕнчен сыр хатĕрлесе сутать. Мана цехри сыр пĕçермелли оборудовани уйрăмах кăмăла кайрĕ. Вăл мĕнле ĕçленипе çине тăрсах кăсăклантăм. Ĕçлĕ тĕлпулу хыççăн ăна туянма тĕллев лартрăм. Каярахпа ĕмĕте пурнăçа кĕртрĕмех, Ярославль облаçĕнчен 45 литрлă котел илтĕм. Сырсене сорта кура упрани те тĕлĕнтерчĕ. Предприятире темиçе холодильник. Ăста ăнлантарнă тăрăх, кăвакăшпа хутăш хатĕрленĕскере ытти сырпа юнашар тытма юрамасть иккен. Кăвакăш теприн çине куçма пултарать, тути те лайăхмарланать. Унăн кашни сăмахне ăса хывма тăрăшрăм.
Паха продукци хатĕрлес тесен кашни япала пĕлтерĕшлĕ. Акă эпĕ унччен пĕр кĕвелĕкпех тĕрлĕ сыр хатĕрленĕ. Вăл вара кашни сортăн хăйĕн пулмалла иккен. Кĕвелĕк тĕрĕс мар хушса çимĕçе юрăхсăра кăларни те пулнă. Оборудовани илнĕ хыççăн сыр пĕçерессине автоматика йĕркелесе пырать. Çапах температурăна тĕрĕс лартмасан каллех пахалăхĕ чакать. Кашни ĕçĕн хăйĕн йывăрлăхĕ, — палăртрĕ пайтаçă.
«Фермер шкулĕнче» вĕренекенсем сыр пĕçернипе пĕрлех сĕтрен пылак çимĕç — мороженăй — хатĕрленĕ. Çакă ăна каллех çĕнĕ шухăшпа хавхалантарнă.
— Çак ĕç те тупăшлă. Пылак çимĕçе килтех хатĕрлеме пулать. Оборудованийĕ 140 пине яхăн тăрать. Вырăн нумай йышăнмасть. Вăрттăнлăха алла илнĕ май пуçра çĕнĕ шухăш çуралчĕ: «Тен, манăн та ăна туянса çĕнĕ продукци хатĕрлеме тытăнмалла?» Ялта ĕне сĕтне илес тĕлĕшпе йывăрлăх пулмĕ, — терĕ вăл. <...>
Лариса НИКИТИНА.
♦ ♦ ♦
Пулăшăва кам тивĕçет?
ЧР Ял хуçалăх министрĕн заместителĕ Инна Волкова, Марина Васильева пай пуçлăхĕ «тӳрĕ эфирта» 2022 çулта хушма хуçалăхсене паракан патшалăх пулăшăвне сӳтсе яврĕç.
Ял хуçалăх продукцине туса илсе сутакан хушма хуçалăхсене кăçалтан патшалăх пулăшăвĕ пама палăртнă. Унпа усă курас тесен гражданинăн хăй тĕллĕн ĕçлекен шучĕпе регистрациленмелле. «Самозанятость» программăна ĕçсĕр шутланакан, тивĕçлĕ канăва тухнă е урăх çĕрте вăй хуракан çынсем хутшăнма пултараççĕ. Сăмахран, шкулта, больницăра е предприятире тăрăшакан, хушма хуçалăх аталантарса ытлашши продукцие сутакан та хăй тĕллĕн ĕçлекен шутланать. «Самозанятость» программăна хутшăнаканăн унччен ĕçленĕ е хальхи вăхăтра вăй хуракан предприятипе икĕ çул хушши суту-илӳ килĕшĕвĕ тума юрамасть.
Инна Волкова палăртнă тăрăх, программăна хутшăнас тесен телефона е смартфона «Манăн налук» ятарлă приложени вырнаçтармалла, регистраци тухмалла. Пайтаçăпа организацишĕн налук виçи çулталăка — 6, уйрăм çыншăн 4 процентпа танлашать. Продукци сутмассерен чек йĕркелемелле, уйăх вĕçĕнче тупăшран налук тытăнса пырать. Предприяти-организацире вăй хуракан «Самозанятость» программăна хутшăнас пулсан уйрăм банк картти уçмалла. Кун пек тупăшпа тăкака тĕрĕслесе тăма çăмăлрах.
Министр заместителĕн сăмахĕ тăрăх, хăй тĕллĕн ĕçлекен шучĕпе хушма хуçалăх тытакан та, çемье членĕсем те регистрациленме пултараççĕ. «Субсидие хушма хуçалăх тытакана е хуçалăх кĕнекине кам çине çырнă — çавна параççĕ», - палăртрĕ вăл. Ялсенче çурт-йĕр, кил хуçалăхĕ час-часах аслă ăру çинче шутланса тăрать. Çамрăксем вара хăйсем тĕллĕн ĕçлесшĕн, патшалăх пулăшăвне тивĕçесшĕн. Кун пек чухне мĕн тумалла? Хушма хуçалăха «Самозанятость» программăна хутшăнас кăмăллă çемье членĕ çине куçарттармалла. Ял тăрăхне кайса хуçалăх кĕнекине те ун ячĕпе йĕркелемелле.
Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев кăçал «Самозанятость» программăна республикăра 25 пин çынран кая мар явăçтарма палăртнă. Вĕсен ĕç-хĕлне аталантарма федераци тата республика бюджечĕсенчен тĕрев парĕç. Сăмахран, пахча çимĕç, çĕр улми, сĕт туса илессине ӳстерме, ĕне, качака ĕрчетме тата ыт.те. Тепĕр çĕнĕлĕх: иртнĕ çулсенче Чăваш Енре ĕне тытакан хушма хуçалăхсем пурте тенĕн субсиди илнĕ пулсан кăçалтан «Самозанятость» программăна хутшăнакансем кăна тивĕçĕç. Анчах пулăшу виçи палăрмаллах ӳсĕ: пĕр ĕнешĕн — 5500, иккĕшĕн — 6500, виççĕ е ытларах пуçшăн 7500 тенкĕ /кашниншĕн/.
Субсиди илнисен çулталăкра кĕтӳ йышне чакарма юрамасть. Çавăн пекех качака, сурăх ĕрчетекенсен те патшалăх пулăшăвĕпе усă курма май пур. Хăй тĕллĕн ĕçлекенсен хушма хуçалăхра продукци туса илсе сутассине ӳстерсе пымалла. <...>
Лариса АЛЕКСЕЕВА.
♦ ♦ ♦
Вăл Берлина çитнĕ
Вăхăт шăвать. Ветерансен йышĕ çулсерен чакать. 1418 куна тăсăлнă вăрçă вара нихăçан та асран тухмасть. Ман шутпа, салтаксен паттăрлăхĕ, тыл ĕçченĕсен хастарлăхĕ пирки çамрăк ăрăва аса илтерсех тăмалла.
Муркаш районĕнчен вăрçа 9845 çын тухса кайнă, вĕсенчен 5491-шĕ каялла таврăнайман. Çак çулсенче ялсене хурлăхлă хыпар тăтăшах килсе тăнă: пĕрин упăшки вăрçă хирĕнче паттăрсен вилĕмĕпе пуç хунă е хыпарсăр çухалнă, теприн — ашшĕн, пиччĕшĕн пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнă…
Çĕнтерӳ кунĕ — чи пысăк уяв. Вăрçă ветеранĕсене, паттăрсене тав тăватпăр, вут çулăм ăшĕнчен тăван тăрăха таврăнайманнисене асăнатпăр. Ялсемпе хуласенче «Вилĕмсĕр полк» акци йĕркелени те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çапла майпа эпир Раççей вăйлă, çирĕп, туслă, çĕнтерейми çĕршыв пулнине тепĕр хут çирĕплететпĕр.
Алексей Воробьев — пирĕн мухтавлă ентеш. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин малтанхи кунĕсенчех тăшманпа паттăррăн çапăçнă, Совет Союзĕн Геройĕ ята тивĕçнĕ. Вăл 1915 çулта Çурлатри ялĕнче вăтам хресчен çемйинче çуралнă. Ялти пуçламăш шкулта пĕлӳ илнĕ хыççăн Муркашри вăтам шкулта вĕреннĕ. Вăрçă пуçлансан Тăван çĕршыва хӳтĕлеме тухса кайнă. Сăмах май, пирĕн Çурлатри ялне фронтран икĕ салтак офицер пулса таврăннă. Пĕри — В.Моисеев аслă лейтенант, тепри — А.Оньков капитан, журналист. Вăл хăй вăхăтĕнче «Çĕнтерӳ ялавĕ» район хаçатĕнче яваплă секретарь те, пай пуçлăхĕнче, редактор заместителĕнче ĕçленĕ. Хăйĕн ĕçне юратса, чун-чĕререн пурнăçланă.
Алексей Воробьев Тĕп, Брянск, Воронеж, Украинăн пĕрремĕш фрончĕсенче çапăçнă. Темиçе хут та аманнă, госпитальтен сывалса тухнă хыççăн каллех фронта васканă. 1945 çулхи апрель уйăхĕнче Берлин хулишĕн пынă çапăçусенче хăюлăхпа паттăрлăх кăтартнăшăн минерсен взвочĕн командирне Алексей Воробьев старшинана СССР Аслă Канашĕн Президиумĕн 1945 çулхи июнĕн 27-мĕшĕнчи указĕпе Совет Союзĕн Геройĕ ятне панă, Ленин орденĕпе тата «Ылтăн Çăлтăр» медальпе чысланă.
Вăрçă хыççăн тăван шкулта ачасене çар ĕçне вĕрентнĕ, каярахпа ял хуçалăх производствине кӳлĕннĕ. Ял-йыш ăна Буденный ячĕллĕ колхоз председательне суйланă. Çак ĕçре тăрăшса вăй хунă паттăр салтак. Хуçалăх тĕш тырă çитĕнтерессипе, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессипе çулсеренех пысăк ӳсĕмсем тунă. Ăна район канашĕн депутатне суйланă, КПСС райкомĕн членĕ пулнă. Пĕчĕк колхозсене пĕрлештернĕ хыççăн Муркашри пысăк хуçалăхăн председателĕн заместителĕнче тăрăшнă. 1952 çулта мухтавлă ентешĕмĕрĕн пурнăçĕ сарăмсăр татăлнă. <...>
Геннадий МОИСЕЕВ.
Муркаш районĕ.
Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...